Республикӑра
![]() Инстаграмри @ibrcentr сӑнӳкерчӗкӗ Йӗпреҫ районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӗнӗ ҫын ертсе пыма тытӑннӑ. Ӗнер Йӗпреҫ районӗнче республикӑн ӗс тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова пулнӑ. Вӑл райадминистраци пуҫлӑхӗпе Игорь Семёновпа тӗл пулнӑ, унтан комплекслӑ центрта тӑрӑшакансемпе канашлу ирттернӗ. Ҫавӑн вӑхӑтӗнче министр Нина Максимова директорпа паллаштарнӑ. Алена Геннадьевна Нина Геннадьевнӑна саламланӑ, ертӳҫӗ должноҫӗнче ӑнӑҫу суннӑ. Канашлура вара кӑшӑлвирусран асӑрханас мерӑсене сӳтсе явнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Президент перинаталь центрне ҫӗнӗ ҫын тӗп врач пулса ертсе пыма тытӑннӑ. Унпа паян коллектива республикӑн Министрсен Кабинечӗн Председателӗн ҫумӗ – сывлӑх сыхлав министрӗ Владимир Степанов паллаштарнӑ. «Президент перинаталь центрне паянтан ҫӗнӗ ҫын, Евгений Юрьевич Дубнер, ертсе пыма пуҫлӗ. Медицина организацийӗ профессин Ҫӗнӗ шайне тухтӑр тесе ӗҫе тӗрлӗ ҫӗнӗлӗх кӗртӗ. Тӗп тӗллев – паха медпулӑшу парасси», – тенӗ Владимир Степанов. Евгений Юрьевич Мускаври патшалӑх медицинӑпа стоматологи университечӗн сиплев факультетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Н.И. Пирогов ячӗллӗ 1-мӗш пульницӑра акушерствӑпа гинекологи енӗпе ординатурӑра вӗреннӗ. Сывлӑх сыхлав сферинче Евгений Дубнер 20 ҫул ытла ӗҫлет, ҫав шутран юлашки 5 ҫулӗнче – административлӑ должноҫсенче. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Чӳк уйӑхӗн 28-мӗшӗнче сӗм тӗттӗмре Куславкка районӗнче кинемей ҫулпа утнӑ. Иртсе каякан водительсем кун пирки полицие пӗлтернӗ. Сергей Моисеев аслӑ инспектор тата Михаил Кучков инспектор вырӑна ҫитнӗ, тӗттӗм тум тӑхӑннӑ кинемее шыраса тупнӑ. Ватӑскер тӗттӗмпе лайӑх курӑнман та. Хӗрарӑм хӑй ӑҫта пулнине, хӑйӗн пирки нимӗн те калайман. Полицейскисем васкавлӑ медпулӑшу чӗннӗ, водительсенчен ку кам пулма пултарни пирки ыйтса пӗлнӗ. Пӗри Куславкка районӗнчи хӗрарӑма палласа илнӗ. Вӑл ӑс-тӑнӗпе арпашӑнать-мӗн. Йӗрке хуралҫисем ватӑскере тӑванӗсем патне илсе кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() schk.su сӑнӳкерчӗкӗ Раштав уйӑхӗн 4-5-мӗшӗсенче Чӑваш Енӗн Наци вулавӑшӗнче «Таврапӗлӳлӗх шкулӗ» регионсем хушшинчи конференци иртӗ. Ӑна тӑван тӑрӑха тӗпчекенсен обществине йӗркеленӗренпе 100 ҫул, Чӑваш Енри краведсен союзне йӗркеленӗренпе 30 ҫул ҫитнине халаллӗҫ. Конференцие 14 ҫултан пуҫласа 26 ҫулчченхи шкул ачисемпе студентсем хутшӑнӗҫ.. Конференцие хутшӑнакансене таврапӗлӳпе ҫыхӑннӑ никӗс пӗлӳпе (музей ӗҫӗ, туризм, архив ӗҫӗ, этнографи никӗсӗ, чӗлхе пӗлӗвӗ, археологи) паллаштарӗҫ, ҫавӑн пекех аудиторипе, ушкӑнпа ӗҫлеме, проектсене хатӗрлеме вӗрентӗҫ. Спикер пулса аслӑ шкулсенче, республикӑри учреждени-организацире тӑрӑшакансем тухса калаҫӗҫ. Раштав уйӑхӗн 5-мӗшӗнче «Чӑваш керем» этнографи комплексне илсе кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Кӳршӗ Мари Республикинче ҫухалнӑ ҫынна Чӑваш Енре тупнӑ. Арҫын ӑс-тӑнӗ арпашӑннипе аптӑрать. Ҫухалса кайнӑскере ҪҪХПИ ӗҫченӗсем тупнӑ. Чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫул-йӗрпе патруль служби Шупашкар районӗнче патрульте пулнӑ. Пакунлисем «Вятка» ҫул хӗррипе пыракан ҫынна курсан чарӑннӑ. Арҫын хӑй Мари Элта утнӑ пек калаҫнӑ. Йӗрке хуралҫисем унӑн сывлӑхӗпе кӑлтӑксем пуррине асӑрхасан ӑна полици уйрӑмне илсе ҫитернӗ. Арҫын камне палӑртсан унӑн арӑмӗпе, кӳршӗ республикӑри хӗрарӑмпа, ҫыхӑннӑ. Вӑл йӗрке хуралҫисене тав тунӑ. Упӑшки килтен чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тухса кайнӑ-мӗн, телефонне пӗрле илмен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Оперативлӑ штабӑн черетлӗ ларӑвӗнче Ҫӗнӗ ҫулхи уявсене сӳтсе явнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн ертӳҫи Надежда Луговская Ҫӗнӗ ҫулта та хальхи чару мерисене хӑварма сӗннӗччӗ. ЧР Элтеперне Олег Николаева пӗр пункт ҫеҫ иккӗлентернӗ: раштавӑн 31-мӗшӗнче кафесем ҫур ҫӗр иртни 1 сехетчен ӗҫлесси. Олег Алексеевич ҫак тапхӑрта кафесене хупма сӗннӗ. Хальлӗхе ку йышӑнӑва туман-ха. Сӑмах май, корпоративсем ирттерме те чарнӑ. Шкулсенче, ача пахчисенче уява класра, ушкӑнра ирттерме сӗннӗ. Ашшӗ-амӑшне QR-кодпа е справкӑпа кӗртмелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗпреҫ поселокӗнче пурӑнакан 34 ҫулти арҫын килӗнче 400 ытла грамм мӑкӑнь туни упранӑ. Кушӑн тата влаҫ ҫыннине хирӗҫ тӑнӑшӑн ӑна суд тунӑ, ҫирӗп режимлӑ колоние 2,5 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Следстви тата суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫурла уйӑхӗн 4-мӗшӗнче вӑл Йӗпреҫри пушӑ ларакан дачӑра 435 грамм мӑкӑнь туни татнӑ. Унӑн ӑна сутас тӗллев пулман, хӑйӗн валли упранӑ. Авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗнче вӑл дознани ушкӑнӗн пуҫлӑхне чӑмӑрӗпе икӗ хутчен ҫапнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри тӗрлӗ организацире халӑхпа ҫыхӑну тытас енӗпе ӗҫлекен специалистсем валли «PRофи-21» конкурс иртессине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: пултарулӑх ӑмӑртӑвне ирттересси ҫинчен калакан хушӑва республика Элтеперӗ Олег Николаев PR-специалистсен кунӗнче алӑ пуснӑччӗ. Конкурса пурӗ 79 ҫын заявка тӑратнӑ, вӗсенчен 32-шӗ финала лекнӗ. Вӗсен ӗҫӗсене сумлӑ экспертсем хакланӑ. Финала лекнисен куҫа-куҫӑн тӗл пулса тупӑшма тивӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗнче Шупашкарта чыслӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗмӗрле районӗнче Сӑр юханшывӗ хӗрринче такам кану бази туса хунӑ. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫав ҫӗр лаптӑкӗ хунавсем, вӑрман валли ытти ӳсен-тӑран ҫитӗнтермешкӗн уйӑрнӑ. Унпа Ҫӗмӗрле лесничестви усӑ курать. Тӗрӗслев ирттернӗ те лаптӑк ҫинче хунавсем ҫитӗнтерменни палӑрнӑ. Ун вырӑнне кану бази туса хунӑ, унта мунча, беседка, мангалсем те пулнӑ. Кану бази камӑн пулнине палӑртайман. Йӗркене пӑснисене тупнӑран лесничество директорне 25 пин тенкӗлӗх штраф тӳлеттернӗ. Лесничество кану базине саккунпа килӗшӳллӗн йӗркелесе яма е ишсе антарма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() politring.com сайтри сӑн Канашра урнӑ тилӗ ҫынсене ҫыртнӑ. Ҫавна май унта чӳк уйӑхӗн 19-мӗшӗнчен карантин пулнине палӑртнӑ. Хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Канаш урамӗнчи 4-мӗш ҫурт путвалӗнче тилӗ тупнӑ. Унта пытаниччен вӑл тӑватӑ ҫынна тапӑнса ҫыртма ӗлкӗрнӗ. Вӗсене Канашри пульницӑн травматологи уйрӑмне янӑ. Вӗсене тата ҫак ҫынсемпе хутшӑнннӑ ЖКХн 2 ӗҫченне сиплеҫҫӗ. Путвалти тилле чӗрчунсен чирӗсемпе кӗрешекен станци ӗҫченӗсем тата сунарҫӑсем тытнӑ. Биометариала республикӑри лабораторие илсе кайнӑ.Тилӗ урнӑ чирпе аптӑрани палӑрнӑ. Канашра карантин пулнӑ май эпидемие хирӗҫ мероприятисене туса ирттернӗ. Тилле тупнӑ путвалта икӗ хутчен дезинфекци тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.02.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 756 - 758 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пилеш Герасим Дмитриевич чӑваш драматургӗ, ҫыравҫи, сӑвӑҫи, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ. | ||
| Гурий Вантер, чӑваш фольклорне пухаканни, тӗпчевҫӗ, сӑвӑҫ вилнӗ. | ||
| Рунгш Петр Андреевич, патшалӑх ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |