Республикӑра
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Хӑйӗн 3 ҫулти ачине вӗлернӗ амӑшне суд пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 12 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Ку инкек пӗлтӗр Шупашкар районӗнчи Тутаркассинче пулнӑ. Хӗрарӑм упӑшкипе вӑрҫӑнса кайнӑ та ӑна киле темиҫе кун кӗртмен. Ӑна тавӑрас тесе вӑл иккӗшӗн хӗрне вӗлерме шутланӑ. Амӑшӗ ҫемҫе япалапа ачан питне хупласа сывлама паман. Унтан хӗрарӑм хӑйӗн ҫине алӑ хума тӑнӑ: аллине, мӑйне касса пӗтернӗ. Анчах ӑна вӑхӑтра медпулӑшу панӑ, вӑл чӗрех юлнӑ. Хваттерте ача виллине, суранланнӑ хӗрарӑма арҫын /пепке ашшӗ/ тата тӑванӗсем тупнӑ. Судра амӑшӗ айӑпне йышӑнман, ку преступление урӑх ҫын тунӑ тесе каланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре патриотла воспитани парасси ҫинчен калакан саккун йышӑннӑ. Ӑна республика парламенчӗ ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗнче ҫирӗплетнӗ, Олег Николаев Элтепер утӑ уйӑхӗн 5-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Халӗ документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Саккунта пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, патриотла воспитани парассипе муниципалитетсенче программӑсем йышӑнмалла. Ачасене ҫуралнӑ ҫӗре тата тӑван ҫӗршыва юратма вӗрентмелле. Юлашки ҫулсенче ку енӗпе пирӗн Раҫҫейре ҫине тӑрса ӗҫлемен тесен пысӑк йӑнӑш пулас ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() dokia.ru сайтри сӑн Патӑрьел районӗнчи ваттисемпе сусӑрсен ҫурчӗн заведующийӗ вилнӗ ватӑ ҫыннӑн укҫине кӗсьене чикнӗ тесе шутлаҫҫӗ. Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви органӗсем тата прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ваттисен ҫуртӗнче пурӑнакан ҫын ӑна банк карттине упрама панӑ. Ҫав ҫын кайран вилнӗ. Заведующи вара банк картти ҫинче пенси укҫи юлнине пӗлнӗ те банкомата кайса 7 пин те 400 тенкӗ илнӗ. Следстви вӑхӑтӗнче заведующи айӑпне йышӑннӑ, тӑкака саплаштарнӑ. Палӑртмалла: банк картти ҫинчи укҫана вӑрланӑшӑн 6 ҫул таранах ирӗксӗр хӑварма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Соколовсен архивӗнчи сӑн Андрейпа Александр Соколовсем утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре Атӑл ҫине ҫуйӑн тытма кайнӑ. Вӗсем киле ахаль таврӑнман - 20 килограмм таякан пулӑ ҫаклатнӑ. Ӑна туртса кӑларассишӗн пиччӗшӗпе шӑллӗ 10 минут ытла кӗрешнӗ. Соколовсем пулла кимӗпе, эхолотпа тата квокпа кайнӑ. Пулӑ ахаль ӑман ҫинех ҫакланнӑ. Соколовсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку таранччен вӗсем кун пек пысӑк пулӑ тытса курман. 20 килограмм таякан ҫуйӑнӑн пӗр пайне вӗсем тӗтӗмленӗ, тепӗр пайӗпе шӳрпе пӗҫернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Яндекс.дзен сайтри сӑн Куславкка районӗнчи фермер тахҫан шкул пулнӑ столовӑйне йышӑннӑ та унта сыр пӗҫерме тытаннӑ. Прокуратура тӗрӗслев ирттерсен вӑл ҫав 170 тӑваткал метрпа саккуна пӑсса усӑ курнине тупса палӑртнӑ. Фермерӑн муниципалитетпа нимӗнле килӗшӳ те пулман. Административлӑ йӗркене пӑснӑ тесе хресчен фермер хуҫалӑхӗ тӗлӗшпе ӗҫ пуҫарнӑ. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе вара представлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Раҫҫей банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмне ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Унпа республика Элтеперне Олег Николаева банк ӗҫченӗсем паллаштарнӑ. Раҫҫей банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн – Раҫҫейӗн Тӗп банкӗн Атӑл-Вятка тӗп управленийӗн Чӑваш Республикинчи наци банкӗн управляющийӗ пулма Максим Фролова ҫирӗплетнӗ. Максим Петрович Тӗп банкра 25 ҫул ытла ӗҫленӗ. Юлашки ҫулсенче вӑл Самарӑра тӑрӑшнӑ. Унта регионти уйрӑмӑн управляющийӗн ҫумӗ пулса 6 ҫула яхӑн тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Чеб.ру" сайтри сӑн Утӑ уйӑхӗн 3-мӗшӗнче упӑшкипе арӑмӗ тата вӗсен 3 ачи Атӑл варринчен хӑйсем тӗллӗн тухайман. Вӗсен катерӗ ҫӗмӗрӗлсе ларнӑ. Хайхискерсем ҫӑлавҫӑсем патне шӑнкӑравланӑ. Лешсем вырӑна ҫитсе катера ҫыран хӗррине туртса кӑларнӑ. Тепӗр кунхине "Яхтклуб" ҫывӑхӗнче гидроцикл ҫӗмӗрӗлнӗ. Ку тӗслӗхре те ҫӑлавҫӑсем пулӑшнӑ. Вӗсем гидроцикла ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫалхи юпа уйӑхӗнче Ентешсен форумӗ иртӗ. Асӑннӑ мероприятие ирттерме республикӑра йӗркелӳ комитетне палӑртнӑ. Ӗҫлӗ ушкӑна республика Элтеперӗ Олег Николаев ертсе пырӗ. Оргкомитет ҫитес эрнере пӗрремӗш ларӑва пуҫтарӑнӗ. «Созвездие земляков» (чӑв. Ентешсен ҫӑлтӑр ушкӑнӗ) фестиваль Чӑваш Енре виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче иртет. Кӑҫалхине республика Элтеперӗ Олег Николаев «Ентешсен форумӗпе» тата «Сурский рубеж» оперӑн премьерипе пуянлатма сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫил-тӑвӑлран шар курнӑ ҫемьсене укҫан пулӑшма палӑртнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру патшалӑх комитечӗн ертӳҫи Сергей Павлов пӗлтернӗ. Шар курнӑ ҫемьсене 10-шар пин тенкӗ тӳлӗҫ. Аса илтерер: ҫил-тӑвӑл ытларах Йӗпреҫ, Комсомольски, Канаш районӗсенче алхаснӑ. Харпӑр ҫуртсемсӗр пуҫне республикӑра ҫил-тӑвӑл 9 шкула сиенлетнӗ. Тӑкак 9,95 миллион тенкӗпе танлашнӑ. Чылай шкулӑн тӑрри сменленнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "На связи" форумри сӑн Пандеми пуҫланнӑранпа Ҫӗрпӳре Тихвин ярмӑркки пулманччӗ. Кӑҫал вӑл каллех алакӗсене уҫӗ. Тихвин ярмӑркки утӑ уйӑхӗн 7-11-мӗшӗсенче иртӗ. Уяв хӗрарӑмсен мӑнастирӗ ҫывӑхӗнче пулӗ. Ярмӑрккӑра фестивальсем, конкурссем иртӗҫ, пултарулӑх ушкӑнӗсем, купӑсҫӑсем, чӑваш эстрада артисчӗсем концерт кӑтартӗҫ. Кашни каҫ ташӑ каҫӗ пулӗ, фейерверк та ярӗҫ. Спорта юратакансем валли те программа хатӗрленӗ: ача-пӑча футболӗ, самбо, бокс, мото-кросс, каратэ, шахмат, шашка... Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |