Республикӑра
![]() Миномет мини Чӑваш Республикинчи (Чӑваш Енри) Росгварди Управленийӗн “ «Сӑвар» ОМОН-ӗн минӑсене хӑрушсӑрлатакан ушкӑнӗн ӗҫтешӗсем Улатӑр хули ҫумӗнчи вӑрманлӑ вырӑнта асӑрханӑ миномёт минине тӗп тунӑ. Авӑнӑн 9-мӗшӗнче каҫхине Чӑваш Республикинчи (Чӑваш Енри) Росгварди управленийӗн дежурнӑй чаҫне Улатӑр хулинчи «Духов рашчи» паркра пӗр ҫын уҫӑлса ҫӳренӗ вӑхӑтра артиллери снарячӗ евӗр япала асӑрхани пирки пӗлтернӗ. Вырӑна ҫитнӗ ОМОН взрывотехникӗсем тупнӑ япалана пӑхса илнӗ те вӗсен умӗнче Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче усӑ курнӑ 82 миллиметрлӑ миномет мини выртнине ӑнланнӑ. Боеприпас ҫине заряд ҫыпӑҫтарса хурса хӑрушсӑрлӑх мӗн ыйтнине пӑхӑнса ӑна тӗп тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче 16 сехет те 50 минутра Ҫӗмӗрлери муниципалитет округӗн диспетчерӗ ҫӑлав службине шӑнкӑравланӑ: 1951 ҫулта ҫуралнӑ арҫын вӑрманта ҫухалса кайнӑ. Вӑрмана мотокультиваторпа кайнӑ арҫын Тури Кӑмаша ялӗ ҫывӑхӗнче аташса кайнӑ. Вӑл кӑмпана кайнӑ пулнӑ. Кӑмпа тупаймасан мӑйӑр пуҫтарма пуҫланӑ. Кӗҫех вӑл ҫухалса кайнине ӑнланнӑ. Ҫӑлавҫӑсем пулӑшма ҫитнӗ. Арҫынна тӗттӗмленсен тин, каҫхи 8 сехетсенче, тупнӑ. Вӑл хӑйне чиперех туйнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вконтакте сайтри сӑн Йӗпреҫ районӗнче прокуратура 1 миллиона яхӑн тенке патшалӑх харпӑрлӑхне куҫарма пулӑшнӑ. Ҫак укҫа Йӗпреҫри психоневрологи интернатӗнче пурӑннӑ ҫынсенчен юлнӑ. Прокуратура палӑртнӑ тӑрӑх, банк счечӗсем ҫинче юлнӑ укҫан ҫын вилнӗ хыҫҫӑн ҫур ҫул иртсен суд урлӑ патшалӑх харпӑрлӑхне куҫмалла. Ҫавна май район прокуратури суда 35 тавӑҫ тӑратнӑ. Судья вӗсене пӗтӗмпех тивӗҫтернӗ. Ҫапла патшалӑх харпӑрлӑхне 1 миллиона яхӑн тенкӗ куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗччен вӑрмана ирӗклӗн кӗрсе ҫӳреме юрамасть. Республика ертӳлӗхӗ йышӑннӑ чару ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ. Халӗ вӑрмансенче рейдсем иртеҫҫӗ. Кӑвайт чӗртекенсене явап тыттараҫҫӗ. Атӑл леш енчи Изьяр кӳлли патӗнче кӑвайт чӗртсе апат пӗҫернӗ тӗслӗхе тупса палӑртнӑ. Айӑплисене штраф ҫырса панӑ. Унӑн виҫи 40-50 пин тенкӗпе танлашать. Рейд вӑхӑтӗнче пакунлисем ҫынсене хальлӗхе вӑрманта ирӗклӗ ҫӳреме юраманнине ӑнлантараҫҫӗ, ҫав вырӑнтан кайма ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Чӑваш Ен" ПТРК тунӑ видео скринӗ Ҫак кунсенче Строительство министерствинче 18 ҫул тултарман 7 е ытларах ачана ӳстерекен ҫемьесене сертификат панӑ. Вӗсем унпа мӗн тӑвассине пӗлтернӗ. Пӗрисем хатӗр кӗтес туянасшӑн, теприсем ҫурт хӑпартасшӑн. Анчах чи кирли - ҫак сертификатпа ҫулталӑк вӗҫлениччен усӑ курмалла. Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкал пулӑшупа ҫитес ҫул та тивӗҫтерӗҫ. Ҫитменнине, 2023 ҫул республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ пулӗ. Васильевсем Правительство ҫуртне ҫемйипех килнӗ. Вӗсем 7 ачана воспитани параҫҫӗ. Васильевсем 42 тӑваткал метрлӑ икӗ пӳлӗмлӗ хваттерте пурӑнаҫҫӗ. Паллах, хӗсӗк. Ку сертификат вӗсемшӗн чӑн-чӑн парне пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӗп суйлав комиссийӗн архивӗнчи сӑн Паян республикӑра - пӗрлехи сасӑлав кунӗ. Сасӑлав участокӗсем савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлнӑ. Паян ирхине кашни участокрах ӗҫе Раҫҫей гимнне юрланинчен пуҫланӑ. Паянхи кун Чӑваш Енре 780 сасӑлав участокӗ ӗҫлет. Сӑмах май, халӗ хӑвӑрӑн сасӑлав участокне тупма ансат. Тӗп суйлав комиссийӗн сайтне кӗмелле ҫеҫ. Унта хӑвӑрӑн адреса ҫырмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Кӗр парни вӑхӑтӗнче». Елчӗк районӗн администрацийӗ тунӑ сӑн Елчӗкре паян Вокзалҫум урамӗ, 3 ҫурт адреспа «Кӗр парни — 2022» ял хуҫалӑх таварӗсен ярмӑркки ӗҫлеме пуҫланӑ. Кун пирки Елчӗк районӗн администрацийӗ хыпарлать. «Кӗр парни — 2022» ярмӑркка Елчӗкри пасарта уҫӑлнӑ. Кӗрхи апат-ҫимӗҫ пасарӗ юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен ӗҫлӗ. Сутуҫӑсем валли вырӑнсене тӳлевсӗр тивӗҫтернӗ. Ҫапла май вӗсем сутӑнакан ҫимӗҫӗн хакне пӗчӗклетме пултарнӑ. Район администрацийӗн шухӑшӗпе вырӑна тӳлевсӗр тивӗҫтерни пахча-ҫимӗҫе ытларах сутма май парать. Туянакансем — ытларах енӗпе район центрӗнче пурӑнакансем. Вӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, кунашкал ярмӑрккасем ирттерни сутакансемшӗн те туянакансемшӗн те усӑллӑ. Тата тухӑҫлӑ та: пӗрисем ытларах сутма пултараҫҫӗ, теприсем — йӳнӗрехпе туянма. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкарта пурӑнакан икӗ ҫын Ҫӗрпӳ районӗнчи никам пӑхса тӑман уйра кантӑр ҫитӗнтернӗ. Полицейскисем 400 ытла тӗмӗ тупса палӑртнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҪҪХПИ инспекторӗсем наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен ӗҫченсемпе пӗрле вӑрмантан А-151 ҫул ҫине тухакан машинӑна чарнӑ. Салонра ӳсен-тӑран тупнӑ. 54-ри водитель тата 37 ҫулти пассажир медосвидетельствовани витӗр тухма килӗшмен. Суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, куншӑн иккӗшне те 3 талӑклӑха арестленӗ. Водителӗн правине туртса илме, пысӑк штраф тӳлеттерме пултараҫҫӗ. Кайран йӗрке хуралҫисем пушӑ уйра кантӑр ӳснине асӑрханӑ. Пӗтӗмпе – 120 тӑваткал метр. Арҫынсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Атӑл леш енче сунарҫӑсен фестиваль-конкурсӗ иртӗ. Унта сунарҫӑ билечӗ пур ҫынсем (18 ҫултан аслӑраххисем) кӑна хутшӑнма пултараҫҫӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви. Фестиваль 12-17 сехетсенче Сосновка поселокӗнче иртӗ. Унта хутшӑнакансене тӗрлӗ конкурс кӗтет. Тӗслӗхрен, сунарта тытнӑ чӗрчунран апат хатӗрлемелле, винтовкӑран пемелле, чӑрмавсене парӑнтармалла. Конкурса хутшӑнакансене пурне те диплом, сувенир парӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗсене вара грамотӑпа, медальпе, хаклӑ парнепе чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Чеб.медиа" сӑнӳкерчӗкӗ. 2019 ҫул Паян Константин Ишутов блогер юсанмалли колонирен тухнӑ. «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, айӑплав срокӗ унӑн паян тухнӑ. Аса илтерер: 2019 ҫулта блогера нацизма реабилитациленӗшӗн тата ача-пӑча порнографине сарнӑшӑн ЧР Аслӑ сучӗ пӗтӗмӗшле режимла колоние 3,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Константин Ишутов судра айӑпне йышӑнман, айӑплав унӑн журналист ӗҫӗпе ҫыхӑннӑ тесе палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |