Республикӑра
![]() forum.klerk.ruсайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Патӑрьел районӗнчи Тӑрӑн ялӗнче пӗр ҫурт машина алӑкӗ уҫах тӑнӑ. Хуҫи, Чемпӗр облаҫӗнчи арҫын, ӑна хупма маннӑ. Ирхине вара унти барсетка, телефон ҫухалнине асӑрханӑ. Барсеткӑри карточка ҫинче 10 пин тенкӗ пулнӑ. Кӗҫех карточкӑпа Патӑрьелти лавккара таваршӑн тӳленине тупса палӑртнӑ. Акатуйра ҫав ҫынна тытса чарнӑ. Полицейскисем халӑха уява тӗрӗслесе кӗртнӗ чухне ҫав вӑрра асӑрханӑ. Ҫакӑ паллӑ пулнӑ: карточкӑна ӑна Тӑрӑн ялӗнче пурӑнакан, унччен те судпа айӑпланнӑ арҫын панӑ. Иккӗшне те тытса чарнӑ. Укҫан пӗр пайӗ пур. Ыттине шыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() russian.alibaba.com сацтри сӑн 8 уйӑхри ача силикагельпе наркӑмӑшланнӑ. Кун пирки Республикӑри катастрофа медицинин тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ пӗлтерет. Силикагеле пушмак ӑшне хураҫҫӗ, вӑл ытлашши нӳрӗке туртса илет. 8 уйӑхри ача ҫавна ҫиме пуҫланӑ. Амӑшӗ асӑрхиччен вӑл ӑна ҫуррине ҫисе янӑ. Амӑшӗ васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ. Сергей Васильев фельдшерпа Майя Андреева медсестра пӗчӗкскерӗн хырӑмлӑхне тасатнӑ, унтан пульницӑна леҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() yamal-media.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре 7 тата ытларах ҫул ҫитмен ачасене воспитани паракан ҫемьесене пулӑшмалли мерӑсене анлӑлатасшӑн. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ. Кунашкат ҫемьесене хваттер илме е ҫурт ҫӗклеме субсиди пама тытӑнасшӑн. Анчах ҫемьен ҫурт-йӗр илмелли черетре тӑмалла. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх кунашкал пулӑшупа республикӑри 85 ҫемье усӑ курма пултарӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑра ҫӗртме уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче "Хӳтӗлев" оперативлӑ профилактика мероприятийӗ иртнӗ. Ӑна полицейскисем йӗркеленӗ. Ҫав тапхӑрта пакунлисем 18 ҫул тултарман 3 ача рельсем ҫине тӗрлӗ япаласем хунине тупса палӑртнӑ. Ҫак ачасем Канашри 1-мӗш тата 9-мӗш шкулсенче вӗренеҫҫӗ. Куншӑн хӑйсем ачасем мар, вӗсен ашшӗсемпе амӑшӗсем административлӑ майпа явап тытӗҫ. Йӗрке хуралҫисем асӑрхаттараҫҫӗ: рельссем ҫине тӗрлӗ япаласем хума юрамасть. Ку хӑрушлӑх патне илсе ҫитерет. Ҫак ӗҫшӗн явап тыттараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа республикӑра 49 ҫын эрехпе наркӑмӑшланса вилнӗ. ЧР Мнистрсен Кабинечӗн Председателӗ Дмитрий Краснов ятарласа лару ирттернӗ. Ҫынсем мӗнле майпа наркӑмӑшланнине палӑртмашкӑн кашни тӗслӗхе уйрӑмӑн тишкерӗҫ. Тӳре-шара контрафакт сутассине чарас, эрехпе наркӑмӑшланнӑ тӗслӗхсене сахаллатас тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Малашне ҫын контрафакт эрехпе наркӑмӑшланса вилнӗ тӗк муниципалитетсен анализ справкине тӑратмалла пулӗ. Ҫапла тӳре-шара кашни тӗслӗхе тишкерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() discover24.ru сайтри сӑн Канаш хулинче пурӑнакан 18 ҫулти ҫамрӑка суд тӑвӗҫ. Вӑл преступление тунӑ чухне 17-ре ҫеҫ пулнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, пӗлтӗрхи утӑ-чӳк уйӑхӗсенче вӑл 18 ҫула ҫитмен хӗр тусӗнчен сӑнӳкерчӗк илнӗ. Лешӗ тусӗн сӑнӳкерчӗкне, ҫарамас вырӑнсем пулнӑскере, йӑнӑшпа ярса панӑ. Каччӑ ҫав сӑнӳкерчӗке халӑх тетелӗнче сарассипе хӑратса хӗртен 5 пин тенкӗ ыйтнӑ. Лешӗ паман. Ку вара сӑнӳкерчӗке пӗлӗшӗсен чатӗнче ярса панӑ. Следовательсем пуҫиле ӗҫе тишкерсе пӗтерсе суда ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kugoo-russia.ru сайтри сӑн Ӗнер, ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче 50 ҫулти арҫын кил-хуҫалӑхӗнче электросамокат зарядкӑра ларнӑ чухне ҫунса кайнӑ. Каярахпа палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл йӗркеллӗ ӗҫлемен, авариллӗ лару-тӑрура пулнӑ. Каҫхи 5 сехетре ача-пӑча электросамокачӗ гаражра зарядкӑра ларнӑ. Вӑл ҫунса кайнӑ. Ҫулӑм гаражӑн шалти отделкине тата электропралука сиенлетнӗ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шупашкарта Элкер урамӗнче самокатпа пынӑ ача машина кустӑрми айне лекни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Патӑрьел районӗнче пурӑнакан арҫын 2010 ҫулта Мускав облаҫӗнчи пӗр поселокра шапашра пулнӑ. Пӳрт пӑснӑ чухне вӑл стрелоксен пӑшалӗн патронӗсене тата сирпӗнекен хатӗр тупнӑ. Хайхискер ӑна Чӑваш Ене илсе килнӗ те килӗнче тӗрлӗ вырӑнта упранӑ. Нумаях пулмасть ҫав ҫар хатӗрӗсене полицейскисем тупнӑ: 140 патрон тата 323 грамм тар. Арҫын айӑпне йышӑннӑ. Ҫар хатӗрӗсене килте упранӑшӑн ӑна тӗрмене хупмасӑр 3,5 ҫуллӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ — 2,5 ҫул. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() yandex.ru карттинчен илнӗ скриншот Чӑваш Ен Правительстви тӑван республикӑмӑрпа Тутарстан чиккисен вырӑнне палӑртма йышӑннӑ. Ун пек документ Куҫман пурлӑхӑн пӗрлехи патшалӑх реестрне сведенисем кӗртме кирлӗ. Ятарлӑ килӗшӗве 2020 ҫулхи раштав уйӑхӗнче иртнӗ ӗҫ ушкӑнӗн ларӑвӗнче ҫирӗплетнӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ тӑрӑх, регионсен чикӗ пирки ӑнланманлӑх ҫук. Чӑваш Ен федерацин пилӗк субъекчӗпе чикӗленет. Тутарстанпа пирӗн республика хушшинчи чикӗ чи вӑрӑмми — 552 км. Мари Элпа Чӑваш Ен чикки — 253 км, Чулхула облаҫӗпе — 222 км, Чӗмпӗр облаҫӗпе — 111 км, Мордва Республикипе — 91 км. Чулхула, Чӗмпӗр облаҫӗсемпе тата Мордва Республиксемпе чиккисене палӑртса кадастр учётӗнче ҫырса хунӑ ӗнтӗ. Халӗ Мари Элпа чикке палӑртасси тӑрса юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() fb.ru сайтри сӑн Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби ашшӗ-амӑшӗ ачине сайра тӗл пулакан ят панӑ тӗслӗхсемпе паллаштарнӑ. Кӑҫал республикӑра Юман тата Добрыня ҫуралнӑ. Сайра тӗл пулакан ятсен йышӗнче ҫаксем те пур: Никон, Стефан, Леонард, Эрик, Влад, Феликс, Севастьян, Назар, Ефим, Роберт, Дамиан. Хӗрачасене Лилия, Алисия, Даниэла, Малика, Лиана, Тея, Ляйсан, Асия, Алекса, Лея, Адель, Миранда, Амелина, Мелания ятсене суйлакансем пулнӑ. Вӗсем хальхи вӑхӑтра тӑтӑшах тӗл пулмаҫҫӗ. Халӗ анлӑ сарӑлнӑ ятсен йышӗнче ҫаксем: Артём, Роман, Матвей, Максим, Иван, Александр, Михаил, Кирилл, Егор, Лев, Даниил, Илья, Тимур, Арсений, Тимофей, Ева, София, Анна, Виктория, Ксения, Дарья, Милана, Анастасия, Варвара, Мария, Валерия, Арина, Елизавета, Василиса. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |