Паян Улатӑр районӗнче хӑш-пӗр ялта ейӳ сарӑлма пуҫлани пирки ҫӑлав службине пӗлтерӳ ҫитнӗ. Сӑр, Бездна, Улатӑр юханшывӗсенче шыв шайӗ хӑпарма пуҫланӑ. Ейӳ сарӑлнӑ ялсем ҫак юханшывсен хӗрринче вырнаҫнӑ.
Ку Пенза шыв управӗнчи шыв шайӗ хӑпарнипе. Ҫавӑн пекех Сӑра шыв нумайрах кӗме тытӑннӑ.
Ейӳ сарӑлма пуҫланӑ ялсене 10 ҫӑлавҫӑ ҫитнӗ. Ҫавӑн пекех унта 3 теххатӗр, ишмелли 3 хатӗр пур.
Шупашкарта пурӑнакан ватӑ хӗрарӑм урама тухайманнипе ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Йӗпе-сапаллӑ ҫанталӑк тӑнӑран, юр нумай ҫунӑран пӳрт тӳрринчен юр ӳксе алӑк умне купаласа лартнӑ. Ҫавӑнпа вӑл урама хӑй тӗллӗн тухайман.
Ҫӑлавҫӑсем паян ҫав ватӑ хӗрарӑм патне ҫитсе пулӑшнӑ: алӑк умӗнчи юра айккинелле пенӗ. Ҫапла вӗсем ватӑскере «юр тыткӑнӗнчен» хӑтарнӑ.
Ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 16-мӗшӗнче, Шупашкарта пурӑнакан арҫын, 1952 ҫулта ҫуралнӑскер, Атӑл урлӑ йӗлтӗрпе каҫма шутланӑ та чутах путса вилмен.
Республикӑри ҫӑлавпа шырав служби пӗлтернӗ тӑрӑх, арҫын йӗлтӗрпе пынӑ чухне ҫӳхе пӑр тӗлӗнче анса кайнӑ. Юрать-ха, йӗлтӗр патакӗсем пулӑшнипе тухайнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл леш енчи дачӑсем патне ҫитсе типӗ тум тӑхӑннӑ.
Арҫын шыва кӗрсе ӳкни пирки ҫӑлавҫӑсем патне те хыпар ҫитнӗ. Вӗсем ӑна дачӑсем патӗнче шыраса тупнӑ. Арҫын медпулӑшу илме хирӗҫленӗ.
Паян Шупашкарта ҫӑлавпа шырав службине шӑнкӑрав ҫитнӗ: Мир проспектӗнче арҫын подъездри картлашкасем ҫинче пуҫне перил ӑшне чикнӗ те каялла кӑларайман. Пулӑшу чӗнмех тивнӗ.
Ҫӑлавҫӑсем вырӑна часах ҫитнӗ. Вӗсем перилӑн ячейкине каснӑ та арҫынна тухма пулӑшнӑ. Вӗсем ӑна васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсен аллине панӑ.
Атӑл пӑрӗ ҫинче пулӑҫсен сезонӗ пуҫланнӑ. Паян чутах 33 арҫын пӑр катӑкӗ ҫинче ларса кайман.
Пулӑҫсем Ҫӗнӗ Шупашкар ҫывӑхӗнче, ГЭС патӗнче, пулӑ тытса ларнӑ. Тӑрук пӑр катӑлнӑ та шыва май юхма пуҫланӑ. Ҫав пӑр катӑкӗн серепине 30 пулӑҫ лекнӗ.
Ҫалавҫӑсем патне 10 сехетре хыпар ҫитнӗ. Пулӑҫсене ҫӑлма Ҫӗнӗ Шупашкарти, Сӗнтӗрвӑрринчи тата Шупашкарти ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ.
11 сехетре 33 пулӑҫа ҫыран хӗррине кӑларнӑ.
Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче каҫхине Ҫӗмӗрле районӗнчи ҫӑлав станцине Сӑр юханшывӗнче икӗ ҫын ҫухални пирки пӗлтернӗ. Арҫынсем резин кимӗпе юханшыв урлӑ Чулхула еннелле каҫма тӑнӑ та куҫран ҫухалнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем ҫав вырӑналла тухнӑ. Анчах ун чухне тӗттӗмленме пуҫланӑ ӗнтӗ. Ку ӗҫе тата кӑткӑслатнӑ.
Ҫурҫӗр ҫитеспе ҫухалнӑ арҫынсене шыраса тупнӑ. Юрать-ха, вӗсемпе йӗркеллех, сывлӑхӗсем лайӑхах.
Ҫӗмӗрле районӗнче хӗрарӑм кӑмпана кайсан ҫухалнӑ. Ӑна Республикӑри шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем пулӑшнӑ.
Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 14 сехет те 45 минутра ҫӑлав службине хӗрарӑм ҫухални пирки пӗлтернӗ. Вӑл телевышка патӗнче аташса кайнине каланӑ.
Хӗрарӑма часах тупнӑ. Унӑн сывлӑхӗ йӗркеллех.
Юпа уйӑхӗн 14-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле районӗнче ҫӑлавҫӑсем вӑрманта ҫухалнӑ кӑмпаҫӑсене виҫӗ хутчен шырама кайнӑ.
Кӑнтӑрла хыҫҫӑн Петропавловск ялӗ патӗнче 3 ҫын ҫухални пирки пӗлтернӗ. Вӗсене вӑрмантан илсе тухнӑ ҫеҫ - тепӗр ҫынсем ҫухални пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.
Кун ҫакӑнпа ҫеҫ вӗҫленмен. "Мичуринец-3" сад юлташлӑхӗ патӗнче тепӗр 3 кӑмпаҫӑ ҫухалнӑ. Вӗсене те шырама тивнӗ.
Шупашкарти Граждан урамӗнче ҫӑлавпа шырав службин ӗҫченӗсем ҫурт тӑрринче чупакан арҫынна антарнӑ. Ку юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче пулнӑ.
Ҫӑлавпа шырав службине арҫын ҫурт тӑрринче чупни пирки шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Вӑл чартак алӑкне питӗрсе хунӑ, никама та кӗртмен.
Ҫӑлавҫӑсем унта ҫийӗнчех ҫитсе чартак алӑкне ҫӗмӗрнӗ. Ҫурт тӑрринче чупакан арҫынна тытса полицейскисен аллине панӑ.
Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 16 сехет те 50 минутра Ҫӗмӗрлери муниципалитет округӗн диспетчерӗ ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ: 1951 ҫулта ҫуралнӑ арҫын вӑрманта ҫухалса кайнӑ.
Вӑрмана мотокультиваторпа кайнӑ арҫын Тури Кӑмаша ялӗ ҫывӑхӗнче аташса кайнӑ. Вӑл кӑмпана кайнӑ пулнӑ. Кӑмпа тупаймасан мӑйӑр пуҫтарма пуҫланӑ. Кӗҫех вӑл ҫухалса кайнине ӑнланнӑ.
Ҫӑлавҫӑсем пулӑшма ҫитнӗ. Арҫынна тӗттӗмленсен тин, каҫхи 8 сехетсенче, тупнӑ. Вӑл хӑйне чиперех туйнӑ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.04.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, 3 - 5 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ишетер Федосия Дмитриевна, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Садай Владимир Леонтьевич, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Воробьёв Алексей Александрович, чӑваш сӑвӑҫи вилнӗ. | ||
| Спиридонов Моисей Спиридонович, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ. | ||
| Афанасьев Алексей Андриянович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |