Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Комсомольки районӗнчи Чӗчкен ялӗнче пурӑнакансене тилӗ канӑҫ памасть. Вӑл чӑхсемпе хурсене тытать. Ял ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, тилӗ ялта хӑрамасӑрах ҫӳрет. Халӑх ачасене те урама кӑларма шикленет. Ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тилӗ пӗр хуҫалӑхри 15 чӑхха тытнӑ. Тепӗр кунхине урӑх хуҫалӑхри 6 чӑхха тӗп тунӑ. Паян ирхине тилӗ тепӗр кил хуҫалӑхне ҫитсе 12 хура тытнӑ. Чӗчкен ҫыннисем каланӑ тӑрӑх, вӗсем вырӑнти тӳре-шараран пулӑшу кӗтсе илеймеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 1zoom.ru сайтри сӑн Республика уявӗнче, ҫӗртме уйӑхӗн 23-26-мӗшӗсенче, Чӑваш Енре Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫейри симӗс ылтӑн» фестиваль иртӗ. Унта Раҫҫейри тата хамӑр патри сӑра савучӗсем, сӑра вӗретекенсем хутшӑнӗҫ, чи лайӑх ӗҫмен дегустацийӗ пулӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ку мероприятие кашни ҫулах ирттерме палӑртнине каланӑ. Сӑмах май, Чӑваш Ен – Раҫҫейре хӑмла чи нумай туса илекен регион. Пирӗн патра ҫулталӑкра 180 тонна хӑмла пухаҫҫӗ, Раҫҫейӗпе - 7,5-8 пин тонна. Пирӗн республикӑра ҫӗршывра туса илне хӑмлан 90 процентне хатӗрлеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Ҫӗмӗрлере пурӑнакан арҫын ҫухалнӑ. Тӑванӗсем кун пирки «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ. 61 ҫулти Николай Кириллович Арюхин ҫу уйӑхӗн 9-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Ӑҫталла? Никам та пӗлмест. Тепӗр кунхинех тӑванӗсем полицирен пулӑшу ыйтнӑ. Николай ҫухалнине малтан арӑмӗ асӑрханӑ. Тӑванӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл унччен кун пек нихӑҫан та ҫухалман. Николай Арюхин килтен тухса кайнӑ чухне тӗттӗм шӑлавар, ҫутӑ футболка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ун пирки мӗн те пулин пӗлетӗр тӗк ҫак номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 89613472998 Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ыран, шӑматкун, Чулхуларан Шупашкара хӑвӑртлӑхлӑ «Валдайсем» ҫӳреме тытӑнӗҫ. Вӑл Чулхуларан ирхи 6 сехетре ҫула тухӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр ҫак рейса тест режимӗнче темиҫе рейс тутарнӑ. Кӑҫал вара тахҫанхи йӑлана чӗртес тенӗ, ҫак маршрута навигаци графикне кӗртнӗ. «Валдай» ҫул ҫинче 4,5 сехет ирттерӗ, Шупашкарта тепӗр ҫавӑн чухлӗ ларӗ. Кун тӑршшӗ вӑрӑмланнӑ май 5 сехетех ларма пуҫлӗ. Ҫак вӑхӑт туристсене хула курса ҫаврӑнма ҫитетех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ака уйӑхӗн варринче Йӗпреҫре пурӑнакан 69 ҫулти хӗрарӑмӑн кредит тата пенси куҫмалли карточкӑсем ҫухалнӑ. Хӑҫан? Ватӑскер лайӑх астуман та, унӑн килне пӗрмаях шавлӑ ушкӑн пухӑннӑ. Телефон ҫине укҫа тӑкакланни пирки пӗлтерекен смс-ҫырусем килме тытӑнсан ҫеҫ кинемей карточкӑсем ҫухалнине ӑнкарса илнӗ. Пӗтӗмпе 5 пин ытла тенкӗ ҫухалнӑ. Ҫакӑ палӑрнӑ: карточкӑсемпе Мускавра тата Мускав облаҫӗнче лавккасенче тӳленӗ. Ҫав шавлӑ ушкӑнри пӗр ҫын ҫеҫ ҫав регионта пулни тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ. 47 ҫулти арҫынна тытса чарнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, хайхискер кинемей ӗҫкӗ хыҫҫӑн ҫывӑрса каясса кӗтнӗ, унтан карточкӑсене вӑрланӑ та Мускава тухса кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Евгений Питомцев сӑнӳкерчӗкӗ Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗн ҫывӑхӗнче Андриян Николаев летчик-космонавтӑн агропортретне йӗркене кӗртме пуҫланӑ. Ҫакна пурнӑҫлаканӗсем – студентсемпе хӑйирӗкҫӗсем. Космонавтӑн агрпортретне 2012 ҫулта ӳкернӗ. Ун чухне ӑна энтузиастсем пурнӑҫланӑ, ҫӗре тракторпа тата мотоблокпа сухаланӑ. Сас паллисене вара ҫынсем кӗреҫепе чавнӑ. 2014 ҫултанпа унта никам та нимӗн те туман. Паллах, портрет санӗ 8 ҫулта ҫухалнӑ. Агропортрет Ҫавал юханшывӗ хӗрринче вырнаҫнӑ, вӑл 100x15 метр калӑпӑшлӑ. Проект пуҫаруҫи Юрий Иванов каланӑ тӑрӑх, 2020 ҫулта вӗсем агропортрета ҫӗнетме хӑтланнӑ, анчах укҫа ҫитмен. Кӑҫал ӗҫсене нумаях пулмасть пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "На связи" форумри сӑн "Пионер организацийӗ йӗркеленнеренпе - 50 ҫул" проектпа килӗшӳллӗн Ҫӗмӗрлери парка хӑтлӑлатӗҫ. Ӗҫсене ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пуҫӑнӗҫ. Парка хӑтлӑлатма 94 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. 2 миллионӗ - вырӑнти хыснаран, 22 миллион тенкине республикӑн резерв фордӗнчен панӑ. Тепӗн 70 миллион тенкине хула грант выляса илнӗ. Ӗҫсене Самарти ландшафт компанийӗ пурнӑҫлӗ. Парка кӑҫал юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗччен хӑтлӑлатса пӗтермелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ялӗнчи пӗвере пулӑсем вилнӗ. Мӗн пулнӑ унта? ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин ӗҫченӗсем вырӑна тухнӑ. Ҫак тата ытти ведомство специалисчӗсем ял ҫыннисемпе пӗрле пӗвене пӑхса ҫаврӑннӑ, пулӑ нумай вилнине палӑртнӑ. Пӗвери шыва тӗрӗслемешкӗн илнӗ. Унӑн пӗтӗмлетӗвӗ пирки министерство каярах пӗлтерме шантарнӑ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Канаш тата Шупашкар районӗсенче те пӗвере пулӑ нумай вилнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() epp.genproc.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен прокуратуринче ҫӗнӗ ҫын ӗҫе кӳлӗннӗ. Прокурор ҫумӗ пулма 45 ҫулти Евгений Кима шаннӑ. Хушӑва РФ генпрокурорӗ Игорь Краснов алӑ пуснӑ. Чӑваш Енӗн надзор органӗнче ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Унччен вӑл Магадан облаҫӗнче прокурор ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Евгений Ким 1976 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Хабаровскри патшалӑхӑн экономикӑпа право академийӗнче вӗреннӗ. Прокуратура тытӑмӗнче 1999 ҫултанпа ӗҫлет. 2012-2016 ҫулсенче Хабаровскра, Хабаровск крайӗнче прокурорта тӑрӑшнӑ. Кайран вӑл Магадан облаҫӗнче прокурор ҫумӗ пулса тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() www.filantrop.ru сайтран илнӗ скриншот Пултарулӑх енӗпе ӑнӑҫу тӑвакан Чӑваш Енре пурӑнакан сусӑрсен «Филантроп» пӗтӗм тӗнчери премие ҫӗнсе илес шанчӑк пур. Ун пек конкурса пуҫласа 2000 ҫулта ирттернӗ. Ӑна 2 ҫулта пӗрре йӗркелеҫҫӗ. Ҫак ҫулсенче унта 36 ҫӗршыври тата ҫӗршывӑн мӗнпур регионӗнчи 10 пин ытла ҫын хутшӑннӑ. Премие пурӗ 470 ҫын тивӗҫнӗ. «Филантроп» премие ӑслӑлӑхпа техника, вӗрентӳ, культура, литература тата ӳнер енӗпе палӑрнисем хутшӑнаяҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |