Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Чӳкӗн 20-мӗшӗнче ирхине Сӗнтӗвӑрри муниципаллӑ округӗнчи Ҫатракассинчи лавккана ҫаратни пирки полицие пӗлтернӗ. Ҫак ӗҫе кам тунине тӳрех палӑртнӑ: 20 ҫулти каччӑ. Вӑл ҫур ҫул каялла кӑна тӗрмерен тухнӑ. Вӑл ирӗке тухнӑранпа вӑхӑт нумай та иртмен - ҫак тапхӑрта каччӑ нумай хутчен йӗркене пӑснӑ. Ҫав шутра - ҫаратнӑ та. Лавккаран вӑл кассӑри укҫана, тавар илнӗ. Нухрата хайӗн ҫумӗнче тупнӑ, тавара - мунчара. Хальлӗхе каччӑна тухса ҫӳреме чарнӑ. Кӗҫех суда ӑна арестлеме ирӗк парасси пирки ыйту тӑратӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 9111.ru сайтри сӑн Элӗк тӑрӑхӗнчи 40 ҫулти арҫын патне мессенджерта видеоҫыхӑну урлӑ «ФСБ капитанӗ» шӑнкӑравланӑ. Вӑл чаплӑ кастюм тӑхӑннӑ пулнӑ, хыҫалта РФ Президенчӗн сӑнӳкерчӗкӗ ҫакӑнса тӑнӑ. Хайхискер каланӑ тӑрӑх, унӑн счечӗпе ют ҫӗршыв ҫынни хуҫаланасшӑн. Ҫавӑнпа «ФСБ капитанӗ» «банк ӗҫченӗн» шӑнкӑравне йышӑнма хушнӑ. Лешӗ чӑнах та шӑнкӑравланӑ. Вӑл Элӗк арҫыннине укҫана «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫарма ыйтнӑ. Укҫа каялла таврӑнӗ-мӗн. Арҫын банкран 4 млн тенкине илнӗ. Ку ӑна комбайн туянма кирлӗ тесе суйнӑ. Укҫана куҫарса панӑ. Ултавҫӑсен аллине лекни пирки кайран тин пӗлнӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Патӑрьел муниципаллӑ округӗнчи Турхан ялӗнче 52 ҫулти арҫын ҫухалнӑ. Лифанов Николай Дмитриевич килтен чӳк уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тухса кайнӑ та таврӑнман. Вӑл 170 сантиметр ҫӳллӗш, вӑтам пӳ-силлӗ, ҫӳҫӗ шуралнӑ, куҫӗ кӑвак тӗслӗ. Килтен кайнӑ чухне хура куртка, тӗттӗм кӑвак свитер, хура хулӑн шӑлавар, «Раҫҫей» тесе ҫырнӑ хура калпак тӑхӑннӑ пулнӑ. Ҫак арҫынна куракансене ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8(800)700-54-52 е 112. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chrio.rchuv.ru сайтри сӑн «Хавал» ушкӑн ЧР Вӗренӳ институчӗпе, И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУпа пӗрле шкул ачисен хушшинче «Хавал» ӑслӑлӑхпа практика конференцине ирттерет. Унта 5-11-мӗш класра вӗренекенсем хутшӑнма пултараҫҫӗ. Конференци ЧППУра раштав уйӑхӗн 2-мӗшӗнче иртӗ, 10 сехетре пуҫланать. 4 секци ӗҫлӗ: обществӑпа гуманитари ӑслӑлӑхӗсен секцийӗ, Ҫут ҫанталӑк тата техника ӑслӑлӑхӗсен секцийӗ, тӑван тавралӑх секцийӗ, пултарулӑх секцийӗ.Конкурса хутшӑнакансен чӳк уйӑхӗн 27-мӗшӗччен https://forms.gle/UVy1caDtAJEmHCod9 ссылкӑпа кӗрсе регистрациленмелле, ӗҫсене al.blinov@gmail.com эл. почтӑна ярса памалла. Ҫыхӑнмалли телефон: +7-902-328-50-51. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Вӑрнар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 62 ҫулти арҫын полицие пырса хӑйне ҫаратни пирки пӗлтернӗ. Вӑл сывлӑх енчен хавшак, утса ҫӳреймест. Ун патне тимӗр-тӑмӑр пухакансем пырса кӗнӗ. Хайхискерсем кил хуҫи утайманнипе усӑ курса унӑн хут купӑсне, медалӗсене, телефонне, инструменчӗсене вӑрланӑ. Арҫынна уйрӑмах ҫывӑх ҫынни парнеленӗ хут купӑса йӑтса тухса кайни кулянатарнӑ. Вӑрӑсен йӗрне часах тупнӑ. Вӗсенчен пӗри кам пулнине те палӑртнӑ: Канашри 22 ҫулти каччӑ. Вӑл вӑрланӑ япаласене тавӑрса панӑ. Вӑл унччен те судпа айӑпланнӑ. Халӗ ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Россельхознадзор тунӑ сӑн Россельхознадзорӑн регионти управленийӗн ӗҫченӗсем Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Ҫатракасси ҫывӑхӗнче свалка тупнӑ. Унта бетон, шифер, бетон люкӑн ункисем, машина покрышкисем, йывӑҫ-тӗм турачӗсем йӑванса выртаҫҫӗ. Пӗтӗмпе – 50 тӑваткал метр ҫинче. Ведомство ҫак ҫӗр лаптӑкӗ хуҫи тӗлӗшпе представлени ҫырнӑ, ҫӳп-ҫап купине пӗтерме ыйтнӑ. Вӑл ҫунма пуҫлас тӑк ял умӗнче те хӑрушлӑх тухса тӑрать. Ҫӗре тара илнӗ ҫын ведомствӑна ҫӳп-ҫапа ҫӗр шӑннӑ хыҫҫӑн 30 кунра тасатса пӗтерме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Шупашкар муниципаллӑ округӗнче 29 ҫулти хӗрарӑма «Лиза Алерт» хастарӗсем виҫӗ кун шыранӑ. Тӑванӗсем вӑл ӑҫта пулнине чӳк уйӑхӗн 12-мӗшӗнченпе пӗлмен. Хӗрарӑма тупнӑ. Анчах, шел те, унӑн виллине. Кун пирки отряд хастарӗсем хӑйсен сайтӗнче хыпарланӑ. "Тупӑннӑ. Вилнӗ. Тӑванӗсемпе пӗрле хурланатпӑр", - тесе ҫырнӑ сайтра ӗнер 15 сехет иртсен. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Владимир Михайлов страницинчи сӑн Шупашкар муниципаллӑ округӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Михайлов «Контактра» халӑх тетелӗнчи страницинче ку тӑрӑхра пурӑнакансене упасем пирки асӑрхаттарнӑ. Нумаях пулмасть утамансене Апаш ҫывӑхӗнче курнӑ. «Ҫитес вӑхӑтра вӑрман ҫывӑхне ан кайӑр, ачӑрсене унта уҫӑлма ан ярӑр», - тесе ҫырнӑ пуҫлӑх. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, тунтикунранпа вырӑнти влаҫсем тата хастар ҫынсем упасем ӑҫта пулнине шыраҫҫӗ. Шупашкар округӗн «Тӑван Ен» хаҫачӗ Апаш тӑрӑхӗнче икӗ упа ҫӳренине пӗлтернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Вера Иванова сӑнӳкерчӗкӗ Паян Шупашкара «Старость в радость» (чӑв. Ватлӑх савӑнмалӑх) ыркӑмӑллӑх фончӗн ертӳҫисем килсе ҫитнӗ. Вӗсем пирӗн республикӑра икӗ кун пулӗҫ. Паян хӑнасем Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта канашлу ирттернӗ, унтан Правительство ҫуртӗнче канашланӑ. Асӑннӑ фонд тата республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви пӗрле пулса ваттисене вӑрах вӑхӑт пӑхмалли йӗркене пурнӑҫа кӗртеҫҫӗ. Пирӗн республикӑшӑн вӑл ҫӗнӗлӗх. Ӑна сӑнамалла мелпе авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен Шупашкарпа Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенче, Ҫӗмӗрлепе Канаш муниципаллӑ округӗсенче ӗҫлеттерсе янӑ. Ҫӗнӗлӗх ватисене пӑхса тӑракан тӑванӗсене те укҫа тӳлесе тӑма май парать. Вӗсем мӗнле ӗҫленине фонд тата халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен центрсем тӗрӗслесе тӑрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакан нумай ачаллӑ ҫемьесем патшалӑх шучӗпе хваттерлӗ пулса тӑраҫҫӗ. Республика Элтеперӗ Олег Николаев каланӑ тӑрӑх, Чӑваш Енри ултӑ е унран та ытларах ачаллӑ кашни ҫемьенех юлашки виҫӗ ҫулта ҫурт-йӗрпе тивӗҫтернӗ. Кун пирки вӑл Шупашкарти Башмачников урамӗнчи ҫӗнӗ ҫуртра хваттерлӗ пулнисене ҫӑра уҫҫи тыттарнӑ чух палӑртса хӑварнӑ. Асӑннӑ ҫуртри 91 хваттере кивӗ ҫуртра пӳрӑнакансене панӑ, 16-шне — нумай ачаллӑ тата сахал тупӑшлӑ ҫемьесене, 9-шне — тӑлӑх ачасене. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |