Раҫҫейре
![]() Чӑваш Ен каччи Никита Васильев велосипедпа тӗнче курса ҫӳрени пирки пӗлтернӗччӗ-ха. Вӑл ҫулҫӳреве тахҫанах тухнӑ. Кӗҫех Чӑваш Ене таврӑнмалла. Велосипедпа ҫӳреме йывӑрах мар-тӑр чӑтӑмлӑх пулсан. Питӗр ҫынни вара тӗнче курма… ҫуран тухнӑ. Ҫав арҫын 2 ҫулта 32 пин ҫухрӑм утасшӑн. Унӑн маршручӗ Шупашкар витӗр выртӗ. Арҫын ҫулҫӳреве ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тухнӑ. Кун пирки «Петербургский дневник» кӑларӑм пӗлтерет. Ҫулҫӳревҫӗ Мускав, Владимир хыҫҫӑн Шупашкара килӗ. Унтан Байкал тӑрӑхӗнчен Китая кайӗ. Ҫак 8 пин ҫухрӑма вӑл авӑн уйӑхӗн варриччен парӑнтарма шутланӑ. Ку — унӑн графикӗ. Арҫын ҫуран тӗнче курса ҫӳреме унччен те ӗмӗтленнине пӗлтерет. Унччен вӑл Питӗртен Мускава, Лиссабонран Парижа ҫитнӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫӗршывӑн правительстви ипотекӑна субсидилеме йышӑнни пирки Чӑваш халӑх сайчӗ маларах пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, банксен процент ставкине патшалӑх субсидиленӗ хыҫҫӑн ҫынсен 12 процентпа ҫеҫ тӳлемелле тӑрса юлать. Ҫӑмӑллӑхлӑ кредит паракан программа пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пурнӑҫа кӗме тытӑнчӗ. Вӑл шӑп та лӑп ҫулталӑка, 2016 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен, пымалла. Ҫӑмӑллӑхлӑ программӑпа парас кӑмӑллине ҫӗршыври темиҫе кредит организацийӗ пӗлтернӗ те ӗнтӗ. Ҫав шутра — Перекет банкӗ, ВТБ, Россельхозбанк. Юлашкинчен асӑннӑ банкӑн Чӑваш Енри филиалӗн пресс-служби кредита илес тесен ҫынсен хӑйсен кӗсйинчен ҫурт-йӗр хакӗн 20 процентӗнчен кая мар кӑларса хумаллине пӗлтерет. Кивҫен укҫана 30 ҫул таран параҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Раҫҫей Президенчӗ Наци ӗҫӗсемпе тимлекен федерации агентстви йӗркелеме сӗннӗ. Кун пирки Кремлӗн пресс-служби хыпарлать. Владимир Путин ҫӗршывӑн премьер-министрне Дмитрий Медведева ҫакна пӑхса тухса акан 15-мӗшӗ тӗлне сӗнӳсем тӑратма хушнӑ. Наци ӗҫӗсем енӗпе тимлекен федераци агентстви наци тата конфесси хушшинчи хутшӑнусене мала кӑларса тӑратнӑ май Раҫҫейӗн нумай нациллӗ халӑхӗн пӗрлӗхне ҫирӗплетессипе ҫине тӑмалла. Кунсӑр пуҫне агентство халӑхсен этнокультурине аталантарассипе тӑрӑшмалла. Ҫак ыйтусемпе ҫыхӑннӑ федерацин тӗллевлӗ программисем те асӑннӑ агентство яваплӑхӗ шутланӗҫ. Маларах ҫӗршывра кун пек ведомство пулнӑ. 2001 ҫулта ӑна пӗтернӗ. Унӑн тивӗҫне темиҫе министерствӑна пайласа янӑ. Патшалӑхӑн наци политикипе Регионсен аталанӑвӗн министерстви тимлеме пуҫланӑ. Пӗлтӗр вӑл министерствӑна пӗтерсе наци ыйтӑвне Культура министерствине панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Никита Васильев тунӑ ӗҫ Чӑваш Ен каччи, велосипедпа ҫулҫӳреве тухнӑскер, ҫак кунсенче Кавказ тӑрӑхне ҫитнӗ. Унтан Беслана кайнӑ. Никита Васильев Раҫҫейпе Грузи чикки урлӑ пуш уйӑхӗн 21-мӗшӗнче каҫнӑ та Владикавказ тӑрӑх ҫӳреме тытӑннӑ. Никита каланӑ тӑрӑх, Ереванран Карабах таран 350 ҫухрӑм. Ҫул сӑртсем урлӑ выртать. Никита Васильев тӗнче курса ҫӳренӗ хыҫҫӑн, ҫичӗ уйӑхран, Раҫҫей ҫӗрӗ ҫине кӗнӗ. Чӑваш каччине Владикавказри транспорт шавӗ йӑлӑхтарнӑ-мӗн. Бесланра ӑна ӑшшӑн та тарават кӗтсе илнӗ. Унта велокультура та вӑйлӑ аталаннӑ-мӗн. Халӗ Никита Васильев Бесланра. Унтан вӑл Чӑваш Ене килме тухасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Boeing-737 самолет «Победа» авиакомпани пӗр хуларан тепӗр хулана самолетпа 999 тенкӗпе ҫитерессине пӗлтернӗ. Пӗтӗм билет пӗр хак тӑмӗ-ха, анчах чи йӳннине 999 тенкӗпе туянма май пур иккен. Хӑй уҫакан ҫӗнӗ 22 направленипе авиакомпани ҫӗршыври тӗрлӗ хуларан тинӗс хӗрне илсе кайӗ. Сочи тата Анапа хулисене билетсене пуш уйӑхӗн 19-мӗшӗнчех сутма тытӑннӑ иккен. Ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнчен Сочи хулине тӳрӗ рейс Архангельск, Белгород, Волгоград, Воронеж, Екатеринбург, Магнитогорск, Махачкала, Нижневартовск, Омск, Пермь, Дон ҫинчи Ростовран, Ӗпхӳрен уҫӑлӗ. Пысӑк мар Шупашкар хули ку списока лекмен. Анчах та пирӗн республикӑна ҫывӑх хуласенчен вӗҫме пулать. Кунта Киров, Хусан тата Чӗмпӗр хулисене асӑнмалла. Тинӗс хӗрне Boeing-737 самолет хутлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Кӑҫалхи кӑрлачӑн 28-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей флот флагманӗн — «Кузнецов адмирал» авианосец-крейсерӑн пайташӗсемпе тӗл пулнине хыпарланӑ чух «Р-2» ракета катерне «Чӑваш Ен» ят парас шухӑш пуррине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтеретпӗр, Элтеперпе тӗлпулнисем «Р-2» ракета катерне «Чӑваш Ен» ят парас шухӑшлине каланӑччӗ, хӑйсен карапӗн сӑнӳкерчӗкне Михаил Игнатьева парнеленӗччӗ. Шухӑшлани халӗ пурнӑҫа кӗнӗ. Республика Элтеперӗ патне Ҫарпа тинӗс флочӗн тӗп командующийӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Александр Татариновран ҫыру ҫитнӗ. Унта тӗп командующин кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 2-мӗшӗнчи хушӑвӗпе «Р-2» катера «Чувашия» ят парасси пирки йышӑннине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Эрнекун, пуш уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Раҫҫей ҫыннисем, ҫав шутра — Чӑваш Енрисем те, астрономи пулӑмне курма пултараҫҫӗ. «АиФ»-Чӑваш Ен» пӗлтернӗ тӑрӑх, 12 сехет ҫурӑран пуҫласа 14 сехет те 30 минутчен Чӑваш Енре хӗвеле уйӑх хупланине курма май пулӗ. «Чӑваш Енри ҫанталӑк» проект авторӗ Владимир Михайлов та ҫапла пӗлтернӗ: пирӗн республикӑра пурӑнакансем Уйӑх Хӗвеле хупланине 13 сехет ҫурӑра курӗҫ. Ку пулӑм Чӑваш Енри кирек хӑш кӗтесрен те курӑнӗ. Ытларах ҫурҫӗр пайӗнче лайӑх паллӑ пулӗ. «Википеди» ирӗклӗ энциклопеди пӗлтернӗ тӑрӑх, ку — астрономи пулӑмӗ, Уйӑх Хӗвеле йӑлтах е кӑштах хуплать. Ку тулли уйӑх чухне кӑна пулать. Уйӑхӑн Ҫӗр енчи пайӗ ҫутӑ мар, хӑй уйӑхӗ курӑнмасть. Ку пулӑм Атлантика океанӗнчи ҫурҫӗр пайӗнче, Арктикӑра та курӑнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Ҫак уйӑхӑн 1-мӗшӗнчен Ҫӗр кодексӗнче улшӑну пулса иртнӗ. Патшалӑх е муниципалитет харпӑрлӑхӗнчи ҫӗр ҫине киоск лартассинче йӗрке ылмашӗ. Суту-илӳ киоскӗ е палатка вырнаҫтарас тесен ҫӗре тара илесси пирки администраципе килӗшӳ е сервитут ҫинчен калакан килӗшӳ алӑ пусмалла мар. Стационарлӑ мар суту-илӳ объекчӗсем вырнаҫтарма вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем ятарлӑ схемӑсем йӗркелесе ҫирӗплетме тытӑнӗҫ. Ҫулталӑкран ытла пыман инженери ӗҫне пурнӑҫлас, лини объектне юсас пулсан та ҫӗре аукцион ирттерсе уйӑрни кирлӗ мар. Вӑхӑтлӑх е пулӑшу тӗллевӗллӗ хуралтӑсем (кунта карта тавраш, рабочисене кӗрсе лармалли пӗчӗк ҫурт тата ытти кӗрет) тума та аукционта ирӗк илме хӑтланмалла мар. Ҫӗр айӗнчи пурлӑха геологи тӗпчевӗпе усӑ курнӑ чух та аукцион ирттерме тивмӗ. Ыйтӑва татма муницпалитетсене ҫитмелле, вӗсен ирӗк памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян, пуш уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Раҫҫейри ҫамрӑксен пӗрлешӗвӗ Патшалӑх Думине ҫӗнӗ сӗнӳпе тухни паллӑ пулнӑ. Хальхинче вӗсем пирус ыйтӑвӗ пирки сӑмах хускатнӑ. Ҫамрӑксем водительсене руль умӗнче пирус туртма чартарасшӑн. Кун пирки «Новости» информаци агентствин официаллӑ порталӗ пӗлтерет. Документра палӑртнӑ тӑрӑх, тӗнче опытне шута илсе ку ҫул-йӗр ҫинчи аварисен шутне чакарма пулӑшать. Темиҫе ҫул каялла руль умӗнче телефонпа калаҫма чарчӗҫ-ха. Куншӑн 1500 тенкӗ штраф тӳлеттерме тытӑнчӗҫ. Шӑпах руль умӗнче пирус туртнине тата телефонпа калаҫнине пула ҫул ҫинче аварисем пулаҫҫӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Иркутск облаҫӗпе Буряти чиккинче вырнаҫнӑ Байкал (тӗрӗкле Пуян кӳлӗ пулать) кӳллине шыв ҫитмест. Ӗнер кӑна пӗр талӑк хушшинче вӑл 1 см ҫухатнӑ. Ҫапла май ун хальхи шыв шайӗ 455,96 метра ҫитнӗ. Ку вара Раҫҫей Правительстви палӑртнӑ чи пӗчӗк виҫӗрен 4 см сахалрах. 2001 ҫулхи пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче Раҫҫей Правительстви чи ҫӳллӗ шая 457 метрпа, чи пӗчӗк шая 456 метрпа ҫирӗплетнӗ. Шыв ҫитменсӗррине пӗлтӗрхи ҫанталӑкпа ҫыхӑнтараҫҫӗ — ҫумӑр сахал ҫунӑран кӳлле юхса кӗрекен юханшывсем тулли мар иккен. Ҫуллапа кӗркунне вӑхӑтӗнче юханшывсем кӳлле кирлӗ шайран 67% кӑна пама пултарнӑ. Ку вара Байкалран юхса тухакан Ангара шывӗ хӗрринче ларакан хуласемшӗн сиенлӗ — вӗсене валли шыв ҫитми пулӗ. Иркутск облаҫӗнче инкеклӗ лару-тӑру пуҫарнӑ. Халӑха шывпа тата электроэнергипе перекетлӗ усӑ курма ыйтаҫҫӗ. Иркутск ГЭСӗнчи шыв шайӗ анма пуҫланӑран унӑн хӑвачӗ чакать имӗш. Байкал кӳлли тавра хальхи вӑхӑтра Бурятипе Иркутск облаҫӗсем тупӑшаҫҫӗ — пӗрисем шыва чакармалла мар теҫҫӗ, теприсем ГЭС валли кирлӗ тесе ӗнентереҫҫӗ. Экологсен шучӗпе Правительство ытларах энергетиксем майлӑ — вӗсем кӳлӗ шывне ытларах илме хирӗҫ мар иккен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (20.04.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Золотов Василий Гордеевич, халӑха ҫутта кӑларас ӗҫе йӗркелекенӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Алексей Иванович, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи, журналист редактор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |