Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнчи Лапсар ял тӑрӑхӗнче ҫӳп-ҫап купи пулнине кӑҫал ҫу уйӑхӗнче асӑрханӑ. Унта строительство ҫӳп-ҫапӗ купаланса выртнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 120 тӑваткал метр лаптӑка йышӑннӑ. Ҫӗрӗ вара ял хуҫалӑх пӗлтерӗшлӗ. Ведомство Шупашкар район администрацине кун тӗлӗшпе асӑрхаттарнӑ. Авӑн уйӑхӗнче свалкӑна тасатнӑ, ҫӗр лаптӑкне усӑ курма юрӑхлӑ тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() grani21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» издательство ҫурчӗн ӗҫченне тава тивӗҫлӗ ят пама йышӑннӑ. «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята издательство ҫурчӗн издательство пайӗн ертӳҫи Сергей Петров тивӗҫнӗ. Хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев паян, юпа уйӑхӗн 3-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Сергей Геннадьевич асӑннӑ МИХра 1997 ҫултанпа ӗҫлет. Вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи математика факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gazetaingush.ru сайтри сӑн Шкулти апатланӑва шкул ачисем хӑйсемех тӗрӗслеме пултарӗҫ. Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнчен пуҫласа юпа уйӑхен 31-мӗшӗччен Чӑваш Енри пӗлӳ ҫурчӗсенчи апатланмӑшсенче «Шкулти ревизорро» ятлӑ акци иртет. Унта 7-11-мӗш классенче вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Мӗн тумалла-ха? Шкулти апатланмӑш мӗнле ӗҫлени пирки видеоролик ӳкермелле. Кайран ӑна «Контактра» халӑх тетелне вырнаҫтармалла, #ШкольнаястоловаяЧувашия хэштег лартмалла. Кун хыҫҫӑн йышӑну тумалла: ревизорро ҫак апатланмӑша кайма сӗнет е ҫук? Видеороликсене ҫак электронлӑ почтӑна йышӑнаҫҫӗ: chrio33@rchuv.ru. Конкурса чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Ҫыхӑнура" сайтри сӑн Пӗлтӗр Атӑл леш енчи Ҫурҫӗр, Пролетарски, Октябрьски, Первомайски поселокӗсене, "Чӑваш Ен" санатори патӗнчи Санатори урамне ҫутҫанталӑк газне илсе ҫитернӗ. Кӑҫал вара "кӑвак ҫулӑм" Сосновка поселокне ҫитмелле. Ку поселока газа юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ямалла. Ҫапла пӗлтернӗ паян Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура. Атӑл леш енче газ уҫлакан станцие туса пӗтерсен "кӑвак ҫулӑма" ярӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнче пурӑнакансем ентешлӗх уявне пуҫтарӑннӑ. Пуху Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнче иртнӗ. Унта район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Рудольф Селиванов та хутшӑннӑ. Пухӑннисене ентешлӗх ертӳҫи Александр Миронов, ЧР Паташалӑх Канашӗн депутачӗсем Олег Мешков, Валерий Антонов, Юрий Зорин, республикӑри ытти районти ентешлӗх ертӳҫисем саламланӑ. Сумлӑ ентешӗсене Рудольф Селиванов района йӗркеленӗренпе 95 ҫул ҫитнине халалласа кӑларнӑ медальпе чысланӑ. Уяв Патӑрьел тӑрӑхӗнчен тухнӑ артистсен концерчӗпе вӗҫленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Комсомольскинчи полици уйрӑмне М-12 ҫула тунӑ ҫӗртен 30 тимӗр бетон ҫухални пирки пӗлтернӗ. Подрядчике кӳнӗ тӑкак 350 пин тенкӗпе танлашнӑ. Вӑрӑсен йӗрне часах тупнӑ. Вӗсем - Тутарстанри 28-35 ҫулсенчи тӑватӑ рабочи. Вӑрланӑ бетонсен пӗр пайне Патӑрьел районӗнчи пӗр ялта тупнӑ. Арҫынсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви пынӑ вӑхӑтра вӗсен ытти ҫӗре тухса ҫӳреме юрамӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре ҫемье ҫавӑрас кӑмӑллӑ арҫынсем юлашки кунсенче йышланнӑ. Ку хыпара республикӑн Юстици ӗҫӗсен патшалӑх службинче пӗлтернӗ. Алла ҫӗрӗ тӑхӑнас ӗмӗтлисен йышӗ авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗ хыҫҫӑн йышланнӑ. Мобилизацие лекекен арҫынсем ҫемье ҫавӑрни ҫинчен ӗнентерекен штампа паспорт ҫине васкавлӑн ларттарма талпӑнаҫҫӗ-мӗн. Ҫавна кура вӗсен кӑмӑлне заявлени панӑ кунах тивӗҫтерме йышӑннӑ. Авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗ хыҫҫӑн 52 арҫын мӑшӑрланнӑ. Ытти категорие кӗрекенсен заявлени панӑ хыҫҫӑн пӗр уйӑхран кая мар кӗтмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chuvtfoms.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин обязательнӑй медицина страхованийӗн территорири фончӗн директорӗ пулма Максим Дроздова ҫирӗплетнӗ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗн 30-мӗшӗнчен тытӑнса авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗччен ӑна директор тивӗҫӗсене пурнӑҫлама шаннӑччӗ. Ӗнер, авӑн уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, республика ертӳҫин Олег Николаевӑн йышӑнӑвӗпе Максим Дроздова директор пуканне йышӑнтарнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче Максим Дроздов Ҫӗнӗ Шупашкарти «Технологи центрӗ» тулли мар яваплӑ обществӑна ертсе пынӑ. Вӑл «Тимӗр шӑратакан завод», «Литпромгрупп» организацисен учредителӗ, «Промлитснаб» предприяти ертӳҫи пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнарти пӗр хваттерте пушар тухсан 1945 ҫулта ҫуралнӑ кинемей, кил хуҫи, ӑна хӑйех сӳнтерме хӑтланнӑ. Ҫав вӑхӑтра Росгварди ӗҫченӗ Алексей Одинцов прапорщик службӑна кайнӑ. Хваттерте пушар тухнине асӑрханӑ вӑл. Прапорщик алӑкӗ уҫах пулнипе хваттере кӗнӗ. Кинемей пушара хӑй сӳнтернине курсан Алексей Одинцов ӑна урама тухма ӳкӗте кӗртнӗ. Тӗтӗме пула ватӑскер хӑйне япӑх туйма пуҫланӑ. Прапорщик кил хуҫи хӗрарӑмӗнчен килте урӑх кам пуррипе кӑсӑкланнӑ. Никам та ҫуккине пӗлсен часрах пушарнӑйсене, васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Вӗсем ҫитиччен Алексей Одинцов ҫуртра пурӑнакан ытти ҫынна эвакуациленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() region29.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри студентсене оборонӑпа промышленность предприятийӗсенче ӗҫлеттересшӗн. Ку ыйтӑва ӗнер республика Правительствинче иртнӗ ларура сӳтсе явнӑ. Унта оборонӑпа промышленность комплексӗн организацийӗсенче кадр ыйтӑвне татса парасси пирки калаҫнӑ. Чӑваш Енӗн Промышленноҫпа энергетика министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ комплексӑн предприятийӗсенче производство калӑпӑшне ӳстермелле, ҫитес ҫул тӗлне — виҫӗ хут та. Оборонӑпа промышленность комплексӗн 5 организацийӗнче авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗ тӗлне 629 ҫын кирлӗ пулнӑ, 300-е яхӑн ҫынна ӗҫе вырнаҫтарнӑ. Ӗҫе илес ыйтупа канмалли кунсенче те ӗҫлеҫҫӗ. Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев Чӑваш Енӗн Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министерствине студентсене явӑҫтарасси пирки шухӑшласа пӑхма сӗннӗ. Ӗҫпе вӗренӗве йӗркеллӗ шайлаштарсан аван пулмалла тесе шухӑшлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |