Республикӑра
![]() chv.aif.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян республикӑн Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерствин автономи учрежденийӗн директорӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑха пурнӑҫлама Ольга Ахмеевӑна шаннӑ. Кунта сӑмахӑмӑр «Чӑваш Республикин строительствӑри экспертиза тата хаксене йӗркелекен центрӗ» автономи учрежденийӗ пирки пырать. Ольга Валерьевнӑна должноҫ шанса парасси ҫинчен калакан йышӑнӑва республика ертӳҫи Олег Николаев паян, чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() digital.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Куславкка районӗн хаҫачӗ, «Ялав», тухма пуҫланӑранпа ӗнер, чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗнче, 90 ҫул ҫитнӗ. Ун чухне ӑна «Штурм» ятпа кун ҫути кӑтартнӑ. Тепӗр ҫулталӑкран ятне ылмаштарса «Ленин ялавӗпе» теме тытӑннӑ. Чылай ҫул ҫавӑн пек ятпа пӗлнӗ район хыпарҫине. 1996 ҫулта ята черетлӗ хутчен ылмаштарнӑ май самана таппи ытйнине кура «Ленин» сӑмаха кӑларса пӑрахса «Ялав» теме тытӑннӑ. 1986 ҫултан пуҫласа кӑҫалхи ҫурла уйӑхӗн 27-мӗшӗччен хаҫат редакторӗнче Валентин Константинов тӑрӑшнӑ. Хальхи вӑхӑтра тӗп редактор тивӗҫӗсене Надежда Михайлова пурнӑҫлать. Редакцире Нина Богданова, Валентина Воробьева, Татьяна Кольцова журналистсем тата Марина Петрова дизайнер тӑрӑшаҫҫӗ. Хаҫат эрнесерен чӑвашла тата вырӑсла тухса тӑрать. 2018 ҫултанпа район хыпарҫине 16 полосапа пичетленӗ, кӑҫалтан вӑл 12 полоса ҫине куҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Локдаун хыҫҫӑн кӑшӑлвируспа чирлекенсем нумайланма пултарӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ паян ЧР Элтеперӗ Олег Николаев Правительство ҫуртӗнче иртнӗ канашлура. Элтепер каланӑ тӑрӑх, ҫынсем отпускран таврӑннӑ вӑхӑтра чирлекенсен йышӗ ӳсет. Аса илтерер: Чӑваш Енре юпан 30-мӗшӗнчен пуҫласа чӳк уйӑхӗн 7-мӗшӗччен ковид каникулӗсем пулнӑ. Хӑш-пӗр районта – юпан 26-мӗшӗнченех. Канмалли кунсем пулассине пӗлтернӗ чухне Элтепер ҫакна чирлекенсен йышӗ чактӑр, тухтӑрсене кӑшт ҫӑмӑлрах пултӑр тесе тунине пӗлтернӗ. Ҫапах канашлура стационарсенче тата килте амбулатори мелӗпе сипленекенсен йышӗ пӗчӗккӗн чакса пынине палӑртнӑ. Больницӑсенче – 2,7 пин ытла, килте 6021 ҫын сипленет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() gazetanovoros.ru сайтри сӑн Чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пулӑшу кӳрекен, вӗрентӳ, сывӑх сыхлавӗн тытӑмӗсенче ӗҫлекенсен 80 проценчӗн пӗрремӗш компонентпа вакцинациленмелле пулнӑ. Ҫапла пӗлтернӗччӗ Чӑваш Енӗн тӗп санитари тухтӑрӗ. Ҫавӑн пекех ытти хӑш-пӗр тытӑмра тӑрӑшакан ҫынсен вакцинациленмелле пулнӑ. Ку тӳре-шарана та пырса тивет. Иккӗмӗш компонента раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗччен вӗҫлемелле. Ҫак йӗркене пӑхӑнмасан ҫынна ӗҫлеме ирӗк памӗҫ. Аса илтерер: паянтан суту-илӳ центрӗсене, администраци ҫурчӗсене QR-кодпа кӗртеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтран илнӗ сӑн Халӑхсен пӗрлӗхӗн кунӗнче Шупашкарта пурӑнакан арҫын Республика лапамне пикета тухнӑ. Вӑл QR-кода хирӗҫ пулнине ҫапла майпа кӑтартнӑ. Плакачӗ ҫине «Дискриминация граждан #штрихКОДом недопустимо! Власть, одумайся!» тесе ҫырнӑ. «Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсемпе хӗрӗсесене пӗрлештерекен уяв умӗн килте лараймарӑм, влаҫ QR-кодсене япала валли кӑна мар, ҫынсем валли те тӑвать. Фашизма ҫӗнтернӗ ҫӗршывра ҫынна код пама пулать-и вара», - тенӗ арҫын «Хӗрлӗ ҫуркунне» кӑларӑма. Арҫын шухӑшӗпе, кун пек кодсем кӑшӑлвирус сарӑлассине чараймаҫҫӗ, мӗншӗн тесен вакцинациленнӗ ҫынсем те вирус ертме пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтри сӑн Нигери ҫыннине суд тунӑ. Вӑл ҫынна улталанине палӑртнӑ. Ун серепине Шупашкар хӗрарӑмӗ лекнӗ. Хӗрарӑм унпа тӗнче тетелӗнче паллашнӑ. Хайхи арҫын пирӗн ентеше эреш-алка, ытти хаклӑ япалана посылкӑпа янине ӗнентернӗ. Арҫын тӗрлӗ сӑлтав тупса ҫур миллион ытла тенкӗ куҫарса пама ыйтнӑ. Кун хыҫҫӑн вӑл йӗп те ҫип ҫухалнӑ. Ҫав ҫын Нигерирени пулнӑ. Ӑна Мускав облаҫӗнчи Балашиха хулинче тытса чарнӑ. Вӑл 29 ҫулта, тӑкака саплаштарнӑ. Суд арҫынна 150 пин тенкӗлӗх штрафлама йышӑннӑ. Ҫавӑн пекех ӑна хӑйӗн тӑван ҫӗршывне ӑсатӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инстаграмри @agaksakov страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗксемпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж Ӗнер, чӳк уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракассинче хурлану кунне пуҫтарӑннӑ. Шӑп та лӑп ҫав кун, 1961 ҫулта унти шкулта ачасемпе вӗренекенсен кун-ҫулне татнӑ пушар пулса иртнӗ. Совет саманинче инкек пирки пытарма тӑрӑшнӑ. Трагеди ниҫта та ҫырман, пӗлтермен. Пушарта вилнӗ 106 ачапа 4 учителӗн ҫывӑх ҫыннисем вара инкекӗн суранӗ вара пӗрех пирченеймен. 60 ҫултан та вӑл хӑй ҫинчен аса илтерет. «Ачасемпе вӗрентекенсене пытарнӑ вырӑнта, мухтав Турра, мемориала тӗпрен юсаса ҫӗнетме май килнӗ. Уйрӑмах пысӑк тав Владимир Нагорнов скульптора, Николай Угаслов усламҫа. «Стрижи» (чӑв. Вӗршӗн) палӑк тӗлӗнче Сергей Лукиянов проекчӗпе пысӑках мар часавай тума пуҫланӑ», – тесе ҫырнӑ хурлану кунӗнче пулнӑ РФ Патшалӑх Думин депутачӗ Анатолий Аксаков Инстаграмра. Инкеке асра тытни пӗлтерӗшлине те палӑртса хӑварнӑ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӳк уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен QR-кодсӑр ӑҫта кӗртмӗҫ? Унччен кафе-ресторана, культура тата спорт учрежденийӗсенче кӗртместчӗҫ. Халӗ ку списока суту-илӳ центрӗсем, апат-ҫимӗҫ сутман лаккасем, правительство ҫурчӗсем кӗнӗ. Ку йыша аптекӑсем, ветеринари аптекисем, ҫыхӑну салонӗсем, чи кирлӗ япаласем сутакан лавккасем (бензин, автопайсем, куҫлӑхсем, зоотаварсем, ритуаллӑ япласем) кӗмен. Ҫавӑн пекех ҫак документсӑр хӑна ҫурчӗсене, кану базисене, пансионатсене, санаторисене кӗртме ирӗк ҫук. Аса илтерер: ЧР Элтеперӗ Олег Николаев QR-код режимӗ сахалтан та Ҫӗнӗ ҫулччен пулассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ковид каникулне тӑсма пултараҫҫӗ. Ыран кӑшӑлвирус сарӑлассине хирӗҫ кӗрешекен оперштаб ларӑвӗ иртӗ. Чӳк уйӑхӗн 8-14-мӗшӗсенче апат-ҫимӗҫ сутман лавккасене, парикмахерскисемпе илем салонӗсене ӗҫлеме ирӗк парӗҫ-и? Шӑп ҫавӑн чухне ку ыйтӑва татса парӗҫ. Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнченпе республикӑра ковид каникулсем пуҫланнӑ. Хӑш-пӗр районта юпан 26-мӗшӗнченпех ӗҫлеме чарнӑ. Ыран оперштаб ларӑвӗ иртсен хыпара телеграм-каналта пӗлтерӗҫ. Сӑмах май, ЧР Элтеперӗ Олег Николаев шкул ачисен каникулӗ тӑсӑлмассине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() golos-buryatyi.ru сайтри сӑн Ҫӗмӗрлере пурӑнакан 33 ҫулти арҫын «банк ӗҫченӗсене» пулӑшас тесе хӑй укҫа ҫухатнӑ. Вӑл 1,4 миллион тенкӗ кредит илсе ӑна ултавҫӑсене куҫарса панӑ. Чӳк уйӑхӗн 2-мӗшӗнче ҫак арҫын полицие пырса пулӑшу ыйтнӑ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, вӑл банк ӗҫченӗ имӗш. Хайхискер такам арҫын ячӗпе кредит илме хӑтланни пирки каланӑ. Вӑл арҫынна хураха тытмашкӑн кредит заявки пама сӗннӗ. Ку 1 миллион та 430 пин тенкӗлӗх кредит илнӗ. Счета вӑл хӑй ҫеҫ кӗме пултарнине ӗненнӗ. Ултавҫӑ аллине лекни пирки шутлама та пултарайман. Каллех кредит илме хушсан тин ултавҫӑ тӗлне лекнине ӑнкарнӑ. Анчах счечӗ ҫинчи укҫи пулман ӗнтӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |