Республикӑра
![]() Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 175 ҫул ҫитнине уявланӑ май логотип суйлассине пӗлтернӗччӗ. Пӗтӗмпе конкурса 76 ӗҫ килнӗ. Вӗсенчен 4-шӗ иккӗмӗш тапхӑра куҫнӑ. Вӗсенчен чи лайӑххине суйлӗҫ те. Пӗр ӗҫ Чӗмпӗр облаҫӗнчен пулнӑ. Ыттисем - пирӗн республикӑран. Конкурса ытларах шкул ачисемпе студентсем хутшӑннӑ. Чи лайӑх логотипа ҫитес эрнере суйлӗҫ. Ҫӗнтерӳҫе 100 пин тенкӗ парса хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Сӑрҫи" заповедникри фотокапкӑнсем хӑмӑр упана ӳкерсе илнӗ. Эппин, Чӑваш Енре ҫак тискер чӗрчунсем хӗл ыйхинчен вӑраннӑ. Фотокапкӑнсем упа вӑрманта апат шыранине ӳкернӗ. Ӑна ӑннӑ темелле - вӑл хӗлле вилнӗ чӗрчун виллине тупнӑ. Юлашки статистика кӑтартнӑ тӑрӑх, Чӑваш Енре 30 ытла хӑмӑр упа пурӑнать. Вӗсене республикӑри Хӗрлӗ кӗнекене кӗртнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкелӗ лару-тӑру министерстви тунӑ сӑн Юр ирӗлсе пӗтнӗпе пӗрех. Эппин, ейӗве пӗтӗмлетме вӑхӑт. Телее, кӑҫал ейӳ тапхӑрӗ пысӑк инкексемсӗр иртсе кайнӑ. Кӑҫал ҫурхи ҫанталӑк самай маларах килчӗ пулсан та лару-тӑру лӑпкӑ пулнӑ. Ҫапах уйрӑм хуҫалӑхсене шыв кӗни, юханшывсем пӗве урлӑ каҫса кайни пулнӑ. Паянхи кун юханшывсенче шыв шайӗ чакса пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kukmor-rt.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пуш уйӑхӗн 31-мӗшӗнче Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев ҫынсен ыйӑвӗсене тӳрӗ эфирта хуравланӑ чухне Элӗк районӗнчи пӗр хӗрарӑм Мӑн Этмен плотини ишӗлме пуҫлани, «Испухан — Мӑн Ямаш» ҫул япӑхни пирки пӗлтернӗ. Олег Николаев ҫирӗплетсе панӑ тӑрӑх, сметӑпа проект докуменчӗсене хатӗрлесе ҫитернӗ. Республика ертӳҫи ӗнентернӗ тӑрӑх, плотинӑна кӑҫал, ҫула ҫитес ҫул юсама палӑртнӑ. Плотинӑсене тӗрӗслес ӗҫе республикӑра 2020 ҫултах пуҫланӑ-мӗн. Нумайӑшӗн хуҫи ҫук. Халӗ ҫав кӑлтӑка пӗтерессипе ҫине тӑраҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Васкавӑ медпулӑшу машини Шупашкар районӗнчи пӗр яла пациент патне ҫитнӗ те пӳрчӗ патне ҫитеймен - унта асфальт ҫул ҫук. Пациент вара, 40 ҫулти ӳсӗр арҫын, килӗнче такӑнса ӳксе кӑкӑр тӗлӗнчи шӑммине хуҫнӑ. Вӑл пульницӑна пырасшӑн та пулман-ха, ыратнине ирттерекен укол тума ҫеҫ ыйтнӑ. Тухтӑрсем ӑна ҫапах ӳкӗте кӗртнӗ, анчах машина патне наҫҫилккапа кам йӑтса тухӗ? Вӗсене Инкеклӗ лару-тӑру министерствин ӗҫченӗсем пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Етӗрнере пӑрпа ларса кайнӑ ачасене ӑннӑ темелле. Юрать, ҫав вӑхӑтра пулӑҫ машинӑпа иртсе пынӑ. Телее, унӑн пӗрле кимӗ те пулнӑ. Арҫынна хӗрарӑмсем чарса пулӑшу ыйтнӑ. Ачасем пӗр метр тӑршшӗ пӑр катӑкӗ ҫинче тӑнӑ. Шыв самай вӑйлӑ юхнӑ. Арҫын часрах кимме тапратса ачасене ҫӑлма васканӑ. Часах вӑл вӗсене хӑваласа ҫитнӗ. Ачасене кимӗ ҫине лартса ҫыран хӗррине илсе тухнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗпӗр мурне пула Ҫӗрпӳ тата Сӗнтӗрвӑрри районӗсенче тискер чӗрчунсене тытассине чикӗленӗ. Ку хушӑва ЧР Элтеперӗ Олег Николаев пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Хушура палӑртнӑ тӑрӑх, чӗрчунсене тытассине ака уйӑхӗн 30-мӗшӗччен чикӗленӗ. Ытларах чухне Ҫӗпӗр мурӗ чӗрнеллӗ чӗрчунсем чирлеҫҫӗ. Ҫапах хир сыснисем, тилӗсем, йӗкехӳресем инфекциленнине те палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кӑҫалхи кӗркунне урӑлтаркӑч уҫӑлӗ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев пӗлтернӗ. Шупашкарта урӑлтаркӑч уҫас ыйтӑва пӗлтӗр тӗрлӗ ларура пӗрмаях сӳтсе явнӑ. Вӗсене Чӑваш Енӗн Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем, ытти ведомствӑпа министерствӑра тӑрӑшакансем хутшӑннӑ. Паянхи куна илсен урӑлтаркӑч хӑш тӗлте пуласси татӑклӑн паллӑ мар-ха, ӑна каярах пӗлтерӗҫ. Аса илтерер: хӑй вӑхӑтӗнче урӑлтаркӑчсене хупса пӗтернӗччӗ. 2021 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнченпе 464-мӗш номерлӗ федераци саккунӗ вӑя кӗчӗ. Эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлнӗ е наркотикпа е ытти ҫавӑн пек япалапа минренисене пулӑшма урӑлтаркӑчсем уҫмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kidsbebus.ru сайтри сӑнукерчӗк ЧР Юстици ӗҫӗсен патшалӑх служби сайра тӗл пулакан ятсен ТОПне хатӗрленӗ. Ашшӗ-амӑшӗ ачисене мӗнлерех ятсем хураҫҫӗ-ха? Арҫын ачасен хушшинче сайра тӗл пулакан ятсен ТОП-8: Ганим, Родриго, Одилжон, Авель, Елизар, Джабраил, Деомид, Араз. Хӗрачасен ТОПне вара ҫаксем лекнӗ: Бушро, Эилин, Евника, Кириена, Гомирис, Сумая, Тея, Осия. Арҫын ачасене ытларах Матвей ят хунине палӑртнӑ, хӗрачасене - София. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() yakutia.mk.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарти арҫын 19 ҫул каяллах ҫухалнӑ. Анчах вӑл ав халӗ таврӑннӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче, 2007 ҫулта, ӑна хыпарсӑр ҫухалнисен йышне кӗртнӗ. Арҫын халӗ таврӑнсан ӑнлантарнӑ тӑрӑх, вӑл тӗрлӗ хулара 2004 ҫултанпа вахта мелӗпе ӗҫленӗ. Арҫын таврӑннине кура суд вӑл хыпарсӑр ҫухалнӑ тесе йышӑннине пӑрахӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |