Республикӑра
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Комсомольски районӗнче Кӗтне юханшывӗнче пулӑ нумай вилнине палӑртнӑ. Унта 3 пин ытла пулӑ виллине шута илнӗ. Прокуратура тата Росрыболовство шыва тата пулӑ виллине тӗрӗсленӗ. Пӗтӗмлетӳ паллӑ: юханшывра шыва варалакан япаласем ытлашши нумай. Тӑкака шутланӑ хыҫҫӑн прокуратура ҫутҫанталӑка сыхлас саккуна епле пӑхӑннине хак парӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян ирхине Елчӗк районӗнче «Ладӑн» вунтӑваттӑмӗш моделӗ ҫул ҫинчен тухса кайса юпана пырса тӑрӑннӑ. Руль умӗнче полици тытӑмӗнче ӗҫлекен 40 ҫулти арҫын пулнӑ. Ӑна, аманнӑскере, пульницӑна илсе ҫитернӗ. Салонра, телее, урӑх никам та пулман. Халӗ Шалти ӗҫсен министерствин ӗҫченӗсем ӗҫ-пуҫа уҫӑмлатаҫҫӗ. Авари мӗншӗн пулнине тӗпчеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Стратегиллӗ сесси вӑхӑтӗнче Чӑваш патшалӑх университечӗн культура керменӗнче паян стратегиллӗ сесси ирттерчӗҫ — Чӑваш Республикин медиахолдингне мӗнле хатӗрлессине сӳтсе яврӗҫ. Мероприятие тӗрлӗ ҫынсене йыхравланӑ: общество хастарӗсене, экспертсене, МИХсенче ӗҫлекенсене тата культура, ӑслӑлӑх, вӗрентӳ ӗҫченӗсене. Стратегие сӳтсе явакан сесси тӑватӑ сӗтел тавра пухӑнса ӗҫлерӗ. Кашниех медиахолдинг тӑвас ӗҫре мӗн ҫине тимлӗх уйӑрмаллине палӑртрӗ. Пӗрисем республика тулашӗнчи чӑвашсен пурнӑҫне ҫутатма ыйтрӗ, теприсем МИХсемпе халӑх хушшинче шанӑҫа ӳстерме сӗнчӗҫ, виҫҫӗмӗшсем холдинг ӑсталанин усси мӗн тери лайӑх пулни ҫинчен каласа пачӗҫ. Тухса калаҫакансем Татмедиа холдинга йӗркеленӗ чухне те, «Хыпар» издательство ҫурчӗ хӑйӗн ҫунатти айне чӑвашла тухакан пӗтӗм республика кӑларӑмӗсене пухнӑ чухне те ҫак ӗҫ ыррине кӑна кӑтартрӗ тесе пӗтӗмлетрӗҫ. Цифра аталанӑвӗ, информаци политики тата массӑллӑ коммуникацисен министерстви хӑйне пӑхӑнакан мӗнпур кӑларӑмсене пӗр холдинга пухас шухӑшлӑ пулас. Ку ыйтӑва малалла сӳтсе явӗҫ, тӗрлӗ сӗнӳсемпе усӑ курӗҫ. Холдинг йӗркеленӗ хыҫҫӑн унта мӗнпур район хаҫачӗ, чӑвашла та вырӑсла та тухакан кӑларӑмсем кӗрӗҫ. |
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре туристӑн цифра профильне йӗркелеме палӑртаҫҫӗ. Кун пирки республика Элтеперӗ Олег Николаев «Мегафон» компанин регионти уйрӑмӗн ҫӗнӗ директорӗпе Антон Перцевпа тӗ пулсан сӑмах хускатнӑ. Компани ҫынсем ӗҫлеме тата канма ытларах ӑҫта тухса ҫӳренине геоданнӑйсем тӑрӑх пӗлсе тӑрать. Ятарлӑ тытӑм сим-картӑсен информацийӗ тӑрӑх ҫапла пӗтӗмлетет. Асӑннӑ сим-карттӑ хӑш компанин пулни пӗлтерӗшлӗ мар. «МегаФон» пухнӑ информаципе усӑ курса республикӑн транспорт тата туризм ифраструктурине аталантарма аван. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Йывӑрлӑха лекнӗ хӗрарӑмсене пулӑшассине Чӑваш Енре анлӑлатасшӑн. Пурнӑҫри йывӑр лару-тӑрӑва лекнисене пулӑшакан сакӑр центртан тӑракан сеть йӗркелесшӗн. Ӑна пирӗн республикӑра 2025 ҫул тӗлне ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Паянхи куна ун пек нумай функциллӗ центрсем Шупашкарта тата Ҫӗмӗрлере пур. 2023 ҫул вӗҫне Шупашкарпа Канашра ӗҫлеттерсе ярасшӑн. 2025 ҫул тӗлне ун пеккисене тата тепӗр тӑваттӑ йӗркелесшӗн: Шупашкарта, Вӑрмарта, Улатӑрта, Ҫӗнӗ Шупашкарта. Асӑннӑ центрсен сетьне Чӑваш Енӗн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви, халӑха социаллӑ пулӑшу паракан комплекслӑ центрсен уҫмалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ӗнер Шӑмӑршӑ районӗнче комбайн ҫунса кайнӑ. Ку 15 сехет те 10 минутра пулнӑ. "Строитель плюс" предприятин Дон-1500Б комбайнӗ урпа вырнӑ. Тӑрук унӑн мотор отсекӗ ҫунма тытӑннӑ. Комбайн вӑйлах ҫунса кайнӑ. Чӑваш Енри Гостехнадзор пӗлтернӗ тӑрӑх, комбайн юсавлах пулнӑ. Пушар сӳнтермелли хатӗрпе те тивӗҫтернӗ ӑна. Техтӗрӗслев витӗр вара нумаях пулмасть, утӑ уйӑхӗн 12-мӗшӗнче, тухнӑ. Гостехнадзор шутланӑ тӑрӑх, комбайнер напарникпе ӗҫленӗ тӗк тӑкак пӗчӗкрех пулӗччӗ - иккӗшӗ ҫулӑма хӑвӑртрах сӳнтерме ӗлкӗреччӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре ҫитес ҫула мӗне халалласси паллӑ. ЧР Элтеперӗ Олег Николаев кун пирки «Ҫамрӑксен хули» форумра пӗлтернӗ. Олег Алексеевич каланӑ тӑрӑх, 2024 ҫула Чӑваш Енре экологие халаллама пултарӗҫ. Хальлӗхе ку ыйтӑва сӳтсе яваҫҫӗ. Анчах экологи теми пӗрремӗш вырӑнта. Аса илтерер: кӑҫал пирӗн республикӑра Телейлӗ ачалӑх ҫулталӑкӗ. 2022 ҫул вара Паллӑ ентешсен ҫулӗ пулнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Шупашкар районӗнчи 42 ҫулти хӗрарӑма руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн судра явап тыттарӗҫ. Ҫитменнине, вӑл руль умне эрех сыпсан пӗрре мар ларнӑ. Утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче ӑна ҫул-йӗр инспекторӗсем Типҫырма ялӗнче чарнӑ. Унӑн вара права та пулман. Ӑна руль умне ӳсӗрле ларнӑшӑн унчченех туртса илнӗ. Анчах хӗрарӑма ку та чарман - вӑл ав каллех эрех ӗҫсен руль умне ларнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ҪҪХПИ тунӑ сӑн Сире ҫӗрле мотоцикл сасси ҫывӑрма чӑрмантармасть-и? Каҫхине "тимӗр ута" кӗрлеттерсе чупаҫҫӗ ҫав. Унашкаллисем Шупашкарта пайтах. ШӖМ пӗлтернӗ тӑрӑх, мотоциклистсем чылай чухне вӑйлӑ шавлаҫҫӗ, ҫул-йӗр правилисене тӑтӑшах пӑсаҫҫӗ. ҪҪХПИ ӗҫченӗсем вӗсене кулленех тӗрӗслеҫҫӗ. Ҫынсене те шавлакан мотоциклистсем пирки пӗлтерме ыйтаҫҫӗ. Ку ыйтупа 102 телефон номерӗпе шӑнкӑравламалла. Палӑртса хӑвармалла: кӑҫал 7 уйӑхра мотоциклистсемпе ҫыхӑннӑ 47 авари пулнӑ. Вӗсенче 53 ҫын шар курнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Халӑх тетелӗнчи Светлана Васильева страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян Канаш районӗнчи Чакаҫ ялӗнче ҫӗнӗ аллея уҫӑлнӑ. Сывлӑшпа десант ҫарӗнче пулнисем маларах «Никто, кроме нас» (чӑв. Пирӗнсӗр пуҫне никам та) стела вырнаҫтарнӑ, моряксем — якорь евӗрлӗ «Защитникам морских рубежей» (чӑв. Тинӗс чиккисен хӳтӗлевҫисене) стела тата Андреев ялавне. Митинга вырӑнти хастарсем, «Сияние» тата «Ҫӑлкуҫ» ташӑ тата пултарулӑх ушкӑнӗсем те хутшӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |