Республикӑра
![]() veterinarian.hozvo.ru сайтри сӑн Кӑҫал ҫурла уйӑхӗнче Елчӗк районӗнче пурӑнакан 73 ҫулти арҫын качакине кайса кӑкарнӑ та тепӗртакран ӑна кайса пӑхнӑ: лешӗ вилнӗ. Чӗрчуна йытӑсем туртса ҫурнӑ иккен. Арҫын тӑкака саплаштарасшӑн. Вӑл кун тӗлӗшпе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Прокуратура тӗрӗсленӗ те ҫакна палӑртнӑ: вырӑнти хӑйтытӑмлӑх килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсем тӗлӗшпе ӗҫлесе ҫитереймен. Ҫавна май вӗсен саккунпа килӗшӳллӗн йытӑсем кӳнӗ тӑкака саплаштармалла. Хальхи вӑхӑтра заявление судра пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chgtrk.ru видеовӗнчен илнӗ скриншот Етӗрне районӗнчи Тури Ачакра пурӑнакан Николай Потапов изобретательсен пӗрлӗхне йӗркелес ӗмӗтпе пурӑнать иккен. Арҫын велосипед насусӗнчен тунӑ музыка инструменчӗ, сывлӑха ҫирӗплетмелли массажер таран ӑсталать. «Чӑваш Ен» телерадиокомпани пӗлтернӗ тӑрӑх, Николай Потапов 270-е яхӑн хатӗр шутласа кӑларнӑ. Хӑшӗсемпе патент илнӗ. Тележурналистсем пӗлтернӗ тӑрӑх, электрофильтрпа Африкӑри специалистсем кӑсӑкланнӑ, ятарлӑ завод уҫасшӑн пулнӑ. Николай Потаповпа канашланма Чӑваш Ене те ҫитнӗ, ӗҫ вырӑнӗ сӗннӗ, анчах вӑл тӑван тӑрӑхрах юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Ҫӗмӗрлери 19-мӗш ача пахчин тӑрринчен шыв анать. Унта ӗҫлекенсем витресем лартса ҫумӑр шывне пуҫтараҫҫӗ. Пӳлӗмре нӳрӗ. Ку - 12-мӗш ушкӑнра. Ачасен унта мӗнле ҫӳремелле? Ашшӗ-амӑшӗ ача пахчин тӑррине юсаманшӑн кӑмӑлсӑрланса тӗнче тетелӗнче ҫырнӑ. Ҫакна прокуратура асӑрханӑ та тӗрӗслев пуҫарнӑ. Ведомство чӑнах та ҫитменлӗхсене тупса палӑртнӑ: тӑрринчен шыв анать, стенасем йӗпеннипе кӑмпапа сиенленнӗ, мачча тата стена ҫинчи сӑрӑ хӑйпӑннӑ. Ача пахчи ертӳҫи тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӗнер ача пахчине юсав ӗҫӗсем тума хупнӑ. Шӑпӑрлансене вӑхӑтлӑха урӑх ҫӗре вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() www.bos21.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри организацисенчен пӗрне Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. 112-мӗш номерлӗ хушӑва Олег Николаев алӑ пуснӑ. Хисеп грамотине тивӗҫнӗ организаци — Ҫӗнӗ Шупашкарта вырнаҫнӑ «Биологилле тасатмалли сооружени» патшалӑхӑн унитарлӑ предприятийӗ. Ӗҫлӗ хутра палӑртнӑ тӑрӑх, унитарлӑ предприяти регионти экологи хӑрушсӑрлӑхӗшӗн пысӑк тӳпе хывнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Ӗнер каҫхине ҫӑлавпа шырав службине вӑрманта икӗ хӗрарӑм ҫухални пирки пӗлтернӗ. Хайхискерсем, Атӑл леш енчи Сосновка поселокӗнче пурӑнаканскерсем, кӑмпана кайнӑ та киле каймалли ҫула тупайман. 39 ҫулти тата 60-ти хӗрарӑмсене "Лиза Алерт" хастарӗсем те шыранӑ. Вӗсем киле таврӑнманнине кура мӑнукӗ сехӗрленсе ӳкнӗ. Шырав вӑхӑтӗнче вӑл вӗсемпе ҫыхӑнура пулнӑ. Хӗрарӑмсем ӑшӑнас тесе пӗр-пӗрин ҫумне тӗршӗннӗ. Ҫухалса кайнӑскерсене пӗр талӑкран тупнӑ. Вӑрмантан илсе тухса вӗсене вӗри чей ӗҫтернӗ, унтан киле ӑсатса янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта Сочи хулине ҫӗнӗ авиарейс янӑ. Ӑна Nordwind авиакомпани пурнӑҫлать. Шупашкарти аэропорт пӗлтернӗ тӑрӑх, самолетсем Сочине ытларикунсерен тата эрнекунсерен вӗҫӗҫ. Пӗрремӗш рейс ӗнер каҫхине, юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, пулнӑ. Кӑнтӑрти хулана Шупашкартан 123 ҫын вӗҫнӗ. Каялла 139 пассажир килнӗ. Самолет ытларикун – 18 сехет те 10 минутра, эрнекун 20 сехет те 35 минутра вӗҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юпа уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ача-пӑча ыйтӑвне хуравланӑ. Ыйтаканӗсем ачасем пулнӑ та, унта хускатнӑ темӑсем — аслисем татса памаллисемех. Тӳрӗ линие пултаруллӑ ачасемпе ҫамрӑксен «Эткер» центрӗнче йӗркеленӗ. Икӗ сехете тӑсӑлнӑ калаҫура Олег Николаев районсенчен килекен видеошӑнкӑравсене йышӑннӑ, республикӑри колл-центрпа ҫыхӑннӑ. Аса илтерер: ҫитес ҫул пирӗн республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ пулӗ. Ҫак енӗпе нумай ӗҫ туса ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ыран, юпа уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Ҫӗмӗрле хулине «Ҫӗнтерӳ пуйӑсӗ» чарӑнӗ. Ҫак хулана ахальтен суйламан: Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче унти пӗтӗм предприяти фронт валли ӗҫленӗ. Пуйӑҫ Ҫӗмӗрлере икӗ кун тӑрӗ. Экспозиципе паллашас тесен малтан поездпобеды.рф сайтра регистрациленмелле. Курава 6 ҫул тултарман ачасене кӗртмеҫҫӗ. 6-12 ҫулсенчи шӑпӑрлансен ашшӗ-амӑшӗпе кӗме май пур. Вӗсемшӗн вырӑн йышӑнса хумалла мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре ҫитес ҫул Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ пулӗ. Ҫавна май ун валли логотип суйлаҫҫӗ. ЧР Вӗренӳ министерстви республикӑри ҫынсене 9 ӳкерчӗкрен пӗрне суйлама сӗнет. Вӗсене ачасем хӑйсем ӳкернӗ. Сасӑлав ҫак сайтра пырать: https://vk.com/wall-142706289_9398. Сӑмах май, проекта 650 ытла автор хутшӑннӑ. Халӗ тӑххӑрӑшӗнчен пӗрне суйлаҫҫӗ. Хальхи вӑхӑтра ЧР Министрсен Кабинечӗ мероприятисен планне хатӗрлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() fg24.ru сайтр сӑн Хысна тытӑмӗнче ӗҫлекенсен шалӑвне 4 процент ӳстернӗ. Ку министерствӑсене, ӑна пӑхӑнса тӑракан ведомствӑсене пырса тивет. Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен оклачӗ 4 процент ӳсет. Хальхи вӑхӑтра патшалӑх учрежденийӗсен списокӗнче 300 яхӑн организаци. Вӗсен йышӗнче – ӗҫ тӑвакан влаҫ органӗсем /министерствӑсем, патшалӑх службисем/, Патшалӑх Канашӗ, ведомствӑна пӑхӑнса тӑракан учрежденисем /пульницӑсем, техникумсем, спорт шкулӗсем, театрсем, вӑрман хуҫалӑхӗсем…/ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |