Республикӑра
![]() Вӑрнарти аш-какай комбиначӗн архивӗнчи сӑн Мари Элти аш-какай комбиначӗ Вӑрнарти аш-какай комбинатне суда панӑ. Тавӑҫа Арбитраж сучӗ йышӑннӑ. Тавӑҫра Йошкар-Олари комбинат Вӑрнартине правасене пӑсма пӑрахма ыйтнӑ, унран вӑл куншӑн 5 миллон тенкӗ шыраса илесшӗн. Икӗ комбинат мӗнле кӑлпассишӗн тата тавар паллишӗн тавлашма тытӑннине пӗлтермен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Яндекс Карты сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Спорт министерстви хӑйне пӑхӑнакан темиҫе организаци ятне ылмаштарма йышӑннӑ. Сӑмахран, «В. Егорова олимп чемпионки ячӗпе хисепленекен Шупашкарти Олимп резервӗн 1-мӗш спорт шкулӗ» хысна учрежденийӗ ӳлӗмрен те хысна учреждениех шуланӗ-ха, анчах организаци ячӗ ҫумне «хушма пӗлӳ паракан» сӑмах хушса хунӑ. Олимп резервӗллӗ 2-мӗш, 3-мӗш, 4-мӗш, 5-мӗш, 6-мӗш, 7-мӗш, 8-мӗш, 9-мӗш, 10-мӗш спорт шкулӗсем, ҫавӑн пекех 11-мӗш спорт шкулӗ, футбол енӗпе спорт шкулӗ, лаша спорчӗн шкулӗ те хушма пӗлӳ паракан организацисем шутланӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кӑрлач уйӑхӗн 17-мӗшӗнче каҫхине Шупашкар районӗнчи Анатри Макаҫ ялӗнчи насос станцийӗнче сигнализаци ӗҫлеме пуҫланӑ. Вырӑна оперативлӑ следстви ушкӑнӗ ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсемпе пӗрле – овчарка та. Ингул ятлӑ йытӑ станцие кӗме хӑтланнӑ ҫын йӗрӗ ҫине ӳкнӗ, пӗр ҫухрӑм кайса ун патне илсе ҫитернӗ. Ҫапла йӗрке хуралҫисем Кӳлӗ урамӗнче пурӑнакан 21 ҫулти каччӑ патне ҫитсе тӑнӑ. Каччӑ 43 ҫулти пӗлӗшӗпе станцие кӗме хӑтланни пирки каласа кӑтартнӑ. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ЧР Элтеперӗ Патшалӑх Канашне янӑ ҫырура республикӑра ҫуралнӑ ачасене парне пама сӗннӗ. Вӑл – чӑваш тӗрриллӗ тум. «Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗнче тахҫантанпах сӳтсе явакан пулӑшу мерине пурнӑҫламалла тесе шутлатӑп. Ку – тин ҫуралнӑ ачана наци символикиллӗ парне парасси», - тенӗ Олег Николаев Элтепер. Палӑртмалла: унччен республикӑра чӳк уйӑхӗн 26-мӗшӗнче, Чӑваш тӗррин кунӗнче, ҫуралнӑ пепкесене кӑна кунашкал парне панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Яндекс.дзен сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнче пурӑнакан 22 ҫулти хӗрӗн ултавҫӑсене пула 2 миллиона яхӑн тенкӗ кредит тӳлеме тивӗ. Ун патне палламан ҫын шӑнкӑравласа такам ун ячӗпе кредит илме хӑтланнине пӗлтернӗ. Ӑна пӑрахӑҫлама хайхискер темиҫе операци тума ыйтнӑ. Вӗсене пурнӑҫласан вӑл ултавҫӑсен счечӗ ҫине 1 миллион та 991 пин тенкӗ куҫарнӑ. Ку укҫа - банкран машина туянма илнӗ кредит. Кун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheboksari.bezformata.com сайтри сӑн Пӗлтӗр Республика кунӗнче пӗрремӗш хут сӑра фестивалӗ иртнӗ. Ӑна кӑҫал та йӗркелесшӗн. Унӑн ячӗ - "Раҫҫейри симӗс ылтӑн" ятлӑ. Кӑҫал сӑра фестивальне ҫурла уйӑхӗн 12-19-мӗшӗсенче ирттерме палӑртнӑ. Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, унта сӑра тутанса пӑхма, сӑра вӗретмелли йӑла-йӗркепе паллашма, сӑра музейне курма пулать. Ҫавӑн пекех предприятисене экскурсие илсе каясшӑн. Аттракционсем те ӗҫлӗҫ. Фестиваль унчченхи вырӑнтах, Шупашкарти Юханшыв лапамӗнче, пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() wi-fi.ru сайтри сӑн Улатӑрта 12 ҫын пыршӑлӑх инфекцине пула пульницӑна лекнӗ. Вӗсем пурте суши-барта пулнӑ. Роспотребнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, Первомайски урамӗнче вырнаҫнӑ кафере пулнӑ 11 ҫын тата унта ӗҫлекен 1 ҫын чирлесе ӳкнӗ. Шар курнисен йышӗнче – 4 ача. Пурне те пульницӑна вырттарнӑ. Анализсем ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, Сальмонелла тупса палӑртнӑ. Суши-бар хуҫи тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, хушма профилактика мероприятийӗсем ирттерме хушнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Лиза Алерт» отряд страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем «Лиза Алерт» шырав отрячӗ пӗлтӗр ҫухалнӑ арҫынсене шырать. Вӗсенчен пӗри — Шупашкар районӗнчен, тепри — Етӗрне районӗнчен. Вӗсем ӑҫти пӗлтӗрхи раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗнченпе паллӑ мар. 53 ҫулти Анатолий Моисеев Шупашкар районӗнчи Мӑналта пурӑннӑ. Вӑл 173 сантиметр тӑршшӗ, вӑтам пӳ-силлӗ, тӗксӗм ҫӳҫӗ шуралма пуҫланӑ, тӗксӗм симӗс куҫлӑ. Килӗнчен арҫын хура куртка, хура джинс шӑлавар, хура кроссовки, хура калпак тӑхӑнса тухса кайнӑ. 65 ҫулти Владимир Филиппов Етӗрне районӗнчи Мӑн Чурашран. Вӑл — 175 сантиметр ҫӳллӗш, начаркка пӳ-силлӗ. Кӑвак курткӑпа, хура шӑлаварпа, тӗксӗм симӗс атӑпа, хура калпакпа пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Яндекс.дзен сайтри сӑн Шупашкар районӗнчи Ишлей ялӗнче пурӑнакан хӗрарӑм пенсие тухсан ватӑ тата сусӑр ҫынсене пӑхса укҫа ӗҫлесе илнӗ. Кун пирки вӑл тӗнче тетелӗнче хыпар вырнаҫтарнӑ. Ун патне ултавҫӑ шӑнкӑравланӑ. Хайхи палламан хӗрарӑм ватӑ амӑшне пӑхма ыйтнӑ. Хӑй командировкӑра-мӗн. Амӑшӗ патне эрнере темиҫе хут апат килсе памалла, килте тирпейлемелле имӗш. Хайхискер список ярса панӑ, кун валли укҫа куҫарнӑ пекки те тунӑ. Анчах Ишлей хӗрарӑмӗ патне укҫа ҫитмен те ӑна банкомат патне пыма ыйтнӑ. Унта вӑл палламан хӗрарӑм каласа пынипе смс-кода та пӗлтернӗ. Ҫапла ун картти ҫинчен 47 пин тенкӗ ҫухалнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() medicin.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗрпӳре тӗплӗ юсав хыҫҫӑн морг уҫнӑ. Вӑл Ҫӗрпӳри тӗп район пульницин территорийӗнче вырнаҫнӑ. Юсав ӗҫне пӗлтӗрхи кӗркунне пуҫӑннӑ, морга кӑҫалхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнче уҫӑлнӑ. Юсама пурӗ 9 миллион тенкӗ ытла уйӑрнӑ, ҫав шутран 8 миллионне — республика хыснинчен. Шел те, ҫын вилмесӗр пурӑнмасть, вилене аякка кастарма илсе ҫӳресси меллӗ мар. Асӑннӑ морг Ҫӗрпӳри тата Красноармейскинчи тӗп пульницӑсене тивӗҫтерсе тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |