Республикӑра
![]() cheb-centr.soc.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре пурӑнакан Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗсене Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев саламлать. Республикӑн тӗп хулинче унӑн открыткисене халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центр ӗҫченӗсем ҫитерсе параҫҫӗ. «Сире 1941-1945 ҫулсенчи Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫи Ҫӗнтерӳпе вӗҫленнӗ кун ячӗпе саламлатӑп! Ҫӗнтерӗве пысӑк тӳпе хывнӑшӑн, пирӗн ҫӗршывшӑнтата пирӗн халӑхшӑн тӑрӑшса паттӑрлӑх кӑтартнӑшӑн чӗререн тав тӑватӑп. Сире ырлӑх-сывлӑх, тӑнӑҫлӑх, телей сунатӑп», — тесе саламланӑ Элтепер. Ӗнер саламлӑ открыткӑна 95 ҫулти Роза Николаева патне ҫитернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() politonline.ru сайтри сӑн РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри следстви управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Комсомольски муниципаллӑ округӗнче пурӑнакан 45 ҫулти арҫын суд сакки ҫине ларнӑ. Ун тӗлӗшпе приговор янӑранӑ: штраф тӳлемелле. Ҫак арҫын арӑмне тата унӑн 14 ҫулти хӗрне тӑтӑшах хӗненине палӑртнӑ. Пӗррехинче вара вӑл хӗрарӑма вӗлерессипе хӑратнӑ. Суда вӑл арӑмӗпе унӑн хӗрне 2023 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа раштавччен хӗненине ӗнентернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Патӑрьелте ҫӗнӗ морг тӑвасшӑн. Ҫавна май аукцион ирттереҫҫӗ. Морг тумашкӑн 41 миллион та 517,5 пин тенкӗ кӑларса хума хатӗр. Аукцион ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче иртӗ. Унта ҫӗнтернӗ подрядчикӑн ӗҫсене кӑҫалхи раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗччен туса пӗтермелле. Морг пӗр хутлӑ пулӗ, ӑна кирпӗчрен тумалла. Вӑл Патӑрьел районӗн тӗп пульницин территоринче 1980 ҫулта туса лартнӑ ҫурт ҫумӗнче пулӗ. Палартмалла: районсен хушшинчи паталогоанатоми уйрӑмӗ Шӑмӑршӑ, Елчӗк, Патӑрьел округӗсене йышӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Ака уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Ҫӗмӗрле ҫывӑхӗнче Сӑр урлӑ Чулхула облаҫӗнчи Нават салине каҫмалли каҫҫа хута янӑ. Контрактпа килӗшӳллӗн, подрядчикӗн ӑна ҫу уйӑхӗн 31-мӗшӗччен уҫмалла пулнӑ. Вӑл вара ӑна срокран маларах туса пӗтернӗ, акан 29-мӗшӗнче уҫнӑ. Палӑртмалла: юханшыв ҫийӗн ҫӳремелли каҫҫа 1999 ҫулта тунӑ. Вӑл 47 понтонран тӑрать, пӗтӗмпе – 156 метр тӑршшӗ. Кӗпер Ҫӗмӗрле округӗпе Чулхула облаҫӗнчи Пильна районне ҫыхӑнтарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Паян 2025 ҫулта хӑтлӑх кӗртмелли территорисене суйламалли юлашки кун. Сасӑлав онлайн мелпе пырать: https://21.gorodsreda.ru/. Сасӑласа юлӑр! Шупашкарта пурӑнакансене Кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ бульварне е Максимов аллейине суйлама сӗннӗ. Хальлӗхе 51,4 пин ҫын сасӑланӑ. Хӑшӗ ҫӗнтерни паллӑ мар. Ҫӗнӗ Шупашкарта пурӑнакансем ытларах Собор лапамне илем кӳрессишӗн сасӑланӑ. Кӑҫал сасӑлава 55 объектпа дизайн-проекта сасӑлава тӑратнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Вӑрнар районӗнчи Сӑкӑт ялӗнче пурӑнакан Михаил Николаев пӗчченех кун кунласа каҫ ирттерет. 73 ҫулти мучин пӗр куҫӗ курмасть. Пӗччен пурӑнсан та ватӑ ҫын хӑйне мӗнпе те пулин хавхалантарма тӑрӑшать. Ватӑ ҫын кроссвордсемпе сканвордсем шӗкӗлчеме юратать. Ун патне килсе тӑракан курман-илтмен мӑнукӗн ҫырӑвӗсем вара ватӑ ҫыншӑн чун уҫҫи. «Ҫыру ҫӳретекен мӑнук» волонтёр программине «Старость в радость» (чӑв. Ватлӑх савӑнма) ыркӑмӑлӑх фончӗ пуҫарнӑ. Асӑннӑ фонд ӗҫченӗ Екатерина Чуйкина пӗччен пурӑнакан мучипе ҫыру ҫӳретет. Асӑннӑ фонд ун пек программӑна ҫӗршывӗпех пурнӑҫа кӗртет. Вӑрнар тӑрӑхӗнчи мучие Екатерина нумаях пулмасть тӗрлӗ журнал ярса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Муркаш тӑрӑхӗнчи Хорнуй ялӗнчи 70 ҫулти арҫын ҫула кӗскетсе вӑрман урлӑ тухма хӑтланнӑ. Анчах ҫухалса кайнӑ. Ку хыпар полицие ака уйӑхӗн 26-мӗшӗнче ҫур ҫӗр иртни 2 сехетре ҫитнӗ. Ватӑ арҫын каланӑ тӑрӑх, вӑл каҫхине Шупашкартан Ивановка таран автобуспа ҫитнӗ, киле вӑрман урлӑ кайма тухнӑ. Ҫухалса кайсан ҫумӑр айне лекнӗ, шӑнса кӳтнӗ. Алексей Илларионов аслӑ инспектор ертсе пыракан экипаж вырӑна тухнӑ. Инспектор арҫын патне шӑнкӑравласа вӑл ӑҫта пулнине ӑнланма хӑтланнӑ, телевышка патне утма ыйтнӑ. Унтан полицейски машинӑн ҫутӑ тата сасӑ сигналӗсене ҫутнӑ. Арҫын ҫапла тухнӑ. Йӗрке хуралҫисем ӑна киле леҫсе янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() turproezdka.ru сайтри сӑн Ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен Шупашкарти юханшыв порчӗ Атӑл тӑрӑх уҫӑлса ҫӳремелли рейссем уҫӗ. «Чӑваш Ен» ятлӑ теплоходсем пӗр сехет ҫӳрӗҫ. Рейссем кашни кун 13, 15, 17 тата 19 сехетсенче ҫула тухӗҫ. Аслисен билечӗ 400 тенкӗ тӑрать, ачасен - 300 тенкӗ. 5 ҫула ҫитмен ачасем тӳлевсӗрех ярӑнма пултараҫҫӗ. Рейссем юханшыв навигацийӗ вӗҫлениччен ҫӳрӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() magadanpravda.ru сайтри сӑн Синоптиксем ыран ҫил вӑйланассине систереҫҫӗ. Республикӑра вырӑнӑн-вырӑнӑн хӑрушлӑх шайӗ «сарӑ» пулӗ. Ыран ҫил ҫеккунтра 15-16 метр хӑвӑрлӑхпа вӗрӗ. Ҫавна май электролинисем, ҫыхӑну линийӗсем, хавшак конструкцисем, реклама конструкцийӗсем, ытти япала арканма пултараҫҫӗ. Ҫул-йӗр ҫинче авари пулас хӑрушлӑх та пысӑк. «Асӑрхануллӑ тата тимлӗ пулӑр!» - ҫапла асӑрхаттарать Инкеклӗ лару-тӑру министерстви. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() новости.21.инфо.сайтри сӑн ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, республикӑри ял хуҫалӑх производителӗсем пулӑшнипе ача пахчисенче 100 ытла агролаборатори уҫӑлнӑ. Хальхи вӑхӑтра вӗсенче 4500 ытла ача ял хуҫалӑх вӑрттӑнлӑхӗсене вӗренет. Ку ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансен 55 проценчӗпе танлашать. Агролабораторисенче ачасем аграри профессийӗсен вӑрттӑнлӑхӗсемпе паллашаҫҫӗ - вӑрӑсемпе сӑнавсем ирттереҫҫӗ, микроскоппа тата лупӑпа усӑ курса биологи процесӗсене тӗпчеҫҫӗ, фитолампа айӗнче ӳсекен ӳсен-тӑрана сӑнаҫҫӗ, учебникри сӑнӳкерчӗксене тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.02.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -11 - -13 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |