Республикӑра
![]() kolodischi.by сайтри сӑн Ҫулталӑк вӗҫлениччен республикӑра агромаркет уҫма палӑртнӑ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ. Унта фермерсен продукцине сутӗҫ. Кунашкал лавкка пирӗн патра хальччен пулман. Раҫҫейре те ҫук. Агромаркетра фермерсем валли вырӑнсем пулӗҫ. Ҫитес вӑхӑтра лавккан дизайн тата суту-илӳ технологийӗн концепцине хатӗрлӗҫ. Агромаркета хута яма республика хыснинчен 41 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chgtrk.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри промышленность предприятийӗсене ҫӗнӗ оборудовани туянма укҫа парӗҫ. Пӗтӗм тӑкака хысна шучӗпе саплаштараймӗҫ те, анчах пӗр пайне валли республика бюджетӗнчен «кӗмӗл» уйӑрма пӑхса хӑварнӑ. Ӗнер, ака уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, вара субсидие кама парассине суйласа илекен комисси йышне ҫирӗплетнӗ. Хушӑва республика ертӳҫи Олег Николаев алӑ пуснӑ. Документа республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Етӗрне районӗнче водитель ҪҪХПИ инспекторӗсем тӑнине курсан вӗсем патне ҫитмесӗрех ҫул хӗрринче чарӑннӑ. Инспекторсем кунта темӗн пулнине ӑнланнӑ та ун патне пынӑ. Хайхи водитель права кӑтартнӑ. Анчах инспекторсем вӑл суя пулнине тӳрех ӑнланнӑ. Базӑра пач урӑх ҫыннӑн ячӗ-хушамачӗ тухнӑ. Кӑкшӑмра пурӑнакан 34 ҫулти арҫыннӑн нихӑҫан та водитель прави пулман иккен. Кӑна вӑл тӗнче тетелӗнче укҫалла туяннӑ. Вӑл унччен судпа айӑпланни паллӑ. Халӗ те суя документпа усӑ курнӑшӑн суд сакки ҫине ларма тивӗ. Ҫитменнине, вӑл машинине те регистрацилемен.. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() msk.kprf.ru сайтри сӑн Шупашкар районӗнчи пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ӗҫ машинипе харпӑр хӑйӗн тӗллевӗпе усӑ курнӑ. Ҫакна прокуратура тӗрӗслев ирттерсен тупса палӑртнӑ. Йӗркене пӑснӑ пуҫлӑх тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна штраф тӳлеттернӗ. Сӑмах май, куншӑн нумайран та 500 пин тенкӗх штраф хураҫҫӗ. Текех унашкалли ан пултӑр тесе Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе те представлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вконтакте сайтри сӑн Кӑҫал "Вилӗмсӗр полк" акцие массӑллӑ ирттермӗҫ. Ҫапла пӗлтернӗ республика влаҫӗ. Ҫакна хӑрушсӑрлӑх тӗллевӗпе тӑваҫҫӗ. Анчах ку акци пач иртмест тенине пӗлтермест. Вӑл урӑх форматпа пулӗ. Тӗслӗхрен, вӑрҫа хутшӑннӑ тӑванӑн портретне машина ҫине ҫирӗплеме пулать. Е халӑх тетелӗнчи страницӑра аватарка вырӑнне паттӑр тӑванӑн сӑнне лартма юрать. Е вӑрҫӑ ветеранӗн сӑнне пейдж ҫине вырнаҫтарма пулать. Ҫакнашкал форматпа иртӗ те "Вилӗмсӗр полк" Пӗтӗм Раҫҫейри акци. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ку ыйту Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Шулю ялӗнче пурӑнакансене пӑшӑрхантарнӑ. Хуравӗ тупӑннӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Шулю ялӗнче тин вырнаҫтарнӑ шыв башни ӳкнӗ. Ӑна раштав уйӑхӗнче кӑна лартнӑ. Башня вӑйлӑ ҫил чухне ӳкнӗ. Ӑна шыв пӑрӑхӗпе сыпӑнтарса та ӗлкӗреймен. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн башня мӗншӗн ӳкнине палӑртнӑ. Подрядчик ӑна вырнаҫтарнӑ чухне проектри пӗтӗм условие пӑхӑнман. Прокуратура пӗлтернӗ тӑрӑх, подрядчик хӑйӗн шучӗпе ҫӗнӗ башня лартма палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тин ҫуралнӑ ачасене наци тӗрриллӗ парне пама тытӑнӗҫ. Ку кӑҫал кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ пепкесене те пырса тивет. Мӗнле парне парӗҫ? Ку тӗллевпе ятарласа сасӑлав ирттерни пирки пӗлтернӗччӗ. Сасӑлава пӗтӗмлетнӗ, мӗнле парне парассине суйланӑ. Чылайӑшӗ 1-мӗш парнешӗн сасӑланӑ. Ун йышне тӗрӗллӗ пододеяльник, простынь тата наволочка кӗреҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян ирхине, 8 сехет те 44 минутра, Йӗпреҫ районӗнчи Костер поселокӗнче дача ҫуннине асӑрханӑ. Пушара тепӗр сехетрен сӳнтернӗ. Анчах унччен 3 дача ҫунса кайнӑ. Юрать-ха, пушартан шар курнисем, суранланнисем пулман. Халӗ ҫулӑм епле майпа тухнине тӗпчеҫҫӗ. Палӑртмалла: ҫуркунне пуҫланнӑранпа республикӑра дачӑсем пӗрре мар ҫуннӑ. Ытларах чухне инкек типӗ курӑк ҫунтарнине пула сиксе тухать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ архивӗнчи сӑн Ҫӗнтерӳ кунӗ тӗлне Чӑваш Енри ветерансене 10 пин тенкӗ парӗҫ. Кӑҫал ӑна 100 ҫын тивӗҫӗ. Вӗсем - вӑрҫӑ ветеранӗсемпе сусӑрӗсем. Ҫын шутне ака уйӑхӗн 1-мӗшӗнчи кӑтартусем тӑрӑх шута илӗҫ. Ҫав кун хыҫҫӑн ветеран вилнӗ тӗк укҫана тӑванӗсем тивӗҫӗҫ. 10 пин тенке илес тесен нимӗнле заявлени те ҫырмалла мар. Вӑл пенси укҫипе пӗрле килӗ. Сӑмах май, пӗлтӗр 10 пин тенке республикӑри 141 ветеран тивӗҫнӗ. Шел те, вӗсем сахаллансах пыраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() moshenik.ru сайтри сӑн Вӑрмар районӗнчи ҫамрӑк фермера шӑнман пӑр ҫине лартса хӑварнӑ ултавҫӑсене тытса чарнӑ. Вӗсем - Ҫыр Чаллӑри икӗ арҫын. Хайхскерсем ытти регионти ҫынсене те улталанӑ. Акӑ мӗн пулса иртнӗ: кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче 26 ҫулти фермер тӗнче тетелӗнчи пӗлтерӳ урлӑ удобрени туянас тенӗ. Вӑл сутуҫа 440 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Лешӗ кун хыҫҫӑн ҫыхӑнӑва тухма пӑрахнӑ. Фермер укҫасӑр та, удобренисӗр те тӑрса юлнӑ. Ҫыр Чаллӑри 25-ри тата 26 ҫулти арҫынсем тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |