Республикӑра
![]() chuvashia.sledcom.ru сайтран илнӗ сӑн Юсанмалли 9-мӗш колони пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. 2022 ҫулхи кӑрлач-раштав уйӑхӗсенче вӑл айӑпланнӑ пӗр ҫынна, лешӗ шалти йӗркене пӑснӑ пулин те, явап тыттарман. Ытти ӗҫчене те ҫав ҫынна тӗкӗнме хушман. Кунсӑр пуҫне пуҫлӑх айӑпланнӑскере ҫӑмӑллатнӑ условисем ҫине куҫма пулӑшасшӑн пулнӑ. Ҫавна май лайӑх характеристика панӑ, документсене алӑ пуснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() мосдольщик.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре ӗҫ укҫине вӑхӑтра тӳлемен предприятисемпе организацисем паян кун та пур. Пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗ тӗлне илсен, ӗҫ укҫин парӑмӗ — 26,4 миллион тенкӗ. Ҫав суммӑна 18 организацире пухса тултарнӑ, пурӗ 694 ҫын шалу кӗтсе пурӑнать. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, парӑм пухса янин тӗп сӑлтавӗ — организацисен укҫа ҫукки, вӗсенче производство калӑпӑшӗ чакни, пурнӑҫланӑ ӗҫшӗн заказчиксем вӑхӑтра тӳлеменни. Республикӑн Ӗҫ инспекцине кӑҫалхи икӗ уйӑхра ӗҫ укҫин парӑмӗ пирки 74 ҫын ҫӑхавланӑ. Яваплисем тӗрӗслевпе надзор ӗҫӗ ирттернӗ хыҫҫӑн предприяти-организацисем 127 ҫын умӗнчи 7,3 миллион тенкӗ парӑма тӳлесе татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Владимир Михайлов 2015 ҫулта тунӑ сӑн Йӗпреҫри автовокзалта - автоматизациленӗ тытӑм. Унта алӑксем хӑйсемех уҫӑлса хупӑнаҫҫӗ. Ҫапла майпа пассажир вокзал хупӑнсан та унта кӗме пултарать. Кун валли алӑк патӗнче пускӑча кӑна пусмалла. Сигнал диспетчер патне ҫитет те вӑл алӑка уҫать. Кунсӑр пуҫне вокзалта ЖК-телевизор пур. Унта автобуссемпе пуйӑссен расписанийӗ курӑнать. Ҫавӑн пекех залри сывлӑш температурине палӑртать вӑл. Вокзала видеокамерӑсем вырнаҫтарнӑ. Аудио- тата видеороликсем те курма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Комсомольски районӗнче икӗ арҫын ача пӗве патӗнче пӑр тӑрӑх ҫӳренӗ те каялла тухайман. Ара, пӑр ҫӳхе. Паллах, вӗсем хӑраса кайнӑ. Вӗсене пулӑшма пушар хуралӗн ӗҫченӗсем - пай пуҫлӑхӗ Иван Ананьев тата уйрӑм командирӗ Алексей Вунберов - ҫитнӗ. Вӗсем пусма-патакпа усӑ курса ачасене ҫыран хӗррине тухма пулӑшнӑ. Унта вӗсен сывлӑхне тӗрӗслесе киле янӑ. Ачасем аманман, хӑранӑ кӑна. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Патӑрьел районӗнчи Люля поселокӗнче ейӳ сарӑлнӑ. Вырӑна район прокурорӗ, администраци ӗҫченӗсем ҫитнӗ. Люля юханшывӗнче шыв шайӗ хӑпарнӑ. Ҫавна май ҫак ятлӑ поселокра ҫулсене шыв илнӗ. Прокуратура яваплӑ органсем ейӳпе мӗнле кӗрешнине тӗрӗслӗ. Халӗ шыв шайӗ чакма пуҫланӑ. Поселокра та ейӳ чакма пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи Кивӗ Тутайкассинче Ҫӗпӗр мурӗпе чирленӗ вӑкӑра пусни пирки хыпарласах тӑнӑччӗ. Юлашки хыпар инфекциллӗ какая Шупашкар районӗнче Явӑш ялӗнче пурӑнакансем туянни пирки пулнӑччӗ. Ҫав ҫынсем мӗн чухлӗ аш туяннине палӑртнӑ: 50 килограмм. Ҫав хуҫалӑхра дезинфекци тунӑ. Кивӗ Тутайкассинче вара хальлӗхе карантин. Унта тислӗке ҫунтараҫҫӗ. Ҫӗпӗр мурӗпе чирленӗ ҫынсен хуҫалӑхӗнче тепӗр вӑкӑр тата пӗчӗкрех выльӑхсем пур. Вӗсем сывах пулнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Вконтакте" сайтран илнӗ сӑн Ҫӑлавҫӑсем пӗлтернӗ тӑрӑх, Улатӑрта 15 кил хуҫалӑхне шыв кӗнӗ. Анчах пӑшӑрханмалли ҫук - Сӑрта шыв чакма пуҫланӑ. Ӗнер шыв шайӗ 7 сантиметр аннӑ. Мӑн Ҫавал вара ҫыранран тухать те тухать. Ҫӗрпӳ районӗнчи Туҫи ялне шыв илес хӑрушлӑх пур. Ун ҫывӑхӗнче ӗнер Мӑн Ҫавал 60 сантиметр хӑпарнӑ. Ейӳ сарӑлас хӑрушлӑх пур вырӑнсенче экстреннӑй службӑсем дежурствӑра тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Марат Михайлов. гибдд.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн патшалӑх автоинспекцийӗн управлени пуҫлӑхӗн заместителӗнче — пай пуҫлӑхӗнче тӑрӑшакан Марат Михайлова «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чысланӑ. Марат Сергеевич — полици полковникӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев алӑ пуснӑ. Полицин подполковникне Владимир Петрова вара Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чыслама йышӑннӑ. Владимир Александрович – Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин Наркотик ҫаврӑнӑшне тӗрӗслекен управленин «Гром» спецназӗн пайӗн пуҫлӑхӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Канмалли кунсем чӑн-чӑн ҫуркунне пекех ӑшӑ пулчӗҫ. Паян ҫӗрле те ҫумӑр ҫурӗ. Республикӑра юр нумай та юлмарӗ. Юлашки кунсенче ейӳ самай вӑйлӑ саралнӑ. Ҫакна кӑтартакан сӑнӳкерчӗксене тӗнче тетлне вырнаҫтарна. "Ҫыхӑнура" форумра Ҫӗрпӳри паркра шыв сарӑлнине сӑнлакан сӑнӳкерчӗксем вырнаҫтарнӑ. Унта пӗчӗк юханшыв пуҫланать, кайран вӑл Мӑн Ҫавала лекет. Паркра пӗчӗк пӗве те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи Кӑшаркасси ялӗнче пурӑнакансем те ейӳрен шар курма пуҫланӑ. Унта Ункӑ юханшывӗ ҫыранран тухнӑ. Пӗр хуҫалӑхра ейӳ анкартинче сарӑлнӑ. Теплицӑсем ҫурри таран шыв айне пулнӑ. "Шыв татах килет. Нӳхрепе, тӗп сакайне шыв кӗнӗ", - ҫапла пӗлтернӗ халӑх корреспонденчӗ "Про Город" хаҫата. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |