Республикӑра
![]() Росгварди тунӑ сӑн Атӑл леш енче Сосновка поселокӗпе юнашар вӑрманта тутӑхнӑ виҫӗ мина тупнӑ. Кун пирки Росгвардин дежурнӑй чаҫне авӑнӑн 13-мӗшӗнче шӑнкӑравласа пӗлтернӗ. Вырӑна ОМОН тухнӑ. Вӗсем кусем 82 миллиметрлӑ миномет минисем пулнине палӑртнӑ. Минӑсем тутӑхнӑ. Йӗрке хуралҫисемпе пӗрле ятарласа вӗрентнӗ йытӑпа кинолог та пулнӑ. Йытӑ сирпӗнекен хатӗр пуррине систернӗ. Росгварди ӗҫченӗсем минӑсем хӑрушлӑх кӑларса тӑратманнине палӑртнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Пӑрачкавра та ҫурт стенине муралпа илемлетнӗ. Вӑл - Ульянов тата Коопераци урамӗсем хӗресленекен вырӑнта ларакан ҫурт ҫинче. Ӳкерчӗкре пасар лапамне ӳкернӗ, унта хӗрсех суту-илӳ пырать. Палӑртмалла: кун пек мурал Пӑрачкавра - пӗрремӗш. Сӑмах май, 2017 ҫулта ҫав вырӑнта йывӑҫран касса кӑларас енӗпе Пӗтӗм Раҫҫейри конкурс иртнӗ. Ун чухнехи юмахри сӑнарсем унтах юлнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() "Контактри" сӑн Кӳкеҫре тепӗр мурал хатӗр. Вӑл - Совет урамӗнчи 78-мӗш ҫуртра. Ҫурт стени ҫине чӑваш орнаменчӗн мозаикине ӳкернӗ. Ҫак ӗҫ эскизне графика дизайнерӗ Артем Павлетич хатӗрленӗ. Ӳкерекенӗ - Сергей Петров. Аса илтерер: Кӳкеҫре унччен те мурал хатӗрленӗччӗ. Унта Кӳкеҫ эмблемине тытнӑ чӑваш хӗрарӑмне ӳкернӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() ШӖМ тунӑ сӑн Сӗнтӗрвӑрри округӗнче 51 ҫулти арҫынна, вӑрманта ҫухалса кайнӑскере, виҫӗ талӑкран тупнӑ. Унӑн унччен инсульт пулнӑ, вӑл лайӑх калаҫайман. Малтан тӑванӗсем сисчӗвленнӗ. Арҫын яланхи пек ирхине шӑнкӑравламан, телефонне тытман. Кун пирки полицие пӗлтернӗ. Полицейскисем урамри камерӑсене пӑхсан вӑл маршруткӑна ларни палӑрнӑ. Водительтен ыйтса пӗлнӗ. Вӑл каланӑ тӑрӑх, уксахлакан арҫын юлашки чарӑнура тухса вӑрман еннелле кайнӑ. Ӑна полицейскисем, ҫӑлавҫӑсем, «Лиза Алерт» нимеҫисем шыранӑ Вӑйран кайнӑ арҫынна виҫӗмӗш кунхине тупнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Шупашкарта пурӑнакан Марина Николаева инженер нейросетьпе ӗҫлекен специалиста вӗренсе тухнӑ. Вӑл хулари ӗҫпе тивӗҫтерекен центра ӗҫ шыраса кайнӑ. Унӑн ачи шкулта вӗренме пуҫланӑ, ҫамрӑк хӗрарӑм ӗҫе вырнаҫма ӗӗтленнӗ. Карьера консультанчӗ ӑна аналитикӑра нейросетьпе усӑ куракан специалиста вӗренсе тухса ӗҫе выпрнаҫма сӗннӗ. Хӗрарӑм килӗшнӗ. Вӑл ҫав енӗпе ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче вӗренме тытӑннӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Чӑваш Енӗн Экономика аталанӑвӗн министерствин сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри Куславкка тӑрӑхӗнче юртӑсем тӑваҫҫӗ. Кун пирки республикӑн вице-премьерӗ — экономика аталанӑвӗн министрӗ Дмитрий Краснов Телеграмри хӑйӗн каналӗнче пӗлтернӗ. Ятарлӑ комисси ӗҫ-пуҫ епле пынине вырӑна тухсах тӗрӗсленӗ. «Кайӑк вӗҫевӗ» кану базинче глэмпинг тума тытӑннӑ. Хӑна ҫурчӗсене юрта евӗр тӑваҫҫӗ. Хальлӗхе 9 модультен 5-шне туса пӗтернӗ. Унсӑр пуҫне унта ачасемпе аслисем валли спорт лапамӗсем пулӗҫ, мунчасем туса лартӗҫ. Кафепе мангаллӑ беседкӑсем ӗҫлесе кайӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче Ҫӗрпӳ округӗнче биологи каяшӗсен купи пулни пирки хыпар сарӑлнӑ. Россельхознадзорӑн Чӑваш Енри специалисчӗсем вырӑна тухса тӗрӗсленӗ те ҫав вырӑнта чӑнах та выльӑх виллисем, шӑммисем йӑваланнине палӑртнӑ. Вӗсем уҫӑ вырӑнтах выртнӑ. Ку вара – ветеринари саккунӗсене пӑсни. Ведомство ҫӗр харпӑрҫине – Ҫӗрпӳри ветеринарипе санитари утилизаци савутне – ҫитменлӗхсене пӗтерме хушнӑ. Ку савут Янсакассинче вырнаҫнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Республикӑра «Халӑх участковӑйӗ» конкурс иртет. Кӑҫал унта ШӖМ тытӑмӗнче ӗҫлекен 26 ҫын хутшӑнать. Вӗсенчен 6-шӗ - хӗрарӑмсем. Пӗрремӗш тапхӑр авӑнӑн 20-мӗшӗччен иртет. Онлайн сасӑлавпа чи лайӑххине палӑртӗҫ. Юпан 7-16-мӗшӗсенче регион шайӗнчи тапхӑр пулӗ. Унта онлайн сасӑлавра ҫӗнтернӗ участковӑй республика чысне Раҫҫей шайӗнче хӳтӗлӗ. Вӑл чӳк уйӑхӗн 1-10-мӗшӗсенче иртӗ. Сӑмах май, 2016, 2021 тата 2022 ҫулсенче чи лайӑх участковӑй пулнӑ Сергей Ипатьев кӑҫал та конкурса хутшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() /www.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ Чӑваш Енри усламҫӑсем хӑна ҫурчӗсем тума патшалӑхран ҫӑмӑллӑхлӑ укҫа илейӗҫ. Пысӑк инвесторсене отельсене тума тата юсаса ҫӗнетме укҫа парас пирки республикӑн Экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министерстви пӗлтерет. «15 ҫуллӑха 70 миллиарлд тенкӗ таран илме пулать. Ҫулталӑкри процент ставки — 5 процент таран. Тӗп ставкине патшалӑх тӳлет. Инвесторсен хӑна ҫурчӗ, отель е виҫӗ ҫӑлтӑрлӑ санатори тумалла. Вӗсенче номер фончӗ 120-рен кая мар пулмалла», — уҫӑмлатнӑ экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ Ольга Рассанова. Модульлӗ отель тӑвакансене патшалӑх пӗр номершӗн 1,5 миллион тенкӗ таран саплаштарма пултарать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() usolie-citi.ru сайтри сӑн Улатӑрта пурӑнакан 72 ҫулти хӗрарӑм ултавҫӑсене 1 миллион ытла тенкӗ куҫарса панӑ. Вӑл полицире ҫапла каласа кӑтартнӑ: 2 кун каялла ун патне палламан ҫын шӑнкӑравланӑ, такамсем унӑн укҫине чикӗ леш енне куҫарма тӑни пирки каланӑ. Вӗсен ҫулне пӳлес тесен кредит илсе маларах «хӑрушсӑр счет» ҫине куҫармалла-мӗн. Ватӑ хӗрарӑм хӑйӗн 300 пин тенкине тата кредит илнӗ 422 пин тенкине палламан ҫын каланӑ счет ҫине куҫарнӑ. Кун пирки вӑл тӑванӗсемпе те калаҫнӑ. Лешсем ӑна ку ултавҫӑсем пулнине каланӑ. Анчах кинемей ӗненмен. Палӑртмалла: 2021-2023 ҫулсенче вӑл ултавҫӑсен аллине виҫӗ хутчен лекнӗ, ун чухне вӗсене 430 пин тенкӗ куҫарса панӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ. | ||
| Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |