Республикӑра
![]() smotrim.ru сайтри сӑн Паллӑ «Катюша» юрра тӗнчери тӗрлӗ чӗлхепе шӑрантараҫҫӗ. Халӗ ӑна чӑвашла та куҫарнӑ. Пуҫаруҫисем – Халӑх фрончӗн регионти уйрӑмӗн хастарӗсем. Ҫак юрра ахальтен суйламан. Кӑҫал вӑл халӑх ҫине тухнӑранпа 85 ҫул ҫитнӗ. Михаил Исаковский ҫырнӑ сӑвва чӑвашла Чӑваш халӑх поэчӗ Раиса Сарпи куҫарнӑ. Сӑвӑҫ каланӑ тӑрӑх, вӑл ӑна хӑвӑрт хатӗрленӗ. Чӑвашла «Катюшӑна» вара Чӑваш патшалӑх филармони артисчӗсем юрлаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ok.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри нумай ачаллӑ ҫемьесем ҫӗр вырӑнне укҫа илейӗҫ. Республикӑн Министрсен Кабинечӗ ҫавӑн пек йӗрке йышӑннӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьесем ҫӗр лаптӑкӗ вырӑнне укҫа сертификачӗ илейӗҫ. Укҫа виҫи — 250 пин тенкӗ. Кӑҫалхи ака уйӑхӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн республикӑра тӳлевсӗр ҫӗр лаптӑкӗ илме право пур 858 ҫемье учётра тӑнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сӑнӳкерчӗкӗ Парне пама паллӑ ҫынсен бюсчӗсене туянӗҫ. Вӗсене республикӑн Патшалӑх Канашӗн илесшӗн. Парне пама парламентарисем Василий Чапаевӑн 15 бюстне тата Андриян Николаевӑн 15 бюстне туянасшӑн. Пӗр бюстшӑн 3950 тенкӗ тӳлеме палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 9111.ru сӑнӳкерчӗкӗ Ҫак кунсенче Чӑваш Енри темиҫе юриста сумлӑ ят панӑ. «Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ юрисчӗ» ята Етӗрнери «Бизнес тата Право» адвокатсен коллегийӗн адвокачӗ Галина Аникина, Шупашкарти «Иванов, Ильин тата партнёрсем» адвокатсен коллегийӗн председателӗ Сергей Ильин, Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн патшалӑхпа право управленийӗн юридици пайӗн секторӗн заведующийӗ Надежда Ингилизова, Чӑваш Республикин Арбитраж сучӗн судйисем Наталия Кисапова тата Ольга Павлова, Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерствин право пайӗн пуҫлӑхӗ Ольга Петрова, Чӑваш Енӗн Верховнӑй сучӗн председателӗн заместителӗ Галина Савелькина тата судйи Владимир Селиванов тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "На связи" форумри сӑн. МиГ-29 макечӗ «Электроприбор» савут Улатӑр хулинче Мускав тата Октябрь урамӗсем хӗресленнӗ вырӑнти сквера хӑтлӑлатасшӑн, унта МиГ-29 истребителе постамент ҫине лартасшӑн. Кӑҫал кӗркунне унти йывӑҫсене, тӗмсене каснӑ, ҫӗре тикӗсленӗ. Самолета Мускав облаҫӗнчи Жуковский хулинчен илсе килӗҫ. Кунсӑр пуҫне скверта саксем вырнаҫтарӗҫ. Сӑмах май, 2013 ҫулта Улатӑрта савут умне МиГ-29 истребителӗн 7 хут пӗчӗклетнӗ макетне вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Вӑрмар муниципаллӑ округӗнчи тата Ҫӗнӗ Шупашкарти икӗ браконьера тытнӑ. Вӗсем пӑшие персе вӗлернӗ. Икӗ арҫыннӑн куншӑн явап тытма тивӗ. Вӗсен тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чупай ялӗ ҫывӑхӗнче пӑшал пенӗ сасӑ илтӗннӗ. Кун пирки ҫынсем тивӗҫлӗ органсене шӑнкӑравласа каланӑ. Вырӑна Росгварди тата сунарҫӑсен союзӗн ҫыннисем ҫитнӗ. Ҫав вырӑнтан инҫех мар йӗрке хуралҫисем машинӑна чарнӑ. Унта Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнчи 27 ҫулти арҫын пулнӑ. Салонра йытӑсем те ларнӑ. Вӑрманта вара персе пӑрахнӑ пӑшие тупнӑ. Арҫын пӗччен пулман. Тепри камне те тупса палӑртнӑ. Вӑл – Ҫӗнӗ Шупашкарти 58-ти арҫын. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() chuvashia.sledcom.ru сайтри сӑн Юсанмалли 6-мӗш колонире ларакан 34 ҫулти арҫыннӑн йӗплӗ пралук леш енче ирттермелли срок тата пысӑкланнӑ. Вӑл колони ӗҫченне ҫапнӑ. Ку кӑҫал авӑн уйӑхӗн 7-мӗшӗнче пулнӑ. Арҫын уҫӑлса ҫӳренӗ хыҫҫӑн штраф изоляторне таврӑнма хирӗҫленӗ, хӑйне пӗлӗшӗсем ларакан тепӗр камерӑна куҫарма каланӑ. Ӑна хиреҫленӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл колони ӗҫченне уринчен тапнӑ. Арҫынна ҫирӗп режимлӑ колонире 3 ҫул ҫурӑ лармалла тунӑ. Ҫав шутра – унчченхи срок та. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗнӗ ҫул – асамлӑха ӗненмелли вӑхӑт. Ун чухне ачасем уйрӑмах асамлӑха ӗненеҫҫӗ. Аня Чижова ячӗллӗ ыркӑмӑллӑх фончӗ «Хӗл мучин асамлӑ алси» акцие кӑҫал та ирттерет. Унта кашниех хутшӑнма пултарать. Ачасем мӗн пирки ӗмӗтленеҫҫӗ? Вӗсем мӗн сунаҫҫӗ? Ҫаксем пирки фонд сайтӗнче пӗлме пулать. Раштав вӗҫӗнче сипленми чирпе нушаланакан ачасем Ҫӗнӗ ҫул елкине пухӑнӗҫ, унта вӗсене парнесемпе савӑнтарӗҫ. Хӑшӗ-пӗри унта сывлӑхне пула ҫитеймӗ, вӗсем патне Хӗл мучипе Юр пике киле ҫитӗҫ. Акцие мӗнле хутшӑнмалла? Парне туянмалла е укҫа куҫармалла. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Шупашкарта пурӑнакан ватӑсем Чӑваш тӗррин музейне ҫӳресе хавхаланаҫҫӗ. Кун пирки асӑннӑ центрта пӗлтереҫҫӗ. Пирӗн халӑхӑмӑрӑн тӗрри чӑннипех те илемлӗ, унӑн кашни эрешӗн хӑйӗн пӗлтерӗшӗ пур. Шупашкар хулинчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центра ҫӳрекенсем Шупашкарти Чӑваш тӗррин музейне час-часах ҫӳреҫҫӗ. Чӑваш тӗррин кунӗ тӗлӗнче вӗсем кунта каллех кайнӑ. Музей ертӳҫи Надежда Сельверстрова экспонатсемпе хавхалантарса паллаштарнӑ. Кинемейсене XVIII ӗмӗрти хӗрарӑм кӗпи хӑйӗн илемӗпе тыткӑланӑ. «Кӑкӑр ҫине ҫакмалли те питӗ илемлӗ», — , тенӗ втатисем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() 21.fsvps.gov.ru сайтри сӑн Чӳк уйӑхӗн 21-мӗшӗнче Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи аптекӑна Россельхознадзорӑн Чаваш Енри тата Чемпӗр облаҫӗнчи управленийӗ тӗрӗсленӗ те йӗркене пӑснине палӑртнӑ. Аптека кӳршӗ ҫурта куҫнӑ иккен. Унӑн адресӗ урӑхла пулнӑ. Ведомство специалисчӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗнӗ вырӑнта аптека лизензировани процедури витӗр тухман, ҫавна май вӑл лицензисен реестрӗнче ҫук. Ведомство усламҫа лицензие улшӑнусем кӗртиччен ветпрепаратсене сутмашкӑн чарӑнма ыйтнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |