Республикӑра
![]() iz.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри транспорт прокуратури Ростов облаҫӗнчи Шахта хулин судне тавӑҫ тӑратнӑ. Унта вӑл АН-2 самолета вӗҫмешкӗн чарма ыйтнӑ. Ҫав самолет ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче Улатӑр районӗнчи ял хуҫалӑх уйӗсене сапнӑ чухне пысӑк вольтлӑ линие сиенлетнӗ. Самолета йӗркене пӑхӑнса регистрацилемен-мӗн. Пилотӑн вӗҫме ирӗк паракан сертификат та пулман. Борт ҫинче ҫӑлавпа авари хатӗрӗсем те пулман. Пилот тӗлӗшпе административлӑ ӗҫсем пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Интерфакс тунӑ сӑн Куславкка районӗнчи Куснар ялӗ ҫывӑхӗнчи «Чӗмсӗр Сӑр чиккин строителӗсене» палӑка утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫрӗҫ. Унтанпа вӑхӑт нумай та иртмен - ҫӑхавсем те пулнӑ. Ҫынсем халӑх тетелӗсенче ун пирки япӑх комментарисем ҫырнӑ. Ҫакна регион управленийӗн центрӗнче пӗлтереҫҫӗ. Газонсенче ҫум курӑк ашкӑрать, каҫхине палӑк ҫывӑхӗнче ҫутӑ та ҫук. Ҫапла хурласа ҫырнӑ ҫынсем. Халӗ палӑка хӑтлӑлатас ӗҫ пырать: ҫум курӑка ҫулаҫҫӗ, брусчаткӑсене йӗркене кӗртеҫҫӗ. Унта туристсем пирӗн регионтан кӑна мар, ытти хуларан та килеҫҫӗ. Палӑка кӗрсе курма чӑрмавсем ҫук. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Суд приставӗсен архивӗнчи сӑн 31 ҫулти хӗрарӑма амӑшӗн правинчен хӑтарнӑ. Унӑн икӗ ачи урӑх ҫемьере пурӑнаҫҫӗ. Унӑн вара алимент тӳлемелле пулнӑ. Анчах вӑл укҫа куҫарса паман. Куншӑн ӑна административлӑ майпа темиҫе хутчен явап тыттарнӑ. Ку та пулӑшман. Алимент парӑмӗ 200 пин тенкӗрен ытла иртнӗ. Ҫурла уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ӑна суд приставӗсем уйрӑма илсе ҫитернӗ. Хӗрарӑм унта йӗркеллӗ пурнӑҫ патне таврӑнма хӑтланнине, ачасен пурнӑҫӗпе кӑсӑкланнине каласа кӑтартнӑ. Анчах хӗрарӑм алмиент тӳлӗ-и? Унӑн, суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн, уйӑхсерен икӗ ачишӗн 21 пин тенкӗ куҫармалла. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн 4 ҫулти ачана япӑх пулсан ашшӗпе амӑшӗ ӑна хӑйсен машинипех Шупашкарти пульницӑна илсе ҫитерме шутланӑ. Анчах Шупашкар районӗнчи Хыркасси патне ҫитсен пӑкӑна лекнӗ, ҫавӑнпа ҫул хӗррипе кайма шутланӑ. Ҫемье - Мари Элтен. Вӗсене ҫул-йӗрпе патруль служби чарнӑ. Полици лейтенанчӗ Виталий Синельников тата унӑн ӗҫтешӗ Александр Краснов амӑшӗпе ачине служба машини ҫине куҫса ларма сӗннӗ. Ҫапла вӗсем хулана часах ҫитнӗ. Вӗсене вара унта тухтӑрсем кӗтсе тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Федерацин налук службин Чӑваш Енри управленийӗн ӗҫченӗсем ҫывӑх вӑхӑтра ҫынсене пропискӑна пӑхмасӑрах йышӑнма тытӑнӗҫ. Ҫӗнӗ йӗрке кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗ хыҫҫӑн вӑя кӗрӗ. Хальхи вӑхӑтри налукҫӑсен регионсенчи уйрӑмӗсем ҫынсене регистрацие кура йышӑнаҫҫӗ. Малалла вӗсем икӗ шайлӑ управлени тытӑмӗпе ӗҫлеме пуҫлӗҫ. Федерацин налук службин тытӑмне пур ҫӗрте те улӑштарса пыраҫҫӗ. Федерацин налук службин Чӑваш Енри управленийӗн пӗрлештернӗ подразделенийӗсен йышне 9 налук инспекцине кӗртнӗ. Хальхи вӑхӑтра ӗҫлекен Йӗпреҫри, Куславккари, Муркашри пайсем юлмӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Суд приставӗсем тунӑ сӑн 39 ҫулти арҫын сусӑр ачишӗн алимент тӳлеме шухӑшламан та. Унӑн уйӑхсерен 6,4 пин тенке яхӑн куҫарса тӑмалла пулнӑ. Анчах ҫакна вӑл пурнӑҫламан – парӑм 1 миллион тенке ҫитнӗ. Приставсем ҫав арҫынна шыраса тупнӑ. Халӗ унӑн решетке хыҫӗнче 2 эрне ирттерес хӑрушлӑх пур. Ӑна парӑмӗшӗн темиҫе хутчен те ӗҫлеттернӗ, административлӑ майпа арестленӗ, уголовлӑ майпа темиҫе хутчен явап тыттарнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та вӑл алимент тӳлесси пирки шутламан. Халӗ ҫав арҫынна 2 ҫуллӑха тӗрмене хупма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Ӗнер каҫхи 6 сехет ҫурӑра Патӑрьел районӗнчи Сӑкӑт ялӗ ҫывӑхӗнче AGROS 530 маркӑллӑ комбайн ҫунса кайнӑ. Вӑл 2008 ҫулта туса кӑларнӑскер пулнӑ. Кун пирки Инкеклӗ лару-тӑру министерстви пӗлтерет. Шел те, комбайн тӗппипех ҫунса кайнӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, техника электрохатӗр тӗрӗс ӗҫлеменнине пула ҫунма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чантӑрта пурӑнакансем хӑйсене канӑҫсӑрлантаракан ыйтӑвӑн уҫҫи-хуппине тупас тесе Мускав районӗн администрацийӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Вӗсен шухӑшӗпе, ялти масар ҫинче ют ҫынсене пытараҫҫӗ. Ҫак кунсенче Чантӑра Мускав район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Сергей Ильин тата ытти тӳре-шара ҫите килнӗ. Ҫав шутра – ҫынсене пытарма пулӑшакан бюро пуҫлӑхӗ те. Пухура регламента пӑхса тухма, ялти масар ҫине пытарас йӗркене тишкерме йышӑннӑ. Ӑна халӑхпа ҫирӗплетӗҫ. Чантӑрта чӑнах та ют ҫынсене пытарнӑ-ши вара? Администраци хатӗрленӗ пресс-релизран ҫакӑ паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Следстви комитечӗ тунӑ сӑн Шупашкарти Алина Марковӑна 3 уйӑх ытла шыраҫҫӗ. Ун пирки халӗ те сас-хура ҫук. 30-ти хӗрарӑм ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче килтен тухса кайнӑ. Ун чухне ӑна «Лиза Алерт» ушкӑн хастарӗсем те шыранӑ. Анчах тупайман. Халӗ Алина Маркова ҫухални пирки Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ хыпар вырнаҫтарнӑ, пулӑшу ыйтнӑ. Кун тӗлӗшпе следстви умӗнхи тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Ҫак хӗрарӑма курнисене полицие шӑнкӑравласа пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тинӗс-ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнисен энциклопедийӗ. t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, пирӗн ҫӗршывра Тинӗс-ҫар флочӗн кунне паллӑ турӗҫ. Ҫав ятпа темиҫе ялта палӑк уҫнӑ. Канаш районӗнчи Вӑтапуҫ ял тӑрӑхӗнче Тинӗс-ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнӑ ентешсене асӑнса палӑк лартнӑ. Канаш районӗнчи Ухманта вара Раҫҫей морякӗсене асӑнса палӑк уҫнӑ. Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре Тинӗс Ҫар флотӗнче хӗсметре тӑнисен ячӗпе палӑк уҫнӑ. Патӑрьелсем Тинӗс-ҫар Флотӗнче хӗсметре тӑнисен энциклопедине пичетленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |