Республикӑра
![]() zivil.cap.ru сайтран илнӗ скриншот Иртнӗ эрне вӗҫӗнче Чӑваш Енри темиҫе ҫынна хисеплӗ ятсем пама йышӑннӑ. 139-мӗш номерлӗ хушӑва Олег Николаев авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. «Чӑваш Республикин вӗрентӗвӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята Ҫӗрпӳри аграрипе технологи техникумӗн директорӗн вӗренӳпе воспитани тата социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Жанна Трофимова тивӗҫнӗ, «Чӑваш Республикин социаллӑ хӳтлӗхӗн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ» ята — «Сывлӑх енчен хавшак ачасемпе ҫамрӑксен реаблитаци центрӗ» хысна учрежденийӗн медицинӑпа социаллӑ реабилитаци уйрӑмӗн сиплев физкультурин врачӗ Ольга Герасимова, «Чӑваш Республикин халӑха тивӗҫтерекен службин хисеплӗ ӗҫченӗ» ята — Ҫӗрпӳри «Эгида» обществин директорӗ Владимир Румянцев. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() brestcity.com сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районӗнче 83 ҫулти арҫын ҫухалнӑ. Тӑванӗсем тепӗр кунхине нимеҫӗсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Ватӑ арҫын вара чир-чӗрпе аптӑранӑ. Ватӑскере хӑвӑртрах шыраса тупмалла пулнӑ, мӗншӗн тесен каҫхине самай сивӗтет. Ҫитменнине, ҫумӑр ҫунӑ, ҫил кастарса вӗрнӗ. Арҫын хӑй ӑҫта ҫӳренине ӑнланмасть-мӗн, чирне пула эмелсем ӗҫсе тӑрать. Авӑн уйӑхӗн 10-мӗшӗнче ӑна кӳршӗ ялта тупнӑ. Вӑл шӑнса хытнӑ, питӗ ывӑннӑ. Ватӑскер сивӗре, ҫумӑр айӗнче виҫӗ кун ҫухалса ҫӳренӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче ҫӗрле Тӑвай районӗнче ҪҪХПИ инспекторӗсем «ВАЗ-2115» машинӑна чарнӑ. Водителӗ тата пассажирсем пӑлханни сисӗннӗ. Ахальтен мар. Машинӑн хыҫалти пайӗ те самаях анса ларнӑ. Инспекторсем машина багажникӗнче виҫӗ хир сыснин вакланӑ пайӗсене тупнӑ. Вӗсене михӗсене чиксе хунӑ. Кунсӑр пуҫне салонра виҫӗ пӑшал тупнӑ. Арҫынсен пӑшалпа усӑ курма тата тискер чӗрчунсене пеме ирӗк паракан документсем ҫумра пулман. Кайран ҫакӑ палӑрнӑ: пӑшалсене регистрациленӗ. Халӗ тӗрлӗ экспертиза ирттереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑн правительство комиссийӗ вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсем 2020 ҫулта епле ӗҫленине тишкернӗ май тухӑҫлӑ тӑрӑшнисене ҫӗнтерӳҫӗсем тесе йышӑннӑ. Ҫак ушкӑна Шупашкар хули, Ҫӗмӗрле тата Красноармейски районӗсем лекнӗ. Кун пирки ЧР Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – экономика аталанӑвӗн тта пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов пӗлтернӗ. Муниципалитетсене вунӑ енпе хакланӑ: вырӑнти хыснан налук тата налук мар тупӑшӗсене, тӗп капитала инвестици хывнине, пӗчӗк усламҫӑсен йышне т.ыт.те кура. Ҫӗнтерӳҫӗ районсемпе хуласене хавхалантарма республика хыснинче 5 миллион тенкӗ пӑхса хӑварнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() theslide.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пирӗн республикӑра ҫитес ҫула Чӑваш Енрен тухнӑ паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗ тесе йышӑннӑ. Ҫакӑн пек сӗнӳпе Чӑваш Ен Элтеперӗ ҫумӗнчи Общество канашӗ сӗннӗ. Ҫав шухӑша республика Элтеперӗ Олег Николаев ырласа йышӑннӑ. Чӑн та, пирӗн пӗчӗк тӑрӑхӑмӑртан ӑслӑ-тӑнлӑ, пултаруллӑ ҫынсем йышлӑ тухса ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне сапаланнӑ. Паллӑ ентешсен ҫулталӑкӗн программине территорие тата отрасльсене кура йӗркелесшӗн. Ӑна хатӗрлеме мӗнпур министерство, районсемпе хуласен администрацийӗсем хутшӑнӗҫ. Олег Николаев ку ӗҫе чӑваш диаспорисене те явӑҫтарассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти «Атӑл» хӑна ҫурчӗн пуҫлӑхӗ пулма тивӗҫ ҫынна шыраҫҫӗ. Ку хыпара Инстаграмра delo_121 пабликра пӗлтернӗ. Асӑннӑ гостиница Президент бульварӗнчи 13-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ. Унта 33 номерте 50 ҫынна йышӑнайраҫҫӗ. Хӑна ҫуртӗнче хамӑр тӑрӑхри хӑнасенчен пуҫласа ют ҫӗршыв делегацийӗсем таранах хапӑл. Вӗсене валли пӗр тата икӗ вырӑнлӑ номерсем, студисемпе люкс номерсем, гранд тата президент люкс номерсем, апартаментсемпе сюитсем пур. Гостиница директорӗ пулма ӗмӗтленекенсен заявленийӗсене аван уйӑхӗн 17-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ru-chp.livejournal.com сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче Улатӑрта пурӑнакан 34 ҫулти хӗрарӑм патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл пӗлтернӗ тӑрӑх, ун ячӗпе такам кредит илесшӗн, ӑна пӑрахӑҫламалла имӗш. Ҫапла вӑл палламан ҫынна 400 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Ку кӑна мар, хӗрарӑм тӑванӗсене те ҫапла тума сӗннӗ. Пиччӗшӗ 340 пин тенкӗ куҫарса панӑ, тивӗҫлӗ канури амӑшӗ – 145 пин тенкӗ ытла. Ҫапла майпа ҫемье ултавҫӑсене 900 пин тенке яхӑн куҫарса панӑ. Вӗсем ҫемье патне 30 ытла номертен шӑнкӑравланӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kolskoeslovo.ru сайтри сӑн Раҫҫейри 8 регионта ҫӗршыври футбол пӗрлӗхӗ «Шкулта – футбол» проект пуҫарать. Чӑваш Ен те сӑнав регионӗсен йышӗнче. Ку проект Чӑваш Енри 7 шкулта пурнӑҫланӗ: Шупашкарти 6-мӗш тата 61-мӗш шкулсенче, Ҫӗнӗ Шупашкарти 17-мӗш шкулта, Ҫӗмӗрлери 1-мӗш тата 6-мӗш шкулсенче, Улатӑрти 7-мӗш шулта тата Вӑрнар поселокӗнчи 2-мӗш шкулта. Проектпа килӗшӳллӗн, авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен пуҫласа ҫак пӗлӳ ҫурчӗсенче физкультурӑн кашни виҫҫӗш урокӗ команда вӑййипе иртӗ. Проекта пурнӑҫласа массӑллӑ футбола 1,5 пин ытла шкул ачине явӑҫтарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӗҫӗн Пӑла юханшывӗнче пулӑсем вилеҫҫӗ. Кӗҫех шапасем те юлмасран кулянаҫҫӗ Елчӗк районӗнчи Патреккел ялӗнче пурӑнакансем. Мӗн пулса иртет унта? Ҫынсем ҫакна вырӑнти сыр пӗҫерекен савутпа ҫыхӑнтараҫҫӗ. Вӗсем каланӑ тӑрӑх, предприяти лайӑх мар шыва Таяпа юханшывне ярать, лешӗ вара Кӗҫӗн Пӑлана юхса кӗрет. Савут директорӗ те тунмасть: тасатмалли сооруженисем юрӑхсӑра тухнӑ, ҫӗннисене вара туянса ӗлкӗреймен. Унччен юханшывра шыв таса пулнӑ, ҫынсем шыва кӗнӗ. Халӗ вара ӑна хурсем те ӗҫесшӗн мар. Валерий Орлов кашни кун юханшыв хӗррине кайса вилнӗ пулӑсене пуҫтарать, шыва тасатать, унсӑрӑн ялта лайӑх мар шӑршӑ сарӑлӗ. Район прокуратури административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Кунсӑр пуҫне Росприроднадзор савута штраф ҫырса панӑ. Ҫапах ним те улшӑнман, пулӑсем ҫаплах вилеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() savepearlharbor.com сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Министрсен Кабинечӗ «Т2 Мобайл» тулли мар яваплӑ обществӑпа килӗшӳ алӑ пуснӑ. Ҫавна май кӑҫал Улатӑр, Патӑрьел, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Хӗрлӗ Чутай, Комсомольски, Сӗнтӗрвӑрри, Муркаш, Пӑрачкав, Вӑрмар, Шупашкар, Шӑмӑршӑ, Ҫӗмӗрле, Етӗрне, Елчӗк тата Тӑвай районӗсенчи ялсене лайӑх пахалӑхлӑ ҫыхӑну ҫитерӗҫ. Карас ҫыхӑнӑвӗн операторӗ Чӑваш Енӗн экономика пӗлтерӗшлӗ районӗсенче радиотелефон ҫыхӑнӑвӗн сетьне тӑвас ӗҫе малалла тӑсӗ, LTE/5G ҫыхӑнӑва тӑвас проектсене те хутшӑнӗ. «Т2 Мобайлпа» килӗштерсе ӗҫлени — ҫыхӑнӑвӑн игфрастурктурине аталантарма май паракан черетлӗ утӑм», – тенӗ республикӑн цифра аталанӑвӗн, информаци политикин тата массӑллӑ коммуникацисен министрӗ Кристина Майнина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -7 - -9 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |