Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Куславкка тӑрӑхӗнче пӑр шӑтарса пулӑ тытакансем тупӑшнӑ. Ӑмӑртӑва хӗрарӑмсем те, арҫынсем те хутшӑннӑ. Пулӑ тытма Чӑваш Енри, Тутарстанри тата Мари Элти 96 пулӑҫ пухӑннӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсене 11 номинацире палӑртнӑ. Ӑмӑртӑвӑн тӗп парнине Мари Республикинчи Волжск хулинчи Сергей Горелик тата Елена Актанаева тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Етӗрне округӗнчи Палтай ялӗнче пурӑнакан ватӑ хӗрарӑма палламан ҫынсем хӗрӗ аварие лекнӗ тесе ӗнентернӗ. Унпа вӗсем телефонпа калаҫса тӑнӑ, ҫав вӑхӑтра курьер килсен унран 300 пин тенкӗ илсе кайнӑ та ҫухалнӑ. Ҫак ӗҫе тӑвакана тытса чарнӑ. Вӑл - Чулхула облаҫӗнче пурӑнакан 33-ри арҫын. Унччен вӑл судпа пӗрре айӑпланман, хӑй тӗллӗн ӗҫлекен пек регистрациленнӗ. Вӑл вӑрланӑ укҫан 5 процентне пама шантарсан хура ӗҫе тума килӗшнӗ. Арҫынна Чулхула облаҫӗнчен Чӑваш Ене конвойпа илсе килнӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Халӗ вӑл ытти ҫакнашкал преступление тунипе туманнине тӗрӗслеҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() https://t.me/civilsk каналти сӑн РФ Президенчӗ Владимир Путин Чӑваш Ене ҫитнӗ. Халӗ вӑл Ҫӗрпӳ хулинче. Ҫапла пӗлтерет «Новости Цивильск» телеграм-канал. 12 сехет те 35 минутсенче Президентӑн «Аурус» автомобильсен кортежне Шупашкарта Суту-илӳпе курав центрӗ ҫывӑхӗнчен иртсе кайнине асӑрханӑ. Машинӑсем Ҫӗрпӳ еннелле кайнӑ. Вӗсем Ҫӗрпӳри пӗр урампа пынине ҫынсем видео ӳкернӗ. Телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Владимир Путин Рынкӑ салинче нумай ачаллӑ ҫемье патӗнче те пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Патӑрьел округӗнче Ҫемье ҫулталӑкне тата Экологи культурин тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курмалли ҫулталӑка хутшӑннӑ. Мероприятире Пӗтӗм Раҫҫейри ҫемье ҫулӑмне йышӑннӑ. Ӑна Мускаври ВДНХра иртекен «Раҫҫей» курав-форумра ҫутнӑ. Чӑваш Ене ӑна Патӑрьел тӑрӑхӗнчи Аслӑ Арапуҫри Верликовсем илсе килнӗ. Ҫулӑма Патӑрьел тӑрӑхӗнчи кашни ял тӑрӑхӗнчи ҫемьесене панӑ. Уявра ҫамрӑк ҫемьесене ҫурт-йӗр тума е илме социаллӑ тӳлевсем панӑ. Экологи ҫулталӑкне уҫнӑ май вара округра пурнӑҫлама палӑртнӑ проектсене сӳтсе явнӑ. Шыв-шура, вӑрман таврашне, общество вырӑнӗсене тасатма пулӑшнӑ нимеҫӗсене Патӑрьел муниципаллӑ округӗн тав хучӗпе чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Чӑваш Ен" тунӑ видео скринӗ Куславкка муниципаллӑ округӗнче прокуратура ҫичӗ ача амӑшне хӳтӗленӗ. Хӗрарӑм ҫурт-йӗр туянма тӑрсан ӑна патшалӑх пулӑшӑвӗ пама хирӗҫленӗ-мӗн. Ведомство тӗрӗслев ирттерсен ҫакна палӑртнӑ: ҫемье ҫурт туняма тӑрсан ЧР Строительство министерстви пӗр хутчен паракан тӳлевпе тивӗҫтерме хирӗҫленӗ. Мӗншӗнне те палӑртнӑ: ҫемьен 121 тӑваткал метрлӑ пурӑнмалли икӗ кӗтес пур. Ку вара нормӑран ытларах. Анчах прокуратура пӗр ҫурчӗ, 61,3 тӑваткал метрли, пурӑнма юрӑхсӑр пулнине палӑртнӑ. Прокуратура нумай ачаллӑ ҫемье ятӗнчен суда тавӑҫ тӑратнӑ. Суд ӑна тивӗҫтернӗ, ҫапла ҫемье сертификата тивӗҫнӗ, хӑтлӑ хваттер туяннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Валерий Антонов. forum.na-svyazi.ru порталтан илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш Енӗн Хисеп грамотипе тата тепӗр виҫӗ ҫынна чыслама йышӑннӑ. Вӗсенчен пӗри — «Чувашгосснаб» общество директорӗ Валерий Антонов. Арҫын Патӑрьел районӗнчи Каншел ялӗнче 1965 ҫулхи ака уйӑхӗнче ҫуралнӑ. Ӗҫ биографине Хӗвелтухӑҫӗнче, Петропавловск-Камчатск хулинче,карап механикӗнчен пуҫӑннӑ. Унта вӑл темиҫе профессие ылмаштарнӑ. Тӑван тӑрӑха таврӑнсан «ТАВ» фирмӑра юрисконсультра тӑрӑшнӑ, унтан пуҫлӑх пулнӑ. Чӑваш Енӗн Хисеп грамотине ҫавӑн пекех Президент пепкелӗх центрӗн акушер центрӗн заведующине Татьяна Дерипаскӑна тата Шупашкарти электромеханика колледжӗн директорӗн заместительне Ольга Кузнецовӑна пама йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() spb.mk.ru сайтри сӑн Вӑрмар муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан арҫын патне пӗр уйӑх каялла палламан ҫын шӑнкӑравланӑ. Вӑл брокер-мӗн. Хайхискер ӑна укҫине инвестицие хывма сӗннӗ. Арҫыннӑн укҫи самаях пулнӑ: 2,3 миллион тенкӗ. Вӑл палламан ҫынна ӗненсе малтан 100 пин тенкӗ хывнӑ. Ятарлӑ сарӑмра тупӑшӗ ӳссе пынине сӑнасан арҫын татах укҫа хунӑ. Хальхинче - пӗтӗмпех. Ку та ҫитмен-ха. Вӑл кайса кредитсем илнӗ. Ҫапла вӑл ултавҫӑсене 6,5 миллион тенкӗ куҫарса панӑ. Тупӑшне счет ҫинчен илейменнине кура арҫын хӑйне улталанине ӑнланнӑ та полицие кайнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Следстви комитечӗн сайтӗнчи сӑн Ҫӗрпӳ муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 68 ҫулти арҫынна пӗрле кун кунлакан хӗрарӑмӑн 10-ри мӑнукне ясар шухӑшсемпе тапӑннӑшӑн суд тунӑ. Судья ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 13 ҫуллӑха ӑсатма йышӑннӑ. Суд палӑртнӑ тӑрӑх, ҫак арҫын хӗрарачапа шыва кӗме ҫӳренӗ. Ҫавӑн чухне, пӗлтӗрхи ҫурла уйӑхӗнче, вӑл хӗрачана ясар шухӑшпа икӗ хутчен тапӑннӑ. Арҫын хайӗн айӑпне йышӑнман. Анчах суд хӗрача, кӳнтеленсем каланине шута илсе унӑн айӑпне ҫирӗплетнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() shilk-pravda.ru сайтри сӑн Улатӑрта пурӑнакан 31 ҫулти хӗрарӑм палламан ҫынсемпе телефонпа калаҫса 1,5 миллион тенкӗ ҫухатнӑ. Вӑл палламан ҫынсемпе икӗ эрне калаҫнӑ. Лешсем ӑна 1 миллион та 413 пин те 400 тенкине темӗнле инвестицисене хывма ӳкӗте кӗртнӗ. 1 миллиона яхӑн тенкине вӑл кредит илнӗ, ыттине пӗлӗшӗсенчен кивҫен ыйтнӑ. Палламан ҫынсем татах та татах укҫа ыйтнӑ, тупӑша вара пама васкаман. Ҫавӑн чухне тин хӗрарӑм ултавҫӑсен аллине лекнине ӑнланнӑ. Вӑл нарӑс уйӑхӗн 17-мӗшӗнче полицие пырса заявлени ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енре дистанци мелӗпе электронлӑ сасӑлава хутшӑнас тесе нумаййӑн регистрациленеҫҫӗ. Ку енӗпе пирӗн регион ТОП-10 йыша кӗрет. Ҫапла пӗлтерет РФ Цифра министерстви. Нарӑсӑн 13-мӗшӗ тӗлне Раҫҫейре пурӑнакан 2 миллион ытла ҫын дистанци мелӗпе сасӑлама йышӑннӑ. Нарӑсӑн 16-мӗшӗ тӗлне 3,2 миллион заявлени панӑ. Вӗсенчен 2 миллион та 361-шӗ дистанци мелӗпе сасӑлама йышӑннӑ, 874 пинӗшӗ - «Мобильлӗ суйлавҫӑ» тытӑм пулӑшнипе. Мускав ҫыннисем кунти нихӑш статистикӑна та кӗмен. Вӗсен дистанци сасӑлавӗ регионти порталта пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Трофимов Прохор Трофимович, чӑваш ҫыравҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |