Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Ҫӗнӗ ҫулхи каникул валли 50 пин экспресс-тест илсе хурӗҫ. Вӗсемпе массӑллӑ мероприятисене хутшӑнакансене кӑшӑлвируспа чирленипе чирлеменнине тӗрӗслӗҫ. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 100 пин ҫынран 321,3 ҫынна тест тӑваҫҫӗ. Раштав уйӑхӗччен ковидпа чирлӗ ҫынпа хутшӑннисене ПЦР-тест тунӑ. Халӗ вара ОРВИ симптомӗсем пулсан ҫеҫ тест тӑваҫҫӗ. Ку йӗрке Раҫҫей тӗп санитари тухтӑрӗн йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн улшӑннӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев массӑллӑ мероприятисене хутшӑнакансене пурне те тест тумалли пирки каланӑ. Ҫав шутра экспресс-тестсем те пулӗҫ. Чӑваш Ен валли уйӑрнӑ 50 пин тест-экспресс 10 миллион та 750 пин тенке кайса ларӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн ҪҪХПИ ӗҫченӗсем маршрут автобусӗ рулӗ умне ӳсӗрле ларнӑ водителе тытса чарнӑ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл Шупашкара автосервиса кайма тухнӑ. Паян, раштавӑн 18-мӗшӗнче, ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем М-7 ҫулӑн 698-мӗш ҫухрӑмӗнче 556-мӗш маршрутпа, «Шупашкар – Вӑрмар – Тӑвай» ҫулпа, ҫӳрекен автобуса чарнӑ. Водитель ӳсӗр пулнӑ. Салонра пассажирсем пулман. Водитель тӗлӗшпе протокол ҫырнӑ. Кунсӑр пуҫне юридици сӑпатне явап тыттарас тӗллевпе рапорт хатӗрленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Республикӑри шкулсенче Ҫӗнӗ ҫулхи каникула тӑсасшӑн. Паян кун пирки оперативлӑ штаб ларӑвӗнче пӗлтернӗ. Ку шухӑша ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, каникула раштавӑн 31-мӗшӗччен маларах пуҫламалла, каярах вӗҫлемелле. Каникул пирки ҫитес эрнере татӑклӑ йышӑну тӑвӗҫ. Кун пирки Правительство ҫуртӗнче иртекен планеркӑра вӗренӳ министрӗ пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти Туберкулезпа кӗрешекен диспансер ковид-госпиталь режимӗнчен тухать. Кун пирки паян оперативлӑ штаб ларӑвӗнче сывлӑх сыхлавӗн министрӗн пӗрремӗш ҫумӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Кизилов пӗлтернӗ. Паянтан пуҫласа диспансера кӑшӑлвируспа чирлекенсене йышӑнмаҫҫӗ. Икӗ эрне хушшинче пульницӑна ахаль чухнехи режима куҫарӗҫ. Сӑмах май, кунта 95 ковид-койка пулнӑ. Хулан 2-мӗш пульницинче, Хӗрлӗ Чутай, Улатӑр, Канаш районӗсен пульницисенче те кӑшӑлвирусран сипленекенсен йышӗ чакса пырать. Хальхи вӑхӑтра республикӑра 1286 ковид-койка пур, вӗсенчен 293-шӗ пушӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ районӗнче ҫул-йӗрпе патруль службин ӗҫченӗсем сӑмавар вӑрлакансене тытса чарнӑ. Вӗсем пӗр машинӑра вӑрланӑ япаласем пулма пултарни пирки вӗсене пӗлтернӗ. Кӗҫех полицейскисем Ҫӗрпӳ районӗнче ВАЗ-2111 машинӑна чарнӑ. Унта тимӗр-тӑмӑр тултарса лартнӑ. Тимӗр-тӑмӑр ӑшӗнче ҫав икӗ ҫын вӑрланӑ икӗ сӑмар пытарнӑ. Ҫак ҫынсене вырӑнти полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Халӗ ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫитес ҫултан Чӑваш Енре пур район та муниципалитет округӗ пулса тӑмалла. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ӗнер пӗлтернӗ. Хальлӗхе муниципалитет округӗсем Красноармейски тата Ҫӗмӗрле районӗсем пулса тӑнӑ. Кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен унта ҫӗнӗ влаҫ органӗсем туллин ӗҫлесе каймалла. Майӗпен ку ытти район ҫине те куҫӗ. Хӑш-пӗр районта ҫитес вӑхӑтрах ку енӗпе халӑх итлевӗ пулмалла. Ҫапла майпа вырӑнти тӳре-шаран ӗҫ пахалӑхӗ ӳсессине ӗнентереҫҫӗ. Ку вара халӑхӑн пурнӑҫ пахалӑхне лайӑхлатать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫей вице-премьерӗ Татьяна Голикова пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫӗршывра юлашки вӑхӑтра 12 регионта кӑшӑлвирус енчен лару-тӑру лайӑхланнӑ. Ҫав шутра – Чӑваш Ен те. Виҫӗ регионта вара лару-тӑру йывӑрланнӑ. Ҫапла пӗлтерет «Известия» хаҫат. Карачай-Черкес, Адыгея, Чечня республикисенче лару-тӑру ҫивӗчленнӗ. Татьяна Голикова пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре, Волгоград, Эрӗнпур, Рязань, Томск, Чӗлепи облаҫӗсенче, Калмӑк, Ингушети, Дагестан, Пушкӑрт, Кабарда-Балкар республикисенче, Чукотка автономи округӗнче лару-тӑру лайӑх енне улшӑннине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() nsk.bfm.ru сайтри сӑн Куславккара 18-19 ҫулсенчи ҫамрӑксем пӗрне шкулта вӗрентнӗ хӗрарӑм патне хӑнана пынӑ. Хайхискерсем ун патӗнче банк картти выртнине асӑрханӑ та укҫа вӑрлама шутланӑ. Пӗр ҫамрӑкӗ хӗрарӑма тӗпеле калаҫмалла тесе чӗннӗ. Ҫав вӑхӑтра ыттисем хӗрарӑмӑн сим-карттине кӑларнӑ та хӑйсен телефонӗ ҫине вырнаҫтарнӑ, унтан сарӑм урлӑ ун ячӗпе кредит илнӗ, ҫав 40 пин тенке хӑйсен пӗлӗшӗн счечӗ ҫине куҫарнӑ. Ҫапла вӗсем комиссие шута илсе 39 пин ҫурӑ вӑрланӑ. Следстви вӑхӑтӗнче ҫамрӑксем тӑкака саплаштарнӑ. Вӗсене суд тӗрмене хупмасӑр 1 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑвашоргӑн вырӑсла версийӗнчен илнӗ сӑнӳкерчӗк «Ҫыхӑнура» портал Чӑваш энергосбыт компанийӗ хыпарлани тӑрӑх пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес ҫул пирӗн республикӑра инвестици программипе 3 пин счетчик ылмаштарӗҫ. Электросчетчиксене ылмаштарнишӗн ҫынсен укҫа тӳлемелле мар. Компанин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ку тӗллевпе 45 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Программӑна пурнӑҫласа электроэнерги тӑкакне шута илекен ӑслӑ приборсем вырнаҫтарӗҫ. Вӗсене вырнаҫтарсан ҫынсен счетчик мӗн кӑтартнине энергетиксене пӗлтерме тивмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре лифт пур ҫуртсенче пурӑнакансем тӗплӗ юсавшӑн нумайрах тӳлеме тытӑнӗҫ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче строительство министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Максимов пӗлтернӗ. Лифт ҫук тӑк пӗр тӑваткал метршӑн 6 тенкӗ те 92 пус тӳлемелле. Лифт пур пулсан ку тӳлев 7 тенкӗ те 51 пуспа танлашать. Министр пӗлтернӗ тӑрӑх, ку республикӑри лифт хуҫалӑхӗ кивелнипе ҫыхӑннӑ. Республикӑри тӗплӗ юсав программипе килӗшӳллӗн, 4781 лифта улӑштармалла, вӗсенчен 483-шне ҫӗнетнӗ. Паянхи кун тӗлне 1701 лифт срокне ӗҫлесе кӑларнӑ. Вӗсене улӑштарма 5 миллиард та 200 миллион тенкӗ кирлӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |