Раҫҫейре
![]() «Грани» тунӑ сӑн Раҫҫей правительстви нумай ачаллӑ ҫемьесене паракан тӳлев субсидине ӳстерме йышӑннӑ. Кун пирки ria.ru портал пӗлтерет. Палӑртма кӑмӑллӑ: ку программӑна пирӗн республика та кӗнӗ. Ҫак тӳлеве виҫҫӗмӗш тата ун хыҫҫӑнхи ача ҫуратнӑшӑн уйӑхсерен параҫҫӗ. Ҫапла ку субсидие 820 миллион тенкӗ таран ӳстерме палӑртнӑ. Вӗсене хӑш-пӗр регион ҫеҫ тивӗҫӗ. Программӑна Чӑваш Енсӗр пуҫне Ростов, Самар, Сахалин облаҫӗсем, Севастополь хули тата ытти регионсем кӗнӗ. Ку йышӑнӑва ахальтен туман. Раҫҫейре нумай ачаллӑ ҫемьесем йышланнӑ. Ҫапла майпа вӗсене памалли тӳлев виҫи 13,5 миллиард пулӗ. Ку ҫемьесене уйӑхсерен тӳлеме май пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Шупашкарта пурӑнакан 11 ҫулти арҫын ача ЧР Президенчӗ Владимир Путин валли рэп стилӗпе юрӑ ҫырнӑ. Арнольд Иванов 4-мӗш гимназире 5-мӗш класра вӗренет. Ҫапла майпа арҫын ача Владимир Путина ҫуралнӑ кунпа саламлама хатӗрленнӗ. Юрӑ «Владимир Владимирович Путин» ятлӑ. Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче вӑл ӑна тӗнче тетелне кӑларӗ. Пӗлтер Арнольд Владимир Путина ыйту парасшӑн пулнӑ: компьютер вӑййисене, хӑрушшисене, хӑҫан выляттарма чарӗҫ? Ачапа Президент администрацийӗн ӗҫченӗсем ҫыхӑннӑ та ку темӑна анлӑ ҫутатмаллине каланӑ. Арнольд сӑвӑ ҫырма тата вулама юратать. Арнольда Раҫҫейри пултаруллӑ ачасен йышне кӗртнӗ. Вӑл Владимир Путина халалласа сӑвӑ ҫырнӑ тӑрӑх пӗлӗшӗ кӗвӗ хатӗрленӗ. Юрра ҫынсем тӗнче тетелӗнче юпан 7-мӗшӗнче курма пултарӗҫ. Ун чухне Владимир Путин 63 ҫулхине паллӑ тӑвӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейре светофор хӗрлӗ ҫутатнӑ чухне каякан водительсене нумайрах штрафлаттарасшӑн. Ку хупӑннӑ шлагбаум хупӑннӑ чухне каҫса кайнӑ чухне те пырса тивет. «Коммерсантъ» хаҫат ҫырнӑ тӑрӑх, кун пек водительсене 30 пин тенкӗ штраф тӳлеттересшӗн. Е куншӑн праваран ҫур ҫуллӑха хӑтарасшӑн. Айӑплава суд палӑртӗ. Саккун проекчӗ РФ Транспорт министерстви витӗр тухать пулсан ку штраф чи пысӑкки пулӗ. Раҫҫейре кӑҫал 7 уйӑхра 147 урапа пуйӑспа ҫапӑннӑ. Кун пек пуйӑсри ҫынсен пурнӑҫӗ те хӑрушлӑхра-ҫке. Раҫҫей чукун ҫулӗ саккун проектне ырланӑ. Шлагбаум патӗнче сарӗ тӗс ҫукки пӑтӑрмах кӑларса тӑратнине те палӑртаҫҫӗ водительсем. Ара, ҫул кӗтмен ҫӗртен хупӑнма пултарать-ҫке-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Дмитрий Носов либерал-демократ Либерал-демократсен партийӗн РФ Патшалӑх Думинчи фракцийӗн депутачӗ Дмитрий Носов федераци шайӗнче саккун йышӑнакан ҫак органа журналистсене хӳтлекен саккун проектне ҫитернӗ. Парламентари РФ Пуҫиле кодексӗн 144-мӗш статйине тӳрлетӳ кӗртесшӗн. Ку статья журналистсен профессилле ӗҫ-хӗлне чӑрмав кӳнипе ҫыхӑннӑскер. Ура хуракан ахаль ҫынсене 80 пинрен пуҫласа 100 пин тенкӗ таран штрафласшӑн, должноҫре ларакансене — 150 пинтен тытӑнса 300 пин тенкӗ таран. Дмитрий Носов либерал-демократ шучӗпе журналистсене чӑрмав кӳресси юлашки вӑхӑтра час-часах пулать. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсен пуҫтахсенчен хӳтлӗх ҫук тесе шухӑшлать депутат. Ҫав вӑхӑтрах РФ Президенчӗ ҫумӗнчи этем прави енӗпе ӗҫлекен канаш пайташне Максим Шевченкона журналистсене хӳтӗлессинче штрафсен усси иккӗлентерет. Айӑплисене, ун шучӗпе, пуҫиле майпа явап тыттармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫейӗн Патшалӑх Думине урапасен номерне сутма ирӗк партаракан саккун проектне ҫитернӗ. Пӗр пек цифрӑллӑ тата саспаллиллӗ номерлӗ урапапа ҫӳрени унӑн хуҫи чаплӑ ҫын пулнине пӗлтерет тесе ун пек хитре номер пирки чылай водитель ӗмӗтленет пулӗ. Хӑш-пӗр саспалли урапа хӑш ведомствӑн пулнине те палӑртнӑ маларах. Хитре номерлӗ пулас тесен урапасен регистраци номрене паракансене ьӳлеме тивет теҫҫӗ хӑшӗсем. Такам кӗсйине укҫана лектериччен ку виҫен уҫӑмлӑ тусан хыснана укҫа кӗрӗ тесе те пуплеме тытӑнчӗҫ юлашки вӑхӑтра. Саккуна йышӑнассипе йышӑнмасси РФ Патшалӑх Думин депутачӗсенчен килет. Ку ыйтӑва «халӑх тарҫисем» черетлӗ сессисенчен пӗринче ахӑртнех пӑхса тухӗҫ. Тавлашура чӑнлӑх ҫуралать теҫҫӗ те, мӗнле те чӑнлӑх ҫуралнине каярах пӗлӗпӗр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Патшан та ҫуран ҫӳрекенӗн те ҫак вырӑнсӑр май ҫуках. Ҫынсене питех те кирлӗ ҫак ырлӑха халӗ пур ҫӗрте те тӳлевлӗ туса пӗтерчӗҫ. Пысӑк суту-илӳ ҫурчӗсемпе пульницӑсенче кӑна туалета укҫа тӳлесе кӗмелле мар. Мускавра вара метрора тӳлевсӗр туалет уҫнӑ. Ун пекки ҫӗршывӑн тӗп хулинче халиччен пулман-мӗн. Калугӑпа Рига линийӗпе ҫула тухнисем «Мир проспекчӗ» чарӑнура ансан тӳлевсӗр туалета кӗрсе тухайӗҫ. Анчах унта кӗрес тесен «Тройка» карта (вӑл виҫӗ тӗрлӗ транспортпа ҫӳреме май парать) кирлӗ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗнче вӑл картта Мускав ҫыннисенчен виҫҫӗмӗш пайӗн пулнӑ. Анчах туалетра 15 минутран ытла пулма юрамасть. Асӑннӑ вӑхӑтран ытларах тытӑнса тӑрсан (е ларсан темеллеччӗ-ши?) сасӑ янӑраса кайӗ. Яваплисем туалета миҫе хутчен кӗрсе тухма май пуррине те шутласа кӑларнӑ. Хальлӗхе — 150 хутчен. Эпир ӑнланнӑ тӑрӑх, ку вӑл кунне ҫавӑн чухлӗ ҫын тенине пӗлтерет курӑнать. Енчен ҫак ырлӑхпа усӑ куракансем йышлӑ пулсан туалета ытти станцире те вырнаҫтарма тытӑнӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() "Про Город" тунӑ сӑн Сивӗ кӗр ҫитсен халӑх мӗн пирки пӑшӑрханать? Хваттерсенче сивӗ пулни канӑҫсӑрлантарать ара. Шӑнса-чӗтресе ларсан, чирлесе ӳксен ҫеҫ ӑшӑ яраҫҫӗ-ҫке. Ку халӑха тахҫантанпах тавлаштарать. Кӑҫалтан йӗрке улшӑнать. Малашне ӑшӑ хӑҫан памаллине кашни регион хӑй йышӑнӗ. Малтан ку ыйтӑва федераци шайӗнче уҫӑмлатнӑ. Урамра 8 градус ӑшӑ 5 кун тӑрсан ҫеҫ ӑшӑ паратчӗҫ. Халӗ ҫакна пӑхмӗҫ. Малашне 8 градус ӑшӑ 5 кун тӑрассине кӗтмелле мар. Икӗ кун та ҫителӗклӗ. Сывлӑш температурин те 8 градус пулни кирлех мар. Тӗслӗхрен, 10 градус пулсан та ӑшӑ пама пултарӗҫ. Кун пирки РФ строительство министрӗ Андрей Чибис пӗлтернӗ. Кашни регион ӑшӑ памалли тапхӑра хӑҫан пуҫлассине хӑй палӑртӗ. Ҫакна ҫынсем ҫӑхавланӑран йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ача-пӑча ту хӑвна савӑнма, умна саппун ҫак куҫҫульна шӑлма... Ахальтенех ҫуралман ӗнтӗ юрра ҫаврӑннӑ ҫак йӗркесем. Этем чунне лайӑх ӑнланакансем вара ача-пӑча япӑх пулса ҫуралмасть, вӑл епле ӳсесси ӑна мӗнле ӳстернинчен килет тесе шухӑшлаҫҫӗ. Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнӗ ачасене пулӑшакан фонд пуҫарнипе «Комсомольская правда» хаҫат ирттерекен «Ача-пӑча комитечӗ. Атте-аннене валли пирӗнтен канаш» пӗтӗм Раҫҫейри конкурс ачасен чунне ӑнланма пулӑшмалла. Вӑл ҫитес уйӑхӗн 8-мӗшӗччен пырӗ. Унта 5 ҫултан пуҫласа 15 ҫулчченхи ачасем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Конкурса хальлӗхе пухӑннӑ ӗҫсем пирки каласан, ачасем пурте ҫемьере юрату кирлине палӑртаҫҫӗ-мӗн. 5–10 ҫулхи ҫӗнтерӳҫӗсене экшн-камерӑпа, 11–15 ҫулсенчисене «Орленок» центра канма кайма путевкӑпа хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ольга Голодец вице-премьер журналистсене пӗлтернӗ тӑрӑх, 2016 ҫулта Амӑшӗн капиталӗ 22 пин тенкӗ ӳсӗ. Ҫитес ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен унӑн виҫи 475 пин тенкӗпе танлашӗ. Амӑшӗн капиталне ӳсермешкӗн хыснаран 6,4 миллиард тенкӗ тӑкакланӗ. Правительство капитал укҫипе сусӑр ачасем валли тавар туянма юрать тесе йышӑннӑ. Ольга Голодец каланӑ тӑрӑх, сусӑр ача валли реабилитаци хатӗр-хӗтӗрӗ туянсан вӑл хӑвӑртрах лайӑхланма тытӑнӗ. Вице-премьер палӑртнӑ тӑрӑх, саккун проекчӗ капиталпа ача 3 ҫул тултаричченех усӑ курма май парать. Ку ашшӗ-амӑшне тата ачана усрава илнисене пырса тивет. Чылайӑшӗ Амӑшӗн капиталне ҫурт-йӗре лайӑхлатас ҫӗре тӑкаклать. Ӑна ачана вӗрентес, пулас пенси укҫине пысӑклатас ҫӗре яма та юрать. Аса илтерер: программа 2007 ҫултанпа пурнӑҫланать. Ӑна иккӗмӗш е ун хыҫҫӑнхи ачана ҫуратакансем тивӗҫеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен суйлавӗ умӗн Чӑваш Енре «Хӗрӳ лини» уҫма йышӑннӑ. Вӑл — республикӑри Общество палатипе «Раҫҫейри ирӗклӗ суйлав фончӗ» коммерцилле мар общество организацийӗн пӗрле пуҫарнӑ проект-мӗн. Федерацин 2016 тата 2018 ҫулсенчи суйлавӗ умӗн «Хӗрӳ лини» пункчӗн пӗлтерӗшӗ татах ӳсӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ сӑнавҫӑсем. Лини суйлав тапхӑрӗнче кӑна мар, малашне те ӗҫлӗ. «Хӗрӳ лини» адресӗпе телефонӗсем: Шупашкар хули, Республика тӳремӗ, 2-мӗш ҫурт, 118 пӳлӗм; тел. (8352) 39-35-86; электрон почти: chuvashia21-hotline@mail.ru; SMS ямалли номер те пур: 8-927-668-35-67. «Хӗрӳ линин» Мускаври тӗп пункчӗпе те ҫыхӑнма май парать. Унӑн тӳлевсӗр номерӗ — 8-800-333-4103. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |