Республикӑра
![]() Вӑрмар поселокӗнче туй уҫланки тата Эйфель башни пулӗҫ. Вӗсем культурӑпа кану паркӗнче вырнаҫӗҫ. Ҫавна май Вӑрмар районӗн администрацийӗ аукцион ирттересси пирки пӗлтернӗ. Малтанхи хак – 3,3 миллион тенкӗ. Аукцион чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнче иртӗ. Ҫӗнтерӳҫӗн ӗҫсене 2022 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа утӑн 15-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Проектпа килӗшӳллӗн, Вӑрмарти культурӑпа кану паркӗнче фонтан та пулмалла, ҫавӑн пекех карета та вырнаҫтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗҫе пуҫӑнакан IT-специалистсем валли Чӑваш Енре ятарлӑ лапам йӗркелӗҫ. Унта вӗсем пӗр-пӗринпе хутшӑнӗҫ, пӗлӳпе тата опытпа паллашӗҫ. IT-community текен лапам йӗркелеме Шупашкарта юпа уйӑхӗн 29-31-мӗшӗсенче иртнӗ искусствӑлла интеллект хакатонне хутшӑннисемпе тата унта ҫӗнтернисемпе республикӑн Цифра аталанӑвӗн тата Вӗренӳ министерствисенче, «Чӑваш Республикин ИТ-кластерӗ» ассоциацире ӗҫлекенсем тӗл пулсан йышӑннӑ. IT-community лапам информаци технологийӗсемпе ҫыхӑннӑ шкул ачисене, студентсене, преподавательсене, усламҫӑсене пӗрлештерӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ӳкнӗ самолет пайӗсем 1958 ҫулхи юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Вӑрнар районӗнче Упнер станцийӗ ҫывӑхӗнче Пекинран Мускава вӗҫнӗ Ту-104 самолет ӳкнӗ. Борт ҫинчи пӗтӗм ҫын вилнӗ: 71 пассажир тата экипажри 9 ҫын. Самолетра Китай делегацийӗ пулнӑ. Китайри Ют ҫӗршыв ӗҫӗсен министерствин 16 ӗҫченӗ вӗҫнӗ. Вӗсене хӑйсен тӑрӑхӗнче тӑванла вилтӑпринче пытарнӑ. Вилнисен йышӗнче СССРти 17 ҫын пулнӑ. Чехославакирен – 8, Германирен – 5, Францирен – 5, Венгрирен 5 ҫын вӗҫнӗ. Ытти ҫӗршыв ҫыннисем те пулнӑ. Унтанпа вӑхӑт нумай иртнӗ, авари вырӑнӗнче вара палӑк ҫук. Вӑрнар район администрацийӗ ку ыйту часах татӑласса шанать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() pronedra.ru сӑнӳкерчӗкӗ Кӑшӑлвирусан хӳтӗлекен антитела титрӗ организмра пысӑк пулсан вӗсене кьюркод тытӑмӗ витӗр кӑларма тытӑнмалла. Ҫак ӗҫе пурнӑҫлакан регионти тытӑма республика Элтеперӗ пӗр эрнере йӗркелесе пӗтерме хушса каланӑ. «Ҫитес эрнере механизма пурнӑҫа кӗртмелле тата ӗҫлеттерсе ямалла»,— тенӗ Олег Николаев. Чӑваш Енӗн цифра аталанӑвӗн министрӗ Кристина Майнина каланӑ тӑрӑх, ҫав тӗллевпе регион шайӗнче ятарлӑ ресурс йӗркелеме пулать. Унта кӗрсе ҫын хӑйӗн идентификаторне кӑтартӗ, вара кьюаркод илейӗ. Антителасен пысӑк титрӗллӗ ҫынсен реестрне врачсен комиссийӗ аккредитаци пур лабораторисен тӗрӗслевӗ тӑрӑх хатӗрлӗ. Чӑваш Енре вӑйра тӑракан ҫав кьюаркод Патшалӑх пулӑшӑвӗсен порталӗнче курӑнмӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инстаграмри @tsur21_ сӑнӳкерчӗкӗ Регион управленийӗн центрӗ тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче ҫынсем ҫырнине тишкерсе пырать, унта халӑх мӗншӗн пӑшӑрханнине яваплисем патне ҫитерет. Юпа уйӑхӗ пирки каласан, Чӑваш Енри халӑха вакцинаци тата ҫул-йӗр ыйтӑвӗ пуринчен ытла пӑшӑрхантарнӑ. Асӑннӑ центр пӗлтернӗ тӑрӑх, ыйтусене пӑхса тухассин вӑтам вӑхӑчӗ — 4 сехет те 12 минут. Уйрӑмах хастар муниципалитетсен йышӗнче — Шупашкар, Канаш, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр тата Ҫӗмӗрле. Тӑвай районӗнчен пӗр ҫыру та пулман-мӗн. Чӑваш Енре пурӑнакансем ытларах чухне «Контактра» халӑх ушкӑнӗнче (1 104 ҫыру) тата Инстаграмра (562 ҫыру) шӑрҫаланӑ. Юпа уйӑхӗнче вӗсем кӑшӑлвирус, вакцинаци, сывлӑх сыхлавӗн тата ҫул-йӗр юсавӗн ыйтӑвӗсене хускатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kremlinrus.ru сайтри сӑн Вӑрмар районӗнче пурӑнакан хӗрарӑм алимент тӳлемест. Унӑн ӗҫе вырнаҫас шухӑш та ҫук. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, 37 ҫулти амӑшӗн 3 ачишӗн суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн алимент тӳлемелле. Ӑна тӳлеменшӗн вӑл унччен административлӑ майпа явап тытнӑ-ха. Анчах ку та ӑна тӳрӗ ҫул ҫине тӑма пулӑшман. Виҫӗ ача амӑшӗ ӗҫ шыраман, биржӑна шута тӑман. Ҫапла унӑн парӑмӗ 2,3 миллион ытла тенкӗ пухӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енри аш-какай тирпейлекен предприятире Африка мурӗн генетика материалне тупнӑ. Ҫавна май паян, чӳк уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, Правительство комиссийӗн черетсӗр ларӑвӗ иртнӗ. Ҫӗнӗ Шупашкарти предприятире кӑлпассие тӗрӗсленӗ. Лаборатори тӗпчевӗ палӑртнӑ тӑрӑх, унта Африка мурӗн генетика материалӗ пур. Ветеринари патшалӑх служби кун тӗлӗшпе тӗрӗслев ирттерет. Ҫавӑн пекех мур сарӑлас пулсан ӑна пӗтермелли мелсене пӑхса тухаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Сӑнӳкерчӗк ҫӑлкуҫӗ– https://www.instagram.com/reel/CV48SPBgPeI/?utm_source=ig_web_copy_link Ҫӗмӗрлери «Коммунальник» муниципалитетӑн унитарлӑ предприятийӗ ятарлӑ шприцемет туяннӑ. Вӑл йытӑсене тытма кирлӗ. Асӑннӑ меслете вырӑнтисем хӑрушсӑр тата чунлӑ меслет тесе хаклаҫҫӗ. Маларах асӑннӑ МУПӑн директорӗ Василий Виденеев шприцемет епле ӗҫленине нумаях пулмасть хула администрацийӗн пуҫлӑхне Валерий Шигашева кӑтартнӑ. Сӑмах май каласан, кун пек меслетпе республикӑра тек ниҫта та усӑ курмаҫҫӗ иккен. Шприцометпа персен чӗрчунсем шар курмаҫҫӗ, мӗншӗн тесен йӗпре – килсӗр-ҫуртсӑр йытӑсене ҫывӑратса яракан эмел. Чӗрчунсене тытсан вӗсене усрамалли вырӑна илсе кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канаш районӗн сучӗ 25 ҫулти арҫынна айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе палӑртнӑ. Хайхискер Канашра пурӑнакан хӗрарӑма унӑн хӑрушсӑрлӑх органӗсенче ҫыхӑну пуррине ӗнентернӗ. Вӑл ҫак хӗрарӑмӑн тата унӑн пӗлӗшӗн 8,8 миллион тенкине вӑрланӑ ҫынсене явап тыттарссине каланӑ. Анчах куншӑн ӑна 1,5 миллион тенкӗ памалла-мӗн. Ку укҫа ФСБ ӗҫченӗсем валли имӗш. Арҫынна кӑҫал ҫу уйӑхӗнче тытса чарнӑ. Ун чухне ӑна хӗрарӑмсем 400 пин тенкӗ пама ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ. Суд ӑна тӗрмене хупмасӑр 1,5 ҫуллӑха айӑпланӑ. Тӗрӗслев срокӗ – 2 ҫул. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() businessocean.ru сайтри сӑн Шупашкарта пурӑнакан ҫын лотерейӑра 4 миллион тенкӗ выляса илнӗ. Анчах вӑл парнине илме халӗ те килмен-мӗн. Паян «Спортлото «5 из 36» тиражра 4 миллион та 19 пин те 184 тенкӗ выляттарнӑ. Ӑна Шупашкарта пурӑнакан ҫын выляса илнӗ. Хальлӗхе вӑл укҫана илесси пирки пӗлтермен. Ҫакӑ ҫеҫ паллӑ: билета мобильлӗ сарӑмра туяннӑ. Йӗркепе килӗшӳллӗн, билетӑн пӗрремӗш йӗркинчи пӗтӗм 5 хисепе пӗлсен ҫӗнтерӳҫӗ шутланать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |