Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
«Про Город» сайтри сӑн
«Про Город» сайтри сӑн

Республикӑра хӑш-пӗр вырӑнта паян ҫумӑр ҫурӗ. Шупашкар районӗнче пурӑнакансем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, Шӗнерпуҫ ялӗнче пӑр ӳкнӗ. Ку 15 сехет ҫурӑра пулнӑ.

«Пӑрӗ путене ҫӑмарти пысӑкӑш, шултрараххи те пур», - пӗлтернӗ ҫынсем.

Ҫав вӑхӑтра Ҫӗнӗ Шупашкарта чашлаттарсах ҫумӑр ҫунӑ. Ҫил те вӑйланнӑ, Винокуров урамӗнчи 10-мӗш ҫурт патӗнчи суту-илӳ палаткисене илсе ывӑткаланӑ. «Пике» фабрика патӗнче вара хурӑн ҫул ҫине персе аннӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/88368
 

Республикӑра
Прокуратура архивӗнчи сӑн
Прокуратура архивӗнчи сӑн

Ӗнер кӑнтӑрла хыҫҫӑн Тӑвай районӗнче Вырӑс Нарвашӗнчен инҫех мар ҫӳп-ҫап купи ҫунма тытӑннӑ. Кун пирки ҫынсем васкавлӑ службӑна 16 сехет те 16 минутра шӑнкӑравласа пӗлтернӗ.

Пушарнӑйсем тӳрех ҫитнӗ. Вырӑна район прокурорӗн ҫумӗ Артур Белов та пынӑ. 18 сехет ҫурӑ тӗлне полигонра унта-кунта ҫунакан вырӑнсем кӑна юлнӑ. Вӗсене тӑпрапа, шывпа сапнӑ.

Халӗ прокуратура тӗрӗслев ирттерсе ҫӳп-ҫап купи мӗншӗн ҫунма тытӑннине палӑртать.

 

Республикӑра
/t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк
/t.me/pro_cheby каналтан илнӗ сӑнӳкерчӗк

Чӑваш Енре хӗрарӑмсем ача ытларах ҫуратчӑр, ҫемьесем вара ан арканччӑр тесе республика шайӗнче хут йышӑннӑ. Олег Николаев Элтепер 451-мӗш номерлӗ йышӑнӑва алӑ пусни ҫинчен Телеграмри «Чебоксары в курсе» каналта пӗлтернӗ.

Унта хыпарланӑ тӑрӑх, республика ертӳҫи алӑ пуснӑ документ 150 ытла страницӑран тӑрать.

Маларах асӑннӑ ҫӑлкуҫ ҫав хутсене тишкерсе тухнӑ та ҫапларах пӗтӗмлетнӗ: Чӑваш Ен Элтеперӗн Администрацийӗ шаннӑ тӑрӑх, асӑннӑ йышӑну хӗрарӑмсем ача пӑрахнине чакарма пулӑшӗ, ачаллӑ студентсене пулӑшма май парӗ, ҫынсене патшалӑх пулӑшӑвӗ пирки нумайрах пӗлекен тӑвӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/pro_cheby/6129
 

Республикӑра
vgoroden.ru сайтри сӑн
vgoroden.ru сайтри сӑн

Улатӑр, Элӗк, Вӑрнар, Йӗпреҫ, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Тӑвай районӗсенче наркӑмӑшлӑ пултӑранпа кӗрешессин пӗрремӗш тапхӑрне вӗҫленӗ. Ял хуҫалӑх министрӗ Сергей Артамонов каланӑ тӑрӑх, кӑҫал ҫак ӳсен-тӑранпа кӗрешме 20,9 миллион тенкӗ уйӑрнӑ.

Кӑҫал наркӑмӑшлӑ пултӑран ӳсекен вырӑн пӗлтӗрхинчен 1,1 хут пысӑкланнӑ. Вӑл ытларах Тӑвай, Йӗпреҫ, Куславкка районӗсенче ӳснине палӑртнӑ.

Наркӑмӑшлӑ пултӑрана юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен пӗтерме тӗллев лартнӑ.

 

Республикӑра
d-kvadrat.ru сайтри сӑн
d-kvadrat.ru сайтри сӑн

Ҫитес вӑхӑтра республикӑра шӑрӑх ҫанталӑк тӑрӗ, ҫумӑр ҫумӗ. Ҫавна май икӗ районта пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнине палӑртнӑ.

Ку Тӑвай тата Елчӗк районӗсене пырса тивет. Вӗсенче ҫутҫанталӑк пушарӗ тухас, типӗ курӑк ҫунма пуҫлас хӑрушлӑх пысӑк. Ҫавӑнпа ҫак икӗ районта пушар тухас хӑрушлӑхӑн 5-мӗш класӗ пулнине палӑртнӑ. Тепӗр 16 муниципалитетра - 4-мӗш класс.

Сӑмах май, Чӑваш Енре утӑ уйӑхӗн 1-20-мӗшӗсенче вӑрмана кӗме чарнӑ. Ку та пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк пулнипе ҫыхӑннӑ.

 

Республикӑра
rg.ru сайтри сӑн
rg.ru сайтри сӑн

Типӗ ҫанталӑк тӑнӑран, ҫӗр типсе кайнӑран Вӑрмар районӗнче инкеклӗ лару-тӑру режимӗ пулнине палӑртнӑ. Ҫитес вӑхӑтра комисси йӗркелӗҫ. Вӑл типӗ ҫанталӑк ял хуҫалӑх предприятийӗсемпе фермер хуҫалӑхӗсене мӗн чухлӗ тӑкак кӳнине тишкерӗ. Кун хыҫҫӑн укҫан мӗнле пулӑшма май пуррипе паллаштарӗҫ.

Палӑртмалла: кӑҫал ҫулла ҫумӑр сахал ҫунӑ. Ҫӗртме уйӑхӗ типӗ килчӗ. Синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, утӑ уйӑхӗнче аслатиллӗ ҫумӑр темиҫе хут вӑйлӑ ҫумалла.

 

Республикӑра
"Про Горд" хаҫатран илнӗ сӑн
"Про Горд" хаҫатран илнӗ сӑн

Муркаш районӗнче паян, утӑ уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, уй-хирте ҫавра ҫил алхаснӑ. Ҫакна ҫынсем видео ӳкерсе «Про Город» хаҫата ярса панӑ.

Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, ҫавра ҫил 5 минутра ҫур километртан кая мар вӗҫтернӗ. «Аякранах курӑнатчӗ. Самай ҫӳлелле кармашрӗ», - ҫапла пӗлтернӗ хаҫата халӑх корреспонденчӗсем.

Сӑмах май, ку эрнере синоптиксем типӗ те шӑрӑх ҫанталӑк тӑрасси пирки калаҫҫӗ. Кун пирки сайтра хыпарланӑччӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/88214
 

Республикӑра
ru.pinterest.com сайтри сӑн
ru.pinterest.com сайтри сӑн

Кӑҫал Чӑваш Енре ҫӗлен сӑхнӑ 11 тӗслӗхе шута илнӗ. Вӗсенчен 3-шӗ ачасем.

Канаш районӗнче 52 ҫулти хӗрарӑм ҫырмана аннӑ та асӑрхамасӑр хура ҫӗлен ҫине пусса лартнӑ. Лешӗ ӑна чӗркуҫҫи тӗлӗнчен сӑхнӑ. Хӗрарӑм тӳрех васкавалӑ медпулӑшӑва шӑнкӑравланӑ. Унӑн ури шыҫнӑ, анафилактика шокӗ пулнӑ. Васкавлӑ медпулӑшу 19 минутран ҫитнӗ. Тепӗр сехетрен вӑл Канаш районӗн пульницинче пулнӑ. Кайран ӑна Шупашкара илсе ҫитернӗ. Хӗрарӑмӑн юн пусӑмӗ чакса ларнӑ.

Сӗнтӗрвӑрри районӗнче ҫӗлен йытта сӑхнӑ. Шел те, чӗрчуна ҫӑлса хӑварайман.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Ҫӗрпӳсем Чӑваш Ен халӑхне тата республика хӑнисене Тихвин ярмӑрккине чӗнеҫҫӗ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 6-мӗшӗнче хӗрарӑмсен Тихвин мӑнастирӗ ҫывӑхӗнче пуҫланать.

Ӑна 17 сехетре савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ. Ярмӑрккӑра ача-пӑча Акатуйӗ, юрӑ фестивалӗ, фейерверк, ташӑ каҫӗ пулӗҫ. Ҫавӑн пекех Хусанти JUST BRASS ушкӑн тата "Звонница" ансамбль юрӑ-ташӑпа савӑнтарӗҫ.

Тихвин ярмӑркки утӑ уйӑхӗн 9-мӗшӗччен пулӗ.

 

Республикӑра
Газ пӑрӑхӗ. Google Map-ри скриншот
Газ пӑрӑхӗ. Google Map-ри скриншот

Ҫӗрпӳ районӗн прокуратури тӗрӗслев ирттернӗ те Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округра хуҫасӑр газ пӑрӑхне асӑрханӑ. Ку тӗлӗшпе ҫитменлӗхе пӗтерме сӗнӳ янӑ.

Хуҫӑсӑр газ пӑрӑхӗ Тавӑшкассинче вырнаҫнӑ иккен. Ӑна 2014 ҫулта ҫӗр ӑшне чавса хурса вырнаҫтарнӑ. Унтанпа тӑхӑр ҫул иртнӗ пулин те ҫак газ пӑрӑхне ниҫта та учета тӑратман, куҫман пурлӑха регистрацилемен. Ҫак сӑлтава пула «Газпром газораспределение Чебоксары» акционерлӑ обществӑн Ҫӗрпӳ хулинчи филиалӗ ӑна тӗрӗслес е юсас тӗлӗшпе нимӗн те тӑваймасть. Кӗтмен ҫӗртен инкек сиксе тухрӗ пулсан ҫакӑ хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать.

Прокуратура муниципаллӑ округӑн администрацине ку ҫитменлӗхе пӗтерме сӗннӗ. Ҫӗрпӳри тӳре-шара халь ҫак сӗнӳпе ӗҫлеме тытӑннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 53, 54, 55, 56, 57, 58, 59, 60, 61, 62, [63], 64, 65, 66, 67, 68, 69, 70, 71, 72, 73, ...601
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.09.2024 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Хăвăра лайăхрах туйма пуçлатăр. Уйрăмах - арçынсем. Анчах пысăк плансем ан тăвăр - ахăртнех, вĕсем пурнăçланмĕç. Мĕн пуррипе киленĕр. Хĕрарăмсем питĕ хастар, кăмăлĕ те лайăх. Анчахçывăх çынсем асăрхаттарнине чере çывăхне илме пултаратăр. Лăпкă пулма, тăвансемпе хутшăнăва упрама тăрăшăр.

Авӑн, 27

1841
183
Арцыбышев Николай Сергеевич, вырӑс ҫыравҫи, историкӗ вилнӗ.
1890
134
Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ ҫуралнӑ.
1921
103
Чӑваш патшалӑх издательствине йӗркеленӗ.
1923
101
Одюков Иван Ильич, чӑваш фольклорне пухаканӗ ҫуралнӑ
1937
87
Симунов Николай Васильевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ