Республикӑра
![]() kmscity.ru сайтри сӑн Вӑрнар поселокӗнче пурӑнакан арҫын икӗ ачишӗн алимент туллин тӳлемен. Унӑн официаллӑ ӗҫ вырӑнӗ пулман, кашни уйӑхра 1-5 пин тенкӗ куҫарса тӑнӑ. Ҫавна май чылай вӑхӑт ӑна административлӑ тата уголовлӑ майпа явап тыттарайман. Парӑм вара пухӑнсах пынӑ. Суд приставӗсем транспортпа ирӗклӗн ҫӳреме чарсан тин вӑл пысӑк парӑмне татнӑ: ачисемшӗн 200 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ку кӑна мар, кун хыҫҫӑн арҫын официаллӑ майпа ӗҫе вырнаҫнӑ, халӗ вӑл уйӑхсерен шалӑвӗн 1/3 пайне куҫарса тӑрать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() yaltch.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ – тӗрлӗ хирӗҫтӑрӑва хутшӑннӑ ветерансене асӑнмалли кун. «Ӑна официаллӑ майпа палӑртман пулсан та, ун пирки Раҫҫейре тата ытти ҫӗршывра пурӑнакансем пӗлеҫҫӗ, ҫак кун хӗрӳ точкӑсенче пулнисем пӗрле пухӑнса вилнӗ юлташӗсене асӑнаҫҫӗ», – хыпарланӑ Елчӗк районӗнче. Асӑннӑ районти тӗрлӗ хирӗҫтӑрӑва хутшӑннӑ ветерансен ушкӑнӗ район центрӗнчи тӗп лапама пуҫтарӑннӑ, юлташӗсене асӑнса 1 минут шӑп тӑнӑ, палӑк умне чечек кӑшӑлӗ хун. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chgtrk.ru видеоран илнӗ скриншот Муркаш районӗнчи Амаксар утравӗ ҫинче Чӑваш тата Мари республикисенчи археологсем 2-мӗш ҫул ӗнтӗ анлӑ шырав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ. Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, утравӑн хӗвеланӑҫ енче чылай ӗмӗр чӑвашсен авалхи киремет йывӑҫҫисем ларнӑ. Шупашкар ГЭСне тунӑ хыҫҫӑн вӗсем шыв айне пулнӑ. Вӑл вырӑнти ӗлӗкхи вил тӑприсем те юхса кайнӑ. Авалхи чӑвашсен йӑлипе ваттисене асӑнмашкӑн юлашки 30-40 ҫул хушши ҫынсем хыр йывӑҫӗ патне пыраҫҫӗ, несӗлӗсене аса илеҫҫӗ тесе пӗлтернӗ тележурналистсем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ҫывӑхӗнчи «Чӗмсӗр чикӗсен строителӗсене» палӑка уҫӗҫ. Савӑнӑҫлӑ мероприяти 11 сехетре пуҫланӗ, ӑна Чӑваш наци телекуравӗпе тӳрӗ эфирта кӑтартӗҫ. Паян Чӑваш Ене РФ Президенчӗн Атӑлҫи федераци округӗнчи тулли праваллӑ элчи Игорь Комаров килсе ҫитмелле. Ҫавӑн пекех кӳршӗ регионсенчен хӑнасем пулӗҫ. Аса илтерер: палӑка пӗлтӗр ҫурла уйӑхӗнче тума тытӑннӑ. Ӑна юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче уҫма палӑртнӑччӗ, анчах срока раштав ҫине куҫарнӑ. Ун чухне те палӑк уҫӑлман. Мероприятие кӑҫал утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ ҫине куҫарма йышӑннӑччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() t.me/nikamran каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Ҫӗнни – унччен пулса манӑҫа тухни теҫҫӗ те, пирӗн республикӑра урӑлтаркӑч уҫма йышӑннӑ. Ун пек саккуна маларах ҫӗршыв шайӗнче йышӑннӑччӗ, ҫавна май регионсенче те ӳсӗрсен ыйтӑвне татса пырӗҫ. Эрех хыпса лартса урам тӑрӑх утакансене урӑлтаркӑча пуҫтарса кайӗҫ. Унта вӗсем ҫывӑрса урӑлӗҫ, унтан килӗсене саланӗҫ. Ӳсӗр ҫынсене урӑлтаракан ҫурт уҫасси ҫинчен калакан саккуна Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем йышӑннӑ. Ҫав ҫурта тытса тӑма хыснаран ҫулталӑкне 8 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Каярах урӑлтаркӑчсене тата терӗр 4 хулара уҫӗҫ. Сӑмах май каласан, депутатсенчен пӗри, Николай Степанов, урӑлтаракӑча лекнӗ ҫынсене штраф тӳлеттерме сӗннӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртме уйӑхӗн 27-мӗшӗнче республикӑра алхаснӑ ҫил-тӑвӑл мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине шутланӑ. Тӳре-шара пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл 47 ытла миллион тенкӗпе танлашнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Телеграм-каналӗнче хыпарланӑ. Ҫил-тӑвал хыҫҫӑн инкеклӗ лару-тӑрӑва пӗтерекен комиссин черетсӗр ларавӗ иртнӗ. Унта тӳре-шара муниципалитетсен шайӗнче инкеклӗ лару-тӑру режимне тума йышӑннӑ. Уйрӑмах Комсомольски, Йӗпреҫ, Канаш районӗсем шар курнӑ. Малтанлӑха шутланӑ тӑрӑх, асар-писер ҫанталӑк 47 ытла миллион тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Элтепер ҫил-тӑвӑлран шар курнӑ ҫынсене пулӑшмаллине каланӑ, Финанс тата Ӗҫлев министерствисене укҫа уйӑрас ыйтӑва пӑхса тухма хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Васкавлӑ медпулӑшу архивӗнчи сӑн Шупашкарти пляжра 3-ри тата 8 ҫулти ачасем хӗвелпе пиҫсе кайнӑ. Кун пирки Катастрофа медицинисен тата васкавлӑ медпулӑшу центрӗ пӗлтерет. Амӑшӗ 3-ри ачине хӑйех футболкине хывса янӑ, ӳт-пӗвӗ кӑштах пиҫӗхтӗр тенӗ. Анчах ачана нумаях та кирлӗ пулман - кӗҫех ӳчӗ хӗрелсе кайнӑ, хӑмпӑланса тухнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу тухтӑрӗсем вырӑнтах унӑн суранӗсене сӗрсе ҫыхса янӑ. Сӑмах май, ҫӗртмен 1-29-мӗшӗсенче республикӑра икӗ ҫын хӗвелпе анранӑ. Пӗр ҫын ҫакна пула тӑнне ҫухатнӑ. Пур тӗслӗхре те ҫынсем хӗвел ҫинче шлепкесӗр пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() uezdny-gorod.ru сайтри сӑн Пуш уйӑхӗн 28-мӗшӗнче Канаш хулинче 14 ҫулти хӗрача ҫул ҫинче, шкул умӗнче, банк картти тупнӑ. Хайхискер темиҫе сехетре хулари 9 лавккана ҫитнӗ, 3 пин ытла тенкӗлӗх тавар туяннӑ. Банк карттин хуҫи полицие пынӑ. Карточкӑна тупнӑ ҫын йӗрӗ ҫине часах ӳкнӗ. 14-ри хӗрача айӑпне йышӑннӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ хӗрачан судра явап тытма тивӗ. Кӗҫӗх Канаш районӗн сучӗ пуҫиле ӗҫе пӑхса тухӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Юсанмалли 1-мӗш колони ҫумӗнче юсанмалли участока туса пӗтернӗ. Унта 100 ҫын вырнаҫмалӑх пулать, вӗсем пурте «Мега Юрма» предприятире ӗҫлӗҫ. Ҫапла айӑпланнӑ 100 ҫын асӑннӑ предприятие ӗҫе вырнаҫӗ. Унта кайӑк-кӗшӗк хапрӑкӗ, комбикорм савучӗ, суту-илӳ сечӗ пур. Ӗҫлекенсене уголовлӑ тытӑм ӗҫченӗсем сӑнасах тӑрӗҫ. Предприятире пӗчӗк тата вӑтам преступлени тунисем кӑна вӑй хурӗҫ. Айӑпланнисене ӳсӗмне, сывлӑхне, специальноҫне кура ӗҫе вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян 9 сехетре Мускавра Паллӑ мар салтакӑн вилтӑпри патӗнчен ҫулӑм илӗҫ. Ӑна авточупупа пӗрле Чӑваш Ене илсе килӗҫ. Ҫак ҫулӑм Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ҫывӑхӗнчи окоп чавнӑ ҫынсен паттӑрлӑхне халалланӑ палӑк патне ҫитӗ, унпа унти ҫулӑма ҫутӗҫ. Вӑл ӗмӗр сӳнми пулӗ. Александр садӗнче ЧР Элтеперне Олег Николаева, саккун тӑвакан влаҫ органӗсен элчисене, ҫамрӑк армеецсене, нимеҫӗсене, Чӑваш Енрен тухнӑ офицерсене, Кремль курсанчӗсене, тыл ӗҫченӗсен ҫемйисене кӗтсе илӗҫ. Ҫулӑма йӑтнӑ авточупу Ӗҫ паттӑрлӑхӗн хулин ятне ҫӗнсе илнӗ хӑш-пӗр хула урлӑ Чӑваш Ене ҫитӗ. Колонна йышӗнче байкерсем, вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи машинӑсем пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |