Республикӑра
![]() Чӑваш наци музейӗн страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗксем Ҫӗртме уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Чӑваш Республикин ҫар мухтавӗн музейӗнче «У истоков зоргенского движения» (чӑв. Зорге юхӑмӗн пуҫламӑшӗнче) курав уҫӑлнӑ. Ӑна асӑннӑ юхӑма Чӑваш Енре пуҫарса янӑ Мария Красновӑна халалланӑ. Курава уҫма Мария Александровнӑн ҫывӑх ҫыннисем хутшӑннӑ. Музея вӗсем фотосемпе документсен архивне, ҫав шутра Зорген тӑвванӗсемпе тата ӗҫтешӗсемпе ҫӳретнӗ ҫырусене, легендарлӑ разведчикӑн уйрӑм япалисене парнеленӗ. Мария Краснова хӑй вӑхӑтӗнче Патӑрьелӗнчи шкулта пионервожатӑйра ӗҫленӗ. Вӑл Зорге пурнӑҫӗпе кӑсӑкланма тытӑннӑ. Вӑл ертсе пынипе 1965 ҫулта Чӑваш Енрен Бакуна, Зорген иккӗмӗш сыпӑкри аппӑшӗ патне тухса кайнӑ. Ҫавӑн хыҫҫӑн пирӗн республикӑра Зорге юхӑмӗ пуҫланса кайнӑ. 1978 ҫулта Шупашкарти 3-мӗш шкулта Р. Зорге ячӗллӗ мемориал комплексӗ уҫнӑ. Мария Краснова вӑл вӑхӑтра унта ӗҫленӗ. Хӗрарӑм ҫав пуянлӑха пысӑкрах шая кӑларма ӗмӗтленнӗ, анчах хӑй туса ӗлкӗреймен, халӗ унӑн ҫывӑх ҫыннисем ҫав ӗмӗте пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru порталтан илнӗ скриншот Чӑваш Енри яш-кӗрӗмпе хӗр-упраҫа ҫамрӑксен патшалӑх премийӗпе хавхалантарма йышӑннӑ. Республика Элтеперӗ паян алӑ пуснӑ хушура 11 номинацие пӑхса хӑварнӑ. Литература, культура тата ӳнер енӗпе премие И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗн студенчӗсене Ольга Ермолаевӑна, Екатерина Ивановӑна, Артём Самонова, Егор Темяшкина «В движении» (чӑв. Хусканура) Пӗтӗм Раҫҫейри VIII ташӑ проектне пурнӑҫа кӗртнӗшӗн панӑ. Журналистика енӗпе премие «Чӑваш Ен» ПТРКн информаци программисен службин корреспондентне Вероника Павловӑна «Герои среди нас» (чӑв. Паттӑрсем пирӗн хушӑра) кӑларӑмсен ярӑмне хатӗрленӗшӗн парас тенӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() hypar.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫӗртме уйӑхӗн 23-24-мӗшӗсенче, Республика уявӗнче, фейерверксен «Асамат» фестиваль иртӗ. Яланхи пекех вӑл Шупашкарти кӳлмекре пулӗ. Фейерверк курас килсен кӳлмеке 22 сехет ҫурӑ валли ҫитмелле. Фестивале хамӑр тата ют ҫӗршыври пиротехника организацийӗсем хутшӑнӗҫ. Аса илтерер: Республика кунӗнче «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем», «Руҫ ӑстисем» фестивальсем те иртӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mebel-gu.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре хӗрарӑмӑн прокуратурӑранах пулӑшу ыйтма тивнӗ. Унӑн ачине, сусӑра, ятарлӑ кӳмепе тивӗҫтермен. Вӑл вара реабилитаци программи витӗр тухма кирлӗ пулнӑ. Амӑшӗ кӳмене кӗтсе илеймен. Ӑна туянма сертификат та паман. Ку ӗҫе прокуратура тишкернӗ. Кун хыҫҫӑн ведомство Пенси тата социаллӑ страхлав фончӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн ертӳҫи тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ. Кун хыҫҫӑн кӑна хӗрарӑма ачи валли кӳме туянма сертификат панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Юлашки вӑхӑтра тӳре-шара тӗнче тетелӗнче питех та хастар. Ҫапла тума вӗсене пурнӑҫ хистет — ҫынсенчен нумайӑшӗн унта вӑхӑта ирттереҫҫӗ-ҫке. Хуласемпе районсен администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, министрсем хӑйсен страницисене тытса тӑраҫҫӗ. Хӑшӗсем — хӑйсем, хӑшӗсене пресс-секретарьсем пулӑшса пыраҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн пуҫлӑхне Денис Спирина Телеграмра 5,1 пин ҫын вуласа тӑрать. Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева унта икӗ хут ытларах ҫын вулать. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗ Елена Сахарова каналне 14,1 пин ҫын ҫырӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Йӗрпеҫ МО сайтӗнчи сӑн Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗнчи Пысӑк Упакасси территори пайӗн пуҫлӑхӗ Виталий Романов ялти халӑхпа, уйрӑмах начар пурӑнакансемпе, пушар тухасран мӗнле сыхланмалли пирки калаҫу ирттернӗ. Кун пирки Йӗпреҫ муниципаллӑ округӗн официаллӑ сайчӗ хыпарлать. Виталий Романов халӑхпа калаҫма пӗччен тухман, профилактика мероприятине ирттерме унпа пӗрле Йӗпреҫ тӑрӑхӗнчи ӗҫӗ-хӗле тӗрӗслекен тата профилактикӑллӑ ӗҫсен пай пуҫлӑхӗ Павел Купранов та пынӑ. Рейд вӑхӑтӗнче вӗсем нумай ачаллӑ ҫемьесем пурӑнакан килсенче тӗтӗм тухнине систерекен хатӗрсем вырнаҫтарнӑ, пушар таврашӗ тухасран мӗнле сыхланмалли пирки каласа панӑ. Вӑл приборсем пӗр-пӗр ҫулӑма пула сывлӑшра пухӑнакан аэрозоллӗ япаласен концентрацине виҫеҫҫӗ. Виҫи кирлӗ шайран пысӑкрах пулсан вӑйлӑ сасӑ кӑлараҫҫӗ. Хатӗрсем батарейкӑран ӗҫлеҫҫӗ, вӗсене электричество кирлӗ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ҫӗртмен 24-мӗшӗнче Чӑваш Енре «Чи лайӑх бульдозерист» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн федераци тапхӑрӗ иртӗ. Пирӗн республикӑра кунашкалли – пӗрремӗш хут. Конкурса ЧР Ӗҫлев министерстви тата бульдозер техникипе тивӗҫтерекен Шупашкарти компани йӗркеленӗ.Унта 11 регионтан хутшӑнӗҫ: Алтай, Красноярск крайӗсенчен, Белгород, Вологда, Ленинград, Липецк, Чулхула облаҫӗсенчен, Тутарстанран тата Хакасирен. Конкурсҫӑсем теори ыйтӑвӗсене хуравлӗҫ, унтан тренажер-стимуляторпа Шупашкарта тата Ҫӗнӗ Шупашкарта трассӑна, полигона парӑнтарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() culture.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри паллӑ фабрика, «Паха тӗрӗ», кӑҫал пӗр ӗмӗрхи юбилейне паллӑ тӑвӗ. Сумлӑ куна Чӑваш Респуликин Наци вулавӑшӗ те палӑртасшӑн. Фабрикӑн пӗр ӗмӗрхине тата Республика кунне халалласа вулавӑшра «Паха тӗрӗ» эрнине ирттерӗҫ. Вӑл ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшенчен тытӑнса ҫӗртме уйӑхӗн 30-мӗшӗччен пырӗ. Асӑннӑ эрне «Кӗмӗл ӗмӗр» галерейӑри куравран пуҫӑнӗ. Ӑна ҫӗртме уйӑхӗн 23-мӗшӗнче 16 сехетре уҫма палӑртса хунӑ. Художество промыслисен «Паха тӗрӗ» фирми 1923 ҫулта хӑйӗн сулмаклӑ утӑмне тытӑннӑ. Ҫавӑнта РСФСР тава тивӗҫлӗ художникӗн Е.И. Ефремован (1914-2000) тӳпи те пысӑк. Фабрикӑра вӑл 1930-1980-мӗш ҫулсенче ӗҫленӗ, чӑваш тӗррине чӗртсе тӑратассипе тата аталантарссипе нумай тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Вӑрнар районӗнчи Кӳстӳмер ялӗнче пурӑнакан 54 ҫулти арҫыннӑн пулӑ тытнӑшӑн явап тытма тивӗ. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл вырӑнти юханшывра тетел лартса пулӑ тытнӑ. Унта 175 пулӑ ҫакланнӑ. Ҫапла вӑл патшалӑха 144,4 пин тенкӗлӗх тӑкак кӳнӗ. Арҫынна хальлӗхе йӗрке хуралне пырса ятне паллӑ туса каймалла тунӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ru.wallpaper.mob.org сайтри сӑн Республикӑра йышӑну тунӑ. Ку килти чӗр чунсене усрассине тата вӗсене урамра уҫӑлтарассине пырса тивет. 2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен килти чӗрчуна Патшалӑх ветеринари службинче регистрацилемелле. Ҫак ӗҫе чӗрчун туянсан 15 кун иртиччен е вӑл 3 уйӑх тултариччен тумалла. Регистрацилесен чӗрчуна удостоверени параҫҫӗ. Халӗ килти чӗрчун усракансен йытӑ-кушака 2024 ҫулхи пуш уйӑхӗн 1-мӗшӗччен регистрацилемелле. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -5 - -7 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |