Республикӑра
![]() Чӑваш Енри патшалӑх тата хысна учрежденийӗсем пӗрле офис хутне туянма аукцион ирттернӗ. Пӗтӗмпе - 43 учреждени. Вӗсем 43 пине яхӑн пачка хут туянасшӑн пулнӑ. Анчах палӑртнӑ хакпа, 14,1 миллион тенкӗпе, хут сутакан тупӑнман. Аукциона хутшӑнма пӗр заявка та пулман. Ҫӗнӗ Шупашкар хула администрацине 1600 пачка хут кирлӗ, Мускав полпредствине - 120 пачка, Республика клиника пульницине - 7800 пачка. Аукционра хут туянма палӑртнӑ учрежденисен йышӗнче Муркаш, Улатӑр, Элӗк район администрацийӗсем те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Пирӗн регионта 600-е яхӑн ҫӗвӗҫ кирлӗ. Специалистсем ҫитменнипе республикӑра ҫӗвӗҫсен пӗрремӗш класӗ уҫӑлнӑ. Кун пирки Вӗренӳ министерстви пӗлтерет. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Ҫӗнӗ Атикасси шкулӗнчи 7-8-мӗш класри хӗрачасем ҫӗвӗҫ ӑсталӑхне вӗренме тытӑннӑ. Кунсӑр пуҫне аслӑ ӳсӗмри ҫынсен ушкӑнӗсене те йӗркелеме палӑртнӑ. Унта ӗҫсӗррисем, ӗҫрен кӑларса ярас хӑрушлӑх пур ҫынсем кӗрӗҫ. Вӗсем те ҫӗвӗҫе вӗренӗҫ. Вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров каланӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланиччен республикӑра 400 профиль класӗ уҫма палӑртнӑ. Вӗсен йышӗнче – «Педагогика», «Медицина», «Ял хуҫалӑхӗ», «Машиностроени», «Электроэнергетика» тата ытти. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ыран Пӗтӗм вырӑссен диктантне ҫыртарӗҫ. Вӑл кӑҫалхипе 10-мӗш хут иртӗ. Хальхинче диктанта Вырӑс драма театрӗнче те ҫыртарӗҫ. Ахальтен мар, ҫак театр кӑҫал 100 ҫулхи юбилейне паллӑ тӑвать. Диктант текстне театр артисчӗ, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ Людмила Кизимир сцена ҫинчен вулӗ. Унта килекенсем вара текста куракансен залӗнче хытӑ планшетсем ҫинче ҫырӗҫ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Шупашкарта ют ҫӗршыв ҫыннисем валли те ятарлӑ лапам ӗҫлӗ. Акци 14 сехетре пуҫланӗ. Диктанта онлайн мелпе те ҫырма май пулӗ: totaldict.ru. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре хӑш-пӗр ялта пенсие палӑртнӑ кунран маларах валеҫме тытӑннӑ. Почта уйрӑмӗн ӗҫченӗсем пенсие тата соцтӳлевсене ака уйӑхӗн 5-мӗшӗнчен пама тытӑннӑ. Ку ҫак ялсенче ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пуррипе ҫыхӑннӑ. Вӗсем – Ҫӗмӗрле районӗнчи Автобус поселокӗ тата Анат Макарин ялӗ, Патӑрьел районӗнчи Вӑтаел тата Тутар Тимеш ялӗсем. Раҫҫей почтин республикӑри уйрӑмӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ялсенче пурӑнакан 90 ҫынна пенсие маларах парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти ликерпа эрех савучӗ Етӗрнери спиртсавутран суд урлӑ 27 миллион тенкӗ шыраса илнӗ. Арбитраж сучӗ тавӑҫа тивӗҫтернӗ. «100 лет Чебоксарская» эрех пирки тавлашу тахҫанах пырать. 2019 ҫул вӗҫӗнче УФАС комиссийӗ Етӗрнери спиртсавут этикеткӑпа саккуна пӑсса усӑ курнине палӑртнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та спиртсавут эрехе сутма чарӑнман. Ҫавна май ӑна 1,3 миллион тенкӗлӗх штрафланӑ. Шупашкарти ликерпа эрех савучӗ Етӗрнери спиртсавутран тӑкакшӑн 3,8 миллион тенкӗ тата 46,5 миллион тенкӗ компенсаци ыйтнӑ. Арбитраж сучӗ Етӗрнери спиртсавута 27 миллион тенкӗ тӳлеттермелле тунӑ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() infourok.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарти Ленин районӗнчи прокуратура Чӑваш Енӗн пӗрлештернӗ командисене хатӗрлекен А. Игнатьев ячӗллӗ спорт хатӗрлевӗн центрӗнче тӗрӗслев ирттернӗ. Надзор органӗн ӗҫченӗсем Шупашкарти Пӑр кременӗн заведующийӗ пулса унччен судпа айӑпланнӑ ҫын ӗҫленине тупса палӑртнӑ. Ҫав вӑхӑтрах саккун ҫавӑн пек должноҫсенче судпа айӑпланнӑ ҫынсене ӗҫлеме чарать. Спорт шкулӗн директорӗ ячӗпе прокуратура асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ. Ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнче Пӑр керменӗн директорне ӗҫрен кӑларнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() v-kurse.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев «Чӑваш Республикин крематорийӗ» тулли мар яваплӑ общество Шупашкарта крематорине йӗркелессине приоритетлӑ проект тесе йышӑннӑ. Предприятие патшалӑх енчен пулӑшма пӑхса хӑварнӑ. Крематори (траур залне тата икӗ кремаци линийӗ вырнаҫтарма) 185 миллион тенкӗ кирлӗ пулӗ. Ӗҫе 2023 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче вӗҫлемелле. Проект документацине кӑҫалхи чӳк уйӑхӗ тӗлне вӗҫлессе шанаҫҫӗ. Шупашкарти масарсем тулса пыни вӑрттӑнлӑх мар. Ҫавӑнпа та хулара крематори тума йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Юрий Голубых Раҫҫей банкӗн Чӑваш Енри управляющийӗ Александр Логвинов ӗҫрен кайнӑ. Вӑл пенсие тухнӑ. Управляющи тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Юрий Голубыха шаннӑ. Александр Логвинов пирки каласан, Раҫҫей банкӗн тытӑмӗнче вӑл 44 ҫул ӗҫленӗ. Регионти уйрӑма 2013 ҫултанпа ертсе пырать. 53 ҫулти Юрий Голубых управляющин заместителӗнче ӗҫленӗ. Вӑл Липецк хулинчен. Пӗтӗм Раҫҫейри финанспа экономика институтӗнчен вӗренсе тухнӑ. Раҫҫей банкӗн Чӑваш Енри управленийӗнче 2014 ҫултанпа ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb.media сайтри сӑн Чӑваш Енри закупкӑсен центрӗ шкул автобусӗсем илмешкӗн аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Республикӑри шкулсем валли 4 автобус туянасшӑн. Малтан палартнӑ хак - 16 миллион тенкӗ. Аукцион ака уйӑхӗн 11-мӗшӗнче иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗпе килӗшӳ алӑ пуссан унӑн транспортсене 60 кунра илсе ҫитермелле. Шкулсем валли М3 класлӑ автобус кирлӗ. Транспортра 20-25 вырӑн пулмалла. Коробка - механика, монопривод. Транспорт кузовӗн сарӑ тӗслӗ пулмалла. Сӑмах май, пӗлтӗр республикӑна шкулсем валли 37 автобус илсе килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() artfile.ru сайтри сӑн Чӑваш Енри вӑрмансенче видеокамерӑсем лартасшӑн. Кун пирки Чӑваш Ен правительствин пресс-служби пӗлтерет. Республикӑри пӗтӗм вӑрманта видеокамера пулма пултарӗ. Хальлӗхе пӗтӗмпе 5 камера вырнаҫтарнӑ. Ҫапла майпа ҫивӗчлӗх пур вырӑнсене сӑнаса тӑма пултарӗҫ. Финанс министрӗ Михаил Ноздряков ҫакна система пек шухӑшласа кӑлармаллине палӑртнӑ. Аса илтерер: ака уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен республикӑра пушар тухас хӑрушлӑх пур режим вӑя кӗрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |