Республикӑра
![]() batyr.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Етӗрне районӗнчи Тури Ачак ялӗнче юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче «В гостях у Асанне и Асатте (бабушки и дедушки)» (вырӑсла-чӑвашла хутӑштарса ҫырнӑ ҫак ята чӑвашла ҫапларах куҫармалла-тӑр: Асаннепе асатте патӗнче хӑнара) ятпа ҫамрӑк ҫемье клубӗсен республикӑри фестивалӗ иртнӗ. Мероприятие Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗ йӗркеленӗ. Проекта пурнӑҫа кӗртме РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Алла Салаева та пулӑшнӑ. Мероприяти тӗллевӗ вара ҫапларах:чӑвашсен йӑли-йӗркине амӑшӗнчен хӗрне, ашшӗнчен ывӑлне парса хӑварасси. Фестиваль Тури Ачакри 19-мӗш ӗмӗрти чӑваш хресченӗн музейӗнче иртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Канмалли кунсенче, юпа уйӑхӗн 8-9-мӗшӗсенче, Патӑрьел районӗнчи Шӑнкӑртам ялӗнче туй пулнӑ. Хӑнасем питӗ хавасланнӑ, ҫул ҫинче шоу тунӑ. Машинӑсем ял тӑрӑх хытӑ янӑ юрӑ-кӗвӗпе вӗҫсе пынӑ, ҫул-йӗр правилисене пӑснӑ. Хӑнасем машина чӳречисенчен пуҫне кӑларса мӗн пулса иртнине телефон ҫине ӳкернӗ. Ҫак видео ШӖМ ӗҫченӗсен куҫӗ тӗлне лекнӗ. Халӗ йӗрке хуралҫисем тӗрӗслев ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юпа уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Чӑваш Енре пулӑ тытма юратакансем ӑмартӗҫ. Вӗсем катушкӑллӑ вӑлтапа пулӑ тытассинче тупӑшӗҫ. Кӑҫал унта чи вӑйлӑ спортсменсем хутшӑнассине пӗлтереҫҫӗ. Вӗсем Атӑл юханшывӗнче пулӑ тытӗҫ. Пӗр кунра икӗ тур иртӗ, кашни 4 сехете тӑсӑлӗ. Апла пӗтӗмпе – 8 сехет. Ӑмӑртӑва 18 ҫултан аслӑраххисен хутшӑнма ирӗк пур. Регистраци ирхи 5 сехетре пуҫланӗ. Ҫур сехетрен ӑмӑрту савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӑлӗ. Пӗрремӗш тур 6-ра пуҫланать, 10-ра ӑна пӗтӗмлетӗҫ. Иккӗмӗш тур 11-те пуҫланать. 15 сехетре ҫӗнтерӳҫӗсене чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ ҫынсене халалласа палӑк лартасшӑн. Конкурса ирттерме Шупашкар хула администрацийӗ 100 пин тенкӗ уйӑрнӑ. Палӑка «Ҫӗнтерӳ» асӑну комплексӗнче вырнаҫтарасшӑн. Конкурсра пӗрремӗш, иккӗмӗш тата виҫҫӗмӗш вырӑнсене йышӑннисене укҫан хавхалантарӗҫ. Ку тӗллевпе уйӑрнӑ ҫав 100 пин тенке тӑкаклӗҫ. Сӑмах май, «Ҫыхӑнура» портал пӗлтернӗ тӑрӑх, Олег Николаев Элтепер тивӗҫне пурнӑҫлама тытӑниччен кунашкал палӑк 3 пулнӑ: Пӑрачкав, Тӑвай тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче. Халӗ вара – 10-а яхӑн палӑк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ видео скринӗ Юпа уйӑхӗн 8-мӗшӗнче каҫхине Канашра пурӑнакан 77 ҫулти арҫын вӑрмантан хӑй тӗллӗн тухаймассине ӑнланса полицие шӑнкаравланӑ. Вӑл темиҫе сехет ҫухалса ҫӳренӗ. Арҫын Йӗпреҫ районӗнчи чукун ҫулӗ ҫывӑхӗнчи вӑрмана кӑмпа татма килнӗ. Анчах хайхискер каялла тухмалли ҫула шыраса тупайман, аташса кайнӑ. Полицейскисем вырӑна ҫитнӗ, арҫынпа телефонпа ҫыхӑнсах тӑнӑ, ҫул туптӑр тесе машина ҫинчи сигнала янӑ. 21 сехет тӗлне полици подполковникӗ Зофер Камалетдинов ватӑ арҫынна вӑрмантан тухма пулӑшнӑ. Вӑйран кайнӑ пулин те сарике тухтӑрсен пулӑшӑвӗ кирлӗ пулман. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хӗрлӗ Чутай районӗн сайтӗнчен илнӗ сӑн Эрнекун Хӗрлӗ Чутай районӗнче библиотекарьсем семинара пухӑннӑ. Район сайчӗ пӗлтернӗ тӑрӑх унта пухӑннӑ культура ӗҫченӗсем 9 уйӑхра туса ирттернӗ ӗҫсене пӗтӗмлетнӗ, кӑтартусене тишкернӗ. Ҫавӑн пекех библиотекарьсене мероприятисене йӗркелеме тата вӗсене ирттерме усӑ куракан меслетсемпе паллаштарнӑ. Вӗсем пирки каласа панӑ май Ирина Капитонова методист район, республика тата ҫӗршыв шайӗнче иртнӗ конкурссене мӗнлерех хутшӑнни ҫинчен чарӑнса тӑнӑ. Семинарта библиотекарьсене ҫавӑн пекех вулавӑшсене террортан мӗнле хӳтӗлемелли ҫинчен, пӗрремӗш пулӑшӑва мӗнле памаллине вӗрентнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Хӗрарӑм ачасене ашшӗ хӗнет тесе полицие пӗлтернӗ. 32 ҫулти арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Следстви версийӗ тӑрӑх, 2017 ҫултан пуҫласа кӑҫалхи авӑн уйӑхӗччен 8-13 ҫулсенчи виҫӗ ачине хӗненӗ, психика тӗлӗшӗнчен сиен кӳнӗ. Кӑҫал кӑрлач уйӑхӗнче аслӑ хӗрӗ тӗлӗшпе ясар ӗҫсем тунӑ. Ун чухне хӗрача 13 ҫулта пулнӑ. Ачасен амӑшӗ кун пирки полицие пӗлтернӗ. Кун хыҫҫӑн арҫынна тытса чарнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() discover24.ru сайтри сӑн Тӑвай районӗнчи тӑлӑх прокуратура пулӑшнипе ҫеҫ хӑтлӑ хваттерлӗ пулнӑ. Ашшӗ-амӑшӗн хӳттисӗр юлсан ӑна 2015 ҫулта пурӑнмалли кӗтесе хӑтлӑлатмалла тесе черете тӑратнӑ. Анчах вӑхӑт иртнӗ — ӑна вара хваттер паман. Хӑйӗн вара кӗтес пулман, пӗчӗк ачисемпе тара тытнӑ хваттерте пурӑнма тивнӗ. Прокуратура Тӑвай район администрацийӗн тӑлӑха хваттерпе тивӗҫтермелле тесе суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд вӑл ыйтнине туллин тивӗҫтернӗ. Халӗ тӑлӑха хваттер панӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Хӗрлӗ Чутай районӗнче арҫын ҫухалнӑ. Вӑл вӑрмана кайнӑ та таврӑнман. Владимир Нагоров хӑмӑр куртка, сӑрӑ-ҫутӑ кӑвак кӗпе, сӑрӑ тӗслӗ футболка, хура шӑлавар, хура калуш, ҫутӑ кӑвак карттус тӑхӑннӑ. Хӑйӗнпе пӗрле шурӑ витре илнӗ. Арҫынна «Лиза Алерт» отряд хастарӗсем те, полицейскисем те шыраҫҫӗ. Владимир Нагорова шырамашкӑн татах ҫынсем кирлӗ. Хӑйирӗкҫӗсене хапӑлласах кӗтеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗмӗрле районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм, йӗкӗреш кӗтекенскер, тухтӑр патне йышӑнӑва кайнӑ. Шӑп ҫав самантра унӑн юн кайма пуҫланӑ. Шурӑ халатлисем ӑна хӑвӑрт пулӑшнӑ, 8 минутранах операци тунӑ. Ҫут тӗнчене арҫын ачапа хӗрача килнӗ. Хӗр пӗрчи 1500 ытларах грамм тайнӑ, арҫын ача - 1900 грамм. Ачасем халӗ Президент пепкелӗх центрӗнче. Арҫын ачана реанимаци уйрӑмӗнчен ахаль палатӑна куҫарнӑ. Хӗрачана хальлӗхе реанимацире сӑнаҫҫӗ. Арҫын ачапа амӑшӗ курнӑҫнӑ ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |