Республикӑра
![]() pravdapfo.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑҫал Пичет кунне республикӑра пӗчӗк йышпа уявлама йышӑннӑ. Ку хыпара эпир тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫатра Александр Белов журналист хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр. «Пресса уявӗ пӑлханчӑк хумханупа тулнӑччӗ», — ҫапла ҫырнӑ Александр Белов. Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче ӗҫлекенсене ҫитменнине тата хурлӑхлӑ скрипка сасси кӗтсе илнӗ. Республикӑри паллӑ журналист пӗлтернӗ тӑрӑх, пресса уявне республикӑн Правительство ҫуртӗнче пӗчӗк йышпа ирттерес тенин сӑлтавӗ паллӑ мар. Унта цифровизаци министрӗ Кристина Майнина, РФ Патшалӑх Думин депутачӗсем Анатолий Аксаков тата Алла Салаева, ЧР Патшалӑх канашӗн спикерӗ Леонид Черкесов, республика прокурорӗ Андрей Фомин тата Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн председателӗ Наталья Николаева тухса калаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() news.myseldon.com сайтри сӑн Кӑҫал пӗр кун хисепӗсем питӗ илемлӗ курӑнаҫҫӗ: 22.02.2022. Ку нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗ. Йӑлана кӗнӗ тӗрӑх, унашкал кунсенче пӗрлешекенсем нумай. Кӑҫал та ҫаплах. Нарӑс уйӑхӗн 22-мӗшӗнче республикӑра 91 мӑшӑр ҫемьеленӗ. Вӗсенчен 12-шӗ – Шупашкарта. Сӑмах май. Паян та хитре хисепсем: 22.01.2022. Паян та мӑшӑрланакансем самай пулнӑ. 42 хӗрпе каччӑ мӑшӑрланнӑ. Вӗсенчен 10-шӗ – Шупашкарта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре Ҫӗнӗ ҫул каҫхине арҫын ҫухалнӑ. Унтанпа ун пирки нимӗн те пӗлмеҫҫӗ. Ку хыпара «Лиза Алерт» шырав отрячӗн ушкӑнӗнче вырнаҫтарнӑ. Ку хыпара ШӖМ те ҫирӗплетнӗ. 54 ҫулти Юрий Жигалев раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Вӑл Куславкка районӗнчи Туканаш ялӗнче пурӑннӑ. Нимеҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, арҫын республикӑри кирек хӑш районта е хулара пулма пултарать. Вӑл 170 сантиметр ҫӳллӗш, имшер кӗлеткеллӗ, ҫӳҫӗ хура, шакла вырӑнсем пур, куҫӗ хӑмӑр. Килтен тухса кайнӑ чухне арҫын хура куртка тӑхӑннӑ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() pixabay.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри организацисенче тӑрӑшакансене инҫет ҫыхӑну мелӗпе ӗҫлеттерсшӗн. Кун пирки оперштабӑн паян иртнӗ ларӑвӗнче сӑмах хускатнӑ. Капла тума республика ертӳҫм Олег Николаев ыйтнӑ. Ҫавна вӑл малтанах бизнес-пӗрлӗхсен ячӗпе каланӑ. Элтепер май килнӗ таран ытларах ҫынна килтен ӗҫлеттерме ыйтса каланӑ. Сахалтан та — ҫитес икӗ эрнере. Кӑшӑлвируспа чирлекенсем Ҫӗнӗ ҫул хыҫҫӑн йышланнӑ иккен. Ҫынсем килте ӗҫлесе ларсан транспортра та халӑх сахалрах ҫӳрӗ. Халӑха турттаракан транспорт Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкарта епле ӗҫленине вара ЧР Транспорт министерствине ҫирӗпрех тӗрӗслесе тӑма хушнӑ. Автобуссене вӑхӑтра дезинфекцилемелле, пассажирсемпе водительсен маска тӑхӑнса ҫӳремелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kubnews.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи 36 ҫулти арҫын савнийӗпе вӑрҫӑнса кайнӑ тӗнче тетелӗнче хӗрсемпе паллашма тытӑннӑ. Вӑл паллашу сайтӗнче регистрациленнӗ. Анчах унта ултавҫӑ аллине ҫакланнӑ. Пӗр хӗрарӑм паллашнӑ-паллашман 2,5 пин тенкӗ кивҫен ыйтнӑ. Арҫын куҫарса панӑ. Тепӗр кун киви-енчӗке 50 пине яхӑн куҫарма ыйтнӑ. Укҫа хаклӑ йышши эмелсем илме, хӗрне сиплеме кирлӗ-мӗн. Кайран хӗрарӑм Шупашкарта тара илнӗ хваттершӗн 30 пин ыйтсан та арҫын иккӗленмен. Анчах хӗрарӑм унпа тӗл пулма килӗшменрен ҫыхӑну татӑлнӑ. Вӑл тепӗр хӗрпе паллашнӑ. Лешӗ ӑна хӑнана пыма шантарнӑ. Анчах ҫул тӑкакне саплаштарма, телефон номерӗ ҫине укҫа хума ыйтнӑ. Ҫӑпла вӑл ӑна 194 пине яхӑн куҫарса панӑ. Арҫын хӑйне улталанине ӑнлансан полицие кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() sobory.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Республикин Элтеперӗ Олег Николаев чиркӳре ӗҫлекенсене патшалӑх наградипе чыслама йышӑннӑ. Хушӑва вӑл паян, кӑрлач уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе Шупашкар районӗнчи Алькешри чиркӗвӗн протоиерейне Валерий Андреева тата Муркаш районӗнчи Кӗрекаҫ Ҫеҫмерти арҫынсен мӑнастирӗн настоятельне Антон Шитова (Феодосия игумен) чыслама палӑртнӑ. Чӑваш Республикин Хисеп хучӗпе Канаш районӗнчи Сиккассинчи чиркӗвӗн протоиерейне Александр Михайлова тата Шупашкарти Христос чӗрӗлӗвӗн чиркӗвӗн протоирейне Алексей Павлова хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Халӑх тетелӗнчи сӑн 2012 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Шупашкарта пурӑнакан Дмитрий Каруев Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей партин йышӑну пӳлӗмӗнче Владимир Путинӑна портретне, икӗ гвоздика вырнаҫтарнӑ. Унтан вӑл портрет ҫине сурнӑ. Ун чухне ӑна пуҫтахланнӑшӑн 15 талӑклӑха арестленӗ. Анчах Европӑри ҫынсен правине хӳтӗлекен суд ҫакӑ ҫыннӑн правине пӑсни тесе йышӑннӑ: кашнин хӑйӗн шухӑшне палӑртма ирӗк пур. Суд Шупашкарти арҫынна куншӑн 12400 евро памалла тесе йышӑннӑ. Ку 1 миллион тенкӗпе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вӑрнар поселокӗнче каҫхи клубран айӑпланнисем валли пурӑнмалли общежити туса хунӑ. Унта арҫынсен тата хӗрарӑмсен ҫывӑрмалли блокӗсем пур. Ҫавӑн пекех кӗпе-йӗм ҫумалли пӳлӗм, тӗпел, хурал посчӗ пур. Суд приговора ӗҫлеттермелли мерӑпа улӑштарсан ҫав ҫынсене ку общежитие ярӗҫ. Вӗсем унта сӗт-ҫу савутӗнче тӑрӑшӗҫ. Айӑпланнисене официаллӑ майпах ӗҫе илеҫҫӗ. Вӗсене пӗр уйӑхра пурӑнма кирлӗ виҫерен сахалрах укҫа памӗҫ. Айӑпланнисем ӗҫ вырӑнӗнчен хӑйсем тӗллӗн каяймӗҫ. Ҫапах вӗсен отпуск пулӗ. Обжежитире видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ. Сӑмах май, кунашкал юсанмалли центр Улатӑр районӗнче пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Лавккара «VAKMA» маркӑллӑ макарон сутнине курсан ӑна хам та «Макфа» тесе, пӗҫернӗ чухне ирӗлсе каймасть тесе туяннӑччӗ. Анчах киле ҫитсен пӑхрӑм та – ячӗ урӑхларах иккен. Макаронӗ те пиҫсен нимӗрленме тытӑнчӗ. Икӗ ҫул каялла икӗ фирма тавлашма тытӑннӑ. «Макфа» Шупашкарти «Вакмӑна» суда панӑ, автор правине пӑснӑран /хутаҫӗ те «Макфӑнни» пекех симӗс тата/ пӗтӗм продукцие суту ҫаврӑнӑшӗнчен кӑларса тӗп тутарма ыйтнӑ. Ҫавӑн пекех 10 миллион тенкӗ тӳлеттерме ыйтнӑ. Кайран 10 пинне чакарттарнӑ. Суд тавӑҫа тивӗҫтернӗ. Кӑҫал «Макфа» каллех тавӑҫ тӑратнӑ. Хальхинче вӑл тавар паллин правипе ҫыхӑннӑ. «Вакмӑран» 5 миллион тенкӗ ыйтнӑ. Суд ларӑвне нарӑсӑн 17-мӗшӗнче ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() wiwo.de сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи харпӑр усламҫӑ лавккинче срокран тухнӑ сӑра тупнӑ. Ҫакна прокуратура тупса палӑртнӑ. Сентресем ҫинчи сӑран тата алкогольсӗр сӗткенсен срокӗ тухнӑ, анчах вӗсене пур пӗрех пуҫтарман, сутнӑ. Пӗтӗмпе унашкал 15 кӗлене тупса палӑртнӑ. Сӗнтӗрвӑрри районӗн прокуратури харпӑр усламҫӑ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Материалсене пӑхса тухмашкӑн ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |