Республикӑра
![]() forum.zarulem.ws сӑнӳкерчӗкӗ 2020 ҫулта ирттернӗ ҫырав тӑрӑх хакласан, Чӑваш Енре Чулхула облаҫӗнче пурӑннӑ ҫынсем, ҫавӑн пекех Тутарстанпа Мари Элтсем йышлӑн пурӑнаҫҫӗ. Унччен Совет Союзне кӗнӗ республикӑсене илсен, Украинӑпа Казахстанран куҫса килнисем йышлӑ. Инҫет чикӗ леш енчисенчен — Германипе Египетран. Чулхула облаҫӗнче ҫуралнисем пирӗн тӑрӑхра 9 309 ҫын тӗпленнӗ, Тутарстанрисем — 8 639, Мари Элтисем — 6 531, Чӗмпӗр облаҫӗнчисем — 3 385, Мордва Республикинчен — 2 964. Украинӑран куҫса килнисем ҫырав вӑхӑтӗнче 3 547-ӗн пулнӑ, Казахстанран — 3 065, Узбекистанран — 1 575, Таджикистанран — 1 371, Туркменистанран — 775, Беларуҫ Республикинчен —722. Германирен пирӗн тӑрӑха 281 ҫын килсе тӗпленнӗ, Египтран — 222. Балтика тӑрӑхӗнчи ҫӗршывсенчисем те Чӑваш Ене килӗштереҫҫӗ. Латвирен 118-ӑн куҫса килне, Литваран — 98, Эстонирен — 91. Америкӑри Пӗрлешӳллӗ Штатсенчен 19 ҫын Чӑваш Ене килсе тӗпленнӗ, Францирен — 14-ӑн, Великобританирен — 12-ӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал Чӑваш Енпе Инди пӗр шухӑшлӑ пулса трактор туса кӑларма тытӑнӗ. Техникӑна «Сделано в Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енре туса кӑларнӑ) маркӑпа пуш уйӑхӗнче конвейер ҫинчен кӑларма палӑртаҫҫӗ. Трактор производстви «Трактор завочӗсем» концернта вырнаҫӗ. 2031 ҫул тӗлне 16 пин ытла единица туса кӑларма ӗмӗтленеҫҫӗ. «Кӑҫалах тупӑш виҫи 1,7 млрд тенкӗрен иртмелле», — тенӗ концерн представителӗ — Атӑлҫи комбайн завочӗн гендиректорӗ Мурад Караджаев Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «International Tractors Limited» компани ӗҫченӗсемпе тӗл пулсан. Унччен концернпа Италири концерн килӗштерсе ӗҫлеме палӑртнӑ, анчах тӗнче шайӗнчи чарусене пула вӑл хӑйӗн шухӑшне улӑштарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Регнум" сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти пӗр компани директорӗ виҫӗ ӗҫченне шалу тӳлемен. Ӑна куншӑн явап тыттарма палӑртнӑ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, компанин укҫи пулнӑ. Анчах директор виҫӗ ӗҫченне икӗ уйӑхран ытларах шалу тӳлемен. Пӗтӗмпе - 440 пин тенкӗ. Ҫак компани ертӳҫине штраф тӳлеттерме е 3 ҫул таран ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Ен ертӳҫисем Сӑр чиккипе ҫыхӑннӑ хыпарсемпе паллаштаракан сайт йӗркелеме 3,2 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Ҫывӑх вӑхӑтра тата тепӗр 740 пин тенкӗ тӑкаклӗҫ. Асӑннӑ информаци ресурсне 2021 ҫул пуҫламӑшӗнче ӗҫлеттерсе янӑ. Сайта йӗркелеме тата тытса тӑма укҫана республика хыснинчен уйӑрнӑ. Пӗрремӗш контракта виҫӗ ҫуллӑха (2020 ҫултан пуҫласа 2022 ҫулччен) алӑ пуснӑ. Ҫав вӑхӑт иртсен тепӗр хутчен конкурс ирттернӗ, хальхинче 740 пин тенкӗпе Хабаровскри «Веб Нова» обществӑпа килӗшӳ тунӑ. Сайта, сӑмах май, Хабаровскри тепӗр компани йӗркеленӗ. Сайта уйӑхра 10 хыпартан кая мар, ҫулталӑкра 12 лонгридран кая мар вырнаҫтармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсем хӑйсен професси уявне палӑртнине эпир маларах пӗлтертӗмӗр-ха. Кирек епле професси уявӗнче те тӗрлӗ шайра чысласси йӑлана кӗнӗ. Хальхинче те ҫавӑн пекех пулнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» издательство ҫурчӗн директорне — тӗп редакторне Наталия Колывановӑна Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чысланӑ. «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ята Муркаш районӗнчи «Ҫӗнтерӳ ялавӗ» райхаҫатӑн редакторне Наталия Николаевӑна тата маларах асӑннӑ «Грани» издательство ҫурчӗн издательство пайӗн редакторне Сергей Петрова панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, «МТС» компани Патӑрьел районӗнчи темиҫе ялта (Сӑкӑтра, Ҫӗнӗ Ахпӳртре, Тӑрӑнта, Куславккара, Кивӗ Ахпӳртре, Пӑлакассинче, Кӗҫӗн Патӑрьелте) пысӑк хӑвӑртлӑхлӑ (ҫеккунтра — 100 Мбит) интернет ӗҫлеттерсе янӑ. Министерство хыпарӗнче Сӑкӑт ялӗ чӑваш халӑх писателӗ, поэт тата драматург Юхма Мишши ҫуралнипе паллӑ тесе асӑнса хӑварнӑ. Маларах МТС Муркаш тата Вӑрмар муниципалитет округӗсенче хӑйӗн сетьне ҫӗнетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru cӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче Чӑваш Енри журналистсем харӑсах икӗ уява паллӑ тӑваҫҫӗ: Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗсене. Ҫавна май вӗсене Олег Николаев Элтепер саламланӑ. «Чӑваш Ен аталанӑвӗн тӗп ҫул-йӗрӗсене туллин ҫутатса тӑрассине хастарлӑн тата пысӑк ӑсталӑхпа пурнӑҫласа эсир кирлӗ ӗҫ тӑватӑр – республикӑра пурӑнакансемпе влаҫ органӗсем хушшинчи ҫыхӑнӑва тытса тӑратӑр. Хальхи ҫӗнӗ хыпарсен, шухӑшсен, хаклавсен йышлӑ юхӑмӗнче вулакана тата куракана тӗрӗс информацие суйласа илме тата тӗрӗс ӑнланма сирӗнсӗр пуҫне урӑх кам пулӑшма пултарӗ? Вулакансемпе куракансем тата итлекенсем сире ӗненеҫҫӗ, итлеҫҫӗ тата сума суса хисеплеҫҫӗ. Ку шутсӑр пӗлтерӗшлӗ япала», — тесе каланӑ Олег Николаевӑн саламӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер Йӗпреҫ районӗнче авари пулнӑран ҫынсем электричествӑсӑр тӑрса юлнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗ пӗлтерет. Авари бригадисем ҫийӗнчех ӗҫлеме пуҫланӑ. Пӑтӑрмаха пула социаллӑ пӗлтерӗшлӗ пилӗк объектра, 1361 килте (вӗсенче 2953 ҫын пурӑнать, ҫав йышра – 630 ача) электричество пулман. Ӗнерхи 16 сехет тӗлне тӑватӑ ялти ҫынсем электричествӑсӑр ларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mintrans.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, кӑрлач уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов пассажирсене турттаракансемпе канашлу ирттернӗ. Ведомствӑн пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсене ҫӑхавсем килнӗрен пухса калаҫнӑ. Канашлӑва «Шупашкар-Ҫӗрпӳ» маршрутпа турттаракан 125 тата 173-мӗш тата «Шупашкар-Вӑрманкасси» маршрутпа турттаракан 123-мӗш маршрут хуҫисене йыхравланӑ. 173-мӗш маршрутпа кӑрлач уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗнӗ перевозчик ӗҫе кӳлӗнмелле пулнӑ, анчах вӑл транспорта тепӗр кунне ҫеҫ рейса кӑларнӑ. 123-мӗш тата 125-мӗш маршрутпа пӗр рейспа тепӗр рейс хушши вӑрӑм, автобуссем ҫитмеҫҫӗ иккен. Перевозчиксем ӗнентернӗ тӑрӑх, ҫанталӑк шартлама сивӗ тӑнӑ кунсенче автобуссем чӗрӗлмен, хӑшӗсем ванса кайнӑ имӗш. Владимир Осипов министр тивӗҫе йӗркеллӗ пурнӑҫламалли ҫинчен хытарсах каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӑсӑклӑ
Республикӑра
Ҫав тери интереслӗ: Шӑмӑршӑ хаҫачӗн редакцийӗнче хушамачӗ «С» сас паллирен пуҫланакан ҫын нумайччӗ. Кузьма Смирнов редактор, Михаил Сандиеров корректор, Анатолий Сандимиров корреспондент, Геннадий Смаев радиоорганизатор, редактор ҫумӗ, каярахпа коллектива ертсе пынӑ Иван Саландаев, ҫырусен пайӗн пуҫлӑхӗ Зоя Свеклова, Николай Семенов фотокорреспондент... Пӗр вӑхӑт виҫӗ «С» тӑрса юлтӑмӑр: Г.Смаев, Н.Семенов тата ҫак йӗркесен авторӗ. — Хаҫат кӑларма пӗр хушаматлӑ ҫын кӑна кирлӗ, — шӳтлетчӗ ял хуҫалӑх пайне ертсе пынӑ Арсений Бараев. Турӑ, чӑнах та, пур пуль ҫав, вӑл пирӗн редакцие кӳрентерес темерӗ. Хайхи нумай та вӑхӑт иртмерӗ, редактор пӳлӗмне кутамккине футбол мечӗкӗ чикнӗ, спортсменла тумланнӑ яштака каччӑ пырса кӗчӗ. — Родионов Сантӑр. Ӗҫместӗп эрех. Ӳстерместӗп кантӑр. Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗ, — паллаштарчӗ хӑйпе ҫамрӑк ҫын. — Сирӗн патӑра журналистика практикине ячӗҫ. Хам эпӗ Хайпӑларан, киле ҫуранах ҫӳреме пултаратӑп. Редактор пӳлӗмӗнче планеркӑра ларакансем пурте ахӑлтатса кулса ятӑмӑр. |
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |