Республикӑра
![]() ВКонтакте сайтри сӑн Паян кӑшӑлвирус сарӑлассипе кӗрешекен оперштаб ларӑвӗ иртнӗ. Унта республикӑра маска режимне пӑрахӑҫлама йышӑннӑ. Аса илтерер: ҫак кунсенче кӑна ҫынсем халӑх тетелӗнче кун тӗлӗшпе кӑмӑлсӑрланса ҫырни пирки пӗлтернӗччӗ. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи пур регионта та тенӗ пек маска режимне пӑрахӑҫланӑ, пирӗн вара ҫук. Ҫак ҫынсене калаҫтарнӑ. Халӑх ку ыйтупа тӳре-шара патне те тухнӑ-мӗн. Маска режимне пӑрахӑҫласан та ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хӑрушсӑрлӑх мерисене пӑхӑнмалли пирки, кӑшӑлвирусран сыхлакан вакцинаци ҫинчен асӑрхаттарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Яндекс.дзен сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Куславкка хулинче пулӑ тытас енӗпе пӗрремӗш хут фестиваль иртӗ. Ӑна Республика кунӗпе килӗшӳллӗн йӗркелеҫҫӗ. Фестивале хутшӑнакансем вӑлтапа пулӑ тытӗҫ. Ӑманпа-и, ҫӑкӑрпа-и - чару ҫук, хӑть те мӗнле ҫимӗҫпе илӗртме юрать. Чи пысӑк пулӑ тытаканни фестиваль ҫӗнтерӳҫи пулӗ. Мероприяти Атӑл хӗрринче иртӗ. Пулӑҫсене ирхи 7 сехетре "Октябрь" кинотеатр патӗнче регистрацилеме пуҫлӗҫ. Фестиваль 9 сехетре пуҫланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паня, ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче — Социаллӑ ӗҫчен кунӗ. Вӗсене республика Элтеперӗ Олег Николаев саламланӑ. «Ҫыншӑн тӑрӑшасси тӗп вырӑн йышӑнакан ҫӑмӑлах мар, анчах та пархатарлӑ профессие суйласа илнӗ, ырӑ кӑмӑллӑхӗпе тата кирлӗлӗхӗпе палӑрса тӑракан ҫынсене тивӗҫлипе хисепе хунине тата сумлӑн чысланине палӑртмалли паха мел», — тенӗ республика ертӳҫи хӑйӗн саламӗнче. «Эсир нумай ачаллӑ ҫемьесене, сусӑр ҫынсемпе ветерансене, пенсионерсене тата патшалӑхран уйрӑмах пулӑшу кӗтекен ҫынсен ытти ушкӑнӗсене пулӑшатӑр, ҫавӑн пекех никампа чунне уҫса калаҫма май пулман ҫынсемпе курнӑҫса вӗсен чун-чӗрине лӑплантаратӑр. Ҫак тивӗҫе ырӑ кӑмӑллӑхсӑр, хӗрхенӳлӗхсӗр, сӑпайлӑхсӑр тата хӑвӑн ӗҫне чунтан юратнисӗр пурнӑҫлама май ҫук», — тесе палӑртса хӑварнӑ Олег Николаев саламӗнче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() news.guranka.ru сайтри сӑн Ҫӗмӗрлере килсӗр чӗрчунсем валли приют тӑвасшӑн. Хула администрацийӗ проектпа смета документацине хатӗрлемешкӗн 6,8 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Документсене кӑҫал чӳк уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне хатӗрлесе ҫитермелле. Приюта вара ҫитес ҫул, 2023 ҫулта, тума тытӑнмалла. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев та Ҫӗмӗрлере приют тӑвасси пирки унччен сӑмах хускатнӑ. Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче вӑл унта ҫулталӑкран килсӗр чӗрчунсене вӑхӑтлӑх тытмалли вырӑн пуласса шантарнӑ. Пӗтӗмпе 150 чӗрчун вырнаҫмалӑх пулмалла. Сӑмах май, кӑҫал пӗрремӗш кварталта республикӑра хуҫасӑр 466 чӗрчуна тытнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Яндекс.дзен сайтри сӑн Республикӑра пурӑнакансем маска режимне пӑрахӑҫлама ыйтаҫҫӗ. Хӑш-пӗр лавккара маска тӑхӑнмасан тавара сутманни ҫынсене тарӑхтарать-мӗн. Кун пирки вӗсем халӑх тетелӗсенче ҫырса пӗлтереҫҫӗ. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Александр Андреев та маска режимне пӑрахӑҫламалла тесе шутлать. Унӑн шухӑшӗпе, влаҫ хӑйӗн ҫине яваплӑх илесшӗн мар. Вӑл каланӑ тӑрӑх, режима пӑрахӑҫламанни тӳре-шарашӑн страховка пекех-мӗн. Чӑннипе, общество вырӑнӗсенче, лавккасенче халӑх маска тӑхӑнма пӑрахнӑ ӗнтӗ. Сӑмах май, Атӑлҫи тӑрӑхӗнче маска режимӗ Чӑваш Республикинче тата Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫеҫ вӑйра. Ытти регион ку йӗркене пӑрахӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкартан ҫитес кунсенче «Валдай» карапсем ҫынсене тата темиҫе хулана турттарма тытӑнӗҫ. «Ҫывӑх вӑхӑтра, малтанласа шухӑшланӑ тӑрӑх, ҫӗртме уйӑхӗн 13-15-мӗшӗсенче, тата тепӗр 4 направленипе маршрутсем уҫӑлӗҫ: Шупашкар — Козьмодемьянск — Макарьев мӑнастирӗ, Шупашкар — Юрино, Шупашкар — Чулхула, Шупашкар — Сӗнтӗрвӑрри — Свияжск. Хальхи вӑхӑтра виҫҫӗмӗш карапӑн экипажӗ ҫула тухма хатӗрленет», — тенӗ республикӑн транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министрӗ Владимир Осипов. Хальлӗхе «Валдай» Хусана ҫӳрет. Пилӗк кунта вӑл 403 пассажира турттарнӑ. Аса илтерер: карап Шупашкартан 8 сехетре ҫула тухать те Хусана 11 сехете ҫитет, Хусантан 16 сехетре хускалса Шупашкара 19 сехет валли ҫаврӑнса ҫитет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() yur-gazeta.ru сайтри сӑн Пермь крайӗнче ҫуралса ӳснӗ хӗрарӑм Чӑваш Енре тахҫантанпах пурӑнать. Унӑн 18 ҫул тултарман 3 ача пур. Анчах вӑл вӗсене пӑхмасть, хӑй те этем ретле пурӑнмасть. Ӗс вырӑнӗ те ҫук унӑн. Ҫавна май унран ачисене туртса илнӗ. 40 ҫулти хӗрарӑмӑн вӗсемшӗн алимент тӳлемелле. Анчах вӑл ку тивӗҫе пурнӑҫламасть. Суд ҫав хӗрарӑма 60 сехет ӗҫлеттерме йышаннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн ачисене уйӑхсерен 9900 тенке яхӑн тӳлесе тӑма тивӗ. "Ачасемшӗн пӑшӑрхама кирлӗ мар. Вӗсене опекунсем хӑйсен ҫемйине илнӗ", - ҫапла каланӑ 3 ача амӑшӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() fotokto.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрринче пурӑнакансене сарӑ нӑрӑ тарӑхтарса ҫитернӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫат редакцине Ольга Серебрякова пӗлтернӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хула ҫыннисене нӑрӑсем 5 ҫул канлӗ пурӑнма памаҫҫӗ. «Нӑрӑсем йӑлтах ҫисе яраҫҫӗ: улмуҫҫисене, чие, слива йывӑҫҫисене. Вӗсенчен тухӑҫ илесси ҫук ӗнтӗ. Унччен 10 минутра пӗр нӑрӑ ҫеҫ вӗҫсе иртнӗ тӗк халӗ каҫсерен урама тухма ҫук. Ҫынсем тахҫанах кӑмӑлсӑрланаҫҫӗ, анчах усси ҫук», — пӗлтернӗ хӗрарӑм. Ольга каланӑ тӑрӑх, нӑрӑсене наркӑмӑш сапса вӗлернин те усси ҫук. Хӑшӗ-пӗри ҫеҫ вилет, теприсем вара пурпӗрех вӗҫеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() odnaminyta.com сайтри сӑн Арҫын ҫынна вӗлерессипе хӑратнӑшӑн ҫирӗп режимлӑ колонире 10 уйӑх ирттерӗ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ку пӗлтӗр раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Пӑрачкав районӗнчи Антипинка ялӗнче пулнӑ. Сехет 12 хут шакиччен 10 минут маларах хайхи арҫын тарӑхнӑ, кӑшкӑрашнӑ. Вӑл ҫӗҫӗ ярса тытса хӗрарӑма вӗлерессипе хӑратнӑ. Лешӗ хӑраса кайнӑ. Судра арҫын айӑпне йышӑннӑ, преступлени тунӑшӑн ӳкӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Росгварди" архивӗнчи сӑн Росгвардин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем каҫхине Канаш хулинче хӑйсен ӗҫне пурнӑҫланӑ чухне хӗре йӑнӑш утӑм тӑвасран хӑтарнӑ. Полици прапорщикӗ Виталий Степанова тата полицин кӗҫӗн сержанчӗ Максим Иванов ҫав кун Канашри Чукунҫул урамӗнче патруле тухнӑ. Хайхискерсем кӗпер ҫинче макӑракан хӗре асӑрханӑ. Вӑл перилӑсен хӗрринчех тӑнӑ Пакунлисем хӗре кӗпер хӗрринчен туртса илнӗ. Патрульнӑйсем ҫийӗнчех васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Тухтӑрсем киличчен вӗсем хӗре лӑплантарнӑ. Кайран хӗре тухтӑрсем пулӑшу панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |