Республикӑра
![]() hypar.ru сайтри сӑн Ку эрнекун, юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче, Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тунӑ ҫынсене асӑнмалли куна паллӑ тӑвӗҫ. Ҫак кунсенче республикӑри шкулсенче тыл ӗҫченӗсен паттӑрлӑхне халалланӑ занаятисем иртнӗ. Спикерсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче стариксем, хӗрарӑмсем, ачасем окоп чавни пирки каласа кӑтартнӑ. Ҫак лекцисене 150 пин ача итленӗ. Ача пахчисенче те шӑпӑрлансене окоп чавни пирки ӳкернӗ фильмсене кӑтартаҫҫӗ. Вӗсене ашшӗ-амӑшӗ, ачасем хӑйсемех хатӗрленӗ. Ҫак кунсенче республикӑра тепӗр проект старт илнӗ: «Пӗрремӗш номерлӗ пост». Шупашкарти Ӗмӗр сӳнми ҫулӑм патӗнче тата Куславкка районӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене халалласа» асӑну палӑкӗ патӗнче хисеплӗ кӑравул тӑрӗ. Ку ӗҫе 14-18 ҫулсенчи ҫамрӑксем пурнӑҫлӗҫ. Кӑравулта 13-15 сехетсенче тӑмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Ҫӗнӗ Шупашкарта тахҫанах, 2018 ҫултанпа, виҫӗреш ҫуралман. Нумаях пулмасть Алексейпа Екатерина Гуменюксен ҫемйинче тӳрех виҫӗ ача кун ҫути курнӑ: Вероника, Михаил тата Артем. Сӑмах май, кӑҫалхи 5 уйӑхра Чӑваш Енре 44 йӗкӗреш ҫуралнӑ. Хальччен пӗр виҫӗреш те пулман. Пӗрремӗшӗ – Гуменюксен ҫемийнче. Кӑҫал республикӑра пӗтӗмпе 6737 ача ҫуралнӑ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, 8,8 процент сахалрах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ysia.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 23-мӗшӗнче каҫхине Ҫӗмӗрле районӗнчи ҫӑлав станцине Сӑр юханшывӗнче икӗ ҫын ҫухални пирки пӗлтернӗ. Арҫынсем резин кимӗпе юханшыв урлӑ Чулхула еннелле каҫма тӑнӑ та куҫран ҫухалнӑ. Ҫӑлавҫӑсем ҫав вырӑналла тухнӑ. Анчах ун чухне тӗттӗмленме пуҫланӑ ӗнтӗ. Ку ӗҫе тата кӑткӑслатнӑ. Ҫурҫӗр ҫитеспе ҫухалнӑ арҫынсене шыраса тупнӑ. Юрать-ха, вӗсемпе йӗркеллех, сывлӑхӗсем лайӑхах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар районӗнче 49 ҫулти арҫын Мускава кайсан ҫухалнӑ. Вӑл килтен авӑн уйӑхӗн 15-мӗшӗнче кайнӑ. Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче ирхи 5 сехетре Сергей Геннадиевич Васильев тӑванӗсем патне шӑнкӑравланӑ та Чӑваш Ене килме тухнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл телефонне метрора хӑварнӑ. Арҫын киле таврӑнманнине кура тӑванӗсем полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Арҫын хура куртка, хура шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Хӑй шакла, 175 сантиметр ҫӳллӗш. Мӗн те пулин пӗлсен полицие пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "На связи" форумри сӑн Патӑрьелти ачасемпе спорт шкулӗн директорне 120 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, 2020 ҫулхи пуш-ака уйӑхӗсенче хӑйӗн машинине служба транспорчӗ валли уйӑрнӑ бензина янӑ. Ҫапла вӑл 425 литр бензин тӑкакланӑ. Патӑрьел районӗн администрацине пӗтӗмпе 17,5 пин тенкӗлӗх. Ҫав ҫулах кӗркунне директор ӑмӑртӑва хутшӑнакансене апатлантарма укҫа кирлӗ тесе ӗҫтешне каланӑ. Документсене хӑех хатӗрленӗ, алӑ пуснӑ - лешсем укҫа илнӗ имӗш. Чӑннипе вара илмен. Директор укҫана хӑйӗн тӗллевӗпе усӑ курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb.mk.ru сайтри сӑн Регион управленийӗн центрӗ малашне чӑвашла ҫырнӑ ыйтусене те йышӑнӗ. Хуравне те чӑвашлах парӗҫ. Мониторинг тӑвакан "Инцидент менеджмент" тытӑм ҫынсем халӑх тетелӗсенче хускатнӑ ҫивӗч ыйтусене асӑрхать. Халӗ ӑна ҫӗнетнӗ, вӑл чӑвашла сӑмахсене те ӑнланать. Чӑвашла пӗлекен тытӑмпа пӗрремӗш Шӑмӑршӑ районӗнчи Палтиел ҫыннисем усӑ курнӑ. Шкулта юсав ӗҫӗсене туса пӗтернӗ хыҫҫӑн унта чӗкеҫ йӑва ҫавӑрнӑ. Кайран вӑл вӗҫсе тухса кайнӑ. Ҫынсене йӑва шӑпи пӑшӑрхантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Регнум" сайтри сӑн Ҫитес ҫул Республика кунӗ ӑҫта иртесси паллӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх - Шупашкарта. Уявӑн тепӗр лапамӗ Ҫӗнӗ Шупашкар пулӗ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер алӑ пуснӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти инфраструктурӑна аталантарма 10 миллион тенкӗ парӗҫ. Кӑҫал Республика кунӗ Куславкка районӗнче иртнӗ. Вӑл та ҫакӑн чухлех гранта тивӗҫнӗ. ЧР Министрсен Кабинечӗ уяв мероприятийӗсен планне хатӗрлесе ҫирӗплетӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле районӗнче хӗрарӑм кӑмпана кайсан ҫухалнӑ. Ӑна Республикӑри шыравпа ҫӑлав службин ӗҫченӗсем пулӑшнӑ. Юпа уйӑхӗн 19-мӗшӗнче 14 сехет те 45 минутра ҫӑлав службине хӗрарӑм ҫухални пирки пӗлтернӗ. Вӑл телевышка патӗнче аташса кайнине каланӑ. Хӗрарӑма часах тупнӑ. Унӑн сывлӑхӗ йӗркеллех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Олег Николаев. pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫей Президенчӗн хушӑвне пурнӑҫласа Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Оперативлӑ штаб йӗркеленӗ. Паянах унӑн пӗрремӗш ларӑвне ирттернӗ. Ҫав штаб регионти тата муниципалитетри влаҫ органӗсен, федерацин ӗҫ тӑвакан органӗсен территорири органӗсен ӗҫне йӗркелесе пырӗ. Штабӑн йӗркелӳпе техника ӗҫне йӗркелессишӗн Чӑваш Енӗн Гражданла хӳтӗлевпе чрезвычайлӑ лару-тӑру енӗпе тимлекен патшалӑх комитечӗ яваплӑ. Халӑха инкеклӗ тата техногенлӑ лару-тӑруран сыхлассипе пирӗн тӑрӑхра никӗс шайӗнче хатӗр пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() fotovmire.ru сайтри сӑн Улатӑр районӗнчи Атрать ялӗнче пурӑнакан 64 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл пӑшие пӗрсе вӗлернӗ, ашне хӑйӗн валли илнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Юпа уйӑхӗн 15-мӗшӗнче Сӑрҫи заповедник ӗҫченӗсем вӑрманта пӑшие вӗлернӗ вырӑна тупнӑ. Чӗрчунӑн пӗр пайӗ те ҫавӑнтах выртнӑ. Браконьер ӑна илсе кайса ӗлкӗреймен. Заповедник ӗҫченӗсем сыхласа тӑрса ҫав арҫынна ярса тытнӑ. Вӑл пӑши ашӗ патне велосипедпа килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |