Республикӑра
![]() mzdrav.rk.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Муркаш районӗнчи прокуратура асӑннӑ тӑрӑхри Александровскинчи врач амбулаторине тӗпрен юсассине епле йӗркеленине тӗрӗсленӗ. Юсав ӗҫӗпе «ПремьеР» суту-илӳпе промышленность компанийӗ кӳлӗнме килӗшнӗ. Унпа ятарлӑ килӗшӳ тунӑ, алӑ пусса ҫирӗплетнӗ. Контрактра пӑхса хӑварнӑ тӑрӑх, мӗнпур ӗҫе 2022 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 30-мӗшӗ тӗлне вӗҫлемелле пулнӑ. Анчах строительсем васкаман. Ҫавна кура прокуратура подряд организацийӗ ячӗпе асӑрхаттару хучӗ ҫырнӑ, унӑн директорӗ тӗлӗшпе административлӑ ӗҫ пуҫарса 110 пин тенкӗ штраф хуса панӑ. Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн стройорганизаци ӗҫе хӑвӑртлатнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() tury.ru сайтри сӑн Муркаш районӗнчи ватӑ юман каллех «Ҫулталӑкри йывӑҫ» наци конкурсне хутшӑнса мала тухассишӗн кӗрешет. Ҫак юман республикӑра чи ватти кӑна мар, чи пысӑкки те. Вӑл 372 ҫулта, 24 метр ҫӳллӗшне ӳссе ҫитнӗ. Вулли 2 метр сарлакӑш. Палӑртмалла: конкурса истори пӗлтерӗшлӗ 69 раритет хутшӑнать. Хӑш йывӑҫ ҫӗнтерни ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн паллӑ пулӗ. Хальлӗхе пирӗн юман пӗрремӗш вырӑнта пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Валентина Алексеева архивӗнчи сӑн Ҫак кунсенче Шупашкарта «Чӑваш Ен мисӗ» конкурс финалӗ иртнӗ. Чиперккесем илемне кӑна мар, пултарулӑхне те кӑтартнӑ. Жюри вӗсене темиҫе критерипе хакланӑ. Кӑҫал «Чаваш Ен мисӗ» конкурсра Шупашкарти 5-мӗш гимназире 10-мӗш класра ӑс пухакан Валентина Алексеева ҫӗнтернӗ. «Кастингчен эпӗ подиум ҫинче те пулса курман, мода тӗнчипе те кӑсӑкланман», - палӑртнӑ Валентина. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӑлкуҫ: chgtrk.ru Канаш районӗнчи Мӑкӑр кӗперне ЕРРНа федераци пӗлтерӗшлӗ культура еткерлӗхӗ пек кӗртнӗ. Палӑртмалла: кӗпере 1916 ҫулта тунӑ. Унпа чукун ҫул пек усӑ курнӑ. Анчах 1986 ҫулта вӑл ӗҫлеме пӑрахнӑ. Кӗпер хӑйне евӗрлӗхӗпе, аркӑсен ҫӳллӗшӗпе палӑрса тӑрать. Хальхи вӑхӑтра Мӑкӑр кӗперӗ туристсене илӗртет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Республикӑри икӗ ача ҫӗлен сӑхнинчен шар курнӑ. Вӗсем халӗ Шупашкарти пульницӑра сипленеҫҫӗ. Икӗ ача та ҫӗлене пӑхас, тытса курас тенӗ. «Ҫӗлен куртӑм. Медянкӑччӗ. Ӑна тӳрех палларӑм. Сӑн ӳкерме шутларӑм. Алла ҫывӑхрах илсе пытӑм кӑна – вӑл мана сӑхрӗ», - каласа кӑтартнӑ арҫын ача. Тепӗр ача вара биологи урокӗнче ҫӗленсем пирки вӗренсен тантӑшӗсемпе ӑна шкул картишӗнче тупнӑ, тытса пӑхма шутланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян республикӑра вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ. Темиҫе районта пӑр ӳккеленнӗ. 15 сехет те 15 минутра Шупашкар районӗнчи Сарапакасси ялӗнче пӑр ҫунӑ. Кайран "Про Город" хаҫата Карачура патӗнче те пӑр ӳкни пирки пӗлтернӗ. Тепӗртакран пӑр пӗлӗчӗсем Шупашкарти кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районне ҫитнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи "Строиндустри" тата "Вишенка" сад юлташлӑхӗсене хир сыснисем иленнӗ. Ҫынсенчен хӑрамаҫҫӗ, вӗсем апат шыраҫҫӗ. Иккӗмӗш кун ӗнтӗ хир сыснисем сад юлташлӑхӗсенче пахчана кӗрсе ыхрасене, тюльпансене, сухансене тӑпӑлтараҫҫӗ. Йытӑсем валли хӑварнӑ апата та ҫисе яраҫҫӗ. Хӑйсем ҫынсене тӗкӗнмеҫҫӗ. Ҫапла пӗлтернӗ "Про Город" хаҫата халӑх корреспонденчӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() news.1777.ru сайтри сӑн Кӑҫал нарӑс уйӑхӗнче Етӗрне арҫынни руль умне ӳсӗрле ларнӑ та правасӑр тӑрса юлнӑ. Ӑна административлӑ майпа явап тыттарнӑ. Анчах ку ӑна машинӑпа ҫӳреме чарман - вӑл каллех "тимӗр урхамах" тапратса тухнӑ. Хальхинче те вӑл ӳсӗр пулнӑ. Суд арҫынна патшалӑхшӑн 120 сехет ӗҫлеттерме йышӑннӑ. Кунсӑр пуҫне унӑн транспорт рулӗ умне лармалли ӗҫпе ҫулталӑк ҫурӑ ӗҫлеме юрамӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Суд приставӗсен архивӗнчи сӑн Ҫӗрпӳ районӗнчи хӗрарӑмӑн суд йышӑнӑвӗпе килӗшӳллӗн алимент тӳлемелле пулнӑ. Анчах вӑл ачисемшӗн куҫарса паман. Ҫапла унӑн парӑмӗ 1 миллион ытла тенкӗ пухӑннӑ. Прокуратура хыпарланӑ тӑрӑх, хӗрарӑма суд тунӑ, ӑна колони-поселение 6 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнчи космонавтика музейне ҫӗнетсен унта 10 метр диаметрлӑ, 60 вырӑнлӑ планетари пулӗ. Ҫапла пӗлтернӗ ЧР Элтеперӗ Олег Николаев. Тӳре-шара ҫак кунсенче проектпа смета документаци экспертиза витӗр тухасса, унтан федераци инвестици программине кӗрессе кӗтет. Аса илтерер: Шупашкарти Николаев паркӗнче планетари тӑвасси пирки 2012 ҫултах калаҫнӑ. 2016 ҫулта ун валли 500 млн тенке яхӑн кирлине пӗлтернӗ, 2020 ҫулта 800 ытла млн тенкӗ каяссине каланӑ. Кайран планетари пирки вуҫех калаҫма пӑрахнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |