Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсен ҫыххи: Республикӑра

Республикӑра
vk.com сайтри сӑн ӳкерчӗк
vk.com сайтри сӑн ӳкерчӗк

ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Енри Хӗрарӑмсен канашӗн председательне Наталья Николаевӑна /вӑл унӑн мӑшӑрӗ/ Чӑваш Республикин Хисеп грамотипе чысланӑ. Хушӑва ҫурла уйӑхӗн 15-мӗшӗнче алӑ пуснӑ.

Хула кунӗнче РФ Патшалӑх Думин депутатне Анатолий Аксакова, Министрсен Кабинечӗн председателӗн ҫумне Алексей Ладыкова та сцена ҫинче чысланӑ. Анчах Наталья Николаева унта пулман. Хушӑва алӑ пуснӑ чухне документа влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗн саккунсен архивӗнче пичетлемен пулнӑ.

Хушупа килӗшӳллӗн Наталья Николаевӑна наградӑна «ҫемье институтне ҫирӗплетес ҫӗре тӳпе хывнӑшӑн тата общество ӗҫне хастар хутшӑннӑшӑн» панӑ.

 

Республикӑра
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ
Кандинский нейросеть сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре «Чӑваш Республикин Элтеперӗн лару-тӑру центрӗ» ятлӑ хысна учрежденине уҫнӑ.

Республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, хысна учрежденийӗн штачӗ 3 единицӑран тӑрӗ.

Хысна учрежденийӗн тӗллевӗнчен пӗри — «Чӑваш Республикин Элтеперӗн тата Министрсен Кабинечӗн управлени ыйтӑвӗсемпе паха йышӑну тӑвасси». Вӑл ҫавӑн пекех лару-тӑрӑва сӑнаса-тишкерсе тӑрӗ.

 

Республикӑра
"Контактри" сӑн
"Контактри" сӑн

Комсомольскинче пурӑнакан хӗрарӑмсем питӗ ырӑ ӗҫ тӑваҫҫӗ. Вӗсем нуски, пинетка ҫыхаҫҫӗ. Питӗ-питӗ пӗчӗк вӗсем, мӗншӗн тесен вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ачасем валли ҫыхнӑ.

Чӑнах та, нускисемпе пинеткӑсем пукане валли ҫыхнӑ пекех. Ырӑ чунлӑ хӗрарӑмсем хӑйсен аллипе ҫыхнӑскерсене кӗҫех вӑхӑтсӑр ҫуралнӑ ачасем патне ҫитӗҫ.

 

Республикӑра
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

2025 ҫула пирӗн республикӑра ҫӗнтерӳ темине халаллӗҫ. Кун пирки республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче пӗлтернӗ. Ку сӗнӗве Чӑваш Ен Элтеперӗ Олег Николаев та ырласа йышӑннӑ. Ҫак ыйтӑва Чӑваш Республикин Элтеперӗ ҫумӗнчи общество канашӗн ларӑвӗнче хускатнӑ.

2025 ҫула ҫӗнтерӳ темине халаллани ытахальтен мар. Ҫитменнине килес ҫул пирӗн ҫӗршыв Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче ҫӗнтернӗренпе 80 ҫул ҫитнине уявлӗ.

 

Республикӑра
"На связи" форумри сӑн
"На связи" форумри сӑн

Аня Чижова ячӗллӗ фонд кӑҫал та авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче шкул ачисене акцие хутшӑнма чӗнет. Вӗрентекен валли класпа пӗр чечек ҫыххи илсе памалла та ытти укҫана нихӑҫан сипленмен ачасем валли ямалла. Фонд «Чечек вырӑнне - ачасем» акцие кӑҫалхипе саккӑрмӗш ҫул ирттерет.

Пӗлтӗр акци вӑхӑтӗнче 916 284 тенкӗ пуҫтарнӑ.Ку укҫа 26 ачана пулӑшма кайнӑ. Унта Мускаври, Мари Элти, Чӑваш Енри, Мускав ҫывӑхӗнчи шкулсем хутшӑннӑ. Спонсорсем те пулнӑ.

Кӑҫал акци вӑхӑтӗнче 2 миллион та 334 пин тенкӗ пухма палӑртнӑ. Ку укҫапа 94 ачана пулӑшасшӑн.

 

Республикӑра
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ
mintrud.cap.ru сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енре кӗмӗл волонтёрсен конкурсӗ иртет. Ӑна республикӑн Ӗҫ тата социаллӑ хӳтлӗх министерстви йӗркеленӗ.

«Ҫӗнтерӳ волонтёрӗ» номинацие Раҫҫей ҫарне пулӑшакан, гуманитари пулӑшӑвӗ кӳрекен ватӑсем хутшӑнма пултараҫҫӗ.

«Волонтёр-наставник» номинацие — ачасене пӑхса пулӑшакансем, ватӑсене пулӑшу кӳрекенсем; «Эко-волонтёр» номинацие — ҫутҫанталӑка хӳтӗлессипе тӑрӑшакансем; «Социаллӑ экспреса» — тӗрлӗ мероприятие хастар хутшӑнакансем.

Документсене mintrud@cap.ru электрон адреспа ярса памалла. Вӗсене авӑн уйӑхӗн 23-мӗшӗччен йышӑнӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене «Кӗмӗл Чун» республикӑри форумра чыслӗҫ.

 

Республикӑра
funnyart.club сӑнӳкерчӗкӗ
funnyart.club сӑнӳкерчӗкӗ

Килес ҫултан Чӑваш Енри вӑрманҫӑсен шалӑвӗ ӳсӗ.

«2025 ҫултан пуҫласа Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин хушнипе лесниксен ӗҫ укҫи ӳсӗ. Чӑваш Республикине тепӗр ҫул ҫак тӗллевсем валли ӗҫ укҫи фончӗн 24% ӳсӗмне пӑхса хӑварнӑ», — палӑртнӑ Вӑрман хуҫалӑхӗн федераци агентствин ертӳҫи Иван Советников Чӑваш Ен Элтеперӗпе Олег Николаевпа тӗл пулсан.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ каланӑ тӑрӑх, вӑрман хуҫалӑхӗнче ӗҫлекенсен вӑтам ӗҫ укҫи республикӑри вӑтам шалуран 2,1 хут пӗчӗкрех. Ӗҫ укҫине ӳстерсен кадрсен ыйтӑвӗ те лайӑхланӗ.

 

Республикӑра
klike.net сӑнӳкерчӗкӗ
klike.net сӑнӳкерчӗкӗ

Чӑваш Енри икӗ ҫынна республика Элтеперӗ Олег Николаев паттӑрлӑхшӑн чысланӑ.

«Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе ҫар чаҫӗн — 29682 уй почтин комендант батальонӗн 2-мӗш комендант ротин санитари инструкторне Михаил Иванова наградӑланӑ.

Чӑваш Республикин Хисеп грамотине 26388 ҫар чаҫӗн снайперӗ Евгений Михайловский тивӗҫнӗ.

 

Республикӑра
"Про Город" сайтӗнчи сӑн
"Про Город" сайтӗнчи сӑн

Елчӗк муниципаллӑ округӗнчи Патреккел ялӗнче пурӑнакан арҫын пысӑк кӑмпа тупнӑ. Киле ҫитсен тараса ҫинче виҫсе пӑхнӑ та - 4 килограмм ытла.

Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата пӗлтернӗ тӑрӑх, вӑл кӑмпана ҫурла уйӑхӗн 23-мӗшӗнче тупнӑ. Ҫав кӑмпа «дождевик» ятлӑ-мӗн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/99474
 

Республикӑра
ШӖМ тунӑ сӑн
ШӖМ тунӑ сӑн

Ҫул-йӗрпе патруль службин инспекторӗсем Денис Гордеев тата Павел Балыков «Шупашкар - Сурски» ҫул ҫинче васкакан «Тойотӑна» чарнӑ. Унта вара тӑннӗ ҫухатнӑ 32-ри пассажир выртнӑ. Унӑн энцефалит пулма пултарнӑ. Полицейскисем кашни минут хаклине шута илсе машинӑна пульницӑна ҫити ӑсатма йышӑннӑ. Вӗсем пулӑшнипе пациента вӑхӑтра медпулӑшу панӑ. Тӑванӗсем вара ЧР шалти ӗҫсен министрне тав туса ҫырса янӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.com/wall-191629825_69911
 

Страницӑсем: 1 ... 12, 13, 14, 15, 16, 17, 18, 19, 20, 21, [22], 23, 24, 25, 26, 27, 28, 29, 30, 31, 32, ...618
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.02.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -4 - -6 градус сивӗ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламӑшӗнче кӑмӑл-туйӑм сирпӗнес пек, вӑл сирӗн кӑмӑла витӗм кӳрӗ. Эрне варринче ӗҫри ҫитменлӗхсене пӗтерме, витӗмлӗ ҫынсен пулӑшӑвне туйма май пулӗ. Эрне вӗҫӗ кӗтмен хыпарсемпе, ууҫапа е ӗҫпе ҫыхӑннисем, савӑнтарӗҫ. Харпӑр пурнӑҫра хирӗҫесрен пӑрӑнӑр – пӗчӗк ӑнланманлӑх та вырнаҫтарма пултарать.

Нарӑс, 23

1941
84
Захаров Виталий Николаевич, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫуралнӑ.
1976
49
Максимов Исайя Максимович, чӑваш математикӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2006
19
Пудовик Аркадий Николаевич, хими ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем