Республикӑра
![]() poisk-po-photo.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗ вырӑнне 250 пин тенкӗ пама тытӑнасшӑн. Анчах вӑл пурне те лекмест – сахал тупӑшлисене кӑна. Хальлӗхе ку – саккун проекчӗ. Ӑна ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсем пӑхса тухмалла. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне ку категорие кӗрекен 858 ҫемье ҫав пулӑшӑва илме пултарнӑ. Ҫӗр лаптӑкне илме черете тӑнӑ нумай ачаллӑ ҫемьесен йышӗ вара /утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне/ - 20798 ҫемье. 9943 ҫемье ҫӗр лаптӑкне илӗ. Вӗсенчен 494-шӗ унта ҫурт лартма шутланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() r21.fssp.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Федерацин суд приставӗсен Чӑващ Енри управленийӗ пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Сергей Резника шаннӑ. Унпа ҫак эрнере, авӑн уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Федерацин суд приставӗсен патшалӑх службин тата кадрсен управленийӗ пуҫлӑхӗ Александр Дарин паллаштарнӑ. Сергей Павлович суд приставӗсен управленийӗнче 2000 ҫултанпа ӗҫлет. Суд приставӗ-исполнительтен пуҫласа вӑл РФ Суд приставӗсен Мускав облаҫӗнчи управленийӗн Ногинскри пайӗн пуҫлӑхне ҫитнӗ. 2009 ҫултанпа асӑннӑ тытӑмӑн Мускав облаҫӗнчи Тӗп управленийӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vk.com сайтри сӑн Тӑвай районӗнче Кӗтне юханшывӗнче пулӑ нумай вилни пирки «Контактра» «Тӑвай районӗнчи пулӑҫсем» ушкӑнра пӗлтернӗ. Ҫакна ҫынсем авӑн уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче асӑрханӑ. Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, пулӑсем Тӗнеялӗ, Тутарстанри Октябрь выҫҫӑлкки тата Надеждино ялӗ ҫывӑхӗнчи юханшывра вилнӗ. Ҫурла уйӑхӗн вӗҫӗнче кун пек лару-тӑру пулман-мӗн. ЧР Ҫутҫанталӑк министерствин пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, юханшыври шыва тӗрӗслеме илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Авӑн уйӑхӗн 7-мешӗнче полицейскисем Муркаш районӗнчи Юнкӑпуҫ ялӗ ҫывӑхӗнче, М-7 ҫул ҫинче, «Хендай Туксон» машинӑна чарнӑ. Руль умӗнче Чулхулари 35 ҫулти арҫын ларнӑ. Йӗрке хуралҫисем машинӑри вӑрттӑн вырӑнта синтетика наркотикӗ тупнӑ. Пӗтӗмпе – 4 килограма яхӑн. Арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Ӑна уйрӑмах пысӑк виҫепе наркотик сутма тӑнӑшӑн судра явап тыттарӗҫ. Арҫынна следстви вӑхӑтӗнче хупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() stylishbag.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре «Урӑ ял» конкурс ирттереҫҫӗ. Ку таранччен ун пекки республикӑра пулман. Ку тӗллевпе республика хыснинчен 4 миллион тенкӗ уйӑрӗҫ. Ҫӗнтернӗ яла 2 миллион парӗҫ. Иккӗмӗш вырӑншӑн - 1200, виҫҫӗмӗш вырӑншӑн 800 пин тенкӗ парӗҫ. Конкурсӑн пӗрремӗш тапхӑрӗ юпан 1-мӗшӗнче пуҫланса раштавӑн 31-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Республика шайӗнчи тапхӑр ҫитес ҫул кӑрлачӑн 1-мӗшӗнче пуҫланса пушӑн 31-мӗшӗнче пӗтӗ. Жюри ялсенче сывӑ пурнӑҫ йӗркине пӑхӑннине, культура, спорт, вӗренӳ тата ытти тытӑмри конкурссене хутшӑннине, эрех-сӑра сиенӗ пирки семинарсемпе практикӑсем ирттернине тата ыттине хаклӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Ҫӗнӗ Шупашкарта 26 ҫулти арҫынна шыраҫҫӗ. Вӑл килтен авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Халӗ те таврӑнман. Андрей Сергеевич Артемьева «Лиза Алерт» хастарӗсем те шыраҫҫӗ. Вӑл 172 сантиметр ҫӳллӗш, ҫырӑ ҫӳҫлӗ, кӑвак куҫлӑ. Килтен кайнӑ чухне вӑл хура куртка, сӑрӑ кофта, тӗттӗм шӑлавар, хура кроссовка тӑхӑннӑ пулнӑ. Ҫак арҫынна курнӑ тӑк ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. «Лизы Алерт» инфоргӗ: Наталия (Симба), 89196666680. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() bestlj.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре тӳрех амӑшӗпе хӗрӗ ултавҫӑсен аллине ҫакланнӑ. Вӗсем пӗтӗмпе 2 миллиона яхӑн тенкӗ куҫарнӑ. Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче тивӗҫлӗ канури хӗрарӑм патне хӑйӗнпе «финанс специалисчӗ» тесе паллаштарнӑ ҫын шӑнкӑравланӑ, хаклӑ хутсемпе укҫа ӗҫлесе илме сӗннӗ. Хайхискер темӗн те пӗр шантарнӑ, ҫав шутра – хваттер те. Палламан ҫын пӗчӗккинчен пуҫлама сӗннӗ – 10 пин тенкӗ хывмалла. Анчах кайран виҫе пысӑклансах пынӑ. Ҫапла хӗрарӑм «брокер счечӗ» ҫине хӑйӗн 715 пин тенкине куҫарнӑ. Унсӑр пуҫне 655 пин тенкӗ кредит илнӗ, ӑна та лешӗ каланӑ счет ҫине хывнӑ. Кайран хӗрарӑм укҫана каялла илме тӑнӑ, анчах сарӑм «йӑнӑш» тесе кӑтартнӑ. Хӗрарӑм хӗрӗнчен пулӑшу ыйтнӑ. Лешӗ «финансистпа» ҫыхӑннӑ. Палламан ҫын мӗн тумаллине ӑнлантарнӑ: кредит илмелле те ӑна ятарлӑ счет ҫине куҫармалла. Ҫапла хӗрӗ тепӗр 435 пин тенкӗ куҫарнӑ. Ҫак икӗ хӗрарӑм полицие авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче кӑна пынӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ видео скринӗ Авӑн уйӑхӗн 8-мӗшӗнче ирхи 4 сехетре Канаш хулинче банкомат ҫаратма пуҫланӑ. Камуфляж тумӗ тӑхӑннӑ темле арҫын ун патне пынӑ та отверткӑпа чакалама тытӑннӑ. Ӗҫне вӗҫне ҫитереймен - громкоговорительпе ӑна асӑрхаттарнӑ. Ҫакна илтсенех арҫын тарса ҫухалнӑ. Вӑл камера умӗнче питне кӑтартман. Ҫапах ку ӗҫе кам тума пуҫланине часах тупса палӑртнӑ. Вӑл - унччен те судпа айӑпланнӑ 46 ҫулти арҫын, Канашрах пурӑнаканскер. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Суд приставӗсен архивӗнчи сӑн Элӗк районӗнчи 53 ҫулти арҫын пӗр ҫул ывӑлӗшӗн алимент тӳлемен. Парӑм ҫав хушӑра 221 пин тенке ҫитнӗ. Арҫын вӑй питти пулсан та ӗҫе вырнаҫма васкаман. Ку кӑна мар, вӑл ӗҫ вырӑнӗ тупас тесе ӗҫпе тивӗҫтерекен центра кайса шута та тӑман. Ҫапла вӑл пӗлсе тӑрса алимент тӳлемен. Суд приставӗ унпа калаҫни те усӑ кӳмен. Арҫынна административлӑ майпа явап тыттарса 10 талӑклӑха хупнӑ. Анчах кун хыҫҫӑн та вӑл алимент тӳлемен. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Кун хыҫҫӑн тин арҫын парӑма татнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() чувашинформ.рф сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри тӳре-шарапа халӑх тетелӗсем урлӑ ҫыхӑнма пулать. Республикӑри мӗнпур ведомствӑпа патшалӑх учрежденийӗсен патшалӑх пабликӗсем пур. Унта влаҫ органӗсен ӗҫӗ-хӗлӗпе паллашма ҫеҫ мар, тӳре-шара патне ыйту ҫырса яма та пулать. Паянхи куна республикӑра 2 пин ытла патшалӑх пабликӗ пур. Вӗсен пӗтӗмӗшле аудиторийӗ паянхи пӗр миллион ҫынран иртет. Чылай паблик — «Контактра». Унсӑр пуҫне «Пӗр класрисем» халӑх ушкӑнӗнче те йӗркеленӗ. Телеграмра та влаҫ органӗсен тата тӳре-шаран каналӗсем пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |