Республикӑра
![]() «Лиза Алерт» шырав отрячӗн сӑнӳкерчӗкӗ «Лиза Алерт» шырав отрячӗн республикӑри хастарӗсем Шупашкарта пурӑнакан ҫамрӑк арҫынна шыраҫҫӗ. 34 ҫулти Евгений Алексеевич Гребенкин ӑҫтине пӗлмеҫҫӗ. Вӑл утӑ уйӑхӗн 18-мӗшӗнче ҫухалнӑ. Ҫамрӑк арҫын пирки пӗлекенсене 8 800 700-54-52 телефон номерӗпе шӑнкӑравласа систерме ыйтаҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарти 49-мӗш вӑтам шкул сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри икӗ ҫынна «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе чыслама йышӑннӑ. Кун пек йышӑнӑва республика ертӳҫи утӑ уйӑхӗн 25-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ҫак шайри наградӑна Шупашкарти П.П. Хусанкай ячӗллӗ 49-мӗш вӑтам шкулӑн педагогне, «Донбасс доброволецӗсен союзӗ» общество организацийӗн регионти уйрӑмӗн ертӳҫи Сергей Николаев тата Чӑваш Енӗн ҫар комиссариачӗн тӗп специалистне-экспертне Артемий Репкин тивӗҫнӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Лиза Алерт" сайтри сӑн Элӗк округӗнчи Питӗшкассинче пурӑнакан 74 ҫулти арҫынна виҫҫӗмӗш кун шыраҫҫӗ. Петр Егорович Васильев килтен утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тухса кайнӑ. Ӑна медпулӑшу кирлӗ. Вӑл килтен мӗнле тухса кайни паллӑ мар. «Лиза Алерт» шыравҫисем водительсене тимлӗ сӑнама ыйтаҫҫӗ. Тен, видеорегистратор ҫине пӗччен утакан старик лекнӗ? Мӗн те пулин пӗлсен ҫак номерсемпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ: 8 800 700-54-52, Елена (Касатка) 89520203557, Наталия (Симба) 89196666680. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре хысна тытӑмӗнчи организацисенче ӗҫлекенсен шалӑвне ӳстерме бюджетран 900 миллион ытла тенкӗ укҫа уйӑрнӑ. Ӗҫ укҫи ӳснине сывлӑх сыхлавӗнче, вӗрентӳре, культурӑра тата социаллӑ политикӑра ӗҫлекен 38 пине яхӑн ҫын туйса илӗ. Бюджетниксен шалӑвне ӳстерес йышӑнӑва уйӑхри вӑтам ӗҫ укҫин виҫине 44,4 пин тенке ҫитерме палӑртнипе тунӑ. Ку вӑл 2023 ҫулхинчен 13,4 процент ӳснине пӗлтерет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енре кимӗ туса кӑларма тытӑнасшӑн. Кун пек йышӑнӑва республика Правительствин нумаях пулмасть иртнӗ ларӑвӗнче сӳтсе явнӑ. Шупашкар муниципаллӑ округӗнчи Шӑмӑршӑ ялӗнче ҫӗнӗ производство комплексӗ уҫасшӑн. Асӑннӑ комплекса туса лартма ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ ҫӗре производство объекчӗ валли куҫарнӑ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерствин пресс-службинче пӗлтернӗ. Министр тивӗҫне пурнӑҫлакан Дмитрий Бельцов пӗлтернӗ тӑрӑх, Шӑмӑршӑра ҫӑмӑл моторлӑ кимӗсем тата ҫӑмӑл прицепсем туса кӑларма пуҫлӗҫ. Унсӑр пуҫне унта ҫӗвӗ цехӗ уҫӗҫ, прицепсем валли тентсем ҫӗлеме тытӑнӗҫ. Проекта 150 миллион тенке яхӑн хывӗҫ. Производствӑна 2027 ҫулхи кӗркунне тӗлне хута ярасшӑн. Унта 200-е яхӑн ҫын валли ӗҫ вырӑнӗ тупӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Прокуратура архивӗнчи сӑн Пӑрачкав округӗнчи арҫын ачисене хӗнесе пурӑнни, ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарни пирки унччен хыпарланӑччӗ. Аса илтерер: 43-ри арҫын 2021 ҫулхи юпа уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи ака уйӑхӗччен 14-ри хӗрне тата 11 ҫулти ывӑлне пӗрре мар хӗненӗ. Ачасене урайне ӳкерсе пуҫӗпе урайне ҫапни те пулнӑ. Ҫитменнине, ашшӗ вӗсене киревсӗр сӑмахсемпе кӳрентернӗ. Ачасем каланӑ тӑрӑх, ашшӗ вӗсене нихҫан та ятран чӗнмен, прокурор тӗрӗслевӗ хыҫҫӑн кӑна эрех ӗҫме пӑрахнӑ. Арҫынна суд тунӑ. Ӑна ҫирӗп режимлӑ колоние 3 ҫул та 8 уйӑхлӑха яма йышӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Дмитрий Красновӑн телеграм-каналӗнчи сӑн Чӑваш Енре вырӑнти брендсен порталне ӗҫлеттерсе ярасшӑн. Кун пирки респулика вице-премьерӗ - экономика министрӗ Дмитрий Краснов каласа кӑтартнӑ. «Чувашия БлагоДарит» ятлӑ пулӗ вӑл. Чӑваш бренчӗсене пӗр платформӑна пухӗҫ. Вӗсем пирки кӗскен калани, ячӗ, каталогӗ пулӗ. Дмитрий Краснов каланӑ тӑрӑх, платформа маркетплейс пулмӗ, ҫавна май лавкка адресне е ссылкине кӑтартма сӗнеҫҫӗ. Министр бренд пирки каланине чӑвашла куҫарма сӗнет. Портала аталантарма вара ӑна акӑлчанла е китайла куҫарасшӑн. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Халӑх тетелӗнчи "Чӑваш Республики" пабликран илнӗ сӑнӳкерчӗк Паян, 2024 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 24-мӗшӗнче, Чӑваш Енри 63 мӑшӑр ҫемье ҫавӑрма шухӑш тытнӑ. Вӗсене дати илӗртнӗ. 24.07.2024 текен цифра илемлӗ тесе шухӑшланӑран хӑшӗсем шӑп та лӑп паян мӑшӑрланасшӑн. Тен, вӗсем ку цифра телей кӳрессе шанаҫҫӗ пулӗ. Сӑмах май каласан, кӑҫалхи кӑрлач-утӑ уйӑхсенче 2060 ҫӗнӗ ҫемье йӗркеленнӗ. Кӑҫал авланнӑ каччӑсенчен ытларахӑшӗ — 23-28 ҫултисем. Ҫемье ҫавӑрнӑ чи ҫамрӑк каччӑ 17-ре, чи асли — 83-ре. Хӗрсем 20-26 ҫула ҫитсен качча кайма васкаҫҫӗ. Кӑҫал ҫемье ҫавӑрнисенчен чи ҫамрӑкки 16-ра пулнӑ, чи асли — 76-ра. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Кӳкеҫре Совет урамӗнчи 87-мӗш ҫурт стени ҫине «В бой идут одни старики» фильмри Маэстро рольне вылянӑ Леонид Быковӑн сӑнарне ӳкерни пирки пӗлтернӗччӗ. Халӗ иккӗмӗш мурала ӳкерме тытӑннӑ. Вӑл Совет урамӗнчи 63-мӗш ҫурт ҫинче пулӗ. Унта чӑваш хӗрӗ поселок логотипне тытса тӑрӗ. Сӑмах май, поселок логотипне 2023 ҫулта сасӑлав мелӗпе суйланӑ. Кӳкеҫ - Чӑваш Енри логотип йышӑннӑ пӗрремӗш поселок. Чӑваш хӗрӗ хыҫӗнче - акӑшсем. Вӗсем чӑвашсен паллӑ «Хуркайӑк ҫулӗ» халапне аса илтерӗҫ. Мурала Сергей Петров ӳкерет. Графика дизайнерӗ - Артем Павлетич. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() smoladmin.ru сайтри сӑн Етӗрне округӗнчи Янӑм ялӗнчи пӗр кил хуҫалӑхӗнче кушак вилнӗ. Ҫавна май утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнченпе унта карантин пулнине йышӑннӑ. Патшалӑх ветеринари служби пӗлтернӗ тӑрӑх, вилнӗ кушак аҫин урнӑ чир пулнӑ. Чир ҫӑлкуҫӗ - Тӗп урамри 9-мӗш ҫурт. Унтан 900 метр радиусри территори ӑнӑҫлах шутланмасть. Карантин вӑхӑтӗнче чӗрчунсемпе ҫыхӑннӑ ярмӑрккӑсем, куравсем, суту-илӳ, ытти мероприяти ирттерме юрамасть. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, -8 - -10 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |