Республикӑра
![]() vk.com/mintrud_21 сӑнӳкерчӗкӗ Килсӗр-ҫуртсӑр ҫынна тӗл пулсан унтан пӑрӑнса иртмелле мар. Шупашкарта ун пеккисене пулӑшакан ятарлӑ центр та пур. Вӑл республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерствине пӑхӑнать. Андрей та хӑй вӑхӑтӗнче йывӑрлӑха лекнӗ. 15 ҫул каялла унӑн пурӑнмалли вырӑн та, ӗҫ те пулнӑ. Анчах хӑй эрех ӗҫме юратнӑ. Сиенлӗ ҫав йӑла шӑпах ура хунӑ та хунӑ та ӑна, тӗпсӗр авӑра туртса кӗрсе кайма тытӑннӑ. 61 ҫулти арҫын ҫав вӑхӑта халӗ аса илесшӗн те мар. «Килсӗр ҫынсене социаллӑ пурнӑҫа хӑнӑхтаракан центра лексен манӑн пурнӑҫ йӑлтах улшӑнчӗ. Малтан ҫӗр каҫма вырӑн тупӑнчӗ, кайран пурнӑҫ кӑсӑклантарма тытӑнчӗ», – аса илет арҫын. Паян вӑл каллех хваттерлӗ, унӑн ҫамӑл машина та пур. «Новая жизнь» (чӑв. Ҫӗнӗ пурнӑҫ) организацие килсӗр-ҫуртсӑр ҫынсем тата пулӑшу кирлисем валли апат-ҫимӗҫ турттарма пулӑшать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре пурӑнакан Семёновсем Мускаври «Раҫҫей» курав вӑхӑтӗнче иртекен «Родные – Любимые» (чӑв. Тӑвансем — Юратнисем) форума хутшӑнӗҫ. Асӑннӑ мероприяти кӑрлач уйӑхӗн 19-23-мӗшӗсенче иртет. Асӑннӑ форум ҫӗршывра кӑҫал палӑртнӑ Ҫемье ҫулталӑкне уҫӗ. Конкурса хутшӑнакан ҫемьсем 3 кун хушши хӑйсен регионӗсемпе паллаштарӗҫ, ентешӗсен ҫитӗнӗвӗсем тата тӑван тӑрӑхри палӑ вырӑнсем ҫинчен каласа кӑтартӗҫ, сцена ҫине тухса хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарӗҫ. Семёновсем — Шупашкар муниципаллӑ округӗнчен. «Ҫулталӑк ҫемйи-2022» республика конкурсӗнче вӗсеем «Пултарулллӑ ҫемье» номинацире ҫӗнтернӗ. Николай Анатольевич тата Алевтина Мефодьевна 20 ҫул ӗнтӗ пӗрле. Вӗсем 5 ача ӳстереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() all-aforizmy.ru сайтри сӑн Кӑрлач уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен республикӑри патшалӑх учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен шалӑвӗ 8,5 процент ӳсӗ. Проекта ЧР Финанс министерстви хатӗрленӗ. Муницпалитет учрежденийӗсенче ӗҫлекенсен ӗҫ укҫине те ҫавӑн чухлех ӳстерме сӗннӗ. Хальхи вӑхӑтра проекта сӳтсе яваҫҫӗ, вӑл коррупцие хирӗҫ ӗҫлекен экспертиза витӗр тухать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() novyefoto.ru сайтри сӑн Ҫил-тӑман вӗҫтернӗрен ӗнер «Победа» авиакомпани 19 сехет те 50 минутри «Шупашкар - Мускав» тата 21 сехет те 50 минутри «Мускав - Шупашкар» рейссене вӗҫеве кӑларман. Ҫил вӑйлӑ пулнӑран ӗнер Шупашкарти аэропорт та хӑш-пӗр рейса пӑрахӑҫланӑ. Ӗнер Сочие вӗҫмелли самолета паяна ирхи 8 сехете куҫарнӑ. Унта 184 пассажир регистрациленнӗ. Кӗҫӗр Хусанти аэропорт та йӗркеллӗ ӗҫлеймен. Паян ирхи 6 сехетчен унта 9 самолетран пӗри кӑна анса ларайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() news-kmv.ru сайтри сӑн Канаш муниципаллӑ округӗнчи хресчен фермер хуҫалӑхӗн ертӳҫине улталанӑшӑн тата суя документсем хатӗрленӗшӗн суд тунӑ. Ҫакӑ паллӑ: 2017 ҫулта вӑл ЧР Ял хуҫалӑх министерствине суя документсем тӑратса 2,9 миллион тенкӗлӗх грант илнӗ. Ҫапла ҫамрӑк фермер республика хыснине уйрӑмах пысӑк тӑкак кӳнӗ. Шупашкарти Ленин районӗн сучӗ фермера тӗрмене хупмасӑр 4 ҫуллӑха айӑплама йышӑннӑ. Арбитраж сучӗ ЧР Ял хуҫалӑхӗ валли фермертан 2,9 миллион тенкӗ шыраса илнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Ӗнер Кӳкеҫре полицейскисем машина ҫапса хӑварнӑ йытта курсан чарӑннӑ. Чӗрчун ҫул айккинелле упаленнӗ. Артем Петров аслӑ инспектор тата унӑн ӗҫтешӗ Виталий Кириллов йытта пулӑшма тӑнӑ. Чӗрчуна ҫапса хӑварнӑ «Рено» водителӗ те чарӑннӑ. Вӗсем пурте йытта ҫывӑхри ветеринари клиникине леҫнӗ. Тепӗр кунхине ҫӑлнӑ йытӑ пирки ШӖМ сайтӗнче хыпар тухнӑ. Вара йытӑ хуҫи те тупӑннӑ, ӑна илме килнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() epp.genproc.gov.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкар хулинчи Мускав районӗнче иртнӗ эрне вӗҫӗнче ҫӗнӗ прокурор ӗҫе кӳлӗннӗ. Ку должноҫе юстицин аслӑ канашҫине Дмитрий Тимофеева шанса панӑ. Дмитрий Валерьевич — Шупашкар ҫынни. Вӑл 1979 ҫулта ҫуралнӑ. Чӑваш патшалӑх университетӗнчи юридици факультетӗнче вӗреннӗ. 2002 ҫулта ӑна прокуратура тытӑмне ӗҫе илнӗ. Малтанласа вӑл Шупашкарти Мускав районӗнче прокурор пулӑшуҫинче тӑрӑшнӑ. Унтан Чӑваш Енӗн тата Мари Элти прокуратурисен аппаратӗнче тӑрӑшнӑ. 2020 ҫултанпа вӑл Чӑваш Ен прокуратуринче федераци законодательствине пурнӑҫа кӗртнине тӗрӗслесе тӑракан управлени пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" хаҫат архивӗнчи сӑн Куславкка муниципаллӑ округӗнчи Елчӗк ялӗнче пурӑнакан Денис Аванский кашни ҫулах юртан мӗн те пулин ӑсталать. Хальхинче вӑл шӑллӗсемпе Иван Шишкинӑн «Утро в сосновом бору» картинине евӗрленӗ. Кун пирки «Про Город» хаҫата халӑх корреспонденчӗ пӗлтернӗ. Денис ӗҫ тӑватӑ кунра туса пӗтернӗ. Композицие вӑл йӑлтах юртан ӑсталанӑ. Ку ӗҫре ӑна шӑллӗсем пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш наци музейӗ халӑх тетелӗнче вырнаҫтарнӑ сӑнӳкерчӗксем Чӑваш наци музейӗн археологи секторӗн заведующийӗнче ӗҫленӗ Александр Волкова паян юлашки ҫула ӑсатӗҫ. «Кӑрлачӑн 11-мӗшӗнче эпир хамӑрӑн ӗҫтешӗмӗре, ывӑнма пӗлмен тӗпчевҫӗ-археолога, Тӑван ҫӗршыва парӑннӑ Александр Волкова юлашки ҫула ӑсатӑпӑр. Чӑн-чӑн патриот пулнӑ май вӑл Раҫҫее хӳтӗлеме хӑйӗн ирӗкӗпе кайрӗ», — хыпарланӑ музейӗн пресс-служби халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче. Каччӑ музейра 2012 ҫулта ӗҫлеме тытӑннӑ. Вӑл ун чухне И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче историпе географи факультетӗнче вӗреннӗ, икӗ ҫултан ӑна археологи тата авалхи истори секторӗн заведующийӗ пулма шаннӑ. Александр Волков Чӑваш Енри тата ытти регионти археологи шыравӗсене пӗрмай хутшӑннӑ. Шырав енӗпе те тӑрӑшнӑ. Александр Волковпа Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Нӑрваш Шӑхаль ялӗнче 10 сехетре чиркӳре сывпуллашӗҫ. Каччӑна юлашки ҫула ӑстама каяс кӑмӑллисене Шупашкартан ятарлӑ автобус илсе кайӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() trip-for-the-soul.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫӗнӗ ҫул тӗлӗнчи канмалли кунсенче Чӑваш Ене 40 пине яхӑн турист килнӗ. Ку цифрӑна республикӑн Правительствинче эрнесерен иртекен канашлура экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Дмитрий Краснов асӑнса хӑварнӑ. «2023 ҫулти Ҫӗнӗ ҫул уявӗсен тӗлӗнче пирӗн тӑрӑха 22 пин ҫын килнӗ пулсан, хӑна ҫурчӗсем кӑҫал пӗлтернӗ тӑрӑх, 40 пине яхӑн турист килнӗ. Унччен хӑна ҫурчӗсенчи номерсенчен 40 процентӗнче ҫынсем йышӑннӑ пулсан, халӗ — 55 процента яхӑн. Ку вӑл Шупашкар тата Чӑваш Республики туристсене илӗртнине пӗлтерет», — тенӗ министр. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |