Республикӑра
![]() pg21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти темиҫе организацире ӗҫлекенсене паян эвакуациленӗ. Ҫав йыша республикӑн Правительство ҫурчӗ (Президент бульварӗнчи 17-мӗш ҫурт) тата Шупашкар хула администрацийӗн Мускав районӗн адмнистрацийӗ лекнӗ. Унсӑр пуҫне суту-илӳ ҫурчӗсенчен, судсенчен тата автовокзалтан эвакуациленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре шӑрӑха пула чрезвычайлӑ лару-тӑру режимне туса хунӑ. Аса илтерер: ӗнерхи кун тӗлне апла режима 8 районта ҫавӑн пек режим йышӑннӑ. Документа республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Йышӑну ҫурла уйӑхӗн 31-мӗшӗнче вӑя кӗнӗ, вӑл тепӗр хутчен йышӑну кӑлариччен вӑйра пулӗ. Хальхи вӑхӑта илсен ял хуҫӑх культурисем 67 миллион тенкӗ ытлалӑх шар курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() dressya.ru сайтри сӑнӳкерчӗк Республикӑра ЗАГС йӗркеленнӗренпе 105 ҫул ҫитет. Ҫавна май Юстици ӗҫӗссен патшалӑх служби туй кӗписен куравне ирттересшӗн. Кунта ҫынсене пулӑшма ыйтаҫҫӗ. Ведомство ӗҫченӗсем иртнӗ ӗмӗрӗн 40-мӗш ҫулӗсенчен пуҫласа 21-мӗш ӗмӗр пуҫламӑшӗччен хӗрарӑмсем тӑхӑннӑ туй кӗписене шыраҫҫӗ. Курава хутшӑнма хатӗр ҫынсен кӗпе историне, эскиза мӗнле шутласа кӑларнине, кун валли мӗн чухлӗ вӑхӑт кирлӗ пулнине каласа кӑтартмалла. Тен, хӑш-пӗр ҫи-пуҫ ӑруран ӑрӑва куҫнӑ? Ведомство ӗҫченӗсем туй кӗпине вӑхӑтлӑха курава пама ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑран республикӑн хӑш-пӗр районӗнче ҫӗр типсе ларнӑ. Ҫавна май унта чрезвычайлӑ лару-тӑру режимне йышӑннӑ. Вӑл режим ҫурла уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен вӑя кӗнӗ. Патӑрьелти метеостанци тата Вӑрнарти агрометеорологи посчӗ кӑҫалхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе, Улатӑрти метеостанци утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнченпе хӑрушӑ агрометеорологи тӑрӑмне асӑрханӑ. Ку вӑл — атмосфера типпи. Ял хуҫалӑх культурӑсен вегетаци (ӳсентӑран ӳсӗмӗпе аталанӑвӗ) тапхӑрӗнче талӑкра нӳрӗк виҫи 5 миллиметртан сахалтарах пулнӑ. Ҫав вӑхӑтрах сывлӑш температури 25 градусран ӑшӑрах 30 талӑк ытла тӑнӑ. Ҫавӑн пек ҫанталӑк ҫӗрулмишӗн, пахчаҫимӗҫшӗн, нумай ҫул ӳсекен курӑксемшӗн сиенлӗ, кӗрхи культурӑсене акма та тӑпрара нӳрӗк кирлӗ. Ҫанталӑк ҫавӑн пек тӑнине кура Улатӑр, Элӗк, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Комсомольски, Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Йӗпреҫ районӗсенче чрезвычайлӑ лару-тӑру режимне туса хунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Улатӑрта пурӑнакан Викторпа Нина Куричковсем ҫурлан 26-мӗшӗнче ылтӑн туйне паллӑ тунӑ. Вӗсене администраци ӗҫченӗсем саламланӑ. Виктор Михайловичпа Нина Михайловна хайне евӗр лару-тарура паллашнӑ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 70-мӗш ҫулӗсенче пулнӑ ку. Вӗсем иккӗшӗ те 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобуса кӗтсе тӑнӑ. Ҫавӑн чухне вӗсен туслӑхӗ пуҫланнӑ, кайран вӑл юратӑва куҫнӑ. Анчах вӗсене уйрӑлу кӗтнӗ: Виктора ҫара илнӗ. Вӗсем пӗр-пӗрин патне 2 ҫул ҫыру ҫӳретнӗ. 1972 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче Викторпа Нина пӗрлешнӗ. Куричковсем хӗрпе ывӑл ҫуралнӑ. Халӗ ылтӑн туя паллӑ тунӑ мӑшӑр мӑнукӗсемпе савӑнса пурӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() discover24.ru сайтри сӑн Элӗкре пурӑнакан 44 ҫулти хӗрарӑм 4 ачине пӑрахнӑ та вӗсене нимпе те пулӑшман, алимент тӳлемен. Парӑм 800 пин тенке ҫитнӗ. Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче алимент тӳлеменшӗн хӗрарӑма административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Анчах вӑл кун хыҫҫӑн та тӳрӗ ҫул ҫине тӑман, ӗҫ шыраман. Хальхинче хӗрарӑм тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна суд пӑхса тухнӑ. Хӗрарӑм айӑпне йышӑннӑ. Ӑна колони-поселение 4 уйӑхлӑха ӑсатма йышӑнна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Элӗкри «Ҫӑлкуҫ» ача пахчи тинех уҫӑлнӑ. Унӑн алӑкӗсене ҫурла уйӑхӗн 26-мӗшӗнче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Виҫӗ хутлӑскерте 240 ача валли вырӑн пур. Шӑпӑрлансем валли бассейн, интерактивлӑ лапамсем, спортзал, компьютер класӗ хута янӑ. Ҫавӑн пекех психолог пӳлӗмӗ ӗҫлет. Чӑннипе, ача пахчине 2021 ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ валли хута ямалла пулнӑ. Анчах «Старатель» подрядчик вӑхӑтра ӗлкӗреймен. Ҫакна проекта улшӑнусем кӗртнипе сӑлтавланӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтӗр чӳк уйӑхӗнче Элӗкре пулсан ача пахчине ҫулталӑк вӗҫӗччен туса пӗтермеллине каланӑ. Анчах ку кӑҫал кӑна, ҫурла уйӑхӗнче, пурнӑҫа кӗнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb.mk.ru сайтри сӑн Республикӑра ҫанталӑк шӑрӑх тӑнӑран вӑрмансенче пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Инкеклӗ лару-тӑру министерствин Чӑваш Енри тӗп управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, халӗ вӑрмансене кӗме чарнӑ. Ку ҫынсене, машинӑсене пырса тивет. Ҫак йӗрке ӗнертен, ҫурла уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен, вӑя кӗнӗ. Вӑрмана авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗччен кӗме юрамӗ. Ҫак тапхӑрта унта мобильлӗ патруль ушкӑнӗсем сыхӑ тӑрӗҫ. Вӗсен йышӗнче – ведомство ӗҫченӗсем, полицире, вӑрман хуҫалӑхӗнче тӑрӑшакан ҫынсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кашни ҫулах республикӑра ятарлӑ ҫулталӑк палӑртаҫҫӗ. Килес ҫулхи мӗн ятлӑ пулсан аванраххине палӑртма «Грани» хаҫатпа «Чӑваш Ен» патшалӑх телерадиокомпанийӗ ыйтӑм ирттерет. Списокра ҫаксем: Ял (ял территорийӗсен аталанӑвӗн) ҫулталӑкӗ, Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ, Инноваци (технологи) аталанӑвӗн ҫулталӑкӗ, Тарават Чӑваш Ен (туризма аталантарас) ҫулталӑкӗ, Культура тата ӑс-хакӑл эткерлӗхӗн ҫулталӑкӗ, Сывлӑх ҫулталӑкӗ, Хӑрушсӑрлӑх ҫулталӑкӗ, Наукӑпа технологи ҫулталӑкӗ, Халӑхсен туслӑхӗн ҫулталӑкӗ, Тӑван ҫӗршыва хӳтӗлекенсен (патриотизм) ҫулталӑкӗ, Медицина ӗҫченӗсен паттӑрлӑхӗн ҫулталӑкӗ, Космос ҫитӗнӗвӗсен ҫулталӑкӗ. Ыйтӑма хальлӗхе хутшӑннисенчен 20 проценчӗ «Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ» ятшӑн сасӑланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() runews24.ru сайтри сӑн ЧР Транспорт министерстви ҫумӗнче ведомствӑсен хушшинчи ӗҫлӗ ушкӑн йӗркелӗҫ, вӑл пассажирсене илсе ҫӳрекен транспортсене тӗрӗслӗ. Ку ушкӑна йӗркелеме ЧР Элтеперӗ Олег Николаев хушнӑ. Олег Алексеевич транспорт министрӗпе Владимир Осиповпа Шупашкарта 33-мӗш маршрутпа ҫӳрекен автобус ҫуннӑ тӗслӗхе сӳтсе явнӑ. Аса илтерер: ку пӑтӑрмах ҫурлан 17-мӗшӗнче 13 сехетре Мир проспектӗнче пулнӑ. Автобус пынӑ чухне мотор отсекӗнче ҫулӑм тухнӑ. Салонра 15 пассажир пулнӑ, пурте урама тухса ӗлкӗрнӗ. Ӗҫлӗ ушкӑн йышӗнче Инкеклӗ лару-тӑру министерстви, прокуратура, ШӖМ, Транспорт министерстви, Шупашкар хула администрацийӗн элчисем пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |