Республикӑра
![]() im0-tub-ru.yandex.net сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫамрӑксене алкогольсӗр энергетиксем, тонуса хӑпартакан шӗвексем сутма чарасшӑн. Ҫавна май ытти регионсен опычӗсене тишкереҫҫӗ, кун хыҫҫӑн тивӗҫлӗ документ хатӗрлӗҫ. ЧР Экономика министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, саккуна йышӑнсан ҫамрӑксене энергетик сутакансене административлӑ майпа явап тыттарма пултарӗҫ. Сӑмах май, ку таранччен алкогольсӗр энергетиксене ирӗклӗнех кирек кама сутнӑ. Ҫамрӑксем ӑна ӗҫсе организмне сиен кӳреҫҫӗ. Халӗ энергетиксене яш-хӗре сутма чарас ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер, пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн ГКЧС председателӗ пулма Сергей Павлова шаннӑ. Ку пукана шанса париччен вӑл председателӗн заместителӗ – территори оборонин тата мобилизаци ӗҫӗн секторӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ. Сергей Павлов 51 ҫулта. Унччен вӑл Шалти ӗҫсен министерствин тытӑмӗнче ӗҫленӗ. Участковӑй, дознаватель пулса тӑрӑшнӑ. 2009 ҫулта ӑна Шупашкарти Ленин районӗнчи милицин 1-мӗш пайӗн пуҫлӑхӗнче ӗҫленӗ, 2011 ҫулта Шалти ӗҫсен министерствин Ҫӗнӗ Шупашкарти уйрӑмне ертсе пыма тытӑннӑ, 2013 ҫултанпа — Шалти ӗҫсен министерствин Шупашкарти уйрӑмне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gorodkirov.ru сайтри сӑн Эсир асӑрханах пулӗ: лавккасенче сахӑр хакланнӑ тата вӑл пур ҫӗрте те ҫук. Мӗн пулса иртет-ха? Сахӑр 75 тенке ҫитнӗ. Хаш-пӗр ҫӗрте 120 тенкӗ тӑнине те асӑрханӑ. Чылай ҫӗрте вӑл ҫук. Ӑҫта кайса кӗнӗ? Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, лавккасенче сахӑр саппасӗ пур. Хак ӳсни тата дефицит мӗнпе ҫыхӑннӑ? Тӳре-шара ҫакна Тӗп банк тӗп ставкӑна ӳстеррипе ҫыхӑнтарать. Ҫавна май производительсен тата суту-илӳ организацийӗсен страхланма тивет. Вӗсен кредит килӗшӗвӗнче "шӑвакан" процентсем пулнине палӑртнӑ. Апла федераци шайӗнче пулӑшу мери йышӑниччен вӗсен саппассене тытса тӑма тивет. Халӑх урса кайса сахӑр туянни те хака витӗм кӳрет. Влаҫ органӗсем таварсем пуррипе ҫуккине тата хакӗсене тӗрӗслекен штаб йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kirov-portal.ru сайтри сӑн Тӑватӑ ачине пӗчченех ӳстерекен амӑшӗ тӗнче тетелӗнче паллашнӑ савнине пула 2,7 миллион тенкӗ ҫухатнӑ. Тӗрӗсрех каласан, вӑл ӑна арҫынна куҫарса панӑ. Пӗр районта пурӑнакан 45 ҫулти хӗрарӑм полицие каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗлтӗр ҫулла вӑл тӗнче тетелӗнче «ҫар тухтӑрӗпе» ҫырӑннӑ. Лешӗ пӗр патшалӑхра ҫар службинче тӑрать-мӗн. Кӑштахран «савни» хӗрарӑма «хаклӑ груз» илме ыйтнӑ. Кайран вӑл ун патне хӑйех килӗ, нумай ача амӑшне те качча илӗ – ҫапла шантарнӑ «ҫар тухтӑрӗ». Арҫын тӑкака саплаштарассине ӗнентернӗ. Хайхи хӗрарӑм тӗрлӗ счет ҫине 2,7 миллион тенкӗ куҫарнӑ. Кайран каллех укҫа куҫарма ыйтсан тин вӑл ултавҫӑ аллине ҫакланнине ӑнланнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() topnews.ru сайтри сӑн Раҫҫейри тӗп санитари тухтӑрӗ Анна Попова ҫӗршывра QR-кодсене пӑрахӑҫласси пирки каланӑччӗ. Ку ыйтӑва ыран Чӑваш Енре иртекен оперштаб ларӑвӗнче те пахса тухӗҫ. ЧР Элтеперӗ телеграмм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, пирӗн патра та QR-кодсене пӑрахӑҫласшӑн. Аса илтерер: тин кӑна вӑл Чӑваш Енре ӑна пӑрахӑҫлама иртереххи пирки каланӑччӗ. Ҫакна Элтепер коллектив иммунитечӗ пӗчӗк пулнипе сӑлтавланӑччӗ. Ыран вара оперштабра QR-кода пӑрахӑҫлас ыйтӑва пӑхса тухӗҫ. Палӑртса хӑварар: общество вырӑнӗсенче QR-кодсемпе кӗртессине 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗн 11-мӗшӗнче йышӑнӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Руслан Шакин тӗнче курса ҫӳрет. Тӗрӗсрех каласан, курса чупать. Ҫак кунсенче вӑл Чӑваш Ене ҫитнӗ. Ку таранччен вӑл чылай ҫӗршывра пулнӑ. Руслан 2018 ҫулта Японие чупса ҫитме шухӑшланӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл ытти ҫӗршыва ҫитме тӗллев лартнӑ: 6 континента ҫитсе экватора – 40 пин те 75 ҫухрӑма – парӑнтармалла. Спортсмен 17 ҫӗршывра пулнӑ, халӗ Раҫҫейре чупать. Хӑйӗнпе пӗрле вӑл ача-пӑча спорт кӳмине илсе ҫӳрет. Унта тумтирне, ҫывӑрмаллине, палаткӑна, амулетсене илсе ҫӳрет. Чӑваш Енре ӑна Максим Курмыш кӗтсе илнӗ. Аса илтерер: Элӗк районӗнчи Татмӑш ялӗн каччи Питӗртен Владивостока чупса ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Дмитрий Швечков. Инстаграмри @csonkalin сӑнӳкерчӗкӗ Паян, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, Донбаса Чӑваш Енрен гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатнӑ. Пурӗ 20 тонна. Ҫав шутра – сакӑр тонна ҫӑнӑх, икӗ тонна кӗрпе. Асӑннӑ апат-ҫимӗҫе Чӑваш Енри аграрисем туса илнӗ тыр-пултан хатӗрленӗ. Унсӑр пуҫне тепӗр вунӑ тонна ытти апат-ҫимӗҫ тата куллен кирлӗ тавар ӑсаннӑ. Калӑпӑшлӑ пулӑшӑва «Чӑвашҫӑкӑрпродукт», «Чӑваш Республикин апат-ҫимӗҫ фончӗ», «Вӑрнарти аш-какай комбиначӗ», «Букет Чувашии», «Химпром» предприятисем, «Пике» фабрика уйӑрса панӑ. Ҫак йӗркесен авторӗ пӗлнӗ тӑрӑх, уйрӑм ҫынсем те май килнӗ таран пулӑшма тӑрӑшаҫҫӗ. Сӑмахран, Шупашкарта пурӑнакан 28 ҫулти Дмитрий Швечков хӑй укҫипе тӗрлӗ тавар туянса Халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен хулари центра пырса панӑ. Унтисем тавара адресатсем патне ӑсатма пулӑшӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ Раҫҫей ӑслӑлӑх кунне халалланӑ пӗтӗмлетӳллӗ ӑслӑлӑх сессине йыхравланӑ. Вӑл пуш уйӑхӗн 1—2-мӗшӗнче иртӗ. Унта хутшӑнакансене Ученӑй канашӗн залне йыхравлаҫҫӗ. Мероприяти ыран, пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнче, 10 сехетре институтӑн директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Геннадий Николаев уҫӗ. Пӗрремӗш сессире чӑваш халӑхӗн этногенезӗпе кун-ҫулӗ ҫинчен калаҫӗҫ, иккӗмӗшӗнче Раҫҫей империйӗ пулса кайни тата чӑвашсем ҫинчен калаҫӗҫ. Кун йӗркинчи ытти ыйту та кӑсӑклӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() oleniy.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрмар районӗнчи арҫынна хир качакине вӗлернӗшӗн явап тыттарӗҫ. Шалти ӗҫсен министерствин Вӑрмар районӗнчи пайне республикӑн Ҫутҫанталӑк тата экологи министерствин чӗрчунсене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен дирекцийӗ такам хир качакине персе вӗлерни ҫинчен пӗлтернӗ. Чӗрчунӑн тирне тата пуҫне Саруй ял ҫывӑхӗнче асӑрханӑ. Пакунлисем вырӑнти 36 ҫулти арҫын килӗнче хир качакин ашне тупнӑ. Ҫав ҫынна унччен хӗҫпӑшала саккуна пӑсса упранӑшӑн явап тыттарнӑ. Саккуна пӑсса сунара кайнӑшӑн халӗ арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян Праивтельство ҫуртӗнче Ҫӑварнипе ҫыхӑннӑ мероприятисем пирки калаҫнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри ертӳҫи Надежда Луговская республикӑра массӑллӑ мероприятисене ирттерме юраманни пирки тӳрех каланӑ. Ку кӑшӑлвирус сарӑлнипе ҫыхӑннӑ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов та ҫавӑн пекех шутлать. Вӑл та массӑллӑ мероприятисене ирттерме юраманнине асӑннӑ. Ҫавӑн пекех тепӗр сӑлтав ҫинче те чарӑнса тӑнӑ. Ку Донбасри лару-тӑрупа ҫыхӑннӑ. Ҫавна май Правительство ҫуртӗнче Ҫӑварнине ҫемьепе ирттерме сӗннӗ: пӗрле ларса икерчӗ ҫимелле, чей ӗҫмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |