Республикӑра
![]() Хӑрушсӑрлӑх федераци служби тунӑ сӑн Пӗр предприятин 48 ҫулти тӗп директорне тытса чарнӑ. Вӑл паллӑ мар ҫынсемпе калаҫса татӑлса район судне суя документсем тӑратнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Вӑл тата контрагенчӗсем каланӑ тӑрӑх, М-12 ҫула тумашкӑн патшалӑх ҫӗр лаптӑкӗсене илсен вӗсем 25 миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ имӗш. Унччен унта хӑмла ӳстернӗ. Хӑрушсӑрлӑх федераци служби пӗлтернӗ тӑрӑх, чӑннипе вара ҫак ҫынсем хӑмла производствине хута яма шухӑшламан та-мӗн. Ҫапла вӗсем тӑкак та тӳсмен. Ҫак ҫынсенчен пӗри айӑпне йышӑннӑ, полицие хӑйех пынӑ. Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Приставсен федераци службин архивӗнчи сӑн Хӗрлӗ Чутай районӗнче пурӑнакан 28 ҫулти арҫыннӑн кашни уйӑхрах тупӑшӗн пӗрре тӑваттӑмӗш пайне ачишӗн алимент тӳлемелле пулнӑ. Анчах вӑл укҫа куҫарса тӑман. Ҫапла парӑм 667 пин тенке ҫитнӗ. Приставсем унӑн пурлӑхне арестлесен, хӑйне машинӑпа ирӗклӗ ҫӳреме чарсан тин вӑл парӑма татасси пирки шутлама пуҫланӑ. Пакунлисем ӑна унсӑрӑн пурлӑхне сутма пултарасси, хӑйне штраф тӳлеттересси пирки асӑрхаттарнӑ. Кун пек чухне пуҫиле ӗҫ пуҫарассине те каланӑ. Приставсемпе калаҫнӑ чухне арҫын парӑма тахҫанах татма, ывӑлӗпе хутшӑнма шухӑшланине каланӑ. Кӗҫех ача амӑшӗн расчет счечӗ ҫине пӗтӗм парӑм укҫи куҫна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Республикӑри икӗ районта полицейскисем икӗ ватӑ ҫын мӑкӑнь ӳстернине тупса палӑртнӑ. Ӳсен-тӑрана кӑкласа экспертизӑна янӑ. Елчӗк районӗнчи пӗр ялта 61 ҫулти арҫын хуҫалӑхӗнче полицейскисем 657 тӗм мӑкӑнь тупнӑ. Пӗччен пурӑнаканскер ӑна ӳстерме юраманнине пӗлнӗ-ха, анчах чечек пахчана илем кӳнипе тӑпӑлтарма хӗрхеннӗ. Етӗрне районӗнчи пӗр ялта 70 ҫулти кинемейӗн пахчинче 99 тӗм мӑкӑнь тупнӑ. Вӑл полицейскисене ҫак чечекпе киленнине пӗлтернӗ. Йӗрке хуралҫисем пахчара мӑкӑнь ӳссе тухсан ӑна кӑклама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркаш тӑрӑхӗн пилӗк гражданне савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура вӗсене Муркаш районӗн Хисеп Кӗнекине кӗртесси пирки Свидетельствӑсем панӑ. Вӗсенчен пӗри — Татьяна Огандерова (Моисеева) — Раҫҫей биатлонистки. Спорт мастерӗ, биатлон енӗпе тӗнче шайӗнчи Раҫҫей спорт мастерӗ, Раҫҫей тава тивӗҫлӗ спорт мастерӗ, вӑл ҫамрӑксен хушшинче биатлон енӗпе тӗнче чемпионки, ҫуллахи биатлонта тӗнче чемпионки, Чӑваш Енри, Раҫҫейри тата Европӑри ӑмӑртусен ҫӗнтерӳҫи, тӗнче ӑмӑртӑвӗнче виҫӗ хут ҫӗнтерӳҫӗ ятсене ҫӗнсе илнӗ. Биатлон енӗпе Тӗнче Кубокӗн тапхӑрӗн кӗмӗл призерӗ, Раҫҫейри хӗрарӑмсен команди йышӗнче эстафетӑра тӗнче чемпионачӗн бронза призерӗ шутланать. Спортсменка хӑй ҫапла пӗлтернӗ: «Муркаш район администрацийӗ мана ҫакӑн пек чыс туни кӗтмен ҫӗртен пулчӗ, ҫакӑ вара питӗ кӑмӑллӑ». Чӑваш Республикинчи — Чӑваш Енри — Раҫҫей УФСИНӗ хӑйӗн ӗҫтешне саламласа ҫирӗп сывлӑх, ырлӑх, ыранхи кун пирки пӑшӑрханмасӑр пурӑнма тата вӑрӑм ӗмӗр сунать, ҫывӑх ҫыннисем ӑна пулӑшса та тимлӗх уйӑрса тӑрассине шанать! |
Республикӑра
![]() k-kompas.ru сайтри сӑн Кӑҫал ака уйӑхӗнче Куславкка районӗнчи 42 ҫулти арҫын, цемент турттараканскер, полицие пырса ултавҫӑсен аллине ҫакланни пирки пӗлтернӗ. Ун патне палламан арҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл строительство организацийӗн пуҫлӑхӗ-мӗн, Куславккара социаллӑ пӗлтерӗшлӗ объект хута ярать имӗш. Вӑл цемент илсе килме ыйтнӑ. Ку вара ӗненнӗ. Цемент илсе килнӗ чухне ҫав арҫын патне шӑнкӑравланӑ. Лешӗ ӑна телефон номерӗсем ҫине укҫа хума ыйтнӑ. Куславкка арҫынни каланине пурнӑҫланӑ. Пӗтӗмпе 6200 тенкӗ хунӑ вӑл. Стройка вырӑнне ҫитсен тин вӑл ултавҫӑсен серепине лекнине ӑнланнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Чӑвашбройлерӗнче» ӗҫленӗ ҫынсем тинех ӗҫ укҫине илнӗ. Прокуратура пулӑшнипе вӗсен умӗнчи парӑма - 3 миллион тенке - татнӑ. Пӗтӗмпе 40 ҫын шалу илнӗ. Предприяти панкрута тухнине Арбитраж сучӗ 2018 ҫултах ҫирӗплетнӗ. Унти ӗҫченсен умӗнчи парӑма вара кӑҫал ака уйӑхӗнче татма шантарнӑ. Анчах ку тӳрре тухман. Организацие тата ертӳҫине административлӑ майпа явап тыттарнӑ, штраф тӳлеттернӗ. Ертӳҫине уголовлӑ майпа та явап тыттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Яндекс.дзен сайтри сӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи "Звездный" уйлӑхан директорӗ пулнӑ ҫынна тӗрмене хупмасӑр айӑпланӑ тата штрафланӑ. Кун пирки прокуратура тата Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем пӗлтереҫҫӗ. Директор пулнӑ чухне ҫак арҫын 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче арӑмӗ урлӑ пӗр ҫынран 14 пин тенкӗ илнӗ. Куншӑн вӑл унӑн икӗ ачине уйлӑха путевкӑсӑрах илме шантарнӑ. 2019 ҫулхи ҫӗртме-чӳк уйӑхӗсенче вӑл кӗсйине 180 пин тенкӗ чикнӗ. Ку укҫана вӑл бухгалтерирен илнӗ. Анчах ӑна вӑл уйлӑхшӑн тӑкакламан, хӑй пӗлнӗ пек усӑ курнӑ, штрафсем тӳленӗ. Арҫынна тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха айӑпланӑ тата 28 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме йышӑннӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енри икӗ хулара – Сӗнтӗрвӑрринче тата Куславккара – пӑрахутсем чарӑнмалли ятарлӑ вырӑн тӑвӗҫ. Ҫак ӗҫ йӳнӗ мар. Кашни пристань валли 100 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрӗҫ. Анчах чарӑну вырӑнӗсем кирлех. Пристаньсем пулсан Атӑл тӑрӑх ҫӳрекен круиз теплохочӗсене ҫав хуласенче чарӑнайӗҫ. Чарӑну вырӑнӗсене 2025-2026-мӗш ҫулсенче тума палӑртнӑ. Юлашки ҫулсенче пирӗн ҫӗршывра тата республикӑра туризма аталантарассипе ҫине тӑраҫҫӗ. Мӑнаҫлӑ ҫӗршывӑмӑрта тата тӑван Чӑваш Енӗмӗрте ҫын курса тӗлӗнмелли вырӑн пайтах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chfila.ru сайтран илнӗ скриншот Чӑваш патшалӑх филармонийӗн директорӗ пулма Максим Матросова шаннӑ. Йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Филармонире илемлӗх ертӳҫи пулса Николай Казаков тӑрӑшать. Максим Юрьевичӑн заместителӗсем иккӗн: Татьяна Фролова пӗтӗмӗшле ыйтусемпе ӗҫлет, Ирина Фролова – экономика тата финанс енӗпе. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() u-f.ru сайтри сӑн 2020 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнче Шӑмӑршӑ район администрацийӗн вырӑнти ҫулсене пӑхса тӑнӑшӑн укҫа тӳлемелле пулнӑ. Анчах подрядчик укҫа-тенке кӗтсе илейменнипе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ыйтӑва татса панӑ. Район администрацийӗн ӗҫшӗн кӑна мар укҫа тӳлеме тивӗ. Унӑн вӑхӑтра тӳлеменшӗн те нухрат кӑларса хумалла. Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, подрядчике укҫа вӑхӑтра тӳлеменшӗн район администрацийӗн пуҫлӑхӗ айӑплӑ. Кунпа суд та килӗшнӗ. Пуҫлӑха хыснана 484 пин тенкӗ тавӑрса памалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |