Республикӑра
![]() humoraf.ru сайтри сӑн Ҫитес ҫул Республика кунӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх Шупашкарта тата пӗр муниципаллӑ округра иртӗ. Хальхинче Тӑвай муниципаллӑ округне суйланӑ. Ҫавна май Шупашкарпа ҫак округӑн уява хатӗрленме тытӑнмалла. Палӑртмалла: Тӑвай муниципаллӑ округӗнче Республика кунӗ 2013 ҫулта иртнӗ. Кӑҫал вара уяв Ҫӗнӗ Шупашкарта пулнӑ. Пӗлтӗр Республика кунӗнче Куславкка округӗнче савӑннӑ. Ун умӗн, 2021 ҫулта, уява Ҫӗмӗрле районӗнче йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Инкеклӗ лару-тӑру министерствин архивӗнчи сӑн Чӑваш Енри икӗ ача, Тимур Ильин тата Станислав Андреев, Федераци Канашӗн «Паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн» медалӗпе чысланӑ. Тимур наградӑна Валентина Матвиенко председатель аллинчен илнӗ. Вӑл Шупашкарти 56-мӗш шкулта 2-мӗш класра вӗренет. 2020 ҫулта Тимур Вӑрнар тӑрӑхӗнче юхан шыв ҫинче пӑр айне анса кайнӑ тусне Богдана ҫӑлнӑ. Лешӗ ун чухне 6 ҫулта пулнӑ. Тӑвай тӑрӑхӗнчи Турикас Тушкилте пурӑнакан 15-ри Станислав Андреев кӑҫал инкек тӳссе ирттернӗ. Пушарта унӑн амӑшӗ, шӑллӗ вилнӗ. Станислав пушар вӑхӑтӗнче ҫухалса кайман, пулӑшу ыйтма чупнӑ. Вӑл, 7-ри йӑмӑкӗ тата тӑван мар ашшӗ чӳречерен тухма пултарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян, юпа уйӑхӗн 31-мӗшӗнче, Хуласен пӗтӗм тӗнчери кунӗ шутланать. Чӑваш Енре 9 хула, вӗсенчен пиллӗккӗшӗ республика пӗлтерӗшлӗ, тӑваттӑшӗ — район пӗлтерӗшлӗ. Республика пӗлтерӗшлисем ҫаксем: Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар, Улатӑр, Канаш тата Ҫӗмӗрле. Район пӗлтерӗшлисем: Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри, Ҫӗрпӳ тата Етӗрне. Чӑвашстат пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑра пурӑнакансенчен 64 проценчӗ хулара тӗпленнӗ. Чи пысӑк йышлӑ хула — Шупашкар. Унта 496 пин ҫын пурӑнать. Иккӗмӗш вырӑнта — 120 пинлӗ Ҫӗнӗ Шупашкар. Куславкка, Сӗнтӗрвӑрри тата Етӗрне пӗчӗк йышлӑ хуласем шутланаҫҫӗ, вӗсенче 8-шар пин ҫын пурӑнать. Чӑваш Енри чи аслӑ хула, Шупашкар, 1469 ҫулта йӗркеленнӗ. Улатӑр — 1552 ҫулта, Ҫӗрпӳ — 1589 ҫулта, Етӗрне — 1590 ҫулта. Чи ҫамрӑк хула – Ҫӗнӗ Шупашкар (1960 ҫул). Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb.ruc.su страницӑран илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш АССРӗн Аслӑ Канашне йӗркеленӗренпе 85 ҫул ҫитнине халалласа Чӑваш патшалӑх университетӗнче ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ иртнӗ. Чӑваш Енӗн патшалӑх телерадиокомпанийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, депутатсен йышӗнче Социализмла Ӗҫ геройӗсем тата Совет Союзӗн тӗрлӗ наградине илнисем те пулнӑ. Аслӑ Канаш Президиумӗн пӗрремӗш председателӗ Зоя Андреева пулнӑ. Вӑл унччен ялта учительте тӑрӑшнӑ. Ун хыҫҫӑн Дмитрий Митьков, Тимофей Ахазов, Семен Ислюков, Александр Петров, Анатолий Леонтьев, Эдуард Кубарев ҫак тивӗҫе пурнӑҫланӑ. Паянхи кун вӗсенчен раштав уйӑхӗнче 90 ҫул тултаракан Александр Петров кӑна чӗрӗ-сывӑ, хыпарланӑ асӑннӑ ҫӑлкуҫра. 1994 ҫулта Чӑваш Патшалӑх Канашӗ йӗркеленнӗ, вӑл Аслӑ Канашӑн ӗҫне малалла тӑснӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() dzen.ru сайтри сӑн Юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 17 сехет те 59 минутра Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ҫутпылӑх ялӗ ҫывӑхӗнче сурӑхсен кӗтӗвӗ машина айне лекнӗ. Ҫакӑ регистратор ҫине лекнӗ. Регистраторпа пыракан водитель ҫулпа чупакан сурӑхсене асӑрханӑ. Хирӗҫ килекен машина водителӗ вара курса ӗлкӗреймен. Вӑл сурӑхсем ҫине кӗрсе кайнӑ. Темиҫе выльӑх вилнӗ. Сурӑхсем ҫул ҫинче мӗн тунӑ? Вӗсене кам кӑларса янӑ? Паллӑ мар. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() stylishbag.ru сайтри сӑн «Хыпар» Издательство ҫурчӗ тата темиҫе район хаҫачӗ валли ертӳҫӗ шыраҫҫӗ. Ҫавна май ЧР Цифра министерстви конкурс ирттерет. Тӑвай, Йӗпреҫ, Канаш, Куславкка, Пӑрачкав, Ҫӗрпӳ районӗсенчи хаҫатсем валли ертӳҫӗсем кирлӗ. Конкурса хутшӑнас текенсен аслӑ пӗлӳ пулмалла, ертӳҫӗ должноҫӗнче 5 ҫултан кая мар ӗҫлемелле. Документсене юпан 30-мӗшӗнчен пуҫласа чӳкӗн 30-мӗшӗччен министерствӑра йышӑнаҫҫӗ. Конкурса раштавӑн 13-мӗшӗнче пӗтӗмлетме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Чӑваш Енре ҫитес ҫула Экологи культурине тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курнине халаллӗҫ. Кун пирки ЧР Элтеперӗ хушӑва алӑ пуснӑччӗ ӗнтӗ. Ҫитес ҫулталӑк валли логотип суйламалла. Ҫавна май конкурс ирттерме йышаннӑ. Вӑл юпа уйӑхӗн 30-мӗшӗнче пуҫланать те чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче вӗҫленет. Конкурса Раҫҫей гражданинӗсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Кашниех номинацие пӗр ӗҫрен ытларах мар тӑратма пултарать. Чи лайӑх логотип тата девиз шутласа кӑларакансене 1-3-мӗш вырӑнсем парса хаклӑ парнепе, дипломпа хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Вырсарникун пӗр хӗрарӑм ветеринарсенчен пулӑшу ыйтнӑ. Унӑн Маша ятлӑ ӗни суранланнӑ иккен. 5 ҫулти ӗне хапха умӗнче хыҫкаланса тӑнӑ та тӑрук мӗкӗрсе янӑ. Куҫне алӑк ҫӑрин тимӗр пайӗ кӗрсе ларнӑ иккен. Ветеринар часах килнӗ. Тимӗр куҫ хупанки ҫине тӑрӑннӑ, ҫавна май куҫӗ хӗрелнӗ, шыҫӑннӑ, куҫҫулӗ юхнӑ. Ветеринар тимӗре кӑларса сурана кирлӗ хатӗр-хӗтӗрпе сӗрнӗ. Кӗҫех ӗнен куҫӗ тӳрленме пуҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Тӗп суйлав комиссийӗн архивӗнчи сӑн Патӑрьелти территори суйлав комиссийӗ ачасен хушшинче «Манӑн ҫекӗл» конкурс ирттерет. Унта ача пахчине тата шкула ҫӳрекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Конкурсҫӑсен суйлав паллине кӑтартакан палла мӗнрен те пулин (анчах час пӑсӑлакан япаларан мар) ӑсталамалла. Унӑн 40 сантиметр ҫӳллӗш таран пулмалла. Конкурс чӳк уйӑхӗн 10-мӗшӗччен иртӗ Ҫӗнтерӳҫӗсене парнепе хавхалантарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() vzsar.ru сайтри сӑн Канаш муниципаллӑ округӗнчи Ҫӗнӗ Ахпӳрт ялӗнче урнӑ чир тупса палӑртнипе карантин пулнине ҫирӗплетнӗ. Патшалӑх ветеринари служби пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫак ялта ӗне урнӑ чирпе аптӑрани палӑрнӑ. Кайран выльӑх вилнӗ. Малтанлӑха пӗлтернӗ тӑрӑх, ӗне урнӑ чире тилӗрен ертнӗ. Халӗ ҫак территорире чӗрчунсене вакцинаци тӑваҫҫӗ. Карантин вӑхӑчӗ тухиччен ҫак тӑрӑха килме юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |