Республикӑра
![]() pulse.mail.ru сайтри сӑн Тӗнче тетелӗнче «Помни» сервис ӗҫлесе кайнӑ. Мӗн-ха вӑл? Ятарлӑ QR-код урлӑ вилнӗ ҫын пирки пӗлме пулать. Телефон камерипе ун ҫине тӗллесен леш тӗнчене куҫнӑ ҫыннӑн страници ҫине куҫма пулать. Ҫав страницӑна кирек мӗнле информацие те кӗртме пулать. Тӗслӗхрен, ҫын пурӑннӑ чухне юрланӑ пулсан унӑн юррине вырнаҫтараҫҫӗ. Ҫак QR-кода вилнӗ ҫыннӑн вилтӑпри ҫине вырнаҫтараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Чӑваш Енри тӑватӑ арҫын контрафактлӑ пирус сутнӑ тесе вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун пирки ШӖМ пӗлтерет. Региона контрафактлӑ пирус кӳрсе килнине Федерацин хӑрушсӑрлӑх служби тупса палӑртнӑ. Маркӑламан ҫак продукцие электрон пирус упаковкинче лавккасенче сутнӑ. Вӗсене сутмашкӑн вара маркировка кирлӗ мар. Украинӑри арҫыннӑн тата Куславккапа Патӑрьел районӗсенчи ҫынсен куншӑн явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gcheb.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре эрех-сӑра сутасси нумайланнӑ. Республикӑн Экономика аталанӑвӗн министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн тӑрӑхра водка, сӑра тата спиртран тӑракан ӗҫмелли япаласем кӑларассин калӑпӑшӗ ӳснӗ. Республикӑн вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов каланӑ тӑрӑх, кӑҫалхи кӑрлач-авӑн уйӑхӗсенче водка туса кӑларасси 23,7 процент ӳснӗ; ӑна сутасси 5,1 процент нумайланнӑ. Асӑннӑ тапхӑрта сӑрана 8,1 процент ытларах туса кӑларнӑ; 6,7 процент нумайрах сутнӑ. Тавар кайнӑ май акцизран хыснана каякан тупӑш виҫи ӳснӗ: водкӑпа — 29,8 процент, сӑрапа – 22,5 процент. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() news.myseldon.com сайтри сӑн Чӑваш Енри Гидрометцентр пӗлтернӗ тӑрӑх, юнкун республикӑра пӑрлӑ ҫумӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пур. Е ун вырӑнне йӗпе юр ӳкме, ҫил алхасма пултарать. Кӑнтӑр енчи районсенче ҫумӑр ӳкнӗ вӑхӑтра Шупашкар енче юр ҫӑвӗ. Ҫулсем ҫинче пӑрлак пулӗ. Ҫил вӑйланӗ, ҫеккунтра 7-12 метр хӑвӑртлӑхпа вӗрӗ. Эрнен пӗрремӗш ҫурринче 2-7 градус сивӗ пулӗ, ҫӗрле – 7-17 градус. Шупашкарта 3 кунра 6 пин куб метр ытла юр тиесе тухнӑ. Машинӑсем пӗтӗмпе 411 рейс тунӑ. Хальлӗхе, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрах, юр вӑйлах ҫумӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() doorinworld.ru сайтри сӑн Пӗлтӗр кӑрлач-юпа уйӑхӗсенче республикӑра 1310 арҫын хӑй ашшӗ пулнине йышӑннӑ. Кӑҫал вара 10 уйӑхра 1486 арҫын ашшӗ пулнине ҫирӗплетнӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Юстици министерстви. Эппин, хӑй ашшӗ пулнине ҫирӗплетнӗ арҫынсен хисепӗ ӳснӗ. Саккунпа килӗшӳллӗн, арҫын ашшӗ пулнине кирек хӑш вӑхӑтра та ҫирӗплетме пулать: ача кӗтнӗ чухне те, вӑхӑт самай иртсен те. Арҫынпа хӗрарӑм заявление пӗрле те, уйрӑм та пама пултараҫҫӗ. Иккӗмӗш тӗслӗхре пӗрле ҫырма татӑклӑ сӑлтав пулмасан кӑна заявление уйрӑм пама май пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Кӑҫал ака уйӑхӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарти вӗрентекен ҫула май каякан машинӑра вырӑн йышӑнса хурас тенӗ. Анчах вӑл ултавҫӑсен серепине ҫакланнӑ. Хӑйӗнпе водитель тесе паллаштарнӑ ҫын ссылка ярса панӑ, хӗрарӑма ун ҫине пусма ӳкӗте кӗртнӗ. Вӗрентекен ӑна итлесе хӑйӗн банк карттин реквизичӗсене те ҫырнӑ. Ҫапла унӑн счечӗ ҫинчен 6 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Ҫав ҫынна тытса чарнӑ. Вӑл - Мурманск облаҫӗнче ҫуралнӑ, халӗ Питӗр ҫывӑхӗнчи хулара пурӑнакан 25 ҫулти арҫын. Вӑл урӑх ҫынсем ҫине регистрациленӗ электронлӑ енчӗксемпе усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш районӗнчи пӗр ача пахчин заведующийӗ пулнӑ хӗрарӑма суд тунӑ. Ӑна тӗрмене хупмасӑр 1 ҫул та 3 уйӑхлӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 2 ҫул. Следстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи ака уйӑхӗнче вӑл ача пахчин заведующийӗ пулнӑ. Ун чухне вӑл хӑйӗн ывӑлне юсав тӑвакан рабочи пек ӗҫе вырнаҫтарнӑ. Анчах лешӗ ӗҫлемен, ҫав вӑхӑтран пуҫласа кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗччен шалу илсе тӑнӑ. Ку кӑна мар, премие те, ытти тӳлеве те тивӗҫнӗ. Амӑшӗ вара ывӑлӗн счечӗпе усӑ курайнӑ, укҫипе хӑй пӗлнӗ пек тӑкакланӑ. Ҫапла вӑл республика хыснине 660 пин ытла тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() aktualno21.ru сайтри сӑн Ҫӗмӗрлери ҫурта авариллисен шутне кӗртнӗ. Унта пурӑнакансен пурӑнмалли урӑх вырӑн сӗннӗ. Анчах пӗр арҫын ниепле те куҫман, ҫавӑнтах кун кунланӑ. Ҫурта вара ишсе антармаллисен йышне кӗртнӗ. Арҫын хӑйӗн ирӗкӗпе куҫманнине кура суда панӑ. Суд ун майлӑ пулман. Ҫавӑнпа хайхи арҫыннӑн куҫмах тивет. Унпа социаллӑ найм килӗшӗвне пӑрахӑҫласа ҫӗннине алӑ пусӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑра ӗнер те вӑйлӑ ҫил алхасма чарӑнмарӗ-ха. Аса илтерер: ӑна пула 18 ял-сала ҫутӑсӑр юлнӑ. Красноармейски районӗнчи Кивӗ Йӗкӗт ялӗнче теплица кӳршисем патне вӗҫсе кайнӑ. Шӑмӑршӑра шыв башни ӳкнӗ. Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче, Ҫӗрпӳри 1-мӗш интернат шкулӑн тӑррине ҫил сӳнӗ. Юрать-ха, пӗр пайне кӑна. Патӑрьелте вара Мир урамӗнчи нумай хваттерлӗ ҫурт тӑррин пӗр пайӗ хӑйпӑннӑ. Ҫуртсен тӑррисене тӳрех юсама тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Владимир Нагорнов Чӑваш скульпторне Владимир Нагорнова «Культурӑри тата искусствӑри тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орденпа чысланӑ. Альфред Ибрагимова вара «Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ архитекторӗ» ят панӑ. Владимир Нагорнов – Чӗмпӗр облаҫӗнчен, 1984 ҫултанпа Шупашкарта пурӑнать. Вӑл – чылай палӑк авторӗ, ҫав шутра «Анне» палӑкӑн та. Альфред Ибрагимов Хусанта ҫуралнӑ 1983 ҫултанпа Шупашкарта пурӑнать. Вӑл Ехрем купса бульварӗнчи Чӑвашсоцбанк авторӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |