Республикӑра
![]() НТРК тунӑ видео скринӗ Ҫӗрпӳ районӗнче Ҫӗпӗр мурӗпе чирленӗ ҫынсене пульницӑран киле кӑларнӑ. Аса илтерер: пуш уйӑхӗнче ҫак районти Кивӗ Тутайкасси ялӗнчи икӗ ҫын вӑкӑр пуснӑ хыҫҫӑн Ҫӗпӗр мурӗпе чирленӗ. Какая вӗсем Шупашкар районӗнчи Явӑш ялӗнчи ҫынсене сутнӑ. Аша вӗсенчен илсе ҫунтарса янӑ, килӗсене дезинфекци тунӑ. Сӑмах май, Кивӗ Тутайкассинчи ҫынсене Ҫӗпӗр мурӗнчен вакцинацилеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен тин ҫуралнӑ ачасене тӗрӗллӗ парне пама пуҫлӗҫ. Ӑна 2023 ҫулхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗ хыҫҫӑн ҫуралнӑ ачасем тивӗҫӗҫ. Парне йышӗнче мӗн пулӗ-ха? ЧР Элтеперӗ Олег Николаев ҫакна пӗлес тесе ыйтӑм ирттерет. Виҫӗ вариант сӗннӗ. Пӗрремӗшӗ: пододеяльник, тӗрленӗ алшӑлли, простынь, юмахсен кӗнеки. Иккӗмӗшӗ: ача утиялӗ, тӗрӗллӗ кипке, ахаль кипке. Виҫҫӗмӗшӗ: капюшонлӑ алшӑлли, чӗрне касмалли хачӑ, погремушка, прорезыватель, ӗмкӗчлӗ бутылка. Хальхи вӑхӑтра 1-мӗшӗшӗн ытларах сасӑ панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chgtrk.ru сайтри сӑн Паян ирхине «Шупашкар – Ҫӗрпӳ» маршрутпа ҫӳрекен водительсем забастовкӑна тухнӑ. Ӑна пассажирсем 125-мӗш номерпе пӗлеҫҫӗ. Ирхине автобуссем 50 минутран кӑна ҫӳрени забастовкӑпа ҫыхӑннӑ. Темиҫе водитель ӗҫе тухман. Мӗншӗн? Вӗсен кулленхи плана ӳстернӗ-мӗн, 5 пин тенке ҫитернӗ. 11 сехет те 6 минутра перевозчик лару-тӑрӑва уҫӑлматнӑ. Ҫав вӑхӑт тӗлне автобуссем яланхи пекех ҫӳреме пуҫланӑ. Перевозчик ӑнлантарнӑ тӑрӑх, водительсем пассажирсене билет паман, укҫана кассӑна хуман. Линире тӗрӗслев пулнӑ, ку вара водительсене килӗшмен. «Пассажирсен водительтен билет ыйтмалла», - тенӗ перевозчик. . Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Куславккари «Кайӑк вӗҫевӗ» ятлӑ вырӑн чылай ҫынна, туриста илӗртет. Унтан тавралӑх питӗ илемлӗ курӑнать, Атӑл вара алӑ тупанӗ ҫинчи пекех. Анчах ҫав вырӑнта чуччу кӑна пур. Куславкка район администрацийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал унта ҫуллахи кафе пулӗ. Ӑна тума тытӑннӑ ӗнтӗ. Администрацин шухӑшӗпе, ҫав лапамра парковка валли вырӑн сахал. Ҫавӑнпа унта хушма вырӑнсем тӑвасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() drive.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен ӗҫне тивӗҫтерекен республика служби 7 вырӑнлӑ минивэн туянма аукцион ирттерессине пӗлтернӗ. Тӳре-шара валли «Hyundai Staria» автомобиль туянасшӑн. Ҫав машина 7,1 миллиона яхӑн тенкӗ тӑрать. Укҫана тӗллевлӗ субсиди шучӗпе уйӑрасшӑн иккен. Аукцион пӗтӗмлетӗвӗ ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче палллӑ пулӗ. Ҫавӑн хыҫҫӑн ҫичӗ кунта машина гаражра пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() kartinkin.net сайтри сӑн Чӑваш Ен Республика кунне хатӗрленме тытӑннӑ. Кӑҫал уяв йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Шупашкарта иртӗ. Ҫавӑн пекех уяв лапамӗ валли тепӗр муниципалитет суйлаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл Ҫӗнӗ Шупашкарта пулӗ. Яланхи пекех Акатуй, «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестиваль, фейерверксен фестивалӗ иртӗ. Шупашкарта экономика форумӗ 13-хут пулӗ. Ҫӗнӗлӗхсем те пур. Кӑҫал Ҫамрӑксен уйлӑхне йӗркелеме палӑртнӑ. Вӑл «Культурӑсен диалогӗ» ятлӑ пулӗ. Ӑна Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен федераци агентствипе пӗрле йӗркелӗҫ. Ҫавӑн пекех Чечексен фестивальне пӗрремӗш хут ирттерме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Прокуратура тунӑ сӑн Муркаш районӗнчи Кашмаш шкулне 2020 ҫул пуҫламӑшӗнче уҫнӑ. Кӑҫал ҫуркунне вара унӑн территорийӗнче тӑпра ишӗлсе аннӑ. Юрать-ха, ҫав вӑхӑтра ачасем каникулта пулнӑ – никам та суранланман. Асфальтпа пӗрле тимӗр карта та ишӗлнӗ. Ҫапла ҫырма хуҫалӑх объекчӗ патнех ҫитнӗ. Вӑл вара шкул ҫурчӗшӗн пӗлтерӗшлӗ. Унта та ҫӗр ишӗлмӗ-и? Шкулти лапама кӳрсе килнӗ тӑпра ҫинче тунӑ-мӗн. Шкулшӑн пӑшӑрханмалли ҫук – вӑл ҫирӗп ҫӗр ҫинчех ларать. Пушӑн 31-мӗшӗнче авариллӗ бригада, газ служби шкула тӗрӗсленӗ те ачасене шкулта вӗренме нимӗн те чӑрмантарманнине палӑртнӑ. Затройщик ҫӗр типсенех ӗҫе пуҫӑнма шантарнӑ – хальлӗхе шкулӑн гаранти пур-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Яндекс.Дзенри "Авангард IT-индустрии" сӑнӳкерчӗкӗпе усӑ курса Таисия Ташней хатӗрленӗ коллаж Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче чӑвашла пӗлекен программист кирлӗ. Институтӑн сайтӗнче хыпарланӑ тӑрӑх, чӑваш чӗлхине (калаҫма тата ҫырма) тата программӑлас ӗҫе пӗлекен специалист кирлӗ. Ӗҫе официаллӑ майпа илӗҫ. Резюмене human2000@yandex.ru электрон почтӑпа ярса пама ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() «Новостная барахолка» пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Етӗрнери пӗр ҫамрӑк палламан кинемее пулӑшнӑ. Ҫавӑн пирки ватӑ ҫын каччӑ вӗренекен заведение тав туса шӑнкӑравланӑ. Пӗр кунхине кинемей хӑйӗн килӗ умӗнчи пӑра ватса шыв ҫулӗ уҫма хӑтланнӑ. Ҫав самантра пӗр яш урампа иртсе пынӑ. Ватӑ ҫын нушаланнине кура вӑл кинемее пулӑшас тенӗ. Каччӑ Тимур Чернов ятлине плтернӗ, Етӗрнери агротехника техникумӗнче вӗренет иккен. Каярах кинемей вӗренӳ заведенине шӑнкӑравласа сирӗн патра ҫавӑн пек каччӑ вӗренет-и тесе кӑсӑкланнӑ, вӑл ӑна тав туса шӑнкӑравланине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкар районӗнче пӗр арҫын пусӑран тухайман. Вӑл ӑна тасатас тесе 15 метр тарӑнӑшне аннӑ. Анчах ӑна тӑмлӑ пылчӑк ҫӑтма пуҫланӑ. Тусӗсем ӑна пулӑшма тӑрӑшнӑ-ха, анчах май килмен. Ҫапла вӗсем ҫӑлавҫӑсене чӗннӗ. Ҫӑлавҫӑсем вырнӑна ҫийӗнчех ҫитнӗ. Вӗсем пусӑри арҫынна альпинист хатӗрӗсемпе туртса каларнӑ. Паллах, унта вӑл йӑлтах вараланса пӗтнӗ. Анчах пусӑран тухсан питӗ савӑннӑ, ҫӑлавҫӑсен тав тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |