Республикӑра
![]() Владимир Васильев. Журналистӑн архивӗнчи сӑнӳкерчӗк Паян, ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче, «Соетская Чувашия» хаҫат редакторне Владимир Васильева «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят пама йышӑннӑ. Сӑмах май каласан, асӑннӑ хаҫат тухма пуҫланӑранпа нумаях пулмасть 105 ҫул ҫитрӗ. Владимир Львович пирки каласан, хаҫатра ӗҫлеме тытӑниччен вӑл пресс-службӑра тӑрӑшнӑ. Унӑн ашшӗ те журналисчӗ. Лев Васильева республикӑра нумайӑшӗ пӗлнӗ. Анчах вӑл пурнӑҫран ир уйрӑлса кайрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Патӑрьел районӗнче пурӑнакан 26 ҫулти арҫынна суд тӑвӗҫ. Мӗншӗн? 2021 ҫулхи утӑ уйӑхӗнче вӑл Шӑмӑршӑра пурӑнмалли мар пӳлӗме тара илнӗ, компьютер техники туяннӑ та вӗсем ҫине астармӑш вӑйӑсем вылямалли программӑсем лартнӑ. Салонра ӗҫлеме администратор-кассирсене чӗннӗ. Следстви комитечӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, салон юпа уйӑхӗччен ӗҫленӗ. Хуҫи 167 пин тенкӗрен кая мар ӗҫлесе илнӗ. Юпа уйӑхӗнче салона полицейскисем кӗрсе тӑнӑ. Ҫамрӑк арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ҫак ӗҫе кӗҫех Патӑрьел районӗн сучӗ пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() bashinform.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре эвакуаци комиссийӗ туса хунӑ. Ӗҫлӗ хута республика ертӳҫи Олег Николаев ӗнер, ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Хушура каланӑ тӑрӑх, эвакуаци комиссине Граждан оборони ҫинчен калакан федераци саккунӗпе килӗшӳллӗн йӗркеленӗ. Комисси халӑха эвакуацилеме, пурлӑх тата культура пуянлӑхне хӑрушсӑр вырӑна куҫарассипе ӗҫлӗ. Хушу ӗнерех вӑя кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Пикабу" сайтри видео скринӗ Ҫанталӑк тӑрук ӑшӑтнӑ май юр хӑвӑрт ирӗлет, ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пысӑк. Паян Тӑвай районӗнчи Турикас Тушкил ялӗнче уй-хиртен шыв анса ял варрипе шарлаттарса юхнӑ. Ҫакна малтан Шарик асӑрханӑ, чутах шывпа пӗрле юхса кайман. Юрать, ҫӑлӑнса юлнӑ. Шыв кӗрлеттерсе аннине пӗр ҫын видео ӳкернӗ. Вӑл паян тӗнче тетелне лекнӗ. Ҫынсем Шарикшӑн питӗ пӑшӑрханнӑ. Тӑвай район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов каланӑ тӑрӑх, унта нимле дамба та татӑлса кайман, ейӳ шывӗ анни - ҫуркуннехи пулӑм. Паян Турикас Тушкилте уй-хиртен аннӑ шывран пӗр хуҫалӑх та, пӗр ҫын та шар курман. Шыв ял варрипе ҫеҫ юхнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, Космонавтика кунӗнче, Шупашкарта мухтавлӑ чӑваш ывӑлӗн Андриян Николаевӑн палӑкӗ умне чечек хума сумлӑ йыш пуҫтарӑннӑ. Ҫав йышра республика Элтеперӗ Олег Николаев та пулнӑ. «Андриян Григорьевич Николаевӑн пурнӑҫ ҫулӗ Чӑваш Енри чылай арҫын ачапа хӗрачана тӗслӗх илмелӗх пулнӑ. Ӑна курах чылайӑшӗ пурнӑҫне космонавтикӑпа тата авиаципе ҫыхӑнтарни пирки иккӗленмелле мар», – тенӗ саламлӑ сӑмахӗнче республика ертӳҫи. Олег Николаев Чӑваш Енре Байконурта службӑра пулнисен пӗрлӗхӗ пуррине палӑртса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев пирӗн республикӑра «ЛЕГО» конструкторӑн аналогӗ пуррине палӑртнӑ. Кун пирки вӑл «Итоги месяца» телекӑларӑм валли интревью панӑ чухне асӑнса хӑварнӑ. «Тӗслӗхрен, «Автоматика» ӑслӑлӑхпа производство предприятийӗ «ЛЕГО» конструктор аналогне туса кӑлараять. Предприяти ачасене аталантарма май паракан конструктора кӑларма тытӑнма пултарать Экономикӑри лару-тӑру асӑннӑ енпе ӗҫлеме тытӑнма май парать», — тесе каланӑ журналистсене Олег Николаев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() news.myseldon.com сайтри сӑн Владимир Ермолаева йӗплӗ пралук леш енчен срокран маларах кӑларнӑ. Ку информацие регионти прокуратура та ҫирӗплетнӗ. Аса илтерер: Ермолаева 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние 3 ҫуллӑха ӑсатнӑ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл 2014 ҫулхи кӑрлачран пуҫласа 2016 ҫулхи авӑнччен, «СУОР» тӗп директорӗ пулнӑскер, налук тӳлемен. Вӑл 107 ытла миллион тенкӗ налукран пӑрӑннине ҫирӗплетнӗ. Пӗлтӗр СР Аслӑ сучӗ аппеляцие пӑхса тухса Ермолаевӑн срокне ҫур ҫул кӗскетнӗ - 2,5 ҫул хӑварнӑ. Кӑҫал ака уйӑхӗнче вӑл ирӗкре пулнине асӑрханӑ. Прокуратура Владимир Ермолаев УДОпа тухнине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Канаш районӗнчи Кивӗ Ахпӳрт ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере пулӑсем, карассем, вилнӗ, вӗсем шыв ҫине тухса выртнӑ. Сӑмах май, халӑхра ҫак пӗвене Хура тинӗс теҫҫӗ. Унта пурӑнакансем пӗлтернӗ тӑрӑх, пулӑран хими шӑрши кӗрет. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, карассем юхса тухакан шыва пула вилнӗ. "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, кунашкалли пӗрремӗш хут пулман, виҫҫӗмӗш ҫул ӗнтӗ пӗвере пулӑсем вилеҫҫӗ. Унччен унти карассем ҫиме юрӑхлӑ пулнӑ. Халӗ вара палӑран хими тути калать-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер каҫхине Мускавран вӗҫекен самолет Шупашкарта анса ларайман, ҫавна май унӑн Чӗмпӗре кайма тивнӗ. Мӗн пулнӑ-ха? «Победа» авикомпани самолечӗ аэропорта тӗтреллӗ ҫанталӑка пула анса ларайман. Чӗмпӗре вӑл 23 сехет хыҫҫӑн ҫитнӗ, пассажирсене ҫур сехетрен ҫеҫ кӑларнӑ. Унтан автобус Шупашкара ирхи 5 сехетре ҫеҫ кайнине пӗлтернӗ. Анчах чылайӑшӗн ӗҫе каймалла-ҫке-ха. Ҫавӑнпа такси чӗнме, куншӑн 6 пин тенкӗ тӳлеме тивнӗ. Метеостанци пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарта каҫхи 8 сехет ҫурӑран пуҫласа ирхи 5-чен тӗтре тӑнӑ, 100 метр аякри ҫеҫ курӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 8-мӗшӗнче "Раҫҫейри чи лайӑх таксист" Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн регионти тапхӑрӗ иртнӗ. Кӑҫал унта 12 таксист хутшӑннӑ. Конкурс икӗ пайран тӑнӑ. Теори пайӗнче водительсем ҫул-йӗр правилисемпе, хулари паллӑ вырӑнсемпе ҫыхӑннӑ ыйтусене хуравланӑ, аманнисене пӗрремӗш медпулӑшу панӑ. Практика пайӗнче таксистсем машинӑпа ҫӳрес ӑсталӑха кӑтартнӑ. Пӗрремӗш вырӑна "Движок" таксопарк водителӗ Артур Михайлов йышӑннӑ. Вӑл регион шайӗнчи конкурсра пӗрре мар мала тухнӑ, 2019 ҫулта вара Раҫҫей шайӗнчинче кӗмӗл призер пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна Евгений Мурзин тухнӑ, виҫҫӗмӗшне - Дмитрий Осипов. Мала тухнисене 15, 10 тата 5 пин тенкӗ преми панӑ. Кӑҫал конкурс финалӗ Чечняра ҫу уйӑхӗн 16-18-мӗшӗсенче иртӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |