Республикӑра
![]() Яндекс сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑри социаллӑ учрежденисене те реорганизацилеҫҫӗ текен сӑмах унччен тухнӑччӗ-ха. Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине пӑхӑнакан ҫав учрежденисене пӗрлештерме тытӑннӑ. Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ йышӑнура палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, Улатӑрти халӑхӑн социаллӑ Ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра тата унти Ҫул ҫитменнисен реабилитаци центрне пӗр ҫӗре пӗрлештерме йышӑннӑ. Асӑннӑ хысна учрежденийӗсем малашне пӗр организаци пулса тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Паян – Пӗтӗм тӗнчери юн паракансен кунӗ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев телеграм-каналӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре ҫулсерен 9 пин ҫын донор пулса тӑрать. Олег Алексеевич хӑй те донор, вӑл ҫынсен пурнӑҫне ҫӑлма пулӑшнӑшӑн хӗпӗртенине палӑртнӑ. ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗ Владимир Степанов пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш Енре хальхи вӑхӑтра 4,4 пин Хисеплӗ донор шутланать. Пӗлтӗр юпа уйӑхӗнче 4,3 Хисеплӗ донор пулнӑ. Кам-ха вӑл – Хисеплӗ донор? Ҫак ята 40 хутчен юн панӑ ҫынсем тивӗҫеҫҫӗ. Вӗсене ҫулсерен укҫан хавхалантараҫҫӗ. Кӑҫал ку тӳлев 16,58 тенкӗпе танлашать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Элӗк, Ҫӗмӗрле тат Ҫӗрпӳ районӗсенче кустӑрма ҫинчи автоклуб ӗҫлеме тытӑнӗ. Ӗнер вӗсен уҫҫисене тыттарнӑ. Автоклубсене «Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн туяннӑ. Вӗсенче пуҫтарса сӳтмелли сцена, хывса тӑхӑнмалли пӳлӗм, сасӑ тата ҫутӑ хатӗр-хӗтӗрӗ, коллективри 15 ҫын валли вырӑн пур. Ҫавӑн пекех генератор ӗҫлет, вӑл автоклуба 4 сехет электроэнергипе тивӗҫтерме пултарать. ЧР Культура министерстви шантарнӑ тӑрӑх, ҫакнашкал куҫса ҫӳрекен клубсем кашни районтах пулмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Дмитрий Краснов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енре модульлӗ хӑна ҫурчӗсем (глэмпингсемпе кемпингсем) пулӗҫ. Вӗсене хӑпарса лартма ҫӗршывӗ хыснинчен 178 миллион ытларах тенкӗ укҫа килӗ. Хушӑва РФ Правительствин Председателӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ. Чӑваш Енӗн экономика министрӗ Дмитрий Краснов халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ку — пирӗн тӑрӑхри заявкӑсен суммин 38 проценчӗ пулать. Хыснаран уйӑракан ҫав укҫа модульлӗ гостиницӑсене ҫӗклеме, туянма тата монтаж тума кайӗ. Пирӗн республика пурӗ 11 заявка тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Чеб.ру" сайтри сӑн Куславкка районӗнчи Аслӑ Куснар ҫывӑхӗнче туса лартнӑ асӑну комплексӗнче (ӑна Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене чавнӑ паттӑрсене халалланӑ) ҫӗр ҫийӗн каҫмалли каҫӑ тӑвасшӑн. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Элтепер палӑртнӑ тӑрӑх, асӑну комплексне ҫын нумайрах та нумайрах килме тытӑннӑ. Ҫавӑнпа вӗсем валли хӑрушсӑр условисем туса памалла. Олег Николаев "Волго-Вятскупрдор" пуҫлӑхне Илдар Мингазова каҫӑ тата стоянка тумашкӑн пулӑшма ыйтнӑ. Вӑл ку ыйтӑва пӑхса тухма шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() progoroduhta.ru сайтри сӑн Респбликӑна "Мистр Сидр" ӗҫмене официаллӑ майпа кӳрсе килмен пулсан та йӗрке хуралҫисем 800 ытла суту-илӳ вырӑнне тӗрӗсленӗ. Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче Шупашкарта, Улатӑрта, Ҫӗмӗрлере ҫак ӗҫмене сутнине тупса палӑртнӑ. Ӑна туртса илнӗ, экспертизӑна янӑ. Аса илтерер: Чӗмпӗр облаҫӗнче ҫынсем сидр ӗҫсе вилнӗ. Ытти регионта та кунашкал тӗслӗхсем пулнӑ. Улатӑрта 19-ти каччӑ сидрпа наркӑмӑшланнӑ тесе пӗлтернӗччӗ. Телее, диагноз ҫирӗпленмен, унӑн тахҫанхи чирӗ хайӗн пирки аса илтернӗ-мӗн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Пӗлтӗр ҫулталӑк вӗҫӗнче Ҫӗмӗрле районӗн арҫынни автомобилӗн ҫуллахи резинине сутма тесе тӗнче тетелӗнче пӗлерӳ вырнаҫтарнӑ. Илекен часах тупӑннӑ. Хайхи ҫын укҫана банк картти ҫине куҫарма сӗннӗ. Вӑл сутуҫа каҫӑ ярса панӑ. Лешӗ унта банк карттин даннӑйӗсене ҫырнӑ та укҫасӑр тӑрса юлнӑ: счечӗ ҫинчи мӗнпур укҫине "хырса" кайнӑ. Пӗтӗмпе - 8 пин тенкӗ ытла. Вӑрра тытса чарнӑ. Вӑл - Удмурт Республикинчи пӗр техникум студентки, 17 ҫулта кӑна. Укҫана хӗр каялла тавӑрса панӑ.Ӳ Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян республикӑра аслатиллӗ ҫумӑр ҫурӗ. Хӑш-пӗр районта - вӑйлах. Шупашкар районӗнчи Вашук ялӗнче 16 сехетре пӑр ҫунӑ. Етӗрне районӗнче те пӑр ӳкнӗ. Аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ вӑхӑтра, 16 сехетре, Шупашкар районӗнчи Кайри Ункӑпуҫ ялӗнче ҫурт ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм пӳрте йӑлтах ярса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркаш районӗнчи Ильинкӑри юманшӑн сасӑлама ӗлкӗрӗр. Вӑл ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пырать. Чӑваш Енри юман, 372 ҫул тултарнӑскер, «Раҫҫейри ҫулталӑк йывӑҫҫи» конкурса хутшӑнать. 2020 ҫулта вӑл иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ. Кӑҫал пирӗн юман сасӑлавра хальлӗхе 3-мӗш вырӑнта пырать. Уншӑн 6 пин ытла ҫын сасӑланӑ. Пӗрремӗш вырӑнта – Белгород облаҫӗнчи юман, иккӗмӗш вырӑнта – Питӗрти йывӑҫ. Ильинкӑри юманшӑн ҫак каҫӑпа сасӑлама пулать: https://rosdrevo.ru/. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Улатӑрти лесничествӑра тухнӑ пушара специалистсем 3 сехетрен сӳнтернӗ. Ҫулӑм 0,2 гектар ҫинче алхаснӑ. Ҫӗртме уйӑхӗн 8-мӗшӗнче 12 сехет те 53 минутра видиомониторинг пулӑшнипе вӑрманта пушар тухнине асӑрханӑ. Ҫулӑм вӑрман ҫулӗ хӗрринче сарӑлма пуҫланӑ. Ҫавна май пушар мӗншӗн тухнине малтанлӑха пӗлтернӗ: пирус туртнине пула. 16 сехет те 5 минутра ҫулӑма сӳнтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |