Республикӑра
![]() "На связи" сайтӗнчи сӑн Ӗнер каҫхине Атӑл леш енчи Ҫурҫӗр поселокӗнче аслатиллӗ ҫумӑр ҫунӑ, ҫил вӑйланнӑ. Хӑш-пӗр ҫурт тӑрри сиенленнӗ. Шупашкар пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Доброхотов унта каҫхинех килсе ҫитнӗ. Поселокра 16 ҫурт тӑррин шиферӗ сиенленнӗ, электричество ҫук. Авариллӗ бригада паян ирхинех пралук ӑҫтан татӑлнине шырама тытӑннӑ, юсав ӗҫӗсем ирттереҫҫӗ. «Атӑл» управляющи компанийӗ Патшалӑх ҫурт-йӗр инспекцийӗн специалисчӗсемпе пӗрле пур ҫурта та тӗрӗслесе тухӗҫ, дефект ведомоҫӗсем хатӗрлӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() forum.na-svyazi.ru сайтри сӑн Паян водительсене машинисене йывӑҫ айне лартма сӗнмеҫҫӗ. Мӗншӗн? Синоптиксем пӑр ҫӑвас хӑрушлӑх пуррине асӑрхаттараҫҫӗ. Паян вырӑнӑн-вырӑнӑн аслатиллӗ ҫумӑр пулма, 4-6 сантиметр тӑршшӗ пӑр ҫума, ҫил ҫеккунтра 25-30 метрн таран хӑвӑртланма пултарать. Ҫакӑ йӑлтах каҫ енне пулас хӑрушлӑх пур. Паллах, ку прогноз – ҫирӗплетсе калани мар. Ҫапах асӑрхануллӑ пулни пӑсмастех. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() rsn-rb.ru сайтри сӑн Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Пупӑлькасси ялӗ ҫывӑхӗнче ҫул хӗрринчи йывӑҫсем патӗнче ҫӳп-ҫап йӑваланнӑ. Санкциллӗ мар свалка, йӑлари каяшсем, 25 тӑваткал метр лаптӑк ҫинче пулнӑ. Кун пирки прокуратурӑна пӗлтернӗ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ тӗлӗшпе прокуратура представлени ҫырнӑ. Ҫӳп-ҫап купине мӗнле тӗп тунине район прокуратури тӗрӗслесе тӑрӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Запарожье облаҫӗнчи Бердянск районӗнчеи Азовское ялӗнче пурӑнакан Дарья Беспалова ЧР Элтеперӗн Олег Николаевӑн портретне кӑранташпа ӳкрнӗ. Халӗ хӗрача «Бригантина» уйлӑхра канать. Унпа пӗрле – тепӗр 42 ача. Олег Алексеевич куншӑн питӗ савӑннӑ. «Ку хаклӑ та кӑмӑллӑ парне! Ҫамрӑк ӳнерҫе тав тӑватӑп, пултарулӑхра ӑнӑҫу сунатӑп!» - тесе ҫырнӑ Элтепер. Сӑмах май, кӑҫал Шупашкарти «Бригантинӑра» Запорожье облаҫӗнчи 300 ача канӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сайтри сӑн Ҫӗртме уйӑхӗн 12-мӗшӗнче Шупашкр муниципаллӑ округӗнчи Пикшик ялӗ ҫывӑхӗнчи пӗвере чарлан тетелте ҫыхланса ларни пирки пӗлтернӗ. Кайӑка ҫӑлавҫӑсен пулӑшма тивнӗ. Вӗсем шыв айӗнчи тетеле касса чарлана ирӗке кӑларнӑ. Анчах вӑйран кайнӑ кайӑк ирӗке тухсан та часах вӗҫеймен. Чӑваш Енри ҫӑлавпа шырав служби тетелпе пулӑ тытма юраманни пирки асӑрхаттарать. Сӑлтавсенчен пӗри – шыв-шурта кайӑксем пулӑ тытни, вӗсем вара тетелпе ҫыхланса ларма пултараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() sport24.ru сайтри сӑн Синоптиксем паян-ыран республикӑра питӗ шӑрӑх ҫанталӑк пулассине систереҫҫӗ. Кӗҫнерникун тата эрнекун термометр 34 градус таранах ӑшӑ кӑтартӗ. Шӑрӑхра ҫутӑ тум тӑхӑнма, эрех-сӑра ӗҫесрен, ытлашши ӗҫлесрен пӑрӑнма сӗнеҫҫӗ. Ҫавӑн пекех республикӑра пушар тухас хӑрушлӑх пысӑк. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Про Город" сайтӗнчи сӑн Паян 17 сехетре Ҫӗмӗрле муниципаллӑ округӗнчи Кабаново ялӗнче тӑрук ҫил вӑйланнӑ. Темиҫе пысӑк йывӑҫ хуҫӑлсах ӳкнӗ. Ҫав шутра - хырсем те. Ҫил вӑйланнӑ кӑна мар, унта пӑр та ҫунӑ. Вырӑнти ҫынсем «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, пӑр диаметрӗ 1-3 сантиметр таран пулнӑ. Сӑмах май, нумаях пулмасть Патӑрьел округӗнчи Ҫӗньялта та пӑр ҫуни пирки пӗлтернӗччӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mospolytech.ru сайтри сӑн Авӑн уйӑхӗнчен Чӑваш Енри студентсен стипендийӗ ӳсӗ. Вӑтам професси илекенсен - 487 тенкӗрен 721 тенке ҫитӗ, аслӑ пӗлӳ илекенсен 1340 тенкӗ вырӑнне 1983 тенкӗ пулӗ. Социаллӑ стипенди те ӳсӗ. Пӗрремӗшӗсен - 1080, иккӗмӗшӗсен 2975 тенкӗ пулӗ. Аспирантсен, ординаторсен, ассистент-стажерсен,аслӑ пӗлӳ программипе вӗренекенсен патшалӑх стипендийӗ 6824 тенкӗпе танлашӗ. Хальхи вӑхӑтра вӑл - 4611 тенкӗ. 100 пинрен сахалрах ҫын пурӑнакан ялсенче вырнаҫнӑ шкулсенче класс ертсе пыракансене уйӑхсерен 10 пин тенкӗ парӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре Ҫемье, юрату тата шанчӑклӑх кунне халалласа кӑҫал та «Ҫемйи конкурс» иртӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министрӗ Алёна Елизарова республикӑн Правительство ҫуртӗнче тунтикунсерен иртекен планёркӑра пӗлтернӗ. Конкурса кӑҫал улшӑну кӗртнӗ. Муниципалитсенче иртекен суйлав турне ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнчен пуҫласа утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗччен йӗркелемелле. Унччен ку тапхӑра юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗччен тесе палӑртнӑ пулнӑ. Муниципалитетсенчи финал утӑ уйӑхӗн 8-мӗшӗнчен иртмелле. Финала тухнисен ӑмӑртӑвне Амӑшӗн кунӗ тӗлӗнче йӗркелесе 5 ҫемьене суйласа илӗҫ, вӗсенчен пӗри «Ҫулталӑк ҫемйи» ята тивӗҫӗ. Конкурса мӑшӑрланса 10 ҫултан кая мар пурӑнакан, икӗ е унран ытларах ача ӳстерекен ҫемьесем хутшӑнайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Етӗрне муниципаллӑ округӗнчи Сантикасси ялӗнче пурӑнакан Алексей Ятрушев ӑпӑр-тапӑра ҫӳп-ҫап купи ҫине тухса пӑрахман. Вӑл вӗсенчен беседка туса лартнӑ. Арҫын ӑна тунӑ чухне пластик кӗленчесемпе усӑ курнӑ. Пӑккисемпе вара илемлетнӗ. Ҫапла Алексей Ятрушев ӑпӑр-тапӑра иккӗмӗш пурнӑҫ парнеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |