Республикӑра
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Россия 1» телеканалпа кӑтартакан «Вести недели» кӑларӑмӑн ӳкерӳ ушкӑнӗ ӗҫлет. Пирӗн пата килсе ҫитнӗ йышра – Сергей Зенин корреспондент, Станислав Пономаренко оператор, Дмитрий Толстухов сасӑ операторӗ. Йыш Канаш районӗнчи Мӑкӑр кӗперне ӳкерсе илнӗ. Вӗсене районти тӳре-шара кӗтсе илнӗ. Чӑваш Енри архитектурӑпа инженери тӗлӗнтермӗшӗ ҫинчен телеӗҫченсене вырӑнти краевед, Мӑкӑр ялӗнче пурӑнакан Леонид Михайлов тата ял старости Герман Родионов каласа кӑтартнӑ. Кӗпере 1914 ҫулта тума тытӑннӑ, тепӗр 4 ҫултан ӗҫе вӗҫленӗ. Строительствӑна нимӗҫ инженерӗ-проектировщикӗ Гехард Шумахер йӗркелесе тата тӗрӗслесе тӑнӑ. Кӗпер тунӑ ҫӗрте тӗрлӗ наци ҫыннисем, ҫав шутра вырӑссемпе тутарсем ытларах пулнӑ, ӗҫленӗ. Виадук ҫӳллӗшӗ – 34 метр, тӑршшӗ – 360 метр. Вӑл 16 бетон юпа ҫинче тытӑнса тӑрать. 1935 ҫулта кӗпере салтаксем хуралласа тӑма тытӑннӑ. Вӗсем валли унта казарма тата мунча туса лартнӑ. Каҫпа кӗпер айӗпе ҫынсене каҫса ҫӳреме чарнӑ. Вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче кӗпере нимӗҫсем шыранӑ. 1986 ҫулта кӗпере хупнӑ. Халӗ ӑна ҫӗршыв шайӗнчи культура эткерлӗхне кӗртесшӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb.ru сайтри сӑн Вырӑнти влаҫсем Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шӗнерпуҫ ялӗнчи кивӗ шкултан туристсем валли хӑна ҫурчӗ тума сӗннӗ. Шкул 2015 ҫултанпа ӗҫлемест. ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Владимир Лидерман пӗлтернӗ тӑрӑх, пӗлӳ ҫуртне хӑй вӑхӑтӗнче тӗпрен юсанӑ. Ҫичӗ ҫул ӗнтӗ вӑл ахалех ларать. Халӗ вара унпа урӑх тӗллевпе усӑ курасшӑн, «Руна ҫулӗ» патшалӑх программипе килӗшӳллӗн пирӗн республикӑна килекен туристсем валли хӑна ҫурчӗ тӑвасшӑн. Хальлӗхе ку шухӑш кӑна-ха. Малтан ҫурта тӗрӗслемелле, экспертиза ирттермелле: реконструкци тума юрӑхлӑ-и? Ун витӗр тухсан ҫитес ҫул унта ӗҫсене пуҫӑнмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() joinfo.com сайтри сӑн Сехет йӗппине 1 сехет маларах куҫармалла-и е ҫук-и? Чӑваш Енре социологи тӗпчевӗ тӑвасшӑн. Кун валли 450 пин тенкӗ уйӑрма хатӗр. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Социологи тӗпчевӗ вӑхӑтӗнче регионти ӗҫлекен ҫынсен 1 процентӗнчен кая мар ыйтса пӗлмелле. Ҫавӑн пекех услам ӗҫӗн 1,5 пин субъектӗнчен кая мар тӗпчеве хутшӑнмалла, кунта пур районпа хуларан та ҫак субъектсем кӗмелле. «Куҫа куҫӑн» - ыйтӑм ҫак интервью мелӗпе иртӗ. Ҫавӑн пекех респондентсем патне Яндекс-формӑпа килӗшӳллӗн анкета ярса парӗҫ. Унти хуравсене кура пӗтӗмлетӳ тӑвӗҫ. Аукцион ҫӗнтерӳҫин 2022 ҫулхи ҫурлан 30-мӗшӗччен тишкерӳллӗ отчет памалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инстаграмри @mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ Шӑмӑршӑ районӗнчи Карапай Шӑмӑршӑри психоневрологи диспансерӗнче ҫӗнӗ ҫын пуҫлӑх тилхепине тытнӑ. Социаллӑ учреждение ертсе пыма Андрей Вазанова шаннӑ. Андрей Петровичпа коллектива ӗнер, нарӑс уйӑхӗн 15-мӗшӗнче, республикӑн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова паллаштарнӑ. Унччен Андрей Вазанов Шӑмӑршӑ районӗнчи халӑха социаллӑ хӳтлӗх паракан центрта 14 ҫул тӑрӑшнӑ. Министр ҫӗнӗ ӗҫе кӳлӗннӗ ҫынна тата психоневрологи диспансерӗн коллективне ӑнӑҫу суннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() tulapressa.ru сайтри сӑн Шупашкар районӗнче пурӑнакан 16 ҫулти каччӑ тивӗҫлӗ канури хӗрарӑмӑн укҫине илнӗ. Вӑл ӑна ҫуртне юсаса пама шантарнӑ. Анчах сӑмахне тытман. Ватӑ хӗрарӑмӑн полицие кайма тивнӗ. 74 ҫулти хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл дачӑра строительство ӗҫӗсене пурнӑҫлама пулӑшни пирки хыпарланӑ пӗлтерӗве курнӑ. Унти номерпе шӑнкӑравланӑ, каччӑпа карта улӑштармалли пирки калаҫса татӑлнӑ. Лешӗ ӗҫе пурнӑҫланӑ. Кайран вӑл ӑна ҫурта тулаш енчен ҫапма, тӑррине витме хушнӑ. Стройматериалсем туянма тесе каччӑна 135 пин тенкӗ панӑ. Анчах ӗҫе ниепле те пуҫӑнман, вӑл укҫана тавӑрса пама ыйтнӑ. Каччӑ укҫине хӑйех хуратӑп тесе кинемейрен банк карттине, унӑн пин-кодне ыйтнӑ. Лешӗ килӗшнӗ. Карттӑ ҫинче укҫа пулман. Анчах блокировка пулнӑ. Каччӑ ӑна илме темиҫе хутчен укҫа ыйтнӑ. Кинемей тепӗр 145 пин куҫарса панӑ. Каччӑ укҫана тавӑрмассине вӑл темиҫе уйӑхран тин ӑнланнӑ. Полицейскисем 16-ри каччӑна часах шыраса тупнӑ. Вӑл ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ӗҫе ҫуркунне пуҫӑнма шутланӑ, укҫине хӑй пӗлнӗ пек тӑкакласа пӗтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Ене Китайран тӳрремӗнех чей илсе килнӗ. Кун пеки хальччен пулман. Карантинри продукцие илсе ҫитернине Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри тата Чӗмпӗр облаҫӗнчи управленийӗ тӗрӗслесе танӑ. Пӗтӗмпе 600 килограмм чей кӳрсе килнӗ. Ҫав йышра – ферментланӑ тата ферментламан симӗс чейсем, улун. Чей партине «Шупашкар» производствӑпа технологи комплектацийӗн управленин складне вырнаҫтарнӑ. Экспортер ҫӗршывӑн фитосанитари сертификачӗ пур паллах. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vokzal-kanash.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Транспорт тата ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн министерстви Канаш районӗнче халӑха турттаракан транспорт епле ӗҫленине тӗрӗслӗҫ. Муниципалитетсем хушшинчи 9-мӗш маршрут ҫынсене Канашри автовокзалтан «Лесхоз» чарӑнӑва ҫити турттарать. Унта виҫӗ транспорт ҫӳрет. Вӗсенчен пӗринче ҫеҫ инвалидсене турттармалли вырӑн пур. Асӑннӑ маршрутра транспорт палӑртнӑ вӑхӑтра ҫула тухмасть. 203-мӗш маршрут Шӑхасана ҫӳрет. Реестрта 4 транспорт ҫӳремелле тесе кӑтартнӑ, анчах иккӗшӗ ҫеҫ ҫӳрет. 209-мӗш маршут халӑха Тури Юнтапана турттарать. Транспортра ҫул ҫинчи хӑрушӑ участоксемпе тарифа кӑтартманнине шута илмесен тек кӑлтӑк тупӑнман. 121-мӗш маршрутра (вӑл Кайри Ӑнтавӑша – Ҫӗнӗ Туҫана ҫӳрет) пысӑк кӑлтӑк тупӑнман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() op21.ru сӑнӳкерчӗкӗ «Нумай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн» (Чӑваш Ен ертӳҫин йышӑнӑвӗнче ҫавӑн пек каланӑ) Шупашкарти юханшыв порчӗн генеральнӑй директорне Ванифатий Шайкина «Чӑваш Республикин транспортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» хисеплӗ ят панӑ. Ванифатий Васильевич 1962 ҫулхи нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Вӑтаелӗнче ҫуралнӑ. Малтанхи пӗлӗвне вӑл И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче илнӗ, историк пулма вӗренсе тухнӑ. 1996 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче вӑл Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗн заместителӗнче – аппарат ертӳҫинче ӗҫлеме тытӑннӑ. 2003 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл Шупашкарти юханшыв портӗнче гендиректорӑн пӗрремӗш ҫумӗнче, 2005 ҫулхи ҫу уйӑхӗнченпе гендиректорта тӑрӑшма тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нарӑс уйӑхӗн 13-мӗшӗнче ҫӑлав службине шӑнкӑрав килнӗ: арҫын Куславкка районӗнче Атӑл ҫинче юрҫӳренпе кӗрсе ларнӑ. Арҫын хӑй тӗллӗн тухайман, ҫӑлавҫӑсенех чӗнме тивнӗ. Лешсем ун патне ҫийӗнчех ҫитнӗ, юрҫӳрене кӑларма пулӑшнӑ. Кайран вӗсем арҫынна ҫыран хӗрринех ӑсатса янӑ. Сӑмах май, кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнченпе транспорта пӑр ҫине тухма чарнӑ. Йӗркене пӑссан штраф тӳлеттереҫҫӗ. Ахаль ҫынсен 3 пин тенкӗ тӳлемелле, должноҫри ҫынсен – 5 пин, юридици сӑпачӗсен вара – 10 пин тенкӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Нарӑс уйӑхӗн 12-мӗшӗнче кӑнтӑрлахи 12 сехетре Патӑрьел районӗн ҫыннисем тӳпере ҫар вертолечӗсем вӗҫсе иртнине курнӑ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, тӳпере 7 вертолет пулнӑ. Кун пирки вӗсем "Про Город" хаҫата пӗлтернӗ. Ҫав кун кӑнтӑрла вертолетсене Улатӑр районӗнче те курнӑ. Пӗр хӗрарӑм каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, ку районта вӑл 30 вертолет вӗҫнине шутланӑ. Ҫар вертолечӗсене Пӑрачкав районӗнче те курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |