Республикӑра
![]() Суд приставӗсен управлени ҫурчӗ. Google.Map-ран тунӑ скриншот Федерацин суд приставӗсен службин Чӑваш Енри Управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӗсен сотрудникӗсем васкавлӑ та майлашуллӑ ӗҫленине пула республикӑри 36 ҫын умӗнчи ӗҫ укҫи парӑмне татса пама май килнӗ. Ҫакна тумашкӑн ӗҫпе тивӗҫтерекенӗн хваттерне сутма тивнӗ. Ӗҫпе тивӗҫтерекен ӗҫ укҫи тӗлӗшӗпе хӑйӗн ӗҫченӗсем умӗнче 1 млн та 800 пин тенкӗлӗх парӑма кӗнӗ. Ҫак парӑма пӗтерес тӗлӗшпе суд приставӗсем пӗр пӳлӗмлӗ хваттере арестленӗ, каярахпа ӑна сутса янӑ. Сӑмах республикӑри пӗр агропредприяти пирки пыни паллӑ. Конкретлӑ хӑшӗ пирки сӑмах пынине вара пӗлтермен. Суд приставӗсен служби ҫирӗплетнӗ тӑрӑх ыйтӑва ҫакӑн пек татса пама предприяти ертӳҫи ку ыйтӑва татса парас тӗлӗшпе нимӗн те туманни, тата вӑл хӑй ҫине илнӗ тивӗҫе пурнӑҫламанни хистенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вячеслав Александров. cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче, Обязательнӑй медицина страхованийӗн Чӑваш Ен территорийӗнчи фончӗн директорне 67 ҫулти Вячеслав Александрова ӗҫрен кӑларнӑ. Документа республика Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Вячеслав Александров Канашра 1954 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл виҫӗ хутчен аслӑ пӗлӳ илнӗ. Ӗҫ биографине Куславкка районӗнчи финанс пайӗнче патшалӑх тупӑшӗсен инспекторӗнчен пуҫӑннӑ. 1996-2013 ҫулсенче Перекет банкӗн Чӑваш Енри уйрӑмне ертсе пынӑ. 2013 ҫулхи пуш уйӑхӗнчен Обязательнӑй медицина страхованийӗн Чӑваш Ен территорийӗнчи фончӗн директорӗ пулса тимлеме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() землякичувашии.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кӑҫал Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ пулнӑ май «Выдающиеся люди Чувашии» (чӑв. Чӑваш Енӗн паллӑ ҫыннисем) кӗнекесен ярӑмне пичетлеме палӑртнӑ. Редколлегие республика ертӳҫи Олег Николаев ҫирӗплетнӗ. Редколлегие цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина ертсе пырӗ, унӑн ҫумӗ пулма культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрне Светлана Каликовӑна шаннӑ. Редколлеги йышӗнче — вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ Дмитрий Захаров; Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн директорӗ, философи наукисен кандидачӗ Петр Краснов; Чӑваш Енри Профессионал ҫыравҫӑсен союзӗн правленийӗн председателӗ Ольга Куликова, Чӑваш наци вулавӑшӗн директорӗ Роза Лизакова; И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн историпе географи факультечӗн деканӗ, профессор, истори наукисен доценчӗ Олег Широков тата Чӑваш Республикин Вӗренӳ институчӗн Регион аталанӑвӗн центрӗн директорӗ Инесса Ядранская. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӗнер, пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче, 10 сехет те 40 минутра, «Шупашкар – Сӑрҫи» автоҫулӑн 158-мӗш ҫухрӑмӗнче, Пӑрачкав районӗнчи Напольное сали ҫывӑхӗнче, хӑйӑр турттаракан самосвал кювета чӑмнӑ. ҪҪХПИ малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, руль умӗнче ларнӑ 29 ҫулти водитель транспорта итлеттереймен, кювета чӑмнӑ. Самосвал ҫаврӑнса ӳкнӗ. Водителе, суранланнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Спортсменсене чыслама медальсем кирлӗ. Ҫапла пӗлтерет ЧР Спорт министерстви. Ҫавна май ведомство 11940 медаль туянмашкӑн аукцион ирттерет. Малтанхи хак – 988393 тенкӗ. Пӗр медаль хакӗ 82,78 тенке кайса ларӗ. Аукциона ака уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пӗтӗмлетӗҫ. Ҫӗнтерӳҫӗпе килӗшӳ алӑ пуссан медальсене 30 ӗҫ кунӗнче илсе ҫитермелле. Сӑмах май, 2018 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче Спорт министерстви 10 пин медаль туяннӑ. Ун чухне аукционра палӑртнӑ малтахи хака, 726 пин те 300 тенке, 322 пин те 949 тенкӗ таран антарма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар хулинче пурӑнакансем вырӑссен паллӑ ҫыравҫипе Александр Пушкинпа Иакинф Бичурин ӑсчах туслӑхне халалласа палӑкуҫасшӑн. Сасӑлава «Открытый город» (чӑв. Уҫӑ хула) порталта йӗркеленӗ. Унта 1,6 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Сасӑлава хутшӑннисенчен 53,4 проценчӗ, е 860 ҫын, палӑк кирлӗ тесе палӑртнӑ; 27,6 проценчӗ (448 ҫын) – хирӗҫ; 18,8 проценчӗ (303 ҫын) ку ыйтӑва специалиссен татса памалла тесе йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче республикӑри 19 район муниципалитет округӗ пулассине йышӑннӑ. Чылай депутат ку реформӑна ырласа сасӑланӑ. Малашне кашни округра пӗр пуҫлӑх, парламент, администраци, хысна тата вырӑнти программӑсем пулӗҫ. ЧР Элтеперӗ каланӑ тӑрӑх, кун пек система ҫынсене патшалӑх пулӑшӑвӗсемпе хӑвӑртрах тата меллӗрех усӑ курма май туса парать. Кӑҫал районсем муниципалитет округӗ ҫине куҫӗҫ, уставсем хатӗрлӗҫ. Ҫитес ҫултан муниципалитет округӗсем туллин ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян, пуш уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, республикӑри социаллӑ центрсенче йывӑр лару-тӑрури ҫемьесенче пурӑнакан ачасене уйлӑхсенче кантарма путёвкӑсем пама тытӑнӗҫ. Чӑваш Енӗн Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал тӗрлӗ мелпе 100 пин ытла ачана канма май туса парасшӑн. Стационарлӑ 14 уйлӑх, кӑнтӑрла канмалли 319 уйлӑх уҫма палӑртаҫҫӗ. Кунсӑр пуҫне республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ пулӑшу министерствин социаллӑ пулӑшу паракан центрӗсем ҫумӗнче 14 уйлӑх ӗҫлӗ. Ачасене уйрӑм ҫынсен 3 уйлӑхӗ («Жемчужина Чувашии», «Салют», «Солнышко»), патшалӑхӑн 2 уйлӑхӗ («Белые камни», «Росинка» Минспорта Чувашии) тата муниципалитетсен 9 уйлӑхӗ («Берёзка», «Бригантина», «Волна», «Звездный», «Звездочка», «Космонавт», «Романтика», «Соснячок», «Янтарный») йышӑнӗҫ. Эпидемиологи енчен лару-тӑру йӗркеллех пулсан уйлӑхсене ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен уҫӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() salsknews.ru сайтри сӑн Хӗрарӑм фисташка ҫисе ларнӑ чухне тӑрук унӑн шӑл протезӗ хуҫӑлса кайнӑ. Ӑна пула вӑл чутах вилмен. Ку, «Чӑваш Ен» ПТРК пӗлтернӗ тӑрӑх, пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче пулнӑ. Хӗрарӑм фисташка ҫинӗ, тӑрук шӑл протезӗ хуҫӑлнӑ та пӗр пайӗ пырне анса кайнӑ. Юрать, хӗрарӑм патне васкавлӑ медпулӑшу часах ҫитнӗ, ӑна ҫӑлса хӑварнӑ. Пациентка протез пайӗ пырне ларнипе сывлаймаи те пулайнӑ. Ӑна тухтӑрсем пульницӑна сипленме илсе ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vlad.mk.ru сайтри сӑн Хӗрарӑм ҫынсем патне шӑнкӑравланӑ та хӑйӗнпе банк ӗҫченӗ тесе паллаштарнӑ, ултавлӑ майпа вӗсенчен укҫа сӑптӑрнӑ. Унӑн серепине Чӑваш Енре пурӑнакан 8 ҫын лекнӗ. Ҫак ӗҫе Ӗренпур облаҫӗнче пурӑнакан чикан майри тунӑ. Вӑл ҫынсенчен 124 пин тенкӗ сӑптӑрнӑ. Чӑваш Енре полицейскисем ӑна ҫулталӑк шыранӑ. Тинех тупнӑ. Чӑннипе, ку ӗҫе ҫав чикан хӗрарӑмӗ тунине полицейскисем пӗлтӗрех палӑртнӑ. Анчах ниепле те тытайман, мӗншӗн тесен лешӗ регионтан региона куҫса ҫӳренӗ. Халӗ ӑна Чӗлепи облаҫӗнче тытса чарнӑ. Чикан майри вӑрланӑ укҫан пӗр пайне ҫынсене тавӑрса панӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |